Ял историйĕ


Кăмаша вăрманĕ çинчен вуламан, илтмен çын та çук пулĕ чăвашра. Çулсерен кунта юнашар районсенчен вăрман кăларма çӳренĕ, вутă-шанкă туянма килекенсем те пулнă. Кунта патвар юмансемпе шурă хурăнсем, яштака çăкасемпе çӳллĕ хырсем ӳснĕ. Çакăн пек илемлĕ вырăнта Анат Кăмашапа чукун çул хушшинче «Волга» ятлă пĕчĕк поселок çуралнă.

— Ак, çитрĕмĕр те, — терĕ Иван Андреевич урапа çинчен сиксе анса. Тилхепене лаша çурăмĕ çине хурса ачисене анма пулăшрĕ. Унăн мăшăрĕ Маруç йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕ. Пур енче те шурă хурăнсем. Урăх нимĕн те курăнмасть.

— Ăçта вара çĕр каçăпăр? — хумханарах ыйтрĕ вăл упăшкинчен.

— Çак хурăнсем айĕнче, — кăмăллăн хуравларĕ Иван Анедреевич, куçне йывăçсем çинчен илмесĕр.

Ачасене кунти вырăн килĕшрĕ пулас. Вĕсем часах выляма та пуçларĕç. Кăшт вăхăт иртсен Андреевсем патне çӳллĕ, хурарах арçын пырса тăчĕ.

— Эпĕ артель председателĕ. Федор Арбеков пулатăп, — паллаштарчĕ вăл хăйĕнпе.

— Сирĕн артелĕ ăçтарах вырнаçнă вара? — ыйтрĕ хирĕç Иван Андреевич.

— Çакăнта, — вăрман çине сĕлтрĕ Хветĕр.

1923 çулта Совет правительстви куçса килес текенсене Кăмаша тăрăхĕнчи вăрманпа усă курма ирĕк парать. Ăна касса уй тумалла пулнă. 1925 çулхи çу вăхăтĕнче тăван вырăнсене пăрахса куçса килекенсен шучĕ 30 çемьене çитнĕ. Вĕсем — Элĕк, Чутай, Етĕрне районĕсенчи чăвашсем. Ку халăха кăмашасем торайсем тенĕ.

Пĕррехинче Арбеков хурăнлăхра арçынсене пуçтарать. Хăйпе юнашар И.А. Андреева лартса сăмах пуçлать:

— Ĕçлекенсем пирĕн пур, анчах çĕр çукки пăшăрхантарать. Манăн сĕнӳ пур. Иван Андреевича комиссара лартас. Халăхран ходотай пулма палăртас… Çĕр пирки шухăшлама та вăхăт ĕнтĕ…

Ку ĕçе комиссар вăраха ярас темен. Етĕрнене çити урапапа, унтан çуран утма тивет пулин те Шупашкара çитетех. Çĕр ĕç комиссарĕпе курса калаçать. Мĕн нушапа çӳренине каласа парать. Яла Иван Андреевич çĕкленӳллĕ кăмăлпа таврăнать.

Тепрехинче Андреев Чутая коллективлă хуçалăхăн Уставне çирĕплетме кайсан райисполкомра интереслĕ калаçу пулса иртнĕ.

— Сирĕн колхозăн ячĕ пур-и? — ыйтнă пуçлăх.

— Хальлĕхе çук çав, — тенĕ именерех Иван Андреевич, аллинчи папкине уçма хатĕрленсе. Куç умне папка çинчи ӳкерчĕк лекнĕ. Унта сарлака та анлă Атăл мăнаçлăн курăннă. Ку пирĕн ентеше питĕ кăмăла кайнă курнать. Вăл пĕр тăхтаса тăмасăр колхоз ячĕ «Волга» пуласса палăртнă.

Вăрманта пуртă, пăчăкă сасси шав янранă. Арçынсем — лесничествăра, хĕрарăмсем пушăт сӳнĕ çĕрте вăй хунă. Йывăçран пушанса пыракан уçланкă пысăкланнăçемĕн пысăкланса пынă. Уçă вырăнта вара пĕрерĕн-пĕрерĕн çĕнĕ çуртсем çĕкленнĕ. Ăста пахчаçăсем тăрăшнипе арбуз, дыня, хăяр, помидор ӳстерме тытăннă. Чăх-чĕп тата тилĕ фермисем уçăлнă. (Ватăсем каланă тăрăх, кунта хура тилĕ ĕрчетнĕ). Çакăнта вара «Волга» ятлă пĕчĕк ял хăйĕн истори страницине уçнă.

Халăхра ахальтен каламан: «Пĕр çын сурать — лупашка пулать, халăх сурать — кӳлĕ пулать».

 

Çăлкуçĕ:

Калава çырнă чухне çак çăлкуçпа усă курнă: «Некоторые материалы по истории Волга», статья Евг. Гусева «Рождение поселка» из газеты «Вперед» № 92 от 1 июля 1966 года (В дар библиотеке пос. Волга от краеведа Волкова Я.Н., г. Шумерля. 2005 год).

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2009-10-23 12:48:09):

Кунашкал ĕçе «плагиат» теççĕ. Пĕр çăлкуçран илнĕ материала тĕлтен-тĕлтен куçарса çĕнĕ хайлав тăвасси ыр япала мар ĕнтĕ. Унашкал чап шырас тесен хам та ним мар пĕр паллах мар вырăс çыравçин ĕçне илме пултаратăп та ăна чăвашла куçарса хам хайлав пек кăтартма пултаратăп :). Пирĕн кунта литература ăмăртăвĕ — халапа тĕпе хурса илемлетсе калав е сăвă (е очерк-и унта...) хайласси.

Куçарма та япăх куçарнă. Кунашкал куçарăва вуличчен вырăслине вулăп. Тĕслĕхрен, «— Çак хурăнсем айĕнче, — кăмăллăн хуравларĕ Иван Анедреевич, куçне йывăçсем çинчен илмесĕр.», çак пая эпĕ «— Çак хурăнсем айĕнче, — вĕсен илемĕпе килленсе кăмăллăн хуравларĕ Иван Анедреевич.»

«— Çакăнта, — вăрман çине сĕлтрĕ Хветĕр.» — кунта та пысăк йăнăш. Артелĕ вара вăрман тăррине улăхса ларнă-им, мĕн тăвать вара вăл унта? «Вăрман енне», «Вăрманалла» сăмахсемпе куçарсан вырăнлăрах.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемсĕр | Шухăшĕ: вăйсăр | Содержанийĕ: ăшах

 

инçет (2009-11-29 20:26:31):

Эп маларах калани çумне нимех те калаймăп хушса...

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: