Сутнă пӳртри юлашки каç


Хăнасем тухса кайрĕç. Степан пĕчченех юлчĕ пушă çуртра. Кантăк патне пычĕ: «Хăшĕ ĕнтĕ халĕ тинех хăни: вĕсем—ши е вăл хăех?»

Çĕнĕ кил хуçипе арăмĕ тата Степан амăшĕн аппăшĕ, урам урлă каçса, Тимак Витти карти хĕррипе тăвăлла утрĕç. Тăкăрлăка пăрăнаспа арçынĕ тăпах чарăнчĕ, Степансен çуртне тимлесерех пăхма пикенчĕ. Хĕрарăмсем те çаврăнчĕç. Çарахви аппăш саппун аркипе куçне шăлкаларĕ. Упашки арăмне темĕн каларĕ, лешĕ кăмăлсăртараххăн ал сулчĕ те патлаттарса утса кайрĕ. Кĕçех весем Çарахви аппăшĕпе иккĕш тăкăрлăкра çухалчĕç. Арçынĕ çаплах çурт çинчен куç илмерĕ.

Степан кантăк патĕнчен пăрăнчĕ. Сутаканни мар, туянаканни хăй пулнăн, пӳрт ăшчиккине тĕсерĕ: пиçĕхсе ларнă пĕренесем, анăç енне самай сулăннă хĕвелĕн кантăкран карăнса ӳкен хĕрлĕрех çутинче вĕсем хĕмленсе тăнăн йăлтăртатаççĕ, çуттăн, тасан - Çарахви аппăш хăйăрпах сăтăрса çурăм терĕ; Кăмакине шуратнă, типсе çитичченех хутнă пулмалла та, тĕл-тĕл çуркаланнă; кантăк каррисем, турăш кĕтесне çакнă алшăлли чăлт-шурă, хĕррисене вĕттĕн-вĕттĕн тĕрленĕ, — Степан хăйсен кун пеккисем пуррине астумасть: Çарахви аппăш хăйĕннех илсе килнĕ-тĕр; йывăç кравать, пуçелĕк тĕлне эрешленĕ, ашшĕ ăсталанăскерех; çаптарккă çивитти; урайне кивĕ пир-пусма таврашĕнчен килте тĕртсе тунă палас пекки сарнă.

Çутă. Таса. Ӑшă. Хăтлă. Тирпейлĕ.

Темĕн пырса тиврĕ Степан чунне, пăчăртаса ыраттарма пикенчĕ. Питех те шел пулса кайрĕ ăна çуртне сутнăшăн. Ĕнер те, паçăр та кун пирки асра та çукчĕ, шухăш та пулман. Халĕ тин туйса илчĕ вăл, — чунĕпе, пĕтĕм ăш-чикĕпе, — ку пĕтĕмпех, йăлтах паянлăха çеç пур уншăн. Паянлăха кăна. Урăх нихăçан та пулмасть. Нихăçан та пулмаççĕ текех унăн пурнăçĕнче çак пӳрт тасалăхĕ те, хăтлăхĕ те, çак пиçĕхсе ларнă перенесем, шуратнă кăмака, çак çурт кантăкĕнчех пысăкланнăçемĕн пысăкланса, хĕрелнĕçемĕн хĕрелсе анан хĕвел те. Çак çурта сутнипе пĕрлех тата темĕн чи хаклине, чи кирлине, нихăçан та текех каялла таврăнмаслине çухатнăн туйăнчĕ. Анчах мĕне? — чухласа, ăнкарса илеймерĕ.

Çĕнĕ кил хуçисем мăкариçе илсе килнĕ пилеш эрехне стакан тĕпне икĕ пӳрне пек ячĕ. Кăшт тутанчĕ, такам сăнанăн туйăнчĕ те — лартрĕ. Пуçне çĕклерĕ — куçĕ стена çинчи сăнӳкерчĕксем тĕлне пулчĕ: амăшĕ, ашшĕ, ача чухнехи хăй. Вĕсем чăнах та ун çине тинкернĕ пек. Унăн вăрттăн шухăшĕсене итлесе тăнăнах. Степан, пĕр-пĕр килĕшӳллĕ мар ĕç тунă самантра тытнăн, аванмарланса ӳкрĕ. Амăшĕ яланхиллех тутине тăп тытнă, куçĕнче — хĕрарăмăн ĕмĕрхи шухăшлăхĕ. «Анчах та ку шухăшлăх сутнă çурт пирки мар», — пĕтĕмлетрĕ Степан. Ашшĕн куçĕнче — ашшĕшĕн пачах ют çăмăлттайла хаваслăх, — ахăртнех, сăнӳкерчĕкне купăс каланă самантра ӳкернĕ, ун пек чухне унăн пичĕ темле шуххăн çуталса тăратчĕ. Пĕчĕк чухнехи хăйĕн кăна, темен каласшăн пулнăн, тути хĕрри кăшт уçă, — Степан çине амăшĕпе ашшĕнчен уйрăларах тинкерет. Те ӳпкелесерех, те хĕрхенерех?

Степан пӳрт ăшчиккине тепĕр хут пăхса çаврăнчĕ, текех кунта тăрасси килмерĕ унăн, вара килкартине тухрĕ. Пӳртум пусми çине ларчĕ, пирус тивертрĕ. Ӑшра çак картишпе, лупасайпа, лаçпа — куç тĕлне мĕн лекнĕ, çавăнпа яланлăхах сывпуллашрĕ.

Кĕçналăк шашулкки шăнкăлт туни татрĕ шухăш йĕрне, алăк чĕриклетсе уçăлчĕ — картишпе Палюкарăм карчăк кăштăртатса кĕчĕ.

— Картишĕнчех-çке... Сĕт кӳрсе парас терĕм, кин ĕне сурĕ те, свешĕ сĕт, килнĕ терĕç те... Сраçте!

Степан тăчĕ, пирусне сӳнтерчĕ, карчăка хирĕç утрĕ.

— Аван-и, Палюкарăм инке? Аван-и?

«Палюкарăм инке... Хитрех мар пулса тухрĕ те ĕнтĕ, ачаран çапла хăнăхнă та, çапла, каласа...» — алă пачĕ. Палюкарăм карчăк савăтне лартрĕ, саппун вĕçĕпе аллине сăтăркаларĕ, тин тăсрĕ:

— Сраçте. Тавну курманни, Çӳппи Лекçейчă, тавну... Хăвăрла хулалла чĕне пĕлеймерĕм те ĕнтĕ — айăп ан тăвăр, Çӳппи Лекçейчă, пирĕн чĕлхи те хамăрла, ара, ялтилле. Айăп ан тăвăр.

«Çӳппи...» — çепĕç кĕвĕллĕн пырса тиврĕ вăл Степан чунне. Ăшăтса, çутатса ячĕ. Турăçăм, хăçантанпа ăна никам та çавнашкал чĕнмен, хăйĕн чан ятне те манса кайнă-çке вăл.

— Хамăрла чĕн, Палюкарăм инке, хулалли унтах юлтăр, хамăрли — кăмăллăрах, — шӳте çавăрасшăнччĕ Степан. — Капла анне чĕннĕнех, — тесе хушса хучĕ те тĕксĕмленчĕ.

Палюкарăм та пĕр вăхăт чĕнмерĕ, ассăн сывласа илчĕ:

— Телейĕ пулмарĕ çав Çинукăн, пурăнмаллаччĕ те... Шăпине çавнашкал çырнă-тăр. Раскалĕсем пулмарĕç. Лекçейĕн те... Иккĕшĕн те, аре... Çамрăклах çĕре кĕрсе выртма тиврĕ... Ыр курса пурăнмалли вăхăт чух... Шăпах...

Калаçу татăлчĕ. Палюкарăм куçне шăлкаларĕ.

— Эп ак çурта сутрăм. Çурта сутрам,— шăппăн сăмах хушрĕ Степан.

— Ара терĕç çав. Илтрĕм-ха. Каларĕç, — пуçне çĕклерĕ карчăк. — Сутасса сутасах пулать-ха ĕнтĕ: çĕрĕшсе кăна ларать. Ху килсе пурăнас çук тинех. Унта йăва çавăрнăскер. Пурăнман çурт ĕмĕрĕ кĕске — вăхăтра вырнаçтарни вырăнлăрах ĕнтĕ. Укçи-тенки те çапах... Хакне нумаях та ыйтман тесе калаçкаларĕç няк-ха...

— Укçи-мĕнĕ... Пиртен пĕрех çĕрме пуян пулас çук. Пысăк укçа — пысăк шухăш... Çыннисем те кăмăллă пекскерсем пулчĕç, пурнăçĕ те нушаллăрах, тет.

— Инкеклĕрех пулчĕ çав: çунса кайрĕç. Кӳршисенчен тивсе. Лешсен ачисем лупасайĕнче çăмарта пĕçернĕ терĕç няк. Хăйсем ĕçре ĕнтĕ. Наçтаçĕ сухан çумланă çĕрте, Кĕçтенкки — машшинсем панче. Кам пулса ĕçлет унта — пĕлейместĕп. Пирĕн Веньккапа пĕрлеччĕ те-ха...

— Вăл мĕнле пурăнать-ха тата? Курманни чылай. Пирус туртмалла каçса лартăр. Юлташа.

— Эс илтмен пулмалла çав. Паçăрах ыйтас теттĕм те, унта тĕл пулкаламастăн-и тесе?

— Хулара-им вара вăл?

— Пиллĕкмĕш çула та кайрĕ пуль ĕнтĕ. Принуд йĕркипе виçĕ çула янăччĕ те. Унтах хĕрарăм тупса киле кĕнĕ. Срукĕ тухсан килсе кайнăччĕ. Хут уйăрттарма. Тем ухмахланчĕ? Кин кĕтсе тăнă çĕртех. Халь ак таврăнасшăн пек çырать пулать. Хам хутнех пĕлейместĕп, кин каларĕ. Ачасемсĕр пурăнаймасть имĕш. Леш йепе кучĕпе ăнтарайман курăнать пурнăçне. Ачисене ашшĕ кирлĕ те-ха... Кирлĕ ĕнтĕ. Кин хирĕç мар. Анчах каснă чĕлĕ çыпăçĕ-ши? Сăмах-юмахĕ те урăхланнă пуль. Мĕн ухмахланчĕ? Кин те чипер, сăнĕ-пуçĕнчен те катăк мар, чунĕпе те ырă, тепри пулсан тахçанах тухса каймалла, турă сывлăх патăрах, пăрахмасть, амăшне пăхнă пекех пăхса пурăнать.

Хĕрхенеп хăйне те питĕ, турă сывлăх патăрах ĕнтĕ. Ачисем те канфет пек, иккĕн тан вĕт, — сук, тем ухмахланчĕ Венькка. Мĕн çитмерĕ?

— Мен айăпне кĕнĕ вара вăл?

— Ялта ытларах мĕнпе винаватлă пулаç ĕнтĕ? Ĕçкĕпе. Машшинпа, — ахăртнех, хытăрах хăвăланă пуль, Геннади Хветорччăна, — эс пĕлейместĕн-тĕр-ха, кăшарсем, учитель, — çапса хăварнă. Телейĕ пулнă, юрать, иккĕшĕн те — вилмеллех мар, халь уксахласа çӳрет. Хăй те айăплă пулнă, теç те, Веньккан винавачĕ ытларах ĕнтĕ: ӳсĕр пулнă та-ха... Машшин çине ларма юраман та çав, — кунта, ялта, пăхаççĕ-им? Ирĕкре. Тем хăтланса пĕтрĕ. Чипер пурăннă çĕртенех.

Урамра çинçен «асанне» тени илтĕнчĕ.

— Ак ман Лександр йĕрлесе çитрĕ те... Веньккан. Кĕçĕнни. Эс, Çӳппи Лекçейчă, курас-тăвас пулсан кала-ха ăна, кин шухăшне улăштарман те. Ачасене ашшĕ кирлех-тĕр çав. Каçараççĕ тесе кала. Кĕтеççĕ те. Пурнăç тăршшĕ вĕрен тăршшĕ кăна мар, аре, явăнсан-явăнсан сыпăнса кайĕ, тен.

Хапха леш енче çине-çинех нăшăклатрĕç. Палюкарăм карчăк, çиччас, çиччас текелесе, ăшталанса тухса кайрĕ.

Лайăхах хупăнаймасăр юлнă кĕçналăк, чĕриклетсе, тепĕр хут уçăлчĕ. Ӑна хупма тапраннă Степан лаçпа хапха хутлăхĕнчи пĕр хăми айккинерех сĕвенсе пулнă хушăкра карчăкпа мăнукне асăрхарĕ те тăпах чарăнчĕ.

Пĕкĕрĕлсех ларнă-мĕн Палюкарăм карчăк. Умнелле ӳпĕнерех кăштăртатса утать. Юнашар пилĕк-ултă çулсенчи ача çăмăллăн сиккелесе пырать. Хытанкаскер. Çӳçне шакла кастарнă. Темĕн кăсăкли каласа кăтартать пулмалла, пĕрехмай çинçешке аллисемпе хăлаçланкалать, хыттăнах кăлтăртатса кула-кула ярать. Асламăшĕ хушăран хушă, тĕлĕннĕ пек пулса-тăр, аллине шарт çапать.

Ку самант та пурнăçĕнче юлашки пулма пултарасси çинчен шутласа илчĕ Степан. Унăн халĕ карчăкпа имшеркке ачана чăтма çук каялла тавăрас, вĕсене хăй çумне ачашшăн, ăшшăн пăчăртаса, вĕсен хуйхипе савăнăçне пĕрле пайлас килчĕ.

Тинех ăнланса илчĕ вăл çак çурта сутнипе пĕрлех хăй яланлăхах çухатакан чи хакли, чп кирли, каялла нихăçан текех таврăнмасли мĕн пулнине. Çак çурт, — çĕрĕшсе кăна ларнă пулин те, Степан ăна манăçа кăларса çеç пурăннă пулин те, — вăл ăна хăйĕн ачалăхĕпе, вилнĕ ашшĕ-амăшĕпе, хăйĕн тахçанхи пурнăçĕпе, ача чухнехи тĕв тунă шухăш-ĕмĕчĕсемпе, тахçанхи хăйĕнпе çыхăнтарса тăнă; çак пĕкĕрелсе ӳкнĕ карчăкпа, çӳçне шакла кастарнă ачапа, — вăл пуррине Степан халĕ тин çеç пĕлчĕ пулин те, пĕрех унпа та,— вĕсемпе пĕрлех вĕсем пекех хăйсен хуйхи-савăнăçĕллĕ Степан тахçан хутшăнса пурăннă ытти ентешĕсемпе, хăйĕн çуралнă кĕтесĕпе — çак ялпа, çак тавралăхпа, йывăç-курăкĕпе, тен, вăл халь кăкăр туллин сывлакан çак сывлăшпа та унăн — Степанăн — хушшинчи юлашки чи черченкĕ, халь-халь татăлса каяс çыхăну пуль. Çурт, вĕсем çичен хутран-ситрен кăна пулсан та, — çапах та, — аса илтерсе тăмалли сăлтав пулнă, Вăл пулман пулсанах, халиччен чунĕ тĕпĕнче хăй сисмесĕрех, туймасăрах упранса тытăнкаласа тăнă çаксем пурте тахçанах сĕвĕрĕлсе манăçа тухнă пулĕччĕç-и?

Степан, пусма çине ларчĕ, пирус тивертрĕ. Те каç умĕнхи сулхăн пырса тиврĕ ăна, тен, шухăшĕсем те шăнтса ячĕç чунне, ĕнтĕркенĕ пек пулчĕ, пӳрте кĕрсе пиншакне илсе тухрĕ, уртса ячĕ. Пысăк пахчана тухрĕ, карта хĕррипе çырма еннелле утрĕ. Кайран пĕр ансăр сукмак çине ӳкрĕ те, вăл ăна çырма хĕррипе пăрахăçа тухнă панулми сачĕ хушшипе, тырă пуссисемпе, явăна-явăна, çăва çине илсе çитерчĕ.

Таврăннă çĕрелле пĕтĕм ял вăрçă шавĕпе, вырăсла, нимĕçле калаçусемпе янăраса тăратчĕ: телевизорпа кино пырать. Ыйхă килмесĕр аптрасан, хăть çак шăв-шава итлесе выртмалла пултăр тесе, кантăкне яриех уçса хучĕ. Выртрĕ. Сăнӳкерчĕксене тĕсерĕ. Ашшĕпе амăшĕн сăнĕсем каç сĕмĕпе хутăшса, пĕрлешсе палăрмаççĕ те. Ача куçĕ кăна, — урам çути тĕкĕр çине ӳксе шăпах ун сăнне вăйсăррăн çутатать те, — кăштах ялтăраса тăрать.

Степан ача çинчен куç илмерĕ. Халь-халь калаçса каяссăн туйăнчĕ вăл.

Хуллен, асăрханса силлерĕç пек Степана. «Пичче, ырă пиччем, ман вырăна кăшт кăна тырă вырма пултараймастăн-ши эсĕ? Кăшт кăна. Унта нумай юлман», — пырса кĕчĕ хăлхине. Куçне уçрĕ — умĕнче лапăшка тум уртса янă пĕчĕк ача тăрать.

— ... Эп атту алла кастартăм çурлапа. Вăл ман кĕçех иртсе каять. Çавапа касни вăл час тӳрленмест, çурлапа — темех мар. Ак тăпрапа тытатăп та. Тăпра питĕ сиплĕ вăл. Эп пĕрре мар ун пек сыватнă. Кайран эп хамах вырăп, эс мана кăшт кăна пулăш. Эп сана уншăн хам пашалăва парăп. Мăян вăрринчен пулсан та, пи-и-итĕ тутлă вăл, эп хам кăнтăр апачĕсĕр те пултаратăп. Вă—ă—ăн, çав йыт çырлине çиетĕп те, вă—ă—ăн, хураскер, хĕвел çинче йăлтăртатать, вара ирччен хырăм выçмасть. Эс мана кăштик çеç пулăш, кайран эп хамах...

Турăçăм! Ӑçта курнă ку ачана Степан? Мĕншĕн-ха ăна питех те çывăх пелнĕ пек туйăнать? Мĕншĕн ун сăнлă-ха çак имшеркке ача? Мĕншĕн ун сассипе калаçать? Степан тăрса ларчĕ.

— Эсĕ мана асилеймерĕн-и? Вă-ă-ăн, асту ха, эп сана перре инçе çула ăсатма тухначче. «Мĕнле инçе çула? Хăçан?» — ыйтасшăнччĕ Степан.

— Хулана тухса кайрăн эс ун чухне. Вĕренме.

Степан хăй хулана тухса кайнă куна куç умне кăларма тăрăшать — нимĕн те асне килмест.

— Асилеймерĕн-и? Кутамккуна йăтса пытăм ун чух. Çă-ă-мăлччĕ вăл, эп ывăнмарăм та. Анне унта пĕçернĕ тăватă çĕрулми чикнĕччĕ. Тата икĕ пашалу. Эс сисиччен эп тата хамăнне хутăм. Икĕ кун çимерĕм те. Кайран эс ларса кайрăн. Лавпа. Эп чупрăм, чупрăм хыçран. Вара çул юппинче тăрса юлтăм. Эп малтан макăрманччĕ. Эсир курăнми пулсан кăна. Лартăм та... Çу-у-ук, эп урăх макăрман. Анне вилсен кăна. Ун чух эп макăртăм. Ман тата та макăрас килетчĕ — атте: «Халь ĕнтĕ куççульпе те чĕртес çук ăна, ытлашши ан макăр, макăрсан, пуçу ыратма пуçлать, аннӳ те ытла хуйхăрнăран пуç хеснипе çĕре кĕчĕ, ан макăр», — терĕ те, вара эп макăрмарăм.

Степан çав вăхăта каялла тавраннăнах яруççăн, вак-тĕвек таранах, аса илчĕ çак куна. Пысăк савăнăçпа пуçланнăччĕ вăл: пĕрле вĕренекенсем ăна журналта сăввисем пичетленсе тухни çинчен пĕлтерчĕç. Пĕрремĕш хут. Сăнӳкерчĕкпе. Ятлă-сумлă поэт умсăмахĕпех. Малтанах вĕсем хула тăрăх çав журнала шыраса çӳрерĕç. Кайран, юлташĕсем çине тăрсах ӳкĕтлерĕç те, ресторана кайса ларчĕç. Шăпах стипенди илнĕ кунччĕ. Общежитие таврăнчĕç — телеграмма. Степан тӳрех вокзала вĕçтерчĕ. Юлашки автобуссем те кайса пĕтнĕ.—Таксистсем, çул япăх, шыв-шур тесе, килĕшесшĕнех пулмарĕç. Пĕри çеç хĕрхеннĕ пек пулчĕ. Хуларан тухиченех: «Анне вăл анне, пĕртен-пĕрре», — ассăн сывласа пычĕ. Унтан кĕтмен çĕртен чарчĕ те укçине малтанах парса хума ыйтрĕ: «Çирĕм пилĕк тенкĕ». «Тăватă çыншăн тӳлесен те унта çитме вуникĕ тенкĕ çеç вĕт»,— хирĕçлеме пăхрĕ Степан. «Сак самантра та укçа çинчен шухăшлатни эс? Аннӳ вилнĕ вĕт! Мĕн укçи пирки калаçан эс тата!» — харах кăшкăрса пăрахрĕ таксист. Икĕ тенкĕ ытларах çитмерĕ. «Картузу сĕлĕмскер, аптрамасть»,— лăпланнă пек пулчĕ лешĕ. Район центрĕнчен малалла кайма килĕшмерĕ. Тăр-пылчăк, йĕп-йĕпе пырса кĕчĕ килне Степан. Амăшĕ пӳлĕм варринче тупăкра выртатчĕ. Тутине яланхи пекех тăп тытнă. Палюкарăм карчăк хурлăхлăн виле юрри ĕнĕретчĕ.

— Эс ан макăр, — сăмах хушрĕ ача. — Атту пуçу ыратма пуçлать. Атя юрлатпăр луччă. Астăватни, анне мĕнле хитре юрлатчĕ пирĕн.

Симĕс курăк шăтрĕ пуль, Шăтрĕ пуль те типрĕ пуль,

типре пуль...

Ача тăруках шăпланчĕ. Ассăн сывласа илчĕ:

— Аннен силĕмрех тухатчĕ çав. Эс мĕншĕн юрламастăн? — Степана куçран тинкерчĕ. — Сана килĕшмест-и ку юрă? Эс ăна вĕçĕм ĕнĕрлесе çӳреттĕн вĕт. Сăмахĕсене манса кайнă-и? Ман хыççăн юрла эппин.

Пирĕншĕн те кун пулчĕ пуль, Пулчĕ пуль те иртрĕ пуль,

иртрĕ пуль...

Ачан куçĕ шывланчĕ. Степан сăмса тутри кăларчĕ, шăлса типĕтрĕ.

— Çу-у-ук, эп макăрмастăп. Аннене аса илтем те, куççуль хăйех тапса тухрĕ. Эс те ан макăр. Атя, эппин, луччă хаваслине юрлатпăр. Эс хăшне астăван?

Степан хăй ача чухне юрланă юрăсене асаилесшĕн пулчĕ. Анчах нихăше те аса килмерĕ. — Йăлтах манăçнă-и? Шел. Атя, эппин, эп пуçлап, эс тулĕк юрла, атту эп çавăрса илейместĕп:

Пчик карчăк, пчик карчăк, ни юрру çук,

сассу çук...

Çук, пĕччен тухмасть çав. Купăссăр уйрăмах. Эс астăватни, атте купăс калатчĕ, анне юрлатчĕ. Атте купăс каланă чух куçĕ вĕçĕмех хупăччĕ унăн. Эп вара тĕлĕнеттĕм, мĕнле-ха тӳмисене пăтраштармасть тесе. Пӳрнисем хăйсем тĕллĕнех кирлĕ тӳмисене тупатчĕç.

Питĕ авалхи купăс тетчĕ ашшĕ. Степан аслашшĕнчен юлнăскерех тетчĕ. Ӑна вара пĕр инçетри вырăс, йывăç каскаласа çӳрекенскер, парнеленĕ. Степан астăвать-ха, ашшĕ пĕр тӳмине çеç пусатчĕ, сасси вара икĕ тĕрлĕ тухатчĕ: пермине пĕр еннелле туртсан — пĕр тĕрлĕ, тепĕр еннелле туртсан — тепĕр тĕрлĕ.

— Атте купăс каланă чух анне чӳхенсе кăна тăратчĕ. Эп вара: «Мĕншĕн эпир яланах çавăн пек телейлĕ маар-ши?» — тесе шутлаттăм.

— Халь купăсĕ ăçта вăл?

— Анне вилнĕ хыççăн атте ăна пĕрре те тытмарĕ. Мачча çине ывăтрĕ те. Эп те унпа атте пекех ăста калама вĕренесшĕнччĕ — аван мар пуль терĕм атте умĕнче. Кайран ăна атте Лександр Семеновичпа çĕлĕкле улăштарчĕ. Вă-ăн санăн сарă çĕлĕк пурччĕ. Шăпах çавăнпа. Сана ун чух хулара çӳреме çĕлĕк кирлĕччĕ, аттен вара туянма укçи пулмарĕ. Хитреччĕ çĕлĕкĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: