Нестинарка
Пуçа килнĕ
сулмаклă пĕр шухăш ĕречĕ
Чарăнать «нестинарка» сăмах тĕлĕнче.
«Чăвашла янрамасть», — теприсем хирĕçлеччĕр.
Касас çук чĕрери шухăша варринчен.
Çемçерех вăл,
сопрано пек мар манăн сасă.
Пушă чунлă ансамбль куллийĕ те мар.
Пĕр килет,
пĕр тарать,
вылянать вăл хавассăн
Сăмахпа тĕллесе тытмалли çĕн сăнар.
Малаллах туртăнасшăн
кунçулăн тĕп енĕ,
Кĕрешме çын телейĕшĕн, миршĕн чĕнет.
Ман аттен ăрăвне
хĕрхенмесĕр силленĕ
Концлагерьсен токĕ мана та силлет.
Пĕлместĕп,
кама эп кӳретĕп-ши усă,
Вылятмастăп хампа тĕнче курнă ăса.
Тĕллеве йенерлесшĕн
алтатăп çĕн пусă,
Сăмахсем кăларап шухăшпа ăвăсса.
Тĕрĕсмарлăх сăна
пĕр хутчен мар хĕретĕ,
Сĕртĕнсе иртсе кайĕ мăн çул хĕррипе.
Тарăхатăп,
йĕретĕп,
хĕрсе кĕрешетĕп.
Нестинарка эп... чĕрепе.
Нестинарка — Болгарире авалхи йăла тăрăх яла чир-чĕртен хăтарас тесе хĕрсемпе çамрăк арăмсем кăвар çннче ташланă. Ташлакана нестинарка тенĕ.
Шухăшсем
Why overspend on paid ads? Our AI-powere...
Each round of JetX begins with the plane...
Ever thought how chuvash...
Boost your website traffic with our AI-p...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Ever thought how chuvash...
Save on marketing with our AI-optimized ...
Ideia pratica para organizar melhor o ...
Nápady pro rychlejší výsledky — https:...