Пăрлă шыври хĕвел пайăрки


— Каймастпăр та эппин унта, каçĕ мĕнешкел хитре, — халиччен хулран тытнинчен ытла ниçтан та тĕкĕнме хăяйманскер, пилĕкрен икĕ ал тупанĕпе çупăрларĕ Марсель. — Пăх-ха, Люба, сан пилĕкне икĕ алăпах çавăрса тытма пулать-иç.

Сасартăк вăл аллисене хĕскĕч пек хытарса лартрĕ те, мана ерипен хăй çумне туртрĕ. Эпĕ çаплах ăна куçран тинкертĕм. Акă унăн сăн-пичĕ кулма пăрахрĕ. Вĕри сывлăш хумĕ ытла та çывăхран çапнине туйрăм. Эрех ĕçсе ӳсĕрелсе курман пулин те Марсель ытамĕнче ăна куçа-куçăн тăрса хама ӳсĕр чухнехи пек туйрăм. Нимĕнпе ăнлантарса пама пĕлмелле мар чĕтрев ерчĕ мана. Шикленни те, именни те, пуçа ниçта чикме пĕлменни те пĕр çĕре хутшăнса пуçăмри чипер ăс-тăна пĕтĕмпех арпаштарса ячĕç. «Эпĕ ăна ухмаха ересле юратса пăрахнă иккен», — тан-н пырса çапрĕ пуçа тавçăрулăх.

— Лю-юба, эсĕ... эсĕ ман юратăвăм, — илтрĕм çак самантра тĕлĕкри евĕр.

Ку сăмахсем хăлха çумĕнчех янăранăран кĕлеткемри пур пек вăйăм пăчах çухалчĕ. Хам мĕн тунине хам та лайăххăн чухлаймасăр аллăмсемпе ăна мăйран ыталарăм. Унăн вĕри тути малтанах хăлхамран, питрен сĕртĕнчĕ, кĕçех анратса яракан чĕтренчĕклĕхпе тутана хупларĕ... Темле туйăм тротуарпа ют çын çывхарса пынине систерчĕ. Пуçа пăрса пăхрăм — çурма тĕттĕмре, чăннипех те, пĕр арçын утса килет.

— Марсе-ель, аван мар кун пек, çынсенчен лайăх мар, — унăн ытамĕнчен хăтăласшăн пултăм эпĕ.

— А эпир юриех... — тесе вăл мана пушшех те хытă çатăрласа тытрĕ те иртсе пыракан çын умĕнче ятарласах чуп тума пикенчĕ. Мана иксĕмĕр çапла айванланни шутсăр кулăшла та пек, çав вăхăтрах чăтма çук намăс япала та пек туйăнчĕ. Малтанах иккĕмĕш туйăм çĕнтерчĕ. Марселĕн аллисене вăрт сирсе ывăтрăм, хăйне вăй пур таран тĕксе ятăм. Вăл кулса янине кура пĕрремĕш туйăм çиеле тухрĕ.

— Ухмах вĕт эпир санпа, ухмах... — çураçуллă саспа каларăм эпĕ. — Атя каятпăр кунтан. Ăссăрлатакан вырăн ку.

Студентсен пушаннă хулипе иккĕнех çавăтăнса утрăмăр. Нимĕн калаçмасăр, пуçсене пĕр-пĕрин çумне тайса. Пĕр общежитинчен магнитофонпа юрă кĕрлеттереççĕ çамрăксем. Вуниккĕмĕш сехет ĕнтĕ, анчах çывăрма шутламаççĕ те-ха, мурсем. Урасем иксĕмĕрĕн те эпĕ çĕр каçма кĕрес тăхăр хутлă çурт еннелле утрĕç. Общежити алăкĕ умне çитсен чарăнса тăтăмăр.

— Люба, ман санран уйрăлас та килмест... Чим-ха, эпĕ сана пĕр япала каламан вĕт, — хыпăнса ӳкрĕ тăруках Марсель.

— Мĕскер.

— Любушка, пĕлетĕн-и, ман ыран практика вĕçленет. Тепĕр кунне каяс пулать кунтан, Люба, — терĕ вăл кулянчăк сасăпа.

Чĕреме темĕскер хĕссе илчĕ. Нимĕн калама пĕлмесĕр пĕр авăк тăтăм, тăтăм ăна куçран тинкерсе. Тăруках пĕтĕм чунăмпа туйса илтĕм: манăн та уйрăлас килмест-çке унран.

— Люба, эпĕ сана паян çав пушă пӳлĕмре пĕччен хăвармăп, саншăн шикленетĕп эпĕ, тата ман санпа пулас килет, — шăплăха татрĕ Марсель...

Хулари ăçтиçуксем çуллахи вăхăтра общежитине балконсенчен кĕрсе хĕрсен сехрине хăпартса çӳреççĕ тенине илтмен марччĕ-ха эпĕ. Сехрине хăпартни çеç-и, вĕсен чысне вараласа хăварни пирки те пайтах шавлатчĕç. Çавна пула-тăр, йăмăкăн пӳлĕмĕнче пĕччен юласси пĕрре те савăнтарманччĕ мана. Хваттере çĕр варринче пырса кĕме аван мартан кăна унта юлма шутларăм. Халь Марсель кун пек калани те иккĕлентерсе ячĕ тата. «Именме те пĕлмест ку тесе шутламасть-ши ман пирки.» — текен шухăш тĕвĕленме пуçларĕ пуçра. Çапах эпĕ ку иккĕленчĕк туйăма сиртĕм те килĕшнине пĕлтерсе пуçа хуллен сĕлтрĕм...

— Каялла тухса ан кай ĕнтĕ, абитуриентсем сан пекех чаплă пурăнмаççĕ те... — терĕм эпĕ пӳлĕме кĕрсен.

Вăл шурă тикĕс шăлĕсене кăтартса кулчĕ. Унтан пукан илсе сĕтел хушшине вырнаçрĕ. Эпĕ кравать çинче вырăн тупрăм.

— Люба, эпĕ саншăн шикленетĕп тенине ăнлантăн-и? — ыйтрĕ Марсель.

Вăл мĕн каласшăн пулнине тавçăртăм пулин те хулпуççине сиктеркелерĕм.

— Сирĕн кунта çĕрлесерен пӳлĕмре пĕччен юлма хăрушă тенине илтнĕччĕ. Питĕркĕчсене ватса кĕнисем чылай пулнă юлашки вăхăтра. Анчахрах çеç шкул пĕтернĕ хĕрсем хӳтлĕхсĕр пулнипе усă кураççĕ хăш-пĕр пӳтсĕр йĕкĕтсем. Тепĕр çынна çынлăхран кăларасси вĕсемшĕн нимĕн те мар, — шухăшлăн калаçрĕ Марсель.

Эпĕ тӳрех Ладăна аса илтĕм, кăкăрта шеллев туйăмĕ йăшăлтатнине туйрăм. Ялтан килнĕ хӳтлĕхсĕр виçĕ хĕрача. Çакнашкал усал хыпар илтнĕçемĕн мĕнешкел канăçсăрланнă пуль ĕнтĕ вĕсем каçсерен.

— Люба, халь эсĕ ытлах ан шиклен ĕнтĕ, паян эпĕ пур вĕт санăн, — лăплантарчĕ мана Марсель.

Пукан çинчен тăрса манпа юнашар вырнаçрĕ вăл, аллăмран тытрĕ. Кулли ытарайми унăн. Шап-шурă шăлĕсем акшар чулĕ пек шуррăн курăнаççĕ те, пĕтĕм сăн-сăпатне темле асамлă хăват кĕртеççĕ. Ытти каччăсен умĕнче хама эпĕ яланах çӳлти шайра туйнă пулсан Марсель умĕнче пĕчĕкçĕ пукане евĕр туятăп хама. Хăш вăхăтра çĕнтерме ĕлкĕрчĕ ку туйăм. Эпĕ асăрхаймасăрах юлнă. Тем самантра вăл маншăн пĕтĕмпех — юратнă çыннăм та, уйăхăм-хĕвелĕм те, чĕрем хуçи те, чунăм патши те — пулса тăма ĕлкĕрчĕ. Çур çул ытла пушшăн халтăртатса ларнă юрату керменне эпĕ ăна, тахçантанпах кĕтсе тунсăхланă чунăмри çыннăма, ним тăхтаса тăмасăр уçса кĕртрĕм ахăр.

Марсель çаплах куçран сăмах чĕнмесĕр тинкерчĕ.

— Мĕн пăхатăн ман çине, эп сан арăм пулас пек? — шӳтлĕ вырăсла каларăша персе ятăм эпĕ ним калама аптăранипе.

Марсель ахăлтатаса кулса ячĕ те пилĕкрен çатăр-р ыталаса хăй çумне туртрĕ.

— А эсĕ пуласшăн мар-им? — илтрĕм эпĕ.

Ыйтăвĕ шӳтлĕ пулин те кĕтнĕскерччĕ-ха, пурпĕрех тӳрех нимĕн те тавăрса калама пĕлмерĕм. Кăштахран çеç хама канăç паман ыйтупа ăна каллех куçран тирĕнтĕм.

— Марсель, эпĕ чăваш хĕрĕ, эсĕ тутар ачи. Çакă пире кансĕрлемĕ-ши? Пирĕн пурнăç çулĕ темшĕн нихçан та хĕресленес çук пек туйăнать мана, — терĕм.

Вăл кулма пăрахса мана хăйĕн енне туртсах çавăрса лартрĕ.

— Çук, çук, мĕн калаçатăн, тусăм? Юрататăп эпĕ сана, Люба... Мана урăх никам та кирлĕ мар. Хуть те мĕн пултăр, анчах сана эпĕ никама та памастăп, илтетĕн-и? Манăн пулатăн эсĕ, савниçĕм, çакна пĕлсе тăр. Ĕненсем мана, юратăвăм...

Епле ĕненмĕн-ха, епле хĕпĕртемĕн çак сăмахсене илтсен, анчах тем самантра: «Турăçăм, иккĕмĕш çын калать мана ”эпĕ сана юрататăп” тесе», — текен иккĕленчĕклĕ шухăш вĕлтлетрĕ пуçра. Эпĕ чĕнмерĕм, ăна куçран та пăхаймарăм. Вăхăт питĕ вăрăма тăсăлнăн туйăнчĕ. Вара тинех пуçа çĕклерĕм те ун çине тинкертĕм. Марсель çаплах тутине çыртса эпĕ мĕн каласса кĕтет-мĕн. Чĕрем хĕсĕнсе илчĕ.

— Марселĕм, чун темскер ырă мара сисет... Тен, пире тек тĕл пулма та кирлĕ мар. А, Марсель.

Вăл тархасласа, йăлăнса, чунтан ыйтса пуçне пăркаларĕ. Куçĕ, тилмĕрекен ăшă хăмăр куçĕ, кĕçех куççуль тапса тухасла куçран тинкерчĕ.

— Çук, çук, Люба... Хуть те мĕн тума хуш эсĕ мана, анчах çак сăмаха кăна ан кала. Ан ĕнен, ан шан эс мана, анчах тĕл пулмастпăр урăх тесе çеç çăвар ан уç. Эсĕ, Любушка, мана хăçан та пулин ăнланасса кĕтсе пурăнăп эпĕ. Пĕртен-пĕр юратăвăм эсĕ манăн, Люба... Тĕксе ан яр мана, тархасшăн...

Эпĕ пĕтĕм кĕлеткемпе чĕтренсе ун çумне тĕршĕнтĕм. Мĕншĕн çакнашкалах йӳнеçтеретĕп-ха эпĕ ăна. Эпĕ марччĕ-и-ха ун çинчен шутланипе кунĕ-кунĕпе тĕлĕкри пек çӳрекенни? Халь мĕншĕн туйăма хирĕç каятăп? Иртсе кайнă юратăвăм чĕрене амантса хăварнăран, халь тепре çавнашкал килсе тухассинчен сыхланнăран мар-и ку. Пĕтĕм шанусăрлăхпа темрен шикленнине тĕпсĕр авăра перес килсе кайрĕ. Пуçа ерипен çĕклесе салхуллă куçсенчен тинкертĕм. Чĕрем, манăн вăрттăн шухăшран шикленнипе-ши, кăкăрта мар, пыр тĕпĕнче тăпăлтатрĕ.

— Марселĕм, — куçа шал енчен юн пусăмĕ хытăрах та хытăрах тапнине туйса вĕрин пăшăлтатрăм эпĕ, — юратнă çыннăм, манăн сана ĕненес килет... Манăн нихçанхинчен вăйлăрах туйăмпа савас килет сана...

Кунашкал сăмаха хамăн пурнăçăмра пуçласа, пĕрремĕш çынна каланăран питĕм вут пек пĕçерчĕ. Анчах именсе пуçа чикмерĕм, çаплах ăна куçран тинкертĕм. Пĕтĕм иккĕленчĕклĕ шухăшсене сирсе ярса ăна икĕ аллăмпа мăйран ыталама хăюлăх çитертĕм. Вăл, хăрах аллипе мана пилĕкрен çупăрланăскер, тепринпе пит çине сапаланнă çӳç пайăркисене хăлха хыçнелле иле-иле ячĕ. Çак самантрах хыпса-çăтса ярасла витĕр тинкерсе пăхрĕ Марсель ман çине. Унăн сăмси çунаттисем пăлханчăклăн сиккеленине, сăн-питĕнчи чĕптĕм кулăсăр куçне шутсăр çывăхра курнăран ăс-тăн пĕтĕмпех арпашăнса кайрĕ. Куçăм вăйсăррăн хупăнайрĕ кăна вăл антăхса кайса чуптума пикенчĕ. Темиçе хутлă çурт тăрринчен ӳкнĕн туйрăм хама, анчах çурт тăрринчен мар, кравать çине çеç вăйсăррăн йăваннă иккен.

— Лю-юбушка, савниçĕм... Эсĕ манăн пĕртен-пĕр чĕкеçĕм...

Савнă çыннăн вĕри пăшăлтатăвĕ мана каллех юратупа киленĕç тĕнчине йыхăрчĕ. Унăн аллисем тăн-тăн кăкăрăмсем çинче иккенне пĕрремĕш хут туйсан шартах сикрĕм, анчах хама та ăнланмалла мар туйăмпа ун çумне çатăрах çыпçăнтăм. Йăлтах маншăн пуçламăш хут... Çапла пулмалла-ши вăл юрату тени. Манăн тута та тăртанса кайрĕ ĕнтĕ, анчах Марсель çаплипех чуптурĕ, чуптурĕ. Унăн алли кĕлеткем тăрăх шуса пилĕк çине куçрĕ, пĕçĕ çийĕн чупрĕ. Халиччен сăваплă, никам тĕкĕнме хăяйман вырăн тесе шутланă тĕле, те ăнсăртран, те ятарласах, аллипе перĕнсен пĕтĕм кĕлеткемпе картах туртăнса куçа яри уçрăм та ун айĕнчен вăшт кăна шăвăнса тухса тăрса лартăм.

— Марсель, эпир санпа ухмаха еретпĕр пулмалла. Юрамасть ун пек, — терĕм çӳç-пуçа тӳрлеткеленĕ май аран-аран сывлăш çавăрса.

— Мин сине яраттам, Люба...- хăй сисмесĕрех тутарла пăшăлтатрĕ Марсель, унтан аса илчĕ пулас та, — Каçар, Люба, юратнипе-çке... — терĕ куçран ытарайми тикерсе.

— Мĕн эсĕ, Марсель. Сана кӳренмен-çке эпĕ... — пӳлтĕм çийĕнчех. — Ман пирки япăх шутламастăн-и эсĕ, Марселĕм.

Вăл хирĕçлесе пуçне сулларĕ, хыттăн хăй çумне чăмăртарĕ.

— Пĕлетĕн-и, ман пĕрре те сана хулара пĕччен тăратса хăварас килмест. Такам вăрласа каяссăнах туйăнать, — терĕ вăл хаш сывласа. — Анчах кăна тĕл пултăмăр, халь вара уйрăлмалла та. Пĕр уйăхлăха вĕт-ха тата...

— Пĕр уйăхлăха çеç мар, икĕ уйăха, Марсель, — пӳлтĕм эпĕ ăна салхуллăн.

— Мĕншĕн? — васкаса ыйтрĕ вăл.

Эпĕ ирĕксĕртен кулса илтĕм те:

— Сентябрь уйăхĕнче çĕрулми пуçтарма илсе каяççĕ пире, факультет ял хуçалăхне ура çине тăма пулăшать, — терĕм салхуллăн. — Таврăнасса октябрь уйăхĕнче кăна таврăнатпăр. Вăт çапла, Марселĕм.

— Темех мар, Любушка. Эпир пĕр-пĕрне çыру çырăпăр. Вара вăхăт та сисĕнмесĕр иртет.

Унпа чылайччен калаçса, пуласси пирки ĕмĕтленсе лартăмăр. Сисмерĕм те, куç хупанкисем йывăррăн уçăлса хупăнма тытăнчĕç. Астăватăп-ха, ача чухне çавнашкал самантсенче атте: «Тăманасем вĕçсе килнĕ-им.» — тетчĕ шӳтлесе. Ăна-кăна ăнланманскер, тек-текех куç хупанки çинчи “тăманасене” хăвалаттăм. Марселĕн калаçăвне тăнланă май ачалăхри çав тапхăра куç умне кăларса тăратрăм халь. Савнă çыннăм шăппăн: «Любушка, эсĕ çывăратăн тем. Ырă каç, ман Юратăвăм», — тесе пуçа минтер çине хуртарнине вара ачалăхри асамлă тĕлĕк тăсăмĕнчи ахрăм евĕр илтрĕм. Тутлă тĕлĕк хăй ытамне илчĕ.

 

VI

— Марина!..

Эпĕ пĕр уйăх курман тусăма чупса пырса ыталаса илтĕм. Каллех университет пурнăçĕ пуçланать. Виççĕмĕш курс. Çак шухăшпа сырăннăччĕ-ши тантăшăм, кăшт тунсăхлăрахчĕ унăн сăн-пичĕ. Мана курсан хăпартланса кайрĕ, икĕ çутă хăмăр куçĕ хунар çутнăн евĕр йăлтăр çуталчĕ.

— Любочка, ăçтан татăлса антăнах. Тин кăна сан çинчен шухăшланăччĕ. Е çылăхсăр эсĕ.

Тусăмăн куçĕ вăлтса пăхать. Чее те-çке, мур илесшĕ. Ăна пилĕкрен çупăрласа илтĕм те тӳсеймесĕр ахăлтатаса кулса ятăм.

— Ăçта çылăха кĕрес ĕнтĕ ман. Хăвах куран ав, çакна çирĕплетекен тĕслĕх те тупăнчĕ.

— Чикан майри пекех чуна кĕме пĕлетĕн эсĕ, Люба. Ну каласа пар ĕнтĕ, мĕнлерех унта сан пурнăç.

Ун ыйтăвне хуравличчен студентсен хулинчи чарăнăва мĕншĕн тухнине аса илтĕм.

— Итле-ха, Марина, ăçта кайма пуçтарăннă эсĕ? Атя пĕрле университета, çул çинче калаçăпăр.

Тĕлнех, пире кирлĕ троллейбус килсе чарăнчĕ. Тусăм хăй те хамăр вĕренекен корпуса çитсе килме шутланă-мĕн. Пĕлтерӳ таврашĕ, вĕренӳ йĕркине пăхас тĕллевпе ĕнтĕ. Эпир троллейбуса лартăмăр.

Хаваслăн пакăлтатса пынă май, троллейбус юлашки чарăну тунине те водитель ятарласах «Хĕрсем, юлашки чарăну!» — тесе пĕлтерсен çеç сисрĕмĕр. Пушă салона тинкертĕмĕр те пĕр харăс хаваслăн кулса троллейбусран тухрăмăр. Çапла çав вăл нумай вăхăт пĕр-пĕринпе курнăçмасан — калаçăвĕ те шыв пек юхать, таврара кам пуррипе çуккине те асăрхамастăн. Марсель ятне тĕкĕнмесĕр иртме май килменрен, унăн çутă сăнарне пĕр авăклăха куç умне кăларса тăратса хампа-хам йăлтăр çиçрĕм. Саманлăха шăпланнă Марина чавсипе айăкран кăлт тĕкни университет умне тавăрчĕ.

— Кур-ха, çав Алексеев вĕт, тĕп алăкран тухрĕ, — шăппăн сăмах хушрĕ тусăм.

Шалта темĕн татăлса кайнипе пĕрлех чĕрем, вырăнтан шуйхатнă вĕçен кайăкла, канăçсăрланса илчĕ. Тăвăр-тăвăр пулса кайрĕ чунăмра. Халиччен пĕлмен туйăм кăкăр тĕпĕнчен пăлханса çĕкленчĕ, пите пăлхану туйăмĕ çапрĕ. Сăнăм-питĕм, пĕтĕм кĕлеткем мăн кăмăллăхпа тулчĕ, уттăм çирĕпленчĕ. Акă вăл — манăн чуна тахçан-тахçан, çич-сакăр уйăх каялла, ним шелсĕр амантнă япшар каччă, манран çирĕм е кăшт ытларах утасра кăна ĕнтĕ. Самантсерен хушшăмăр кĕскелет. Хураскер, хитрескер, çӳхе тутипе пылаккăн кулаканскер, çывхарнăçемĕн-çывхарать. Çӳллĕ кĕлеткипе такама çапса-ватса малалла иртсе каяссăн туйăнать вăл. Анчах пушшех те çывхарса çитсен унăн аяккалла тартакан симĕс куçне хамăн куçăмпа витĕрех пăраланăçемĕн ăнлантăм: вăл никама та ниçта та сирпĕтсе хăварма пултарамасть, мĕншĕн тесен ман умра вăл халь калама çук пĕчĕккĕ, çитменнине вăл манăн куçăмпа тĕл пулма та шикленет. Туять-ши вăл хăй тахçан пӳтсĕрле хăтланнине. Сăмах хушма та хал çитереймест пуль тенĕччĕ эпĕ ăна чи малтанах, анчах Саша, миçе хутчен ман умран чĕлхесĕр чĕлĕх пек иртсе кайнăскер, хальхинче пуçне кăштах сулса илчĕ те: «Салам!» — терĕ. Эпĕ хирĕç пĕр сас-чӳ те кăларасшăн марччĕ, чĕлхе хама итлемесĕр, мăшкăласа кулнă чухнехилле «Шӳтлеместĕр пулсан — салам!» — тесе персе ячĕ. Шуйттан туртрĕ пуль чĕлхемрен.

Марина хулран чĕпĕтрĕ те:

— Мĕнле пăхрĕ, куртăн-и. — терĕ кăмăллăн.

Пăлханни иртсе кайман-ха ман, анчах эпĕ çак туйăма çĕнтерсе тусăма куçĕнчен кăлин тинкертĕм те:

— Ухмах-им эс. Мĕн пăхмалла ун кунталла халь тин. Е курмарăн-и, куçĕсемпе чарăнури троллейбуссене шутласа пычĕ вĕт. Йĕксĕк. Вăл та ман çине пăхма хал çитерейсен пулчĕ те вара. Намăс ăна халь мана куçран тӳррĕн тинкерме. Атя, манар ун çинчен, Марина, — терĕм тарăхнă сасăпа.

Марина мана лайăх ăнланать. Çавна пулах çилленмест те эпĕ çавнакшал тӳрккесрех калаçнă чух. Камăн чунĕнче пулмасть-ши çакăн пек, çип татăлнă евĕр, кăмăл хуçăлнă самант.

Тепĕр ик-виçĕ минутранах эпир корпусри пĕлтерӳсемпе паллашнă хыççăн каялла çаврăнса тухрăмăр. Ыранах пире кĕрхи ĕçре ял халăхне пулăшма районсем тăрăх ушкăнăн-ушкăнăн салатса яраççĕ. Питĕ кичем ку. Марсельпе те çак пĕртен-пĕр кун хушшинче епле курнăçса ĕлкĕрейĕп-ха. Тата те килнĕ вăл хулана, те çук. Нимĕн те паллă мар. Тунсăх юрри юрларĕ чĕрем. Пĕр уйăх курса калаçман Марина тусăм пуррипе çукки çинчен те мантăм темелле. Хаваслă, ниçта шăнăçтарайман савăнăçпа тĕл пулнăскерсем, «ыранччен вара» текелесе типпĕн сывпуллашрăмăр троллейбус студентсен хулинче чарăнсан. Эпĕ общежитине çул тытрăм, Марина аппăшсен хваттерне çитмелле тесе малалла ларса кайрĕ. Общежитинче пурăнма кăмăл çук тесе вăл ку çулĕнче пӳлĕм те илес темерĕ. Эпир вара Алевтина тусăмпа икĕ вырăнлă урăх пӳлĕме вырнаçрăмăр.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: