Йывăр шухăшсем


Шупашкартан тухрăм, тӳрех утрăм,

Атăл тăвайккийĕ çине ухрăм.

 

Акă куçăм умĕнче чăваш çĕрĕ...

Тăван çĕршыв тавра чунăм вĕçрĕ.

 

Атăл шавланине итлерĕм:

Чуна лăплантарса пули терĕм.

 

Анчах канăçсăр чунăм лăпланмарĕ,

Пуçран йăвăр шухăш каймарĕ.

 

Тăван çĕршыв, сана ĕненеттĕм,

Пулас мухтавлăхна сисеттĕм...

 

Халиччен шанчăкпа чĕре çунчĕ...

Паян теме сиссе ĕмĕт сӳнчĕ.

 

Шанчăксăр чунăма сивĕ çапрĕ,

Сивĕннĕ чĕрере вăйăм чакрĕ.

 

* * *

— Килсем часрах, чăваш поэчĕ! —

Тесе яланах чун чĕнетчĕ.

 

Шухăшлаттăм: акă талан килĕ —

Тăван çĕршыв чĕлхине илем килĕ.

 

Çырулăхăн пулĕ тĕрĕс çулĕ,

Кĕнеке те пулĕ çĕршыв мулĕ...

 

Анчах кунсем, çулсем иртсе кайрĕç,

Чăваш поэчĕсем сас памарĕç.

 

Хальччен шанчăкпала чĕрем çунчĕ,

Паян кун чĕрере ĕмĕт сӳнчĕ.

 

Шанчăксăр чунăма сивĕ çапрĕ,

Хуйхăллă чĕрере вăйăм чакрĕ...

 

* * *

Тăван çĕршыв, е сан та вăю пĕтрĕ?

Е чăваш чĕлхин хăват çĕтрĕ?

 

Е ют чĕлхесем ӳснĕ майĕ

Чăваш чĕлхи çĕтсе, пĕтсе кайĕ?

 

Е чăваш çынни, чăваш ялĕ

Сарлака çĕр çинчен çухалĕ?..

 

Алла пулсан... чĕрем хыпса çунтăр.

Чĕрем хыпса çунса сив кĕл пултăр

 

Сив кĕл хаяр çилпе вĕçсе пĕттĕр,

Сивĕ çапнă чуна вилĕм кĕтĕр.

 

Ват асатте çиллĕ тăвăл витĕр

Мана масар çине кайса чиктĕр.

 

Тăпрам çинче ĕмĕр çил улатăр,

Ватă йăвăçсене суллатăр.

 

Вил тăпри вĕлтĕрен тăхăнтăр,

Пуçăм çинче çĕлен шăхăртăр.

 

1921 ç. нарăс, Шупашкар

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Володя (2013-12-07 20:53:43):

Бред сивой кобылы. Ну как это можно называть шедевром.

 

Машук (2013-12-10 15:34:10):

Хисеплĕ Володя!Эсир чăваш чунĕллĕ çын пулманни, тăван чĕлхе, тăван халăх шăпи сире хумхантарманни паллă.Хăвăр та чăвашла çырмастăр ав!Сирĕн пек тăван чĕлхене маннă çынсем пирки хумханса çырать те ĕнтĕ автор!

 

Алина (2013-12-11 19:55:50):

Çеçпĕл сăввине тиркекен - чунĕпе пушă çын кăна. Кун пек сăмахсене вулама та намăс!

 

Елена (2020-07-15 08:25:10):

Чан та. Унчухнех хулара вырасла калащакансем йыш пулна икен, тетен щаваншан щапла щрна пуле вал хайен йеркисене.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: