Геннадий Николаевич Карсаков Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче 1956 çулта нумай ачăллă çемьере çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ хресченсем. Ялта сакăр класс пĕтерсе тухсан Чĕмпĕр облаçĕнчи Кивĕ Улхашра вăтам пĕлӳ илнĕ. Çавăн хыççăн Канашри педучилищĕне вĕренме кĕрет. Совет Çарĕнчен таврăннă хыççăн 1978 çулта унтан вĕренсе тухать. Çакăн хыççăн Кивĕ Чакă ялĕнче музыка тата физкультура учителĕ, 1979 çулта Кивĕ Йĕлмелĕнчи пуçламăш шкулта учитель пулса ĕçлет. Куçăмсăр майпа Хусанти пединститутран вĕренсе тухать. 1989-1991 çулсенче Ростоври партин аслă шкулĕнче журналистика уйрăмне пĕтерет. Авланнă, икĕ ача пăхса ӳстерет.
Пысăк ĕмĕтпе пурăнать вăл. Пушă вăхăт тупăнсанах кĕнеке вулама юратать. Уйрăмах истори темипе çырнă авторсен кенекисене. «Çĕнĕ çул», «Канаш», «Сувар» хаçатсен обществăлла корреспонденчĕ, таврапĕлуçĕ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Dobro jutro! Optimiziraj svoj vsakdan ...
Здравей! Лесен начин за повече продукт...
Bok! Ako voliš otkrivati nove stvari, ...
Hi! Ein smarter Kniff für deinen Allta...
Hei! Truc special pentru azi — această...
Bună! Îți recomand un truc nou — metod...
Здравей! Подобри ежедневието си с този...
Why overspend on paid ads? Our AI-powere...
Pozdrav! Ako tražiš nešto novo i druga...
Salutări! Un mic secret: puțini cunosc...