Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Кӑҫалхи Ҫӗнтерӳ кун уявӗ __Шупашкарта__ самаях кӑсӑклӑ та савӑнӑҫлӑ иртрӗ. Савӑк кӳнӗсӗр пуҫне хула ҫыннисемпе хӑш-пӗр ветерансен кӑмӑла хуҫакан пулӑмсемпе те тӗл пулма килчӗ — Ҫӗнтерӳ кунне уявлани ҫынсен ҫипуҫӗ ҫинче ятарлӑ паллӑ евӗр асӑнмалӑх юлнӑ иккен.

Кӗҫнерникун, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗнтерӳ кунне уявлама Шупашкарти хӗрлӗ тӳремре нумаййӑн пуҫтарӑннине пурте асӑрхарӗҫ пулӗ. __К.В. Иванов ячӗллӗ чӑваш академи драма театрӗ__ умне те концерта пӑхма пынӑ ҫынсем сахал марччӗ.

Сценӑран инҫех мар 7 сарӑ тӗслӗ сак вырнаҫнӑ. Вӗсене Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн кӑшт маларах ҫеҫ сӑрланӑ пулнӑ имӗш. Сак ҫинчи сӑрӑ вара типсе ҫитеймен-мӗн. Уява пынӑ ҫынсен каланӑ тӑрӑх сак ҫывӑхӗнче «Сӑрланӑ» асӑрхаттару хучӗ те пулман, ҫавӑнпа канса илес тӗлӗшпе сак ҫине сахал мар ҫын ларнӑ — хӑйсен ҫипуҫӗсене варалатнӑ.

Сак «капкӑнне» лекнӗ ҫынсем хушшинче шел пулин ветерансем те пулнӑ.

— Эпӗ кӳлмек тӑрӑх уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн канас тесе ҫывӑхри сак ҫине ларма шутларӑм — шӑлавара та, курткӑна та варалатрӑм. Тем пек тасатма хӑтлантӑм, ҫапах тӑрӑшни кӑлӑха пулчӗ. Вара ацетон шӗвекне туянма тиврӗ, хыҫҫӑн ҫипуҫа тасатма — килелле, — пӗлтерчӗ Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Федор Андрианов.

Ку ырӑ мар ӳкерчӗке Виктор Федоров депутат та асӑрханӑ. Ветерансене хӑйсен уявӗнче кӑмӑлсене хуҫас мар тесе депутат лавккана ацетон илме васканӑ. Саксене вара каярахпа хура пӗркенчӗкпе витнӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир лӑпкӑрах пулнине, хӑвӑра ытларах шаннине туйма тытӑнатӑр. Ӗҫлӗ проектсем ӑнӑҫлӑ пулӗҫ, эсир пӗлтерӗшлӗ ыйтусене мӗнле татса панине ертӳлӗх асӑрхӗ. Ӗҫтешсемпе хутшаннӑ чухне чӑтӑмлӑ пулӑр, сире хирӗҫтерассишӗн тӑрӑшма пултарӗҫ.

Ака, 20

1874
152
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
43
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та