Çумăр хыççăн
Эх, аван-çке çумăр хыççăн
Каç пулса килес чухне,
Янратса ярсассăн уççăн
Шăпчăк савăк юррине,
Кĕрлесе иртсен, мăнаçлă
Аслатийĕ, инçетре,
Мĕн тери чуна хаваслă, —
Мĕн тери çĕршыв хитре!
Кун пек чух епле лăпланăн
Тухмасан шыв хĕррине?
Савăнса тăрса сăнатăн
Аслă Атăл илемне.
Инçех мар, лере, шыв çийĕн
Çăмăл кимĕ ярăнать.
Ун çинчи хĕрсен сассийĕ
Атăл тăрăх ян каять.
Эп алла илсеттĕм купăс
Ĕнересшĕн çав юрра.
Çавăн чух вара ман шухăш
Кĕвĕленчĕ сăвăра.
Пит аван çав çумăр хыççăн
Хĕвел аннă вăхăтра
Илтĕнсен илемлĕн, уççăн
Çĕнĕ юрă таврара.
Шухăшсем
I registered on the website last week an...
Yesterday I received a message that I ne...
I registered on the website last week an...
Yesterday I received a message that I ne...
Эп ку сăвва тоже шкулта вĕреннĕ чухне пĕ...
Борлен «Сувар» редакторĕ пулнă Сорокинпа...
Виççĕри ачана «хĕр пĕрчи» темеççĕ пуль
пӳрт сутнă кун тени пурччĕ таçта
Питĕ лайăх çырнă,чуна пырса ответь...
Хочу поделиться замечательными курсами з...