
Елена Геннадьевна Селиванова (Алексеева) Тутарстанри Аксу районне кĕрекен Беловка ялĕнче 1973 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче çуралнă. Çакăнта пуçламăш пĕлӳ илнĕ, унтан Тимушкел яленчи вăтам шкула пĕтернĕ. Çакăн чухнех Шупашкарта тухса тăракан «Пионер сасси» хаçатпа тата «Хатĕр пул» журналпа çыхăну тытнă. 10-мĕш класра чухне республика олимпиадине хутшăннă, таврапĕлӳçĕсен конкурсĕнче çĕнтернĕ.
1995 çулта Чăваш патшалăх университетне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Çав çулах ĕç биографине «Канаш» хаçатра пуçлать. Пĕр вăхăтрах Чĕмпĕр педуниверситетĕнче чăваш чĕлхине вĕрентет. Публицистика материалĕсем, калавсем çырать.
Мăшăрĕпе иккĕшĕ Санюк ятлă хĕр тата Роман ятлă ывăл çитĕнтереççĕ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Hi, I just visited chuvash...
I have a question, can you contact me at...
I have a question, can you contact me at...
Hello, I spent a few minutes on c...
Hello, I just visited chuvash...
Тискер ĕç-пӳç пĕтĕм илеме , тĕнчене пăса...
я не знаю чувашский а хоть и кто занет ...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...