Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх паянхи __/news/2699.html_«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ»__ акцие пурӗ 2300 ҫынна яхӑн хутшӑннӑ — шкул ачисемпе вӗсене пӗлӳ паракансем, студентсем, артистсем, журналистсем, пенсие тухнисем тата ыттисем. Ҫав шутра тӳре-шара та пур.
Диктанта Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ __Владимир Иванов__ та ҫырнӑ. Вӑл акцие мухтанӑ, __Чӑваш чӗлхин кунӗ__ умӗн ҫавнашкал пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприяти ирттерни питӗ аван пулнине палӑртнӑ. Малашне ҫак пулӑм республика тулашне те, вӑл шутра чикӗ леш енне те сарӑласса шанса каланӑ.
Чӑваш халӑх поэчӗ __Юрий Сементер__ хатӗрленӗ текста __И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче__ тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсен хушшинче Раҫҫей шайӗнче мала тухнӑ __Муркаш районӗнчи__ __Калайкасси__ шкулӗнче ӑс паракан Александр Степанов вуланӑ. Ҫавӑн пекех курӑмлӑ майпа И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче те ҫырнӑ. Курӑмсӑр майпа вара ҫынсем __Чӑваш наци радиовӗ__ урлӑ ҫырма пултарнӑ.
Акцие йӗркелекенсем шантарнӑ тӑрӑх пӗтӗмлетӳсемпе ыранах паллашма май пулӗ. Шел те, ЧПУ сайчӗ хӑнасене чӑтайман — те вӗсем нумаййӑн кӗнине пула ҫак хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра ӗҫлеместчӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.10.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Марина Карягина, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ вилнӗ. | ||
| Белов Михаил Михайлович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |