Иван Иванов


Иван Иванов

Иванов Иван Константинович 1930 çулхи утăн 20-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Çĕрпелте çуралнă. Ялти шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн Ҫӗрпӳри техникума вӗренме кӗнӗ. 1952 ҫулта техникум пĕтернĕ хыççăн Ҫӗрпелти вулавăш заведующиӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ, 33 çул унта вăй хунă. 1987–1992 çулсенче Хурӑнсур Ҫармӑсри клуб заведующийӗнче ĕçленĕ. 1992–1994 çулсенче Иван Константинович Çĕрпелти культура çурчĕн директорĕнче вăй хунă. 2014 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

50 çул ытла районти «Çĕнтерӳ çулĕ» хаçатăн активлă корреспонденчĕ пулнă. 1992 çулта чăвашсен паллă çыравçи, юптаруçи, фельетонисчĕ Çĕпритун Шăпчăк çуралнăранпа 104 çул тултарнă ятпа Петĕр Ялгирпа пĕрле «Кулăш кустăрми» кĕнеке пичетлесе кăларнă.

Иван Иванова Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, медальсемпе, СССР тата РСФСР Культура министерствисен, Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп Хучĕсемпе наградăланă.

Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ята тивĕçнĕ.


Хайлавĕсем

Хушма каçăсем