Валери ТУРКАЙ // 8773.4.6966
2025.10.27 10:01 | |
Валери ТУРКАЙ // 8773.4.6966
2025.10.30 06:09 | |
Петтокин пултарулăх шайĕ тата тăван литературăри вырăнĕ тенĕрен... "Чăваш литературин антологийĕ. Поэзи" кĕнекере (Ш., 2013) Андрей Трофимовичăн "Çиçĕм", "Кĕрхи шухăш", "Хĕвелтухăç шуçăмланчĕ" сăввисем, "Хăмăш" "баллади" тата "Çирĕм иккĕ" "поэма сыпăкĕ" пичетленнĕ (166-168-мĕш стр.). Шел пулин те, вĕсене пĕрне те питĕ паха та чаплă хайлав теме çук! Шел пулин те!..
Акă, паллашăр: "Хĕвел ăшшăн кулать маччаран", Ирĕк курăк вĕт эс хăвна ху", ("ХĂМĂШ"), "Тавай, тĕпрен çăвар Кивелнĕ ват çĕре! (ÇИÇĔМ"), "Çут тĕнче илемпе миме тулнă, Юр юрланă ялан çуркунне", "Шупка уйăх ире парăнать" ("ХĔВЕЛТУХĂÇ ШУÇĂМЛАНЧĔ")... ÇАКĂ-И Андрей Петтокин пултарулăх шайĕ, хисеплĕ София?.. Тен, Эсир Андрей Трофимовичăн ытти хайлавĕсене, эпир пĕлменнисене, вуласа киленетĕр?.. Апла пулсан, пире те паллаштарă-ха вĕсемпе!.. Ман шутпа, Турă Петтокине чăн-чăн поэт Чĕрипе чăн-чăн поэт Чунне панă пулнă, анчах, шел пулин те, çак пултаруллă каччăна ĂСТАЛĂХ тени çитмен. ...К.В.Иванов "Нарспи" поэмине миçе çулта чухне çырнă, София?.. Çеçпĕл Мишши миçе çул пурăннă?.. Хисеплесе, телей сунса, Валери ТУРКАЙ.30.10.2025 | |
Agabazar // 2342.20.4721
2025.10.30 13:59 | |
Андрей Петтоки çырнисене пухса кĕнеке кăларăр та çавна Чăваш республикинчи тата тулашри чăваш ялĕсенчи мĕнпур библиотекăсене, нихăшне те сиктермесĕр, валеçсе парăр.
Ну а леш «вития» текен сăмаха Александр Блок «Вуниккĕ» поэминче йĕкĕлтесе тата виртлешсе асăнать... Петĕр Хусанкай çавна чăвашла ак çапла куçарнă: Ку кам тата? Çÿçĕ — лапаслăк, Хăй калаçать çурма саслăн: — Сутăнчăксем! — Раççее тĕп тăватăр! Çыравçă ку, тем — Араттăр... (Оригиналта — оратор мар, вития...) | |
Хамарьял // 9749-4061
2025.11.01 13:58 | |
кам атакара.кам окопра иккен | |
Agabazar // 4189.27.1700
2025.11.06 14:44 | |
Те Алттая, те Чутая? | |
Хамарьял // 8898.5.0813
2025.11.07 11:25 | |
Петтоки - паттăр! Сăввисем те вырăнлă, салакайăк Хирте Ĕнер чакăлтатни мар! | |
Валери ТУРКАЙ // 8773.4.6966
2025.11.10 06:39 | |
ХАМАРЬЯЛА. Окопра пулмасăр атаккăна кайма çук!
ЭС кайсан кăна ĕнтĕ, тăванăм... Эс пĕчченех Берлина та, Токиона та, Лондона та илме пултаратăн та... Чыс та мухтав сана - паттăра! Асту, окопра нумай ан лар! Черетлĕ атаккăран тин таврăннă 64-ри Валери ТУРКАЙ. 10.11.2025. Ырăпа усалăн нихçан та чарăнман вăрçи. | |
Agabazar // 2265.07.4217
2025.11.10 11:40 | |
Андрей Петтоки пултарулăхе пирки 5 сăвăлла хайлав тăрăх çеç хаклама çук. Уйрăм сыпăксем çине кăна таянсан — пушшех те.
Тен, Чăваш поэзийĕн анталогине (2013) пухакансем юри чи начар хайлавсене суйланă? Çавăнпа та тепĕр хут çапла калатпăр: Андрей Петтоки çырнисене пухса кĕнеке кăларăр та çавна Чăваш республикинчи тата тулашри чăваш ялĕсенчи мĕнпур библиотекăсене, нихăшне те сиктермесĕр, валеçсе парăр. | |
Валери ТУРКАЙ // 8773.4.6966
2025.11.10 17:52 | |
АГАБАЗАРА. "Тен, Чăваш поэзийĕн анталогине (2013) пухакансем юри чи начар хайлавсене суйланă?" тени мĕн тени у?!
Эс ытлашшипех ăсланса кайман пуль те, тăванăм, пин çул ку сайтра пурăнса?! Апла пулсан, саламлатăп сана! "Çапла калатпăр" текеннисем КАМСЕМ эсир?.. КАМСЕМ ЭСИР?! Тен, çав хастар çынсен списокĕпе паллаштаратăн эс халăха? Питĕ тав тунă пулăттăм эп сана куншăн, хаклă çыннăм! Кĕнекине КАМ ШУЧĔПЕ кăлармалла тет тата çав кĕнекене кăларма тĕллев тытнисен?.. Тен, сан шутупа?.. Мдааа!... Питĕ тĕлĕннĕ Валери ТУРКАЙ. 10.11.25. Окопран. | |
Agabazar // 1814.2.1874
2025.11.11 17:00 | |
Чăвашăн ЫТЛАШШИ кĕнеке çук, пулма та пултараймасть. Çавăнпа та «кам шучĕпе» тесе хăратса лармалла мар.
Хуть те кам шучĕпе пултăр, анчах кĕнеки тухтăр. Вăл, çав тухас кĕнеке, ниепле те, тепĕр хут калатпăр, ЫТЛАШШИ пулмĕ. Сăмахран, эпĕ Валири Туркайăн кĕнекисене те, пĕрне те, ытлашши теместĕп. Нихăшĕ те ытлашши мар. Тата 100-200-300 е 1000 кĕнеке тухсан та ытлашши пулмĕ. | |

Валери ТУРКАЙ. 27.10.25