Иван Ахах


Иван Ахах (Иван Евграфович Ундрицов) 1898 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Çĕмĕрле районĕнчи Уйпуç Ялтра ялĕнче вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнĕ. 1908-1912 çулсенче Юманайри пуçламăш шкулта, 1912-1914 çулсенче Хĕрлĕ Чутайри икĕ класлă шкулта вĕреннĕ.

1917 çулта Хусанти археологи институтĕнче вĕреннĕ. 1918 çулта «Канаш» хаçат редакцине ĕçлеме куçнă.

Хĕвел тухăç фрончĕн 5-мĕш çарĕн политика пайĕ чăваш салтакĕсем валли «Чухăнсен сасси» хаçат кăларма тытăнсан Иван Ахах çав хаçат редакцийĕн секретарĕнче ĕçленĕ.

1919 çулхи çуркунне, Колчака Çĕпĕрелле хăваласа кайнă чухнехи çапăçусенчен пĕринче, вăл хытă шăнса пăсăлнă. Ахаль те хавшаса çитнĕ ӳт-пĕвне ӳпке туберкулезĕ аптăратма тытăннă. 1920 çулхи пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче çыравçă тăван ялĕнче вăхăтсăр вилсе кайнă.

Кĕске вăхăтрах Иван Ахах чылай сăвăпа калав çырса хăварнă. Унăн «Икĕ виле» тата «Пĕрре ир çинче» новеллисем, «Хуралта», «Сарă хĕр», «Кĕрхи каç», «Çуралнă çĕршыв» сăввисем, çырса пĕтереймен «Тайга пусмăрĕнче» тата «Марине» драмисем чăваш литературинче паха тĕслĕхсем пулса юлчĕç.

Хăй вăхăтĕнче поэт вырăсларан чăвашла куçарас тĕлĕшпе те чылай

тата ăнăçлă ĕçленĕ. Вăл куçарнă произведенисенчен 1918 çулта Хусанта икĕ кĕнеке пичетленсе тухнă: «Туçинчен çĕнĕрен вĕрентни» («Новая нагорная исповедь») тата «Шыв çинчен каланă юмах» («Сказка о воде»).

Çырнисем те, куçарнисем те поэт архивĕнче чылай пулнă, çыравçă вилнĕ хыççăн вĕсем çухалса пĕтнĕ. Унăн хайлавĕсене пухса «Атьăр социализмшăн çапăçма» ятлă кĕнеке кăларнă (1972).


Хайлавĕсем