Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Йăмраллă ялТаркăнХӗвел мулкачӗсемХĕрлĕ тюльпанПограничниксемПăва çулĕ çинчеАндрей Петтоки

Кушак


Пурăннă тет пĕр кушак. Кушакăн пĕччен пулнипе тус тупас килнĕ тет. Акă кушак тус тупма каять. Тĕл пулать тет автана: «Автан, эсĕ ăçта каятăн?» — тет кушак. — «Тус шырама», — тет автан. Кушакпа автан туслашаççĕ. Уйăх иртсен кушак автанран ыйтать тет: «Эсĕ мĕн тума пĕлетĕн?» — тет те, автанĕ калать: «Авăтма пĕлетĕп», — тет. Автан хытă авăтса ячĕ те, кушакăн хăлхи çурăлса кайрĕ тет.

«Хуйха ӳкрĕм эп — çынсем лайăхланмарĕç...»


Хуйха ӳкрĕм эп — çынсем лайăхланмарĕç

çак эп пурăннă кун-çулăн тăршшĕнче.

Те ăнланчĕç кăшт, те пач та ăнланмарĕç —

вăхăтлăх кăна этемшĕн çут тĕнче.

 

Вăхăт тăхтамасть вăл — пӳлейместпĕр

ним туса та ун çулне эппин.

Çав кĕске куна-çула та пĕлейместпĕр

этемле савма та пурăнма эпир.

 

Çынна çын унччен те —

кашкăр, халь те — кашкăр.

Кашкăр çеç-и, тигр, крокодил.

Хыпса çăт ăна, пĕтер, ан каçтăр

ырă куналла этем, ан куртăр пил.

 

Кĕвĕçсе те кураймасăр ура хур та,

персе ӳктĕр, ĕнсе хуçтăр хăрушла.

Вара пулĕ çакă мăшкăл, çакă хурлăх

чăн çынла та чăн-чăн чăвашла.

 

Хуйха ӳкрĕм эпĕ, хуйха укрĕм питĕ,

иртес çук ман хуйхă хам мĕн виличчен.

Пурте, пурте кăлăх пулчĕ: кӳренни те,

хуйхăрни те — пурнăç тăршшĕнче...

«Куратăн-и, тĕнче епле асать?..»


Куратăн-и, тĕнче епле асать?

Илтетĕн-и, çилсем епле йĕреççĕ?

Сисетĕн-и, кун çывхарать, чĕреçĕм?

Çитет те кун, каятпăр уйрăлса,

яланлăха каятпăр, йыт çиесшĕ!

 

Çапах эп çав куна та ыр сунатăп.

Сана эп хыт саватăп, çут тĕнче.

Çурхи асамлă уйăх çутинче

садра пĕччен пушшех те хыт саватăп —

чун лăпланса пур хуйăх çĕтиччен.

 

Яш чух çеç мар, ялан çапла, ялан.

Çурхи çеç мар, кĕрхи тĕнче те ырă —

пылчăк çăрса-и, юр ашса-и пырăп,

пĕрех ятлаçмăп, кăмăл тулĕ ман,

малтан пĕтеслĕх мар, пĕтмеслĕх шырăп.

 

Пĕтмеслĕх вăл хĕвеллĕ юрату!

Юратура кăна пĕртен-пĕр çăлнăç.

Пĕртен-пĕр çăлнăç вăл, пĕлетпĕр, пурнăç.

Апла тăк тăшманна та ырă ту,

юрат ăна, кăвар чĕреллĕ юрăç!

 

Ун чухне çеç çап-çутă, тап-таса

чун пирĕн, çук асаплă кун чĕрешĕн.

Мĕнех — тăман асать, çилсем йĕреççĕ,

кун çывхарать... Каймастпăр уйрăлса,

кайсассăн та каймастпăр, йыт çиесшĕ...

Пĕр тĕпренчĕк телейшĕн


Кĕркунне çулçăсем çĕр тĕспе

Кĕрхи çилĕн сивлек ăсĕпе

Хĕвĕшсе, çаврăнса тăнă евĕр

Хĕвĕшеççĕ çынсем çĕр çинче.

Парнелет вĕсене çут тĕнче

Терт те ырлăх, тискерлĕх те евĕк.

 

Пурнăçне пурăнаççĕ çынсем,

Виличчен тăрмашаççĕ вĕсем

Ку енчи ырлăха ас тивесшĕн.

Кун та, çул та пит хăвăрт иртет,

Ак, кун-çулĕ этемĕн пĕтет.

Ют халь çакă этем çут тĕнчешĕн.

 

Час-часах вĕрентеççĕ пире:

«Ан васка кĕриччен эс çĕре

Нихăçан ырлăх-пурлăх курмашкăн.

Турĕ чунлă, таса халăха

Илсе кайĕç ун чух çăтмаха

Ӳлĕм ĕмĕр телейлĕ пулмашкăн».

 

Асанаççĕ куллен йышпала...

Пĕлтерӳ-хыпарпа каялла

Çук, пĕри те килмерĕ-çке темшĕн.

Кунти пек тискерсем, суеçсем,

Чуна сутăн илен пуянсем

Унта пур-ши?

Май çук-çке пĕлмешкĕн.

 

Чухăнни чухăнах юлайсан,

Асапли асапнех çакайсан,

Пуянни мулпалах алхассассăн,

Юнĕçен çав-çавах иртĕхсен,

Ăссăрри ăслине пĕтерсен,

Леш тĕнче те ырах пулмĕ саншăн.

Малалла

Улăхра шухăша кайни


1

Пин-пин чечекĕпе куçа шартса

Тĕлкĕшекен вут-хĕмлĕ улăхра

Çӳренĕ чух

Пĕр чечекне татса

Эп илтĕм: пултăр терĕм асăмра.

 

Сăрта хăпартăм.

Кăпăшка çерем

Çул хыççăн кăшт ларса канма аван.

Васкавлăрах тапать иккен чĕрем,

Туять иккен вăл çӳллĕ сăрт-тăва.

 

Ман аллăмра чечек.

Имшер кăна!

Кăвак куç пек вăл кăмăллăн пăхать.

Пит пĕчĕккĕ.

Çавах ман ăс-тăнра

Тем тĕрлĕ шухăш тĕввине çыхать.

 

Имшер кăна, çӳхе кăна чечек!

Пĕрулăхрах усеççĕ-çке ун пек

Ытти пиншер-пиншер тантăшĕсем,

Çав улăхăн кăвак лĕпĕшĕсем.

 

Таçти-таçти тĕнче уçлăхĕнче

Çӳреççĕ пуль çĕмрен-ракетăсем.

Шалт тĕлĕнет халь вĕсенчен тĕнче,

Кӳреççĕ шик те савăнăç вĕсем.

 

Анчах туятăн:

Çав «çĕмренсене»

Ăсталакан тĕлĕнмелле çынсем

Ак çак имшер кăна чечексене

Тăваймĕç — пар эс хăть триллионсем.

 

2

Ӳсет туна.

Хăй вăхăчĕ çитсен,

Малалла

Кушак шăшие мĕншĕн хăвалать?


Пĕр уйра шăши çури пурăннă. Тусĕсем пулман пирки вăл пĕчченех уй тăрăх чупнă, никампа та хутшăнман.

Пĕррехинче çакскер тус шырама кайнă. Уй хĕррипе утсан-утсан пĕр пысăк хапха умне çитнĕ. Кил хуçи шăпах урама тухнă иккен.

— Эсĕ кам? — тĕлĕнсе ыйтнă шăши. Çын малтанах нимĕн те асăрхаман.

— Эсĕ кам? — каллех ыйтнă шăши.

Виççĕмĕш хут чĕнсен çеç этем шăши çурине асăрханă.

— Эпĕ этем, эсĕ ху кам?

— Эпĕ шăши çури, тус шырама тухрăм. Эпĕ санăн тусу пулам-и?

— Юрать, пулах. Юлташ пурри пăсмасть.

Вĕсем пĕрле пурăнма пуçланă. Шăшие кунта питĕ килĕшнĕ. Кунĕн-çĕрĕн чупса çӳренĕ вăл, çĕнĕрен-çĕнĕ шăтăксем тунă, кĕçех кил хуçин тырă миххисене те шăтарма пуçланă, Кил хуçи çывăрма выртсанах шăши калла-малла чупнă, тырă вăрласа çинĕ. Çакă этеме килĕшмен, питĕ тарăхтарнă. Вăл шăшие хăйĕн килĕнчен хăваласа янă. Вăл каялла таврăнасран кушака хурал тăма хушнă, хăйма çитерме шантарнă.

Шăпах çакăнтан кушак шăшие хăвалама пуçланă.

 

* * *

Кушак ним тума аптранипе тус шырама тухрĕ тет. Йытă патне çитсен, ăна юрласа пама ыйтать. Вăл юрланине килĕштермест. Йытă тарăхсах каять, кушака хăваласа ярать.

Малалла

Вăхăт çук


Ман юлхавланмашкăн вăхăт çук

Хаклă пурнăçăм кĕскелнĕ чух.

Пит нумай вĕçленеймен ĕçсем,

Кăткăлла куллен тăрмашнисем.

Выставка пекех куç умĕнче,

Кашниех хăйсен черетĕнче.

«Ĕлкĕрейĕп-ши, йăлтах туса,

Кайиччен кунтан йăлт уйрăлса?

Хăшĕнчен малтан тытăнмалла?..» —

Пуç вататăп ир-ирех çапла.

Çукшăн çилленмешкĕн хал çитмест,

Чул чикмен нихçан та хĕвеме.

Çавăнпах, тен, манăн çамрăк чун, —

Ун пек çыншăн ыр ĕçсем тем чул.

Мăнукăмсем


«Хăвана патаклансан аваймăн,

Наяна эс пуртă тыттараймăн.

Вĕренсен ачаранпах ĕçе,

Харампыр каяймĕ ĕрчесе.

Ĕçшĕн çуннипех мăнуксене

Юратăтăп», — тетчĕ асанне.

 

Хам мăнукăмсем халь улттăн-çиччĕн,

Пĕринчен-пĕри маттур та вичкĕн.

Хăнана килсессĕн виç куна

Вĕсене пар эсĕ ĕç кăна!

Хыпăнаççĕ çитнĕ-çитменех,

Пулăшасшăн ват кукамăшне.

— Вуттуна татса-çурса хуратпăр,

Пур çимĕçсене те шăваратпăр.

Пăчкă-пуртă — акă вăл, умрах,

Пĕтересчĕ ку ĕçе часрах!..

Хĕвел пек сăн-пичĕсем хаваслă,

Хурçăях пăчки те çивĕч саслă, —

Йывăçа шăлĕсемпе кăшлать,

Çамрăк алăра пĕр ĕç ташлать.

Кăлт та калт! тăваççĕ пуртăсем,

Вакланса пыраççĕ çуркамсем.

Нимери пек, тимлĕн вăй хураççĕ,

Пĕр-пĕрне васкавлăн пулăшаççĕ.

Каçсерен кашни ик витрепе

Кӳлĕ шывĕ чăмпăл тунипе

Пахчари пур йывăç-çимĕçсем

Чалт! пуçне çĕклеççĕ ешерсе.

Вĕсене пăхса, йăлт тĕлĕнетĕп,

Иртсе кайнă кунăма йĕрлетĕп.

Шухăш çаврăнать таçтан-таçтан, —

Çут куççуль тумлать ик куçăмран.

«Мĕнпе-ши чун канать?...»


Мĕнпе-ши чун канать? Юратупа?

Ун умĕнче пуç пĕкрĕм, упалентĕм,

пуççапрăм эп ăна, сӳслентĕм.

Манран вăл тарчĕ вĕтĕ юртăпа.

 

Мĕнпе-ши? Тен, канать вăл туслăхпа?

Туссен умне чуна эп сарса хутăм.

Каçар, эй, Турă! Мĕн ку? Йăнăш утăм!

Чун такăнма пуçларĕ, куçăхма.

 

Тен, канăçĕ эрех хăватĕнче?

Çук мар, пурах иккен эрех хăвачĕ:

чĕре, пĕвер, вар-хырăм сусăрланчĕ.

Йĕрсе ларать чун шăппăн тĕпĕнче.

 

Мĕнпе-ши чун канать? Сăвăпала?

Е çулçă çумăрĕпеле кăшт канĕ?

Кĕрхи вут-хĕмлĕ капăр ял вăрманĕ...

Сисеп, кунта ман чун лăштах пулать.

 

Тӳпе тĕнчи инçе, ытла таса.

Пĕлсе çитме çукран тӳпе — тӳпе-тĕр.

Тӳпе пирки те шухăшлатăп эпĕ,

кĕрхи çулçа алра вăрах тытса...

«Нихçан иртмессĕн туйăнатчĕ пурнăç...»


Нихçан иртмессĕн туйăнатчĕ пурнăç.

Хăш хушăра вăл иртрĕ, тус-тăван?

Чунна мĕн ăшăтать, мĕн астăван?

Ăçта-ши вăл, мĕнре чи хакпă пурлăх?

Çавна пĕлетĕн пулĕ эс аван?

 

Нихçан иртмессĕн пурнăç туйăнатчĕ,

анчах вăл иртрĕ — макăр, юрă ту.

Çав ăшăтĕ чунна, çавна асту.

Чи хаклă пурлăх — чунăн вăй-хăвачĕ,

ăна сӳнме паман вут-юрату.

 

Ма пурнăç туйăнчĕ нихçан иртмессĕн?

Иртсессĕн те иртмест вăл — ма тесен,

чун кăварне юрра хывă пĕлсен.

Унта Турра, Турра юратăр эсĕр —

ун чух вилсен те тăрăр чĕрĕлсе...

■ Страницăсем: 1... 464 465 466 467 468 469 470 471 472 ... 796

Шухăшсем