Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Паян, акан 25-мӗшӗнче, __Елчӗк районӗнчи__ чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе шкул ачисем __Иван Яковлевич Яковлев__ ҫуралнӑ ялта — __Тутарстанри__ __Кӑнна Кушкинче__ пысӑк уявра пулчӗҫ.

Ахальтен мар ҫак уяв ҫулсеренех иртекен __Чӑваш чӗлхи кунӗпе__ тӳр килет. Шӑпах ҫак кун 165 ҫул каялла ҫут тӗнчене тӑван халӑха ҫутлӑх парнеленӗ хӑватлӑ ҫынннӑмӑр, Аслӑ вӗрентекенӗмӗр __Иван Яковлевич Яковлев__ ҫуралнӑ. Халӑха ҫутта кӑлараканӑн пархатарлӑ ӗҫне чӑваш халӑхӗ яланах сума сӑвӗ. Мӗншӗн тесен унӑн вӗрентӗвӗ чӑваш ҫыннине малалла утма анлӑ ҫул хывма пулӑшнӑ. Пухӑннисем те, тӗпрен илсен, Аслӑ вӗрентекенӗмӗрӗн пархатарлӑ ӗҫне палӑртса нумай-нумай ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ. __Л.П. Кураков__ академик, Чӑваш халӑх поэчӗ __В.В. Туркай__, Яковлевӑн ҫывӑх тӑванӗсем тата ыттисем Аслӑ вӗрентекенӗмӗрӗн вышкайсӑр сумлӑ ӗҫне палӑртса каларӗҫ. Иван Яковлевӑн сумлӑ ӗҫне пуҫ тайма хальхинче тӗрлӗ тӑрӑхра пурӑнакан нумай-нумай чӑваш пухӑнни хӑйех пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Вӗсем пӗтӗм чун-кӑмӑлтан И.Я. Яковлев пурӑннӑ ҫурт вырӑнӗнчи часавня умне, ҫавӑн пекех ун палӑкӗ ҫумне чӗрӗ чечексем хучӗҫ.

Хӑнасем __Кӑнна Кушки__ шкулӗнче пулчӗҫ, И.Я. Яковлева халалланӑ музее кӗрсе курчӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Авӑн, 13

1961
65
Терентьев Юрий Петрович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
2003
23
Егоров Валерий Петрович, литературовед, публицист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи