Василий Степанович Мач (Мочанкин, Семенов) 1892 çулта Оренбург облаçĕн Грачевка районĕнчи Вырăс Йăкăнатьелĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Малтан прихут шкулĕнче вĕреннĕ, кайран хăй тĕллĕн пĕлӳ илнĕ. 1920-1930 çулсенче райхаçат редакцийĕнче, шкулта ĕçленĕ. 1947-1951 çулсенче вăл ял совет секретарĕ пулнă. 1951 çулхи чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче вилнĕ.
Литература ĕçне 1914 çул тĕлнелле тытăннă. Çав вăхăтра вăл Н.В.Никольский патне Хусана хăй çырнă сăввисен икĕ пĕчĕк тетрадьне ярса панă.
1930 çулсен пуçламăшĕнче вăл Самарта тухса тăнă «Колхозник» хаçатпа «Вăтам Атăл» альманахра чылай сăвă пичетленĕ, унта хăй ятне В.Семенов, В.Мач тесе кăтартнă.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Is your Chuvash Org website missing out ...
Struggling with low website leads for Ch...
Discover the beauty waiting just for you...
Which keywords and locations do you need...
Want more targeted traffic to your Chuva...
Your chuvash...
Boost your Chuvash Org website’s traffic...
Why overspend on paid advertising? Our A...
Save money and be sustainable - https://...
Discover the beauty waiting just for you...