Валерий Михлеев


Валерий Михлеев

Валерий Иванович Михлеев Тугарстанри Çарăмсан районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче 1955 çулхи нарăсăн 27-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ вăтам шкул ачисене вĕрентекенсем пулнă.

1962-1972-мĕш çулсенче вăтам шкулта вĕреннĕ. Математика çинче никĕсленсе тăракан предметсемпе пысăк çитĕнӳсем тунăшăн Хисеп Хутне тивĕçнĕ. 1970 çултанпа — Çамрăксен Коммунистла Союзĕн членĕ.

9-10-мĕш классенче вĕреннĕ чухне М.В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университетĕнче куçăмсăр майпа математика шкулне пĕтерет.

В.И. Михлеевăн ĕç стажĕ 1972 çулта пуçланать. Архангельск облаçĕнчи вăрман хуçалăхĕнче ахаль рабочи пулса ĕçленĕ.

1973-1975-мĕш çулсенче Совет Çарĕнче пулнă. Унтан таврăнсан Хусан патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. 1980 çулта «Математика» специальноçне çирĕплетекен диплом илнĕ.

1980-1983-мĕш çулсенче инженер-программист тата аслă инженер-программист пулса Владимир облаçĕнчи Ковров хулинче «Сигнал» наукăпа тĕпчев институтĕнче вăй хунă.

1984 çулта Тутарстанри Нăрлат хулине куçса килет, «Нăрлатнефть» организацире оперативлă электромонтер пулса ĕçлет.

1984 çулхи чӳк уйăхĕнче Чĕмпĕрти ял хуçалăх институтне ĕçе вырнаçать. Тĕрлĕ должноçсенче вăй хурать.

Паянхи кун Валерий Иванович Чĕмпĕр патшалăх ял хуçалăх академийĕн 2-мĕш категориллĕ инженер-программисчĕ.


Хайлавĕсем