
Никифор Мранька — чӑваш ҫыравҫи. 1901 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Пилешкассинче ҫуралнӑ. 1973 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Ялти пуҫламӑш шкулта, Мускаври киносценарисчӗсен курсӗсенче вӗреннӗ. Граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче алла хӗҫпӑшал тытса Хӗрлӗ Ҫар ретӗнче ҫапӑҫнӑ, вӑрҫӑ вӗҫленсен ял канашӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ.
1928 ҫулта унӑн «Элнет» ятлӑ пӗрремӗш драмине Шупашкарти театр сцени ҫинче лартнӑ. Ун хыҫҫӑнах «Тӳнтерлене хирӗҫ», «Виҫҫӗшӗ те пӗр калӑпран» пьесӑсене хайланӑ.
Вӑрҫӑран таврӑнсан 6 кӗнекерен тӑракан «Ӗмӗр сакки сарлака» романа ҫырнӑ. 6-мӗш кӗнекине ҫырса пӗтереймен.
Тӗп кӗнекисем: «Итлӗр!», «Пӗрремӗш категори», «Элнет», «Салют» «Аван пурӑнатпӑр», «Бурлаксем», «Ӗмӗр сакки сарлака», «Юратнӑ чӗресем»
Кĕнекесем
Хайлавĕсем
Хушма каçăсем
Шухăшсем
Квиз — это увлекательная игра-викторина...
Capture more leads for your chuvash...
Круглозвенные цепи — это не просто элем...
Лазерный уровень легко помещается в су...
Когда речь идет о ремонте, выбор правил...
В современном мире, где качество и безо...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...