Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

**Ытларикун Чӑваш Енри __/news/2801.html_10 ҫемьене пысӑк хуйхӑ илсе килни__ пирки массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗлтерчӗҫ ӗнтӗ. Синкер пирки эпир те хыпарланӑччӗ. Аса илтеретпӗр, __Вӑрмар районӗ_Вӑрмар__ тата __Тӑвай районӗ_Тӑвай__ районӗнчен Сочине ӗҫлеме тухса кайнӑ арҫынсем ҫав кун ҫул ҫинче инкеке лекнӗ — вуннӑшӗ (ҫав шутра водитель те) вилнӗ, тӑххӑрӑшӗ йывӑр суранланнӑ**.

Сӑмах май, халӗ ытти хӑш-пӗр ҫӗнӗлӗх те уҫӑмланчӗ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, водителе шутласан салонта 20 ҫын пулнӑ. Унччен 19-ӑн тесе ҫырнӑччӗ. Раҫҫей шайӗнчи хӑш-пӗр МИХ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр пассажирӗ кафере тӑрса юлнӑ, тӗрӗсрех, асӑрхаманнипе ӑна пӑрахса хӑварнӑ имӗш. Ку сӑмах чӑнлӑхпа тӳр килсен ун пирки кӗпепе ҫуралнӑ тесе хӑюллӑнах калӑн.

Ҫакна та палӑртмалла. Шучӗпе пӗчӗк автобусра 13 ҫын кӑна лармалла пулнӑ иккен. Пассажирсем хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе те ҫыхӑнман-мӗн. Инҫе ҫула ӗҫе ҫӳрекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӑрӑм ҫулта ҫыхӑнса килме те кансӗр. Апла-и, капла-и, анчах водитель ҫывӑрса кайман тӑк (инкекӗн официаллӑ версийӗ шӑпах ҫавӑн пек) хирӗҫ килекен ҫул ҫине вӑл тухса кайман пулӗччӗ. Кунсӑр пуҫне водитель ҫав кун ирпе Сочие пырса ҫитнӗ, каялла та ҫав кунах тухнӑ текен хыпар та ҫӳрет. Тепӗр тесен, икӗ водитель пулсанах руле ылмашса тытса килетчӗҫ-ха ӗнтӗ. Пушар хыҫҫӑн шыв кирлӗ мар теҫҫӗ те, халӗ кун пирки калаҫнин те усси пулас ҫук. Малашне ҫавӑн пеккинчен асӑрханма ыттисем шута илсен кӑна ӗнтӗ...

Чӑваш Ен Элтепӗрӗ __Михаил Игнатьев__ инкек тӳснисен ҫемйисене пулӑшма ӗнер шантарнӑччӗ. Паян вара республикӑра ятарлӑ йышӑну та тунӑ иккен. Сӑмах май, ЧР Министрсен Кабинечӗн паянхи ларӑвне вилнисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑнинчен пуҫланӑ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн Правительствин саппас фондӗнчен 150 пин тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ. Ку укҫаран 80 пинне вилнисене пытарма уйӑрӗҫ. Ҫывӑх ҫыннисене ҫухатнӑ ҫемьесене пулӑшма 5-шер пин тенкӗ, куҫне вӑхӑтсӑр хупнӑ арҫынсен ҫул ҫитмен ачасем пур тӑк ҫавсемшӗн кашниншӗн 10-шар пин тенкӗ парӗҫ.

Вилнисемпе аманнисен тӑванӗсем паян Пензӑна пырса ҫитнӗ. Автоинкекре ӗмӗрлӗхе куҫ хупнисене ҫывӑх кунсенче тӑван ене илсе килӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ҫу, 03

1973
52
Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ.
1979
46
Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын