Ак, кӗҫӗх ҫу уйӑхӗ те ҫывхарса ҫитет. Ҫу кунӗсем ҫитнерӗн пысӑк уявсемччен та вӑхӑт нумай юлмарӗ. Вӗсем шутӗнче чи пӗлтерӗшли — Ҫӗнтерӳ кунӗ. Ҫак уяв ҫывхарнӑ май хулара тӗрлӗрен акцисем иртеҫҫӗ.
Ҫулсерен ҫынсем хушшинче георги хӑйӑвне сарас йӑла кӑҫал та пӑрахӑҫланмарӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗн символне кӑҫал пӗрремӗш хут акан 24-мӗшӗнче салатрӗҫ. Вӑл кун хула ҫыннисем хушшинче 500 яхӑн георги хӑйӑвӗ сарӑлнӑ-мӗн. Уйрӑмах «Николай косманавт урамӗ» чарӑнура тата «Мир Луксор кинотеатр» ҫывӑхӗнче ӗҫ хӗрӳ пынӑ. Ҫак сумлӑ акцин ертӳҫисем — __Ленин районӗн__ ҫамрӑксен правительсвин ҫамрӑкӗсем. Чӗретлӗ хут Ленин районӗнче Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитнӗ ҫӗрелле салатӗҫ.
Ҫитес кунсенче асӑннӑ акци Калининпа, Мускав районӗсенче иртӗ. Георги хӑйӑвне салатнӑ май пирӗн асаттесем ҫак вӑрҫӑра тӑван халӑхшӑн, чӑваш ҫӗрӗшӗн ҫапӑҫнине манмалла мар.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Семён Акимович, генерал-майор ҫуралнӑ. | ||
| Соколова Асклида Андреевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ вилнӗ. | ||
| Яковлев Пётр Яковлевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кузьмина Надежда Геннадьевна, чӑваш юрӑҫи, артисчӗ, сценарисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |