Йăмăкăма хисеплетĕп, Настьăна та пит саватăп


Коля тахçанах кукашшĕпе кукамăшĕ патне юнашар яла кайса курасшăнччĕ те ак паян çула тухрĕ. Урамра хĕвеллĕ çанталăк, питĕ сивех те мар. «Манран салам кала! Каялла чипер çаврăнса çитмелле пултăр», — кăшкăрчĕ ăна амăшĕ Галина Николаевна аякран.

Часах Коля хăйсен ялĕнчен тухса уй тăрăх юртан тасатнă çулпа малалла утрĕ. Йĕри-тавра шап-шурă, инçех мар вырнаçнă вăрман çеç тĕксĕммĕн ларать. Утать те утать ача, пилĕк çухрăм каймалла унăн.

Тăруках Коля вăрмантан хура мĕлкесем тухнине асăрхарĕ. Хайхисем ун еннелле çывхарнă май яш хăраса ӳкрĕ: умра — кашкăрсем! Çăткăн чĕрчунсем ун çулĕ çинех тухаççĕ. Ним тума пĕлмерĕ каччă. Вăл хир варринче, ялсем инçе, тарса ӳкме çук. Кашамансем çывхарсах пычĕç. Акă пĕри йĕкĕт çине шăтарасла пăхать. Унăн куçĕсем сивĕ, хаяр. Çав вăхăтра тăван культура урокĕсенче вĕрентекен чăваш туррисем çинчен каласа пани аса килчĕ те, юлашки улăм пĕрчинчен çакланса юлас тенĕн, хыттăн, пĕтĕм вăйран кăшкăрса ячĕ Коля: «Пихампар, чар хăвăн йыттусене!» Хура вăрман енчен сасартăк хаяррăн темле чĕрчун уласа ячĕ. Каччă сасă еннелле пăхрĕ те тем пысăкăш шурă кашаман йывăçсем хушшинчен уя тухса тăнине курчĕ. Ăна асăрхасан ыттисем унталла çаврăнчĕç, хирĕç тем хуравланăн сасă пачĕç, кайран ката еннелле çил пек вĕçтерчĕç. Коля анраса кайрĕ те тăнне çухатрĕ.

Йĕкĕт çул çинче мĕн чухлĕ выртнине хăй те пĕлмест. Сивĕ пулнипе тăна кĕчĕ вăл. Ерипен ура çине тăчĕ те йĕри-тавралла пăхрĕ, анчах никама та курмарĕ.

Васкаса пырса кĕчĕ Коля кукамăшсен килне. Яш чăтаймарĕ, паянхи пăтăрмах çинчен сăмах тапратрĕ. «Ĕлĕк асатте мана Пихампар çинчен нумай каласа паратчĕ. Чăвашсем ăна хисепленĕ, пуç çапнă. Тискер кайăк тапăнсан, Пихампартан пулăшу ыймалла, тенĕ. Вара вăл шур кашкăр пулса тухать те çынна хăтарать имĕш. Ун сăмахне ĕненмен паллах. Халь санпа çакнашкал инкек пулса иртнĕ хыççăн ним калама та пĕлместĕп», — терĕ ватă çын мăнукне.

Йĕкĕте килне кукашшĕн кӳрши машинăпа леçрĕ. «Паян Пихапмар мана пулăшу кӳмен пулсан юратнă Настенькăна урăх кураймастăм та. Çăлтăрлă каçсенче пĕрле уçăлса çӳреймен те пулăттăмăр. Ак халех савни патне вĕçтеретĕп. Питĕ курас килет ăна. Йăмăка та хисеплетĕп. Ара, Настенькăпа вĕсем питĕ туслă-çке, шкулта та пĕр парта хушшинче лараççĕ», — шутларĕ Коля çак самантра.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Attila (2009-12-02 23:59:58):

Терес пире елекхи Чаваш Турри кана салса хаварать..!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: