Парăнман кĕрешӳçĕ


(В.П.Станьял пурнăçĕпе пултарулăхĕн тĕрленчĕкĕ)

 

Провозглашать я стал любви

И правлы чистые ученья.

В меня все ближние мои

Бросали бешено каменья...

М.Ю.Лермонтов. Пророк.

 

Ахаль-им çĕнĕ ĕмĕрĕн сас-чӳсĕр

уçлăхĕнче кӳренчĕк эртелпе

çӳретпĕр илуртӳсĕр, тĕлĕнӳсĕр —

çумăрланман ултавлă пĕлĕт пек.

Н.А. Теветкел. XX ĕмĕр ĕмĕлки.

 

Паллă тĕпчевçĕ, наци юхăмĕн вĕри чунлă кĕрешӳçи Виталий Станьял ăсчах пурнăçĕ XX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче иртнĕ.

Вăл Чăваш республикинчи Шупашкар хутлăхĕнчи авалхи Хурăнлă мăнçул хĕрринчи паллă çĕрте — А.И.Герцен, А.С.Пушкин. Л.Н.Толстой пырса курнă Кивĕ Сĕнтĕр, каярахпа Пĕчĕк Сĕнтĕр, халĕ вара Станьял текен ялта 1940 çулхи Кивĕ Çĕн Çулта çуралнă. Вăл çулхине колхозăн аслă конюхĕ Петр Васнльевич Никитинпа унăн арамĕ Елизавета Лукияновна, ялти хĕрарăмсен хуралĕн ертӳçи (женорганизатор) пулнăскер, çĕнĕ кил-çурт çавăрма пуçăннă, Атăл леш енчи йăлăмран йывăç каçарнă, хăма çуртарнă, вĕрлĕк кăларнă. Вĕсен кĕçĕн ывăлне ят çыртарма çур кунлăх та пушă вăхăт тупăнман. Çавăнпа кӳршĕри маттур йĕкĕте, ял канашĕн çыруçине Семен Улеева «Сана пирĕн кĕçĕннин хреснашшĕ тăвас тетпĕр, килĕш те хăвна кăмăла каякан ят тупса çыртар», — тенĕ. Лешĕ савăннă, «Пурнăç» ят паратăп та Çĕн çул кунĕпе çыратăп тесе хăварнă. Çапла вара, хут тăрăх Пурнăç (Виттус) кăрлачăн 1-мĕшĕнче тĕнчене килнĕ шутланать.

Кĕçех хаяр вăрçă пуçланнă. Малтан ашшĕне илсе кайнă. Вăл 1942 çулхи авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче Калуга облаçĕнчи Ульяновка районĕнчи Озерки ялĕ патĕнче танксемпе çапăçакан дивизи пĕрле пуçĕпех «хыпарсăр» çухалнă. Хреснашшĕ те, куккăшĕ-муччĕшĕ-пиччĕшĕсем те умлă-хыçлах хаяр вăрçăра пуçĕсене хунă.

«Вăрçă ачисен» шăпи мĕнлине ăнлантарма кирлĕ мар. Аслă пиччĕшĕ фронтра, вăталăхне 5-мĕш класран МТСа тракторист-плугаре яраççĕ... Вăрçă иртет, анчах çăмăллăх килмест. Вунпĕр çулта тăваттăмĕш класран вĕренсе тухнăскер, Виттус пĕрремĕш хут тăвайккиллĕ пахчана лашапа хăй тĕллĕн сухалать. Çакăнтанпа ăна колхозра ятран лаша шанса пама пуçлаççĕ, тислĕк е утă-улăм кăларнă чухне шутлавçа лартаççĕ. Нуша ял ачисене вăхăт çитмесĕрех çитĕннисен ретне тăратать. Çакă вĕсен кăмăлĕнче ĕмĕрлĕхе йĕр хăварнă. 1941-1945 çулсенчи вăрçа астăвакан ачасен пурнăçĕ — ХХ ĕмĕрĕн хăйне уйрăм шăпи. Унта нумай хурлăхпа пайтах чăтăмлăх пур.

Вăтам шкулта Виттус класс, хаçачĕн, каярахпа пĕтĕм шкул хаçачĕн тĕременĕ пулнă. Хаçатне сăвăсăр пĕрре те кăларман. Шкулти комсомол организацийĕн секретарьне суйласан ĕç татах нумайланнă, тавракурăм та сасартăках сарăлса кайнă: райкомола, район хаçат тĕременлĕхне, Шупашкарти ларусене чĕнме пуçланă. Комсомол билечĕсене улăштарнă май тантăшĕсемпе пуринпе те калаçмалла пулнă. Колхозăн суйлав пухăвĕсене яшсен ячĕпе йыхравлама пуçланă. Шкул ачишĕн ку, паллах, пысăк хисеп. Çак çулсенче район хаçатне, «Молодой коммунист», «Пионерская правда» хаçатсене шкулпа колхоз ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кĕске хыпарсем ярса тăнă. Район хаçачĕ вăл вăхăтра сăвă-калав питĕ сайра пичетленĕ. Виттусăн малтанхи сăввисем унта лекеймен, альбомсенче кăна упранса юлнă. Шел, питĕ шел — шкулта стена хаçачĕсене, альбом-журналсене сыхласа хăварман.

Анат-Кĕнер вăтам шкулĕнчен тухсан çамрăк «хаçатçă» 1957 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн (хальхи университетăн) историпе филологи факультетне — вырăс-чăваш уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Малтанхи икĕ çулĕнче выçăллă-тутăллă çӳреме, Атăл хĕрринчи кимĕ айĕнче, тăвансем патĕнче, пĕрле вĕренекен студентсен общежитири кравачĕсем çинче алылмаш выртса тăма тивнĕ. Ку вăхăтра ăна çĕнĕ тусĕсем — кайран паллă çыравçăсем пулса тăнă Денис Гордеев, Геннадий Юмарт, Андрей Алексеев, Элеккан Гордеев, вĕренсе тухсан шкул директорĕсенче ĕçленĕ паллă вĕрентӳçĕсем Виталий Чекушкин (Кив Улхаш, Чĕмпĕр), Анатолий Макаров (Елчĕк), Валерий Егоров (Çĕньял Ишлей) тăван пек ырă сунса пулăшнă.

Виççемĕш курсра чухне Виттус «Молодой коммунистпа» çĕнĕрен уçăлнă «Çамрăк коммунист» хаçатсен тĕременлĕхĕнче штатра мар тăлмач пулса тăрать. Хăй те çырать. Уншăн укçа параçсĕ, çакă ăна вĕренӳрен пăрăнмасăр саплашса пурăнма пулăшать. Шыракан ĕç тупатех! Юлташĕсемпе пĕрле ăна Нурăсри ача çуртне ĕçлеме яраççĕ. Вĕренӳ те татăлмасть, ĕçлеме те май пур. Кунта «Йăмрасарăм, йăмралăх» ярăм йĕркеленет. Вăл вăхăтри чăваш лирикинче çĕнĕлле илтĕнеççĕ «Шанчăк» ушкăнри çамрăксен сăввисем, юлташĕсем вĕсене юратса вулаççĕ.. Виттуса институтри литература ушкăнĕн альманахне тума хушаççĕ. Чăваш уйрăмĕн комсоргне суйлаççĕ. Кĕркунне институтăн пĕрлештернĕ виççĕр çынлă отрячĕн командирĕ туса Казахстанри çĕнĕ çĕрсем çине тырпул пухса кĕртме кăларса яраççĕ.

Çак çулхинех вăл институтри литература пĕрлешĕвĕн «Атăл шевли» альманахне пухса кăларать. Альманах чиперех упранса юлнă. Унти сăвăсене В.Станьял вĕренчĕкле кăна çырманни тӳрех курăнать.

Тепĕр çулхине аван вĕренсе пыракан Виттуса аслă курсри кĕвĕç студент элекленипе стипендисĕр, общежитисĕр хăвараççĕ. Инкек пĕччен çӳремест: пĕри тепринчен çаклансах пырать. Çав çулах велосипедпа шоссе тăрăх пынă чухне ăна машинăпа çапса амантаççĕ. Пĕрле вĕренекенсем юлташне хӳтĕлесе ректор патне каяççĕ, тĕрĕсси тӳрех çиеле тухать, анчах Вăрман Çĕктерти вăтам шкулта хăнă-хура (практикăра) пулнă çур çулшăн стипенди памаççĕ. Профком та эмел илмелĕх пулăшаймасть. Тĕнче тĕрĕсмарлăхне хытă кӳреннĕ тата каллех выççа юлнă Денис Гордеев куçăн мар вĕренме куçса Каçал райхаçатне ĕçе вырнаçать, салтака лекет, тусĕпе пĕрле кайнă Виталий Станьял тутар ачисене Урмаел вăтам шкулĕнче вĕрентме пуçлать, анчах куçăн вĕренме пăрахмасть — тантăшĕсемпе пĕрлех патшалăх экзаменне тытать, диплом илет. Чăвашра тĕнче хĕсĕккине чухласа илнĕ сăвăç тепĕр виçĕ тантăшĕпе пĕрле Камчаткăна ĕçе кайма çырăнать. Ямаççĕ. Вара республикăри аякри шкула — Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулне яма ыйтать. Иçмасса, унта та кĕркунне-çуркунне çăкăрсăр ларма тивет! Пĕрле ĕçленĕ, пĕр вырăн çинче çывăрса тăнă, халĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи Рестем Ракипов аса илнĕ тăрăх, Пашьелне тăван ялĕнчен — Çĕн Шăмăршăран амăшĕ пĕçернĕ çавра çăкăрсене вăл çулсăр-мĕнсĕр вăхăтсенче юланутпа илсе пынă та, ман аттепе тăванла пайласа çинĕ. Ку 1962-1964 çулсенче пулнă...

Шкул ачисен çĕршер типтерне кăраççин çутипе тĕрĕслесе, юр-варсăр пурăнса, ахаль те сывлăхĕ хавшанă çамрăк вĕрентӳçĕ куçсем туртнипе, пуç ыратнипе аптрама пуçлать. Кăштах та пулин саккунлă пулăшу ыйтсан, ăна шкулти пĕр «ертӳçĕ пăшал» йĕренчĕклĕн тăрăхласа «янă пулсан — ĕçле!» тесе кулнă. Вăл вăхăтсенче аслă шкул пĕтернисен виçĕ çул ăçта янă çавăнта ĕçлемелле пулнă. Виталий Петрович инçетри шкула хăй суйласа илнĕ, çавăнпа çамрăк специалистсенчен тăрăхлани ăна каллех кӳрентернĕ. Аптраса çитнĕ çамрăк çын сыватăша лекнĕ. Куçсем вăйсăрланнăранах кăраççинлă шкула таврăнма май килмен. Кăшт самайлансанах Шупашкарти Пичет çуртĕнче студент чухнех килĕштернĕ «Молодой коммунист» хаçатра ĕçлеме пусланă. Каярахпа «Коммунизм ялавĕпе» «Советская Чувашия» хаçатсен пĕрлештернĕ редакцийĕнче вăй хунă. Нуша телейсĕр мар. Хаçатшăн кирлĕ çын пулнине шанса, В.П.Станьяла редакци хваттер уйăрса панă!

1969 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче аспирантура уçăлать, М.Я.Сироткин профессор хăйĕн вĕренекенне пĕрремĕш аспирант пулма чĕнсе илет. Вĕренсе пĕтерес умĕн профессор вăхăтсăр вилсе каять, вара унăн аспиранчĕсене «диссидентсем» тесе асар-писеррĕн тыллама пуçлаççĕ: лăпкă Вениамин Тимаков сăвăçа чĕнсе илсе асăрхаттараççĕ, чăрсăртарах Юрий Айдаша кăларса яраççĕ, Виталий Станьяла аспирантура хыççăн университетра ĕçленĕ çĕртен хайăрса кăлараççĕ, алçырăвĕсене туртса илеççĕ те урăхран нихçан та тавăрса памаççĕ. Çапла вара Виталий Станьял 1972-1973 çулсенче нимле ĕç тупаймасăр нушаланса çӳрет. Хаçат-журналта пичетлемеççĕ, хатĕр диссертацие хӳтĕлеме памаççĕ.

Ĕç çук, кил-йыш çук, малашлăхра çутă кун çук... Йывăр шартламана шăла çыртса ирттернĕ хыççăн шавлă çуркунне килсе çитет. Атăл пăрĕсем хушшинче путакан хĕре çăлнăшăн ĕçсĕр педагог-журналиста Мускав, медаль парса, «Советская Россия» хаçатра мухтать, вара тăван хаçат редакцийĕ ăна ĕçе чĕнсе илет. Пылчăклă стройкăсене пĕлсе çутатнăшăн тракторçăсем Виталий Станьял журналиста çав çуркуннех пĕр мăшăр кирза атăпа премилеççĕ. Ял çыннисем унăн ӳкерчĕклĕ сăввисене хаçатра пичетлеме ыйтса çырусем яраççĕ. Çакă çамрăка хавхалантарать. Каллех хĕрӳ те тухăçлă тапхăр пуçланать. Хура пĕлĕтсем айĕнчен сарă-хĕвел пăхнăн туйăнса каять!

В.П.Станьял кирек хăçан та вĕрентӳ ĕçне, ача-пăча хавасне юратнă. Ниçта ĕçе илмен вăхăтра вăл Кăнтăр поселокĕнчи куç курманнисен обществипе килĕштерсе хунав ачасен «Çамрăк бичуринец» ушкăнне йĕркеленĕ, университетра таврапĕлӳçĕсен ушкăнне ертсе пынă (астăвăр — ăна уншăн укçа тӳлеме чарнă!) тата «Çилçунат» литература пĕрлешĕвĕнче пулса чунне йăпатнă.

1977 çулта редакцирен И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕрентме чĕнсе илнĕ. Е.В. Владимиров профессор пилленине тахçанах çырса пăрахнă диссертацие («Чăваш калавĕн историйĕпе теорийĕ») хӳтĕлет, кĕçех ăна литературăпа фольклор тĕпелне (кафедрине) ертсе пыма темиçе çынран ăмăртуллă майпа (ЧПУ историйĕнчĕ пĕрремĕш хут) суйласа хăвараççĕ. В.П.Станьял чăваш тĕпелĕн ырă йĕркисене малалла аталантарать, çĕнĕ тĕпелсем уйăрса кăларать, чăваш филологийĕпе культурин факультетне уçассишĕн хытă тăрать. Çĕршыв пăтранса кайсан аслă шкула алăмлăх, тӳлевлĕ вĕренӳ килсе кĕрет. Çакăнпа тата ытти кукăр-макăрпа килĕшмесĕр В.П. Станьял урăх çĕре — тĕпчев институтне куçать, литература пĕлĕвĕпе фольклористика пайне ертсе пырать. 1993 çултанпа канăва тухичченех вăл Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен тĕпчев институтĕнче тăрăшать. Халăх сăмахлăхĕн паха тĕслĕхĕсене пичете хатĕрлет («Тăхăрьял», «Мифсем, легендăсем, халапсем», «Пилсемпе кĕлĕсем», «Чăваш туйĕн юррисем»), Михаил Федоров, Константин Иванов, Мĕтри Юман, Çеçпĕл Мишши, Алексей Милли, Виктор Рзай, Митта Ваçлейĕ, Андрей Петтоки, Влас Паймен, Петĕр Хусанкай, Ухсай Яккăвĕ, Арсентий Андреев, Сергей Ялавин, Валем Ахун, Раиса Сарпи тата ытти нумай çыравçă пурнăçĕпе пултарулăхне тĕпчесе кĕнекесемпе тĕрленчĕксем кăларать. Çав вăхăт-рах вĕрену кĕнекисем, кăтарту хатĕрĕсем, программăсем çырать. Вăтам тата аслă шкулсенче вĕрентме пăрахмасть. Вăл тӳрреммĕнех ертсе пынипе е хăй пĕччен çырнипе çакăн пек программăсем пичетленсе тухнă: вырăс шкулĕсен Х-ХI класĕсем валли «Чувашская литература» программăпа тематика планĕ, педагогика училищисем (педколледжсем) валли «Вĕт-шакăр ача-пăча сăмахлăхĕ», «Хунав ача-пăча сăмахлăхĕ» тата «Чăваш ача-пăча литератури: аслă ӳсĕм валли» (1986) программăсем, вăтам шкул валли «Чăваш литератури, V-ХI классем» (1982-2003 çулсенче 6 хут тухнă), И.Н. Ульянов ячĕллĕ университет валли «XX ĕмĕрти чăваш литературин историйĕ» (1994), И.Я. Яковлев ячĕллĕ педуниверситет валли «Чăваш литературин историйĕ» (2000) тата ку курссемпе хăнăху ĕçĕсен тематикине (1991), «Чăвашьен литература вырăнĕсем» (2002) программине çĕнĕрен çырнă. Çак çулсенчех чăваш шкулĕсенчи 5-11 классен литература кĕнекисене тĕпрен çĕнетнĕ. Вăл пуçарнипе тăван ен культурине вĕрентме «Мир чувашской культуры» (2002) кĕнеке кăларнă. Ку кĕнеке Мускаври ăмăртура мала тухнă, уншăн авторсене тĕнчипе паллă педагог, çыравçă Януш Корчак медальне панă. Чăваш Республикин Вĕрентӳ институтĕнче çурма шутпа ĕçленĕ çулсенче Чĕмпĕрте, Тутарстанра, Пушкăртстанра, Удмуртра, Мари элре, Самар, Пенза, Тĕмен енче вĕрентекенсен курсĕсенче çулсеренех лекцисемпе хăнăху ĕçĕсем ирттернĕ. В.П. Станьяла нумай-нумай вĕренекенĕ ăста педагог тесе хаклать. Вăл хăйне çамрăксемпе ирĕклĕ те тан тытнă, çавăнпа вĕсем ун патне яланах туртăннă. Паллах, вĕсене Виталий Петрович нумай пĕлни, хăюллă та тӳрĕ калаçма пултарни, пĕлӳшĕн тăрăшакана чунтан хисеплени илĕртнĕ.

■ Страницăсем: 1 2

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Чаптай (2014-02-03 00:21:50):

савăнсах вуласа тухрăм.Татах пичетлĕр.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Галина Зотова (2014-02-03 23:34:44):

Эпĕ вара тĕлĕнсе вуласа тухрăм.Тавах.Республикăра краеведенипе çырнă кĕнекесен конкурсĕ пулассине пĕлсен эпĕ те хамăн "Штанашский край Краткая энциклопедия Штанашского сельского поселения" кĕнекене конкурса тăратса пăхма шутларăм. Тираж пысăк мар, хам укçапа кăларнă, пысăкрах вырăнта ларакансем те паллашса хаклаччăр, терĕм.Кĕнеке валли рецензи кирлĕ иккен. Палланă ученăйсем манăн çук(ĕмĕр тăршшипех ялти шкулта ĕçлесе пурăнатăп, шкулĕ район кĕтессинче вырнаçнă, пули-пулми тухса çӳреме майсем çукрах). Виталий Петровичран пулăшу ыйтрăм, çырса ярса пачĕ. Алă пуснине çирĕплетмелле иккен.Станъял тесе алă пуснине çирĕплетсе памаççĕ.Телефонпа çыхăнма тиврĕ. Мана пулăшма Виталий Петрович ятарласа килчĕ, вăхăчĕ те пулман пуль,çапах мана пулăшма пултарчĕ,документсене хатĕрлесе пама пултартăм. Шупашкарти пĕр чăваш чĕлхи учителĕпе иккĕмĕш вырăн йышăнса Тав сăмахне тивĕçрĕм(лауреат ятне никама та памарĕç). Станъял хаклавне -рецензине эпĕ хамăн Хисеп хучĕсен пуххисем хушшинчех упратăп. Кунтах манăн пĕрремĕш кĕнекене Чăваш кĕнеке издательствине сĕнсе хайланă А Мефодьевпа О.Алексеев çыравçăсен рецензийĕсем 13 çул упранаççĕ. Сире телей, çирĕп сывлăх, ăнăçусем сунатăп!Сирĕн умра пуç таятăп!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: