Пепке çуралсан...


Илтимĕр чăлантан пушă чăматанне илсе кĕчĕ те унта хăйне кирлĕ япалисене хучĕ. Вара ăна йăтса амăшĕ килĕнчен тухса кайрĕ.

Çухалчĕ çын. Уйăх иртсен шăллĕ Мĕтри ячĕпе çыру килчĕ. Илтимĕр çырать. Вăл иккен Владивосток хулине çитнĕ. Пĕр карап çинче ĕçлет — матрос. Хăйĕн адресне никама та, амăшне те, калама хушмасть. Анчах килти, хăйĕн çемйи пирки вăрттăн пĕлтерсе тăма ыйтать.

 

* * *

Чăнлăха тĕпчесе сумне пĕлесшĕн вăй хумарĕ Илтимĕр. Çăмăл çулпа чупрĕ. Ульти вĕсен пурнăçне пăсрĕ хăйне качча илменшĕн. Ара, Тиляра та кӳреннĕ унăн савнине тытса илнĕшĕн.

Туй хыççăн Ульти тĕл пулчĕ Тиляра. Хытах ятлаçрĕ.

— Пĕвере пысăк карас тытрăм терĕн-и? Намăссăр эсĕ, Тиляр. Мĕнле хăйрăн çын савнине качча тухма?

— Илтимĕр сана мар, мана юратнă.

— Савăнма иртерех. Сармантейĕн сарă чăххи ылтăн çăмарта туман-ха.

Кĕрченĕскер усал шухăш тытнă. Çамрăк мăшăра тавăрасшăн хĕмленет. Мĕнле майпа? Вăл хаяр меслет шухăшласа тупнă.

Тилярпа Илтимĕре курайманни тата тепĕр çын пур-çке-ха. Вăл — Праски Çеменĕ. Унăн юратнă хĕр упраçне Илтимĕр тытса илчĕ тесе шутлать. Юлашки вăхăтра Праски Çеменĕ ялти çамрăксемпе Мускав хулине ерсе кайнă. Юлташĕсемпе стройкăра ĕçлет. Пĕр уйăх ĕçлеççĕ те вара киле таврăнса пĕр-икĕ эрне пурăнаççĕ.

Тиляр ача çуратнă вăхăтра Праски Çеменĕ шăпах килтеччĕ. Пĕр канлĕ кун вĕсем патне Ульти пырса кĕчĕ. Вăл сывлăх-мĕн сунмарĕ, тӳрех хăй мĕнле сăлтавпа килнине пĕлтерчĕ:

— Илтимĕрпе Тиляра тавăрас самант çитрĕ.

— Мĕнле майпа? — тĕлĕнчĕ кил хуçи.

— Иккĕшин хушшине элек çăмхине кустарса кĕртетпĕр, — Ульти хăй шухăшне тĕрлĕ тĕслĕ сăрăсемпе сăрласа пачĕ. — Тиляр ачин ашшĕ — эсĕ.

— Хи-хик! — ахăрчĕ Çемен. — Эпĕ ăна тĕкĕнмен-иç. Вăл мана ухмах вырăнне хурĕ.

— Хурин, пире мĕн ĕç. Ку çырупа эпир Илтимĕре уртаратпăр. Вăл санăн Тиляр патне янă çырăва вулать те — иккĕшин хушшинче пуçланать вăрçă, харкашу. Тен, вăл арăмне пăрахса килĕнчен тухса каять.

— Ха-ха-ха, — йĕкĕлтет Праски Çеменĕ хăй умĕнче тăракан Ультие. — Илтимĕр пăтраштарса çарăка суханпа улăштарасса шанатăн-и?

— Вăхăта сая ан яр. Тытăн çырма, — хушрĕ Ульти.

Праски Çеменĕ шурă хут листи, ручка илсе сĕтел хушшине ларчĕ. Ульти мĕн çырмалли сăмахсене каласа тăрать. Сехет те иртмерĕ, çыру тĕрленчĕ те. Акă ĕнтĕ çамрăк мăшăр хушшинче вут-хĕм кăларакан элек конверт ăшне кĕрсе выртрĕ. Çирĕп тытать ăна аллинче Ульти. Тухса чупрĕ вăл. Часах çитрĕ кирлĕ çĕре. Турра шĕкĕр, алăка Илтимĕр уçрĕ.

 

* * *

Ульти лара-тăра пĕлмест. Вăл çав тери çунать Илтимĕрпе тĕл пуласшăн. Пырса кĕчĕ акă Минепи Ивановна патне.

— Анне, газ аванах çунать-и? — терĕ хайхискер.

— Тавтапуç, сӳнсе тарăхтармарĕ, — явапларĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Унтан кăшт тĕлĕнсе тăчĕ те каларĕ: — Чим-ха, Ульти, мĕн йĕркепе санăн аннӳ пултăм эпĕ?

— Сана эпĕ «анне», эсĕ мана «кин» тесе чĕнмелли хĕр упраç эпĕ. Пĕлен-çкĕ, Илтимĕр ывăлу салтака кайнă чух эпĕ ăна «сана кĕтетĕп» тесе сăмах патăм. Качча каймарăм. Вăл таврăнчĕ. Эсĕ ăна Тиляра качча илсе патăн. Турă Микуш пичче мар, час курмасть. Халь мĕн пулса тухрĕ? Ип курмарĕ унпа Илтимĕр. Арăмĕ ют арçынпа ача çуратрĕ. Юре, эпĕ каçарăп. Ăраскала пĕлме çук. Пурăнăç темле те çаврăнса килĕ, тем те парнелĕ. Илтимĕр арăмĕ патĕнчен тухса кайнă, вăл каялла çемйи патне таврăнмастех. Пĕр сивĕннĕ йăвана кайăк та çĕнĕрен иленмест. Шанчăкăм вут-кăварла ялкăшать, вăл мана кăчăк туртать, — савăнăçлăн хихиклетет Улвти. — Эпĕ ывăлупа пурăнма юлатăп. Акă сана — кин. Тен, халĕ пирĕн унпа иксĕмĕрĕн çĕнĕ кун пуçламалла? Пире юнашар тăратса пил пар. Ăçта-ха вăл халь?

— Чĕлхӳ çине çăпан тухасшĕ! Тьфу! — Минепи Ивановна кăмака умĕнчен турчка илсе тухрĕ те унпа Ультне хăмсарчĕ. Ятла-ятла ăна алăк патнелле тĕкрĕ: — Эсĕ-и-ха вăл пирĕн çинчен элек сараканĕ?! Э-э-э, мăнукăм Энтюк ашшĕ Илтимĕр мар эппин? Манăн вунă ывăл пулсан та сана, сĕренсĕр этеме, пĕрне те качча илсе парас çук. Халех тухса кайнă пул, унсăрăн пуçна çапса çуратăп!

Ульти вĕлт çеç тухса шурĕ. Карчамине хăй майлă çавăрайманшăн кулянать.

Пӳрте Мĕтри кĕчĕ.

— Анне, кампа ятлаçатăн эсĕ? — терĕ ывăлĕ. Вăл амăшĕпе кӳлешекен çынна курасла пуçне ун-кун пăркаласа илчĕ.

— Халь çеç Ультие пăсăрлантарса кăларса ятăм, — мăкăртатрĕ амăшĕ. — Илтимĕре качча тухма килнĕ. Ăçта пиччӳ? Пĕлместĕн-и?

— Тин çеç чугун çул станцинчен ăна ăсатса килтĕм. Энтюк ашшĕ вăл мар имĕш. Намăса тӳсеймесĕр пăрахса каятăп терĕ.

— Кирлĕ мара ан лăпăртат-ха.

— Тĕрĕсне калатăп, анне. Каллех иксĕмĕр тăрса юлтăмăр.

— Ăçта кайрĕ вăл?

— Таçта. Пуйăспа ларса кайрĕ. Ывăлĕн ашшĕ чăнах та урăххи имĕш. Тиляра çыру янă лешĕ.

— Эх, ытла айван-çке Илтимĕр. Элеке ĕненсе тĕнче тăрăх çапкаланса çӳрет-и ĕнтĕ? Хăйсем пурăннине кĕвĕçекен тăшмансем тем те туртса кăларĕç. Ачи каснă лартнă хăй. Йăлт ашшĕнне туртнă. Унăн та хамăр йăха пĕлтерекен тур палли пур. Пĕркун вĕсем патне кайсан ачан çав тур паллине хам куçпа хам куртăм.

— Манăн пур-и унашкал япала? — тĕпчет амăшне Мĕтри.

— Пулмасăр. Илтимĕрен те, аçун та пурччĕ. Тавăрса хăпарт-ха сылтăм урари шăлавар пĕççине. Çӳле, çӳлерех çĕкле.

Амăшĕ хушнине Мĕтри тăвать. Чăнах та курчĕ вăл: чĕркуççинчен çӳлерех пĕçĕ çинче ясмăк пĕрчи пысăкăш хăмăр пăнчă пур.

— Çакă тур палли-и? — пӳрнипе тĕллерĕ вăл.

— И-ия, — çирĕплетет амăшĕ.

— Халиччен нихăçан та асăрхаман эпĕ ăна.

— Пĕчĕк Энтюкăн та тур палли шăп çав вырăнта. Эппин, вăл ют ача мар, хамăрăн. Манпа, амăшĕпе, калаçмалла пулнă Илтимĕрĕн. Тен, аякках каймĕ-ха. Хăй йăнăшне ăнланĕ те Канаш станцинчех анса юлĕ. Киле таврăнатех.

 

7

Пĕр уйăх пурăнчĕ Тиляр ачипе çеç. Çак хушăра унăн пуçне çурхи шыв пек шухăшсем юхса кĕрсе чуна пăлхатрĕç. Илтимĕр пач çухалчĕ. Мĕтри шăллĕсĕр пуçне урăх никам та пĕлмест вăл ăçтине, лешĕ пытарса пурăнать унăн адресне те. Çапла хушнă ăна пиччĕшĕ.

Хаваслă пурнăçа пăснă икĕ çыру вара (вĕсене тĕплĕн пытарса хунă пулин те) Тилярăн асĕнчен самантлăха та тухмасть, куçĕ умĕнчен сирĕлмест. Праски Çеменĕн элеклĕ çырăвĕпе Илтимĕр хăй шухăшне пилĕк ыйту паллиллĕ хут татки Тĕмпек шырланкинчи Киремет йывăççин туратти çине тирсе хăварнă ылхан пек туйăнать.

Вăхăт тени, тупата, асамçă. Вăл ытла та чее. Кун иртет, каç пулать; хыçа юлать — талăк. Ĕнерхи кун тек нихăçан та сан пата таврăнмасть, ара, вăл пурăнас çула кĕскетсе сăн-пуç хитрелĕхне катертет. Çу кунне сар çупа танлаштараççĕ. Тĕрĕсех. Вăхăт-вăхăтпа çумăр çăвать, ун хыççăн хĕвел çĕр питне лăпкать. Йывăç-курăк ӳсет ем-ешĕл, сывлăш — сим пыл. Çутçанталăкпа пĕрле этем те улшăнать. Ăна иртни, пуласлăх хумхантарать.

Тиляр пуç мими хутлăхĕнче çырăннă роман страницисене уçать.

...Çапла. Тĕнчене хĕр пулса çуралнă вăл. Çĕр çинче мамăк пек çăмăллăн вĕçсе çӳренĕ. Хыпса çунмалли самантсем пулман мар пурнăçра. Путех, çавсем-тĕр çамрăк чуна пиçĕхтернĕ. Çитĕннĕ, кĕнĕ хĕр шутне. Качча кайнă юратнă çынна, ача та çуратнă. Хаваслăччĕ, ара, çумра юратнă, вăйлă çын пур — упăшка. Вăл нихăçан та памĕ ураран ӳкме. Шел. Сасартăк умра çĕр шар-р çурăлчĕ. Тиляр ӳкрĕ çĕр шăтăкне. Алă памарĕ çумри вăйлă çын. Вăл хупăрланă шăналăка сирсе çемьене хӳтлĕхе тăратмарĕ. Унăн кăкăрĕнче — чăх чĕри. Çитменнине, çухалчĕ. Мăшкăл! Ӳпкев пысăк. Кӳренӳ тени вăл чăн-чăн хĕскĕч, Унран çăлăнма питĕ хĕн. Вăл тинĕсри тăвăл хумĕ çине пăрахать те каллĕ-маллĕ лăкать, вара чуллă çырана кăларса çапать, выртан типпе тăрса юлнă пулă евĕр çатăлтатса. «Турăçăм, каçарсамччĕ, — пăшăлтатать Тиляр, — эпĕ таса чунлă хĕрарăм. Усал сунакана куçран калам-и; пуçна пултăр! Энтюка парăсăнччĕ чипер ӳссе çитĕнме ырлăх-сывлăх».

Пепке çуралсан пуçланнă Тилярăн çĕнĕ пурнăçĕ хăйĕн чаршавне уçрĕ. Кассăн-кассăн çил вĕрчĕ, умри тĕтрене сирчĕ. Ĕнтĕ малти чиперех курăнать. Ырă пурнăçшăн кĕрешĕве тухма Тиляр хатĕр. Юрий Гагарин космонавт пек, хăйне каларĕ вăл: «Кайрăмăр!» Уçăлчĕ йĕс хăлăплă хапха.

Тилярăн чи малтанхи каçалăкĕ вăл — ĕç. Панă-ха хĕрарăма канлĕ вăхăт пепкене уралантарма. Мĕн тăвăн? Паян çав ырлăхпа киленме пӳрмен ăна, тепĕр хутлăхра усă курĕ.

Ĕмĕтĕн пĕрремĕш пусăмĕ ăна ялти пĕччене тăрса юлнă ватă хĕрарăм Укахви инке патне илсе çитерчĕ. Нумайччен пуплерĕç. Вăл ырă кăмăллă асанне иккен. Пĕр чĕлхе тупăнчĕ вĕсен. Вара Укахви кинемей Тиляр патне пурăнма куçрĕ. Часах ăна ача хăнăхрĕ. Иккĕшне çеç хăварма та юрать. Çапла турĕ те.

Колхоз председателĕ питĕ савăнчĕ Тиляр ĕçе тухнăшăн, ара, бухгалтерсăр ĕç япăх пырать. Вăхăт-вăхăтпа килне ачине ĕмĕртме кайса килме чармаççĕ ăна.

Тăрăшса, чунне парса ĕçлет Тиляр. Ăна çĕнĕ ĕмĕтсем тыткăнланă. Вăл хăй валли ывăлĕпе пурăнма çĕнĕ çурт лартасшăн. Илтимĕр пурна киле таçтан пĕр-пĕр майра ертсе таврăнĕ. Ку тĕп сăлтав. Тата вăл пурне те Илтимĕрсĕр те тулли пурнăçпа пурăнма пултарнине кăтартса парасшăн. Тиляр пачах йынша хур чĕппи мар, вăл — улăп, паттăр. Кирпĕч çурт лартма унăн укçа çителĕклĕ. Амăшĕ çĕре кĕрсен унăн туприне аппăшĕпе иккĕшĕ çурмалла валеçнĕ. Халĕ ăна кил вырăнĕ — паçма кирлĕ. Ăна ял çыннисем пухура татса парĕç. Тата унăн тепĕр питĕ хивре ĕç пур — Праски Çеменне тавăрасси. Унран судпа алимент шыраса илесси. Суд хĕрарăм майлă пуласси куçкĕрет, ара, Праски Çеменĕ «ача ашшĕ — эпĕ» тесе çыру çырнă Тиляр патне. Ку вăл — документ.

«Куççуль тăкаççĕ ĕнтĕ, — ăшĕнче кулать Тиляр, — выртса йĕрĕç укçи-тенкине хĕрхеннипе. Çав кирлĕ вĕсене. Кашни çын хăй пакăç ĕç тунишĕн явап тытмалла».

Тăрăшса ĕçлет Тиляр. Унашкал ĕçчене халăх час курать, пуçлăхсем те ун йышши çынна çул уçса параççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ бухгалтер хисеплĕ çынсен ретне тăма пултарчĕ. Ферма, уй-хир ĕçченĕсем, ял хуçалăх инженер-техникĕсем юлашки уйăхсемшĕн ĕç укçи илчĕç. Çакăншăн бухгалтера тав тăваççĕ. Юнашар ялсенчи артельсенче ĕçлекенсене уйхи-уйхипе ĕçшĕн тӳлеймеççĕ.

Пĕррехинче ял-йышăн черетлĕ пухăвĕнче Тилярăн ыйтăвне те пăхса тухрĕç. Çурт-йĕр çавăрма ăна участок парас тесе йышăнчĕç.

Ĕççи пуçланиччен кирпĕч тиесе килчĕ вăл, ниме туса кăшкарне хăпарттарса лартрĕ. Тăрăшакан çынна Турри те пулăшать тесе ахаль каламан-тăр.

Ĕç юхса пырать Тилярăн. Хальхи вăхăтра çын пурнăçĕнче чи кирли — укçа. Ăна пулăшакансем самант тупăнчĕç, пӳрт ăш-чиккине майлаççĕ. Нумай та вăхăт иртмĕ, хуçи çĕнĕ çурта пурăнма куçĕ.

Кил-çурт выльăх-чĕрлĕхсĕр çара. Тиляр ĕне туянма ĕмĕтленет. Сысни, сурăхĕ те вите-картана тултарĕç. Вĕсене çитерме апат кирлĕ. Уя акнă чĕкĕнтĕре пăхса ӳстерме колхоз ял çыннисене валеçсе парать. Тиляр та çынсенчен юлмарĕ, тăватă йăран йышăнчĕ. Ĕçĕ сахал мар, пилĕке авмалăх пур. Кĕркунне кăларсан колхоз виçĕ пайран пĕрне пăхса ӳстерекене парать.

Утă çулас вăхăт çитсен Тиляр та улăха çава йăтса тухнă. Чашлаттарнă ешĕл сĕткенлĕ курăка, айккинче тăсăлса юлнă сарлака паккус.

Анчах бухгалтера шут ĕçĕ пусмăрласах сĕтел хушшине лартать. Уйра тăрмашакансене ĕç укçи памалла.

Ирхи кӳлĕм. Тиляр шут шăрçисене каллĕ-маллĕ шакăртаттарать кăна. Алăка шаккаççĕ.

— Кĕрĕр! — ирĕк пачĕ Тиляр.

Пӳлĕме яш каччă кĕрсе тăчĕ. Сывлăх сунчĕ.

— Бухгалтер эсир пулĕ? — терĕ хайхискер.

— Тем кирлĕччĕ?

— Эпĕ геолог. Пирĕн йыш сирĕн колхоз çĕрĕ çинче нефть шырать, — ăнлантарать хайхискер. — Колхоз какай, çĕрулми уйăрса панă пире. Мĕн чухлĕ тӳлемеллине бухгалтер шутласа парать терĕç. Тав турра, аранах тĕл пултăм. Вырăнта яра кунах лармастăр ахăр.

— Урăх ĕçсем те тыткăнлаççĕ. Халех шутлăпăр мĕн чухлĕ тӳлемеллине, — терĕ Тиляр геолог çине куç хĕррипе пăхса. Сасартăк ăна палласа илчĕ. Тăван ял шкулĕнче пĕр класра вĕреннĕ, вара Хусан хулине пĕрле вĕренме кайнă — çаксем самант асне килчĕç. Çинçешке арçын ачаран сарлака çан-çурăмлă йĕкĕт пулса тăнă. Хĕвелпе пиçсе хуралнă хăй. Куçĕсем çеç улшăнман — кăн-кăвак. Вĕсем ĕлĕкхи пекех ăшшăн пăхаççĕ.

— Салам, Янук Тайнаров! — терĕ Тиляр. — Паллаймастăн та-и?

— Чим-ха, — хăйса шăтарасла пăхрĕ хайхискер. Пал-ларĕ те кăшкăрсах ячĕ: — Ай-уй! Тиляр, эсĕ-иç ку! Сана кунта тĕл пуласси асра та çук.

— Кĕркуннехи куян пек шупкаланнă ахăр. Ватăлнă, — текелерĕ Тиляр йăпăштин кулкаласа.

— Апла мар-ха. Унчченхинчен ытла чечекленнĕ ху. Пăхса ытармалла мар — хитре.

— Хĕрарăм хăçан чиперленет? Юратакан пур пулсан.

— Ăнлантăм.

— Йăнăшан. Эсĕ ман пурăнăç пирки ним те пĕлместĕн.

— Илтнĕччĕ-ха, аннӳ çĕре кĕнине пула медфака вĕренме таврăнайманнине, аппу патне куçса кайнине, çемьеленнине...

— Упăшка манран тарчĕ. Хусаххăн пурăнатăп.

— Шахвăртса калаçан-тăр.

— Эпĕ нăйăлти хĕрарăм мар. Сана çĕнĕ çурт ĕçкине чĕнетĕп.

— Хăçан?

— Нефть тупасси çăмăл мар. Сирĕн ĕç паян-ыран пĕтмест. Вăхăт çитсен пĕлĕн. Кӳр документусене.

 

* * *

Çĕр каçах тĕв тытнă шухăш Тиляра ир-ирех вăратрĕ. Пӳлĕме тул çути кĕнĕ. Васкасах чӳрече патне пычĕ вăл. Пăхрĕ кантăкран. Ăна çутçанталăк тĕлĕнтерчĕ. Тӳпен тап-таса та шуранкарах çеçен хирĕнче пĕртен-пĕр япала куçа илĕртет. Вăл — çап-çутă кĕмĕл çурла уйăх. Ун вĕçĕнчех — çăлтăр. Калăн уйăх алка çакнă. Тиляр куçĕ çĕрпе пĕлĕт пĕрлешнĕ çĕрелле куçрĕ. Унта хăмач тăрăхĕ карăннă, хĕрлĕн ялкăшать. Урам урлă пахчари йывăçсем пĕлĕтелле кармашнă, путех, хĕвел тухасса кĕтеççĕ. Пилеш хăйĕн илемĕпе илĕртет. Çупкам-çупкам çырли саррăн-хĕрлĕн курăнать ешĕл çулçăсем хушшинче. Шурă шупăрлă хурăнсем сарă тутăрпа пĕркенне. Çил ачисем тин çеç вăранна ахăр, йывăç тураттисемпе юлхавлăн выляççĕ.

— Анне, (юлашки вăхăтра кил хуçи çапла чĕнет ăна), — вăратрĕ хĕрарăма Тиляр.

Кинеми самант тăрса ларчĕ. Каçхи калаçăва аса илчĕ те темле пăшăрхануллă сасăпа каларĕ:

— Праски Çеменне суда парасах тетĕн-и? Çынна култармăн-ши?

— Унне, тăмананне, ыйхине уçмалла. Тупăннă анра. Систĕр ача ашшĕ мĕн тути каланине. Çын пурнăçĕпе выляма юрамасть. Ача пукане мар.

— Хăвăн ирĕкӳ, эппин. Чей вĕретме лартам, — кухньăна кĕрсе кайрĕ Укахви.

Тиляр васкасах тумланчĕ. Вăл хура вельвет шăлавар, сарă хăмăр сăран пальто тăхăнчĕ. Уринче утма çăмăл пултăр тесе аял кĕлеллĕ пушмак. Вăрăм сарă çӳçне çивĕтлемерĕ, тураса якатрĕ те çурăм хыçнелле ячĕ, пуçне шурă берет тăхăнчĕ. Укахви кинемей апат сахал çинĕшĕн мăкăртатса илчĕ. Хăй пăхса ытараймасть, мухтамасăр та тӳсеймерĕ:

— Тупата, эсĕ, Тиляр, каснă лартнă супăнь хучĕ çинчи майра.

— Ытлашши ырлан. Юратнă çыннăн кăлтăкĕ курăнмасть. — Тиляр хыпаланса килтен тухса вĕçтерчĕ.

Илтимĕр амăшĕ Минепи Ивановна кинĕ патне килмен кун иртмест. Мăнукне Энтюка чунтан юратать мар-и. Пушă алăпа çӳремест вăл нихăçан. Кучченеçĕ унăн: ĕне юр-варĕ. Пĕчĕк этеме сĕт, тăпăрч кирлине пĕлет асламăшĕ, унсăрăн ача-пăча вăй илмест.

Ку хутенче килте мăнукĕпе няни кăна.

— Кин ĕçре-тĕр? — текелесе сĕт тултарнă чĕресе хăех кухньăна кĕрсе сĕтел çине лартрĕ. Вара ăшă сĕте стакан çине ярса каялла тухрĕ. Ача пĕлет ăна асламăшĕ сĕтпе сăйлассине. Выляканскере Минепи Ивановна аллине тытрĕ.

— Ух, мĕнле ӳснĕ эсĕ, пепкем!

Ачин мĕнпур сăмахĕ те ăх-х! ăх-х! Ку: «Асанне, эпĕ сана питĕ-питĕ юрататăп...» — тени пуле ахăр. Ача асламăш аллинчи сĕт тултарнă стакана ярса тытать, асламăшĕ пулăшнипе тути патне илсе пырать, сыпать. Лăнкăрт-лăнкăрт çăтать.

■ Страницăсем: 1... 4 5 6 7 8 9 10 11 12

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Полина (2015-06-15 12:22:53):

Повесть мана питĕ килĕшрĕ.Пĕр сывламасăр ĕç вăхăтĕнче вуласа тухрăм.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: