Юлашки блокнотран


14.11.42. Ĕнер каçхине ăмăрткайăк-минăперевçĕсенчен хампа пĕрле çичĕ çын суйласа илтĕм те малти рете, фронт чикки тăрăх 12 километр кайса, Ермолаев Ваняна улăштартăм. Шутник «артист» Павлов çул çинче снаряд çапса салатнă кĕсрен хăрах енчи аяк пĕрчисене пĕтĕмпех йăтса çитерчĕ, паян кунĕпе аш пĕçереççĕ. Ездовой Сибряев мана та темле çур така пуçĕ, пĕр котелок çăнăх пачĕ. Белотангин Мишăна, хамăн чи юратнă боецăма, пĕçерме хушрăм. Лайăх апат пулчĕ!

...Эпир Дон шывĕ урлă ноябрĕн 6-мĕшĕнче çĕрле каçсаттăмăр. 7-мĕшĕнче тĕнче тĕлĕнмелле вăрçă уçăласса кĕтрĕмĕр, анчах çав вăрçă ыранпа тепĕр кун пуçланмалла, терĕç.

— Çав пулас çапăçу стратеги енĕпе çех мар, политика тĕлĕшĕпе те тĕнчери лару-тăрăва ăнран ямалла, — терĕ полк командирĕ капитан Кухаренко. (Сăмах майĕпе: полк комиссарĕ Панченко юлташ ман çинчен ăна нумай каласа панă. Эпĕ унпа калаçмалла та пулнă, анчах, тем мурне, вăхăт тупайман вара!) Чăнах та çак ыранхи вăрçăра пĕр секунд хушшинче темиçе пин орудирен кăна мар, пĕтĕм хĕçпăшалран пĕр залпла персе ярса çĕре кисрентермелле, унтан темиçе минут хушши пĕр тăтăш персе, пĕтĕм çĕре чĕтретсе тăмалла! Мĕн пулать ĕнтĕ, сывă тухса пули, çук-и.

...Çак самантра эпĕ, йăвари хур пек, улăм йăвара ларатăп. Тăшман самолечĕсем капланса килеççĕ те, зениткăсем пеме тытăнсан, кунти кăвак тăрă пĕлĕт çинче пӳртре мамăк тӳшек силленĕ пек, пĕтĕм пĕлĕт шур куммкасемпе тулать. Тарса хăтăлаççĕ мурсем! Минăсем пуç çинче урнă çĕлен ушкăнĕ пек шăхăрса çӳреççĕ.

...Ĕнер Прохода (ман боец) валли çыру çыртăм. Амăшĕпе арăмĕ патне. Тĕлĕнмелле çыру! «Пĕтĕм Комсомольск йĕрсе, тĕлĕнсе вулĕ!» — терĕç боецсем.

— Андрей, пойдешь со мной, — терĕм. Вара вăл мана эпĕ тухса кайсан хуса çитрĕ.

— Лейтенант юлташ, эпĕ санпа пĕрле хăть ăçта пыма та хатĕр. Анчах пĕр çулталăк ытла çакăн пек çыру кама çыртарас-ши тесе çӳренĕ хыççăн эсир çырса панине хам алăпа çырса илесшĕнччĕ... Урăх çыру ярасси те пулмĕ, терĕ. Эпĕ хăвартăм ăна.

16.11.42. Паян Шавлипе Уйăпран çырусем илтĕм. Стихван манран 34 çыру илсе çĕлесе хутăм, тет. Хăйне чĕлĕм туртнăшăн ятлама хушать, эпĕ ятласан чарăнать, имĕш. Ятлас, вăрçас ăна. Кохсене ан пулăштăр. Виçĕ пурнăç пурăнма сунас. Чĕкеçпе Уйăп та Герой пулмах сĕнеççĕ. Нивушлĕ çав тĕрлех паллă пулнă-шим вара ман ят-шывăм гражданствăра? Евдокия (ашшĕ ятне мантăм) Орлова: «Бараев саркаланса утса пынă чухне Шупашкар урамĕн илемĕ килет вара», тетчĕ. Тен, чăн та пулĕ?

 

* * *

Мĕн пулать ĕнтĕ. Эхер ырантан тепĕр кунне пуçланакан вăрçăран сывă юлсан, тата темиçе кун пурăнăп, тесе шутлама май пур. Çав кунхине кунта пĕтĕм çĕр чăмăрĕнче халиччен пулман хăватлă çапăçу пуçланмалла.

Вăхăт —7 сехет те 30 минут!

 

* * *

Паян миçемĕш числа иккенне те пĕлместĕп эпĕ. Ĕнертенпе пĕр чарăнми çĕр чĕтренсе тăрать. Халĕ те, ак, хамăн пĕчĕк команднăй пунктăма пуртăпа кăшт хул вырнаçмалăх аслăлатса хăяккăн кĕрсе выртрăм. Сывлăш хумханать. Хаяр тăвăл вăхăтĕнче пĕчĕк кимĕпе пынă чухнехи пек е такана çинчи шыв пек. Эпĕ пĕчĕкçĕ чухне, атте пăрçа сăвăрнă чухне, юриех йĕтем тăрăх чупаттăм. Пуç çине пăрçасем тăкăнсан темле аван пекчĕ. Халĕ пуçăм çине тăхлан, тимĕр хурçă тăкăнать, шинелĕме кĕве çинĕ пек пульă шăтарса пĕтерчĕ. Тӳсет иккен мĕскĕн салтак! Кунне миçе миллион тонна металл сая каять-ши?

...Ĕнерхи атака ăнăçлă иртрĕ, урра! Сулахай флангри кӳршĕ полкра пĕр паллакан çын пур. Ăна эпĕ Шупашкартанах пĕлетĕп. Проныра теççĕ ун пек çынна вырăссем. Çав çын ĕнтĕ çакăн пек мухтанмалла:

— Вăт, чунăм, ман хушаматăм та Репейкин (кăшт урăхларах), эпĕ таçта кĕрсе тăрăнма пултаратăп. Ав, штаба сăпса пек пырса тăрăнтăм та, часах пĕр кубарь ӳсрĕ ман çухам çинче... Çапăçма ухмах мар эпĕ... Пĕлтĕр те чертак çинче пытанса юлтăм...

Пулаççĕ те вара çынсем.

 

* * *

Йĕри-таврара вĕçсĕр çурăлаççĕ центнерсемпе килосем.

Эх, ывăлăма ыталаса чуптăвасчĕ!

Высота N...

 

Ухмах пуля айне Стихванăм

Ăслă пуçăма хушмасть чикме.

Чăнах шеллет пуль çав, тăванăм,

Чăнах шеллет пуль çав тусне.

 

Ак эп чĕррĕн кĕрсе вырнаçнă,

Тен, пĕр самант: тек çук поэт.

Тусăм çинчен çавах пĕр çаврăм

Вилес чух та юрлайăп, тен.

 

Ну паян нимĕç пире хĕртрĕм, тет пуль-ха. Анчах пĕр çын та аманман пирĕн.

 

* * *

Стихван ман «ырă хăхат» тенине ăнланмарăм, тет. «Добрая слава» тенине çапла калаççĕ пирĕн чăвашсем. Паян 18-мĕш кăна, терĕç. 35-ĕшне шутларăм, ыттине шутлайман. Сывă юлăп тесе пуçа шухăш илме те май килмен, пĕтрĕмех пулĕ тесе. Ну, хĕртрĕç те сывлăшран! Аптранă енне кулса выртатăп!

 

* * *

Друзья мои!

Здесь записи последних дней чувашского поэта. Именем всей чувашской литературы прошу отправить в случае моей смерти, одновременно указав свое имя, отчество и фамилию и адрес, по адресу: г. Чебоксары, Чувашская АССР, Дом печати, Союз писателей, Шавлы.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: