Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Турхан Энтри

Турхан Энтри (Андрей Васильевич Турхан) — вӗрентӳҫӗ, историк. 1888 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Теччӗ уесӗнчи (халӗ Чаваш Республикин Елчӗк районӗ) Турханта вӑтам хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Курнавӑшри пуҫламӑш, Елчӗкри икӗ класлӑ шкулсенче вӗренсе тухсан, 1904 ҫулта Хусанти учительсем хатӗрлекен семинарие кайса кӗрет. Совет саманинче вӑл Мускаври ют ҫӗршыв чӗлхисен пединститутӗнче вӗренсе аслӑ пӗлӳ илет.

Хӑй ӗмӗрне ытларах шкулта ӗҫлесе ирттернӗ. 1930 ҫулсенче вӑл Патӑрьелти педучилищӗре нимӗҫ чӗлхи вӗрентнӗ. 1972 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Патӑрьелте вилнӗ.

Ӗҫӗсем

Литература ӗҫне Хусанта пурӑннӑ ҫулсенче хастар тытӑнать, куҫару ӗҫне пикӗнет: Мольерӑн «Хытӑ» комедине (1905), Е. Боголюбовӑн «Спартак» ятлӑ историллӗ очеркне (1906), вырӑс халӑх юррисене куҫарать. 1917 ҫулта чӑваш халӑхӗн кӗске историне ҫырать. Вӑл тата революци юррисене куҫарнӑ («Интернационал», «Варшавянка» т.ыт.те). Турханӑн «Тӗпсакай» пьеса пур (1920). Ҫавӑн пекех вӑл К. Тетмайерӗн «Хресчен ирӗклӗхӗшӗн» калавне куҫарнӑ (1926).

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
Категорисем: Турхан Энтри
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-10-07 09:10:18 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 14673 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем