Апат çав


Çуркунне. Хура кураксем килнĕ.

Юр кайса пĕтмен. Ирпе-каçпа шăнтать. Хĕвел тухать. Ăшăтать, çанталăк уяр. Ăшă. Вунă çул ытла ĕнтĕ вăл.

Ун чухне эпĕ чухăн пурăннă. Çăкăр çитмен пирĕн. Мĕскĕн çын пулнă эпир.

Ут-улăм çитмен. Выльăхсем те мĕскĕн, выçă пулнă. Шăннă юр çинчен ирпе вăрмантан выльăхсем валли чĕрĕ çапă сĕтĕрнĕ эпир.

Халĕ мана пуян-куштан теççĕ. Пуянни ытла пуян мар та икĕ лаша, икĕ ĕне, вуник сурăх, виç качака, икĕ хур, пилĕк кăвакал, вунпилĕк чăх, вунă вĕлле хурт усратпăр эпир.

Тăхăнмалăх кĕрĕк-сăхман, кĕпе-йĕм пур.

Виçĕ шĕшлĕ, икĕ çĕçĕ, çичĕ калăп пур ман.

Çирĕм мăшăр хуçнă çăпата, икĕ çыхă туса хунă пушăт, çирĕм пĕр мăшăр мунча милки кашта çинче çакăнса тăрать.

Урапа-çуна лайăх, пурне те хам тунă. Виçĕ пĕкĕ ĕç патне лаша кӳлме. Иртнĕ çулла тепĕр хурама пĕкĕ сых ятне авса хутăм.

Чĕн урхалăх виççĕ, сӳс урхалăх çиччĕ, мунчалапа пушăта кустарса явнă урхалăх саккăр.

Халĕ ман пурĕ вунсакăр урхалăх учетра тăрать.

Сӳс вĕрен-тилхепе, хам хăлаçпа хăлаçласан çĕр çитмĕл хăлаç ытла, пичатнăйпа виçсен пурĕ ман вĕрен-тилхепе çитмĕл çичĕ чалăш ытла пуль.

Сӳсмен-йĕвен, йĕнерчĕк — пурте пур ман.

Эпĕ иккĕ-виççĕ авланайман. Арăм вилмен — сывă, хам та сывă. Унта-кунта пăхман. Ман арăм пĕрре кăна. Ман арăм хура çӳçлĕ, кăвак куçлă, ăшă куçлă. Тарье ятлă. Хам Тăхти ятлă. Тăватă ача пирĕн — икĕ ывăл, икĕ хĕр. Арăма уйăрма саккун пур та халь, çапах апла-капла шутламан эпĕ.

Аслă ывăл çирĕм çулта, Тăхтилер ятлă. Аслă хăрача, Праски ятли, вунсакăр çулта.

— Атте, çитес çулла авланас пуль ман,- тет ман ывăл Тăхтилер.

— Атте, анне вилес-мĕн пулсан, тата авланма шутлатна эсĕ? — тесе ыйтать вара ман ывăл Тăхтилер.

— Чипер пупле, ачам, ку сăмаха аннӳ умĕнче ан шарла. Авланасси авланма пулĕ те, аннӳ пек арăм Кавал вулăсĕпе çук. Апла-капла шутлас мар, ачам, сывă пултăр аннӳ те, — тетĕп вара хам ывăла.

«Çитес çулла, лару-тăру лайăх пулсан, тырă-пулă ăнса пулсан, авлантарас ывăла, кин кĕртес, йыш хушăнтăр. Çулĕ çитнĕ. Ман ывăлăн савнă хĕр пур пулас. Кама савнă, куç хывнă, çавна илтĕр, авлантăр. Ĕç ăнсан, пĕр-пĕрне юратсан, хамăртан кая пурăнмĕç. Çитес çулла туй пултăр, пысăк туй, аслă туй пултăр, ман ывăл авлантăр. Иккĕн выртса виççĕн тăрĕç, «асатте», «асанне» текенсем пулĕç», — тесе шухăшлатăп вара хам ăшра.

«Куштан Тăхти» теççĕ мана хамăр ялсем. Çăкăр-тăвар лайăх та пирĕн, хырăм та тутă халь. Çавăнпа куштан эпĕ. Куç курать, ура утать, ал ĕçлет. Текех выçă ларас çук ĕнтĕ. Çавăнпа куштан эпĕ. Халăх çинче кам та пулин мана хирĕç сăмах чĕнсен пĕр сăмах çине çичĕ сăмах калатăп вара.

— Ман вунсакăр урхалăх учетра тăрать, тăватă пĕкĕ пур. Çирĕм мăшăр çăпата кашта çинче. Сан мĕн пур? Шĕшлĕ аври лартма пĕлместĕн эсĕ! — тесе хăртап вара çынсене. Мана çавăнпа куштан теççĕ пуль ĕнтĕ.

«Пуян» тесе калама тивĕçлĕ пек мар мана — Чашламари Селиван чăваш, Кăрмăшкассинчи Сейдулла тутар…

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Сантар (2010-03-27 15:22:35):

Теленмелле лайах япала. Чавашла хайлавсем вуламанни чылай пулачче. Хале Тахтие вуларам та, - савантам. Таван челхешен, Тахти маттурлахешен...

 

Admin (2010-03-27 17:25:47):

о! Пĕр чăваша та пулин чăвашла вулаттарма пултартăм иккен!

 

//чăвашла кунта эрни-эрнипе вулама пулать! :)

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: