«Çурăлайман çĕмерт çеçки»


Ирхине Нинăн Галя ятлă аппăшне Гена качча вăрласа кайнине пĕлчĕç. Тантăшĕ чупса килсе Альăна пĕлтерсе кайрĕ. Аля хулпуççи çинчен чул илсе пăрахнăн çăмăллăн сывласа ячĕ. Текех никам та икĕ çамрăкăн çулне пӳлмерĕ. Валерипе Аля малтанхи пекех шкулта вĕренчĕç, каçсерен час-часах тĕл пулчĕç.

Хĕл те иртсе кайрĕ, çуркунне ют ял ачисем хваттерсенчен тухса килĕсене çӳреме пуçларĕç. Валерий вара уроксем хыççăн Альăпа пĕрле Раккасси çулĕпе утатчĕ. Вăтам шкул пĕтерсе унпа сывпуллашма та вăхăт çитрĕ. Экзаменсене Аля аван паллăсемпе тытрĕ, ăсату каçне хатĕрленчĕ. Çĕнĕ кĕпе тата туфли туянма амăшĕ укçа пачĕ. Вĕсене туянмашкăн Альăпа Нина тата Валерий хулана пĕрле кайса килчĕç.

Кĕтнĕ ăсату каçĕ те çитрĕ. Пурте илемлĕ, савăнăçлă. Пысăк сĕтел тавра ларса тухнă виçĕ класс çамрăкĕсем. Альăпа Нина тата Вера — пĕр ял хĕрĕсем — чӳречен çывăхне ларчĕç. Чӳречерен Валерий хăйĕн юлташĕсемпе çӳренине асăрхарĕ Аля, вăл уçăлма тухасса кĕтет пулас каччă. Ташă кĕвви янăраса кайсанах çамрăксем мăшăрăн-мăшăрăн ташлама тытăнчĕç. Альăна хăйсемпе пĕр класра вĕренекен кӳршĕ ачи Мишша тухма ыйтрĕ. Аля вара аллине Нинăран вĕçертмесĕрех пысăк пӳлĕмрен тухрĕç. «Мĕн пулнă, ăçта чĕнетĕн?» — тесе ыйтрĕ Аля. Валерий чĕнетех тесе шутларĕ вăл. Çук иккен, Валерий мар. Пусма çинче (ку енчен çӳреместчĕç вĕреннĕ вăхăтра, ăна хупса хунăччĕ, халĕ асăну каçĕ пулнипе тата çамрăксем нумаййипе уçнă пулмалла) кăтра çӳçлĕ икĕ каччă тăраççĕ. Аля ку çамрăксене палламасть, Нина та халиччен курман. Аля каялла çаврăнса утма пуçларĕ кăна, ăна пĕри аллинчен ярса илчĕ те пусма тăрăх аялалла чуптарасшăн пулчĕ. Пуçланчĕ вара тĕркĕшӳ. Нина тепринчен вĕçерĕнесшĕн. Аля пур вăйне пухрĕ те умри фикус чечекĕн чӳлмекне тĕртсе йăвантарчĕ, хăй çӳлелле картлашкапа чупа пуçларĕ, ун хыççăн леш каччă. Вĕсене чĕнсе тухнă Мишша çук, тарса пытаннă. Вера, тĕркĕшĕве сиснĕскер, класс руководительне кайса пĕлтернĕ. Альăна хирĕç Василий Платонович васкаса пырать. Çапла вара тĕркĕшӳ лăпланчĕ. Василий Платонович çамрăксенчен мĕншĕн тĕркĕшӳ пуçарнине ыйтса пĕлет. Лешсен калаçăвне темле майпа Нина итлесе тăнă иккен. «Вăрласа каясшăнччĕ эпир Альăна. Вăл халĕ шкул пĕтернĕ, аллинче аттестат. Çитĕннĕ хĕр хăйĕншĕн хăй тăма пултарать», — тенĕ пулать палламан каччăсем. Çапла вара, Альăшăн ăсату каçĕ чутах хурлăхлă вĕçленетчĕ. Вăтанса тата эрленсе кулянчĕ хĕр. Мишша мĕншĕн-ха Альăна чĕнсе тухнă? Верăна та мар, Нинăна та качча парасшăн пулман? «Кама чăрмантаратăп-ши», — тесе кулянчĕ вăл чун-чĕререн. Класра макăрса ларнă чух Валерисем чупса килчĕç. Вĕсем те пĕлнĕ иккен Шупашкартан килнĕ йĕкĕрĕшсем авланса кайма шутланине. Кукамăшсем патне килнĕ каччăсенчен пĕри авланмалла пулнă иккен, вĕсем хĕлле килсен Мишша вĕсене шкулта Альăна кăтартнă. Мишша çак килнĕ каччăсен кукамăшĕ патĕнче хваттерте пурăнатчĕ. Лешсем хĕр вĕренсе пĕтернĕ кун, ăсату каçĕнче вăрлама шутланă. Лашапах килнĕ. Кама вăрласшăн иккенне пĕлсен Валерисем лашине тăварса янă. Хăйсене пытанса кĕтесре кĕтсе тăнă. Кураççĕ те лешсем шкултан тухнине, чупса кĕреççĕ. «Лăплан, ан йер, пурпĕрех сана эпĕ никама та памастăп. Хуть кам вăрлама шутласан та хăтаратăпах», — тесе лăплантарчĕ ун чухне Валерий Альăна. Шурăмпуç çути килсен çамрăксем таса çăлтан Сĕве хĕрне анса шыв ĕçрĕç. Таса та çутă пурăнма пĕрне-пĕри сунчĕç, хăшĕсем макăрсах уйрăлчĕç.

Вĕренӳ çулĕ пуçланиччен Валерий Альăсен ялне килсех çӳрерĕ. Е мотоциклпа, е велосипедпа килетчĕ. Вĕренме тытăнсан килеймерĕ. Аля çак çулхине килĕнче çĕнĕ пӳрт лартнипе вĕренме каяймарĕ. Вăл колхоза ĕçе çӳрерĕ, каçхине клуб заведующийĕнче ĕçлерĕ. Валерий вара хĕл каçса та Альăсен ялне килмерĕ, мĕншĕнне хĕр пĕлмерĕ. Кунĕн-çĕрĕн кĕтрĕ вăл ăна, анчах хыпар паракан пулмарĕ. Аля ĕçрен килсен питĕ хуйхăратчĕ, каçхине клуба тухса каятчĕ, унта та хăй валли вырăн тупаймастчĕ. Çунмаллипех çунчĕ Аля Валерий килменшĕн.

Хĕл те иртрĕ, çу çитрĕ. Унтан хĕр вĕренме тухса кайрĕ. Çавăнта тĕл пулчĕç вара Валерипе Аля. Валерий водителе вĕренме кĕнĕ, Аля сутуçă пулма тĕллев лартрĕ. Уроксем пĕтсенех тĕл пулатчĕç вĕсем, хула урамĕсем тăрăх калаçса утатчĕç. Телейлĕ вăхăтчĕ, пĕр-пĕрне килĕштернипе таврара та пурте савăнăçлăччĕ.

Вĕренсе пĕтерсен Альăна кӳршĕ яла ĕçлеме ячĕç, Валерий салтака кайиччен хăйсен ялĕнче юлчĕ. Çумăр-и, уяр-и — Валерий Аля патне васкатчĕ. Ĕçре тĕл пулмасан, ялне çитсе тăратчĕ. Яланах туслă пулма тупа турĕç çамрăк чĕресем. Повестка илсен ăсатма пыма ыйтрĕ Валерий Альăна хăйсем патне. «Ăсатма пымасан эсĕ манпа ахаль çеç çӳренĕ тесе шутлатăп», — терĕ каччă.

Вăйлă çумăр çурĕ вăл кун, витререн тăкнă пек тăкрĕ. Вуникĕ çухрăм утмалла Валерисен ялне. Мĕнле пырса кĕмелле-ха йĕпе тумтирпе юратнă çын патне? Каяймарĕ Аля Валерие ăсатма. Çапла пулма Турă хушнă пулĕ, çавăнпа çумăр çурĕ пулĕ тесе кулянчĕ. Валерие ăсатнă чухне Вера, Альăн тантăшĕ, станцăра курнă каччăна. Валерий Верăна каласа хăварнă: «Кала Альăна, эпĕ ун çине питĕ ӳпкевлĕ, ăсатма килменшĕн. Çыру çырмастăп», — тенĕ. Хăй вара çыру çырчĕ, икĕ çыру. Хирĕç çырма та ыйтмарĕ, çырăвĕсенче ӳпкев сăмахĕсем анчах пулчĕç. Аля вара ĕçрен килет те куççульпе çăвăнать. Çав икĕ çыруне тытсах çывăрса каятчĕ. Амăшĕ Альăна вăрçатчĕ: «Тупнă йĕмелли, каччă вырăнне каччă пулать. Мишшапа çӳре, куллен кунта килсе çӳрет. Салтакран килнĕренпех сан патна чупать, урăх хĕр патне каймасть» — тетчĕ. Çук, итлемерĕ Аля амăш сăмахне. Мишша «юрататăп» тенĕ сăмахĕсене хăлхана та чикмерĕ. Урама та тухмарĕ, улаха та çӳремерĕ. Валерие хăй уншăн мĕнле çуннине пĕлтерес килчĕ, анчах хăюлăх çитереймерĕ. Вăтанчĕ, Валерий тĕрĕс мар ăнланас пек туйăнчĕ. Икĕ Çĕнĕ çул пĕчченех кĕтсе илчĕ Аля, пĕччен мар ĕнтĕ, юлташĕсемпе пĕрле. Анчах чĕрере пушă чун ĕсĕклет.

Çĕнĕ çул хыççăн Альăн юлташ хĕрĕ качча тухрĕ, туя кайрĕç. Унта вара мĕн пулас пекки пулчĕ, Альăна çав ял каччи вăрласа юлчĕ. Каялла илсе килес тесе Мишша машинăпа кайма тухнă, анчах шартлама сивĕре машини çул çинче çĕмĕрĕлсе ларнă. Виçĕ кун хушши çапăçса, пытарса пурăннă хыççăн Альăна тăван ялне илсе килчĕç, ирĕксĕр çураçса кайрĕç. Туй та шавласа иртрĕ. Мишша туя пăсма хускалса пăхрĕ, анчах Аля халь тин нимĕн те тума çукки пирки каларĕ, хăй Валерие çеç юратнине те пытармарĕ.

Аля çĕнĕ çĕрте хăнăхса пычĕ, магазинта ĕçлерĕ. Мăшăрне юратмасть пулин те, хĕрхене пуçларĕ. «Атте-анне патне кайса килер-ха», — тесе Альăн тăван ялне пуçтарăнчĕ çамрăк мăшăр. Поезда билетсем илчĕç те вакуна кĕрсе ларчĕç. Поезд хускалса кайрĕ, çамрăк мăшăр çывăхне, Аля çумне шăпăрт кăна пĕр çамрăк çын ларчĕ. Аля чĕлхине çĕтрĕ тейĕн, унăн çумĕнче — Валерий! Пĕрремĕш юратăвĕ пырса ларнă вĕт унăн çумне! Куç сиктермесĕр пăхса пычĕ Валерий Альăпа мăшăрĕ çине. Альăн хăлхи те илтмест мăшăрĕ калаçнине, куçĕ те курмасть. Вăл тăнран тухнă пекех пулчĕ. Станцине çитсе чарăнсан Валерий ерипен анса юлчĕ. Аля пăхса пыракан чӳрече умне пырса тăчĕ. «Кам пулчĕ ку каччă? Юнашар ларса пычĕ, халĕ чӳрече умĕнче тăрать», — тесе ыйтрĕ мăшăрĕ. Аля тĕлĕк курнă хыççăн вăраннă пек пулса аран-аран «пĕлместĕп» тесе хуравларĕ. Поезд хускалса кайрĕ, Валерий çаплах пĕр хускалмасăр çав вырăнтах тăчĕ...

Çакă юлашки тĕлпулу пулчĕ Валерипе Альăн. Тăватă уйăх иртсен усал хыпар илсе çитерчĕç Аля патне. Темĕнле каччă машинăпа поезд айне пулнине, Хусантан килекен поезда тытса тăнине, поезд пĕр сехет ытла кая юлса килнине каларĕç. Станци ятне каласанах Альăн чĕри шар çурăлчĕ, темшĕн Валерий пулассăнах туйăнчĕ. «Хăш ял ачи иккенне пĕлместĕп, ăна Пăвана килекен поездпа ăсатрĕç», — терĕ мăшăрĕн шăллĕ. Хыпса çунчĕ Аля, пĕр вырăнта ларма пултараймарĕ. Валерий тесех чĕри шухăшларĕ, чăн та, унăн чĕри улталамарĕ. «Ах, вилмен пулсан, икĕ урасăр пулсан та, эпĕ пĕрле пурăнма килĕшĕттĕм. Чĕрĕ çеç юлтăр, чĕрĕ çеç...» — тесе Аля Турра кĕл турĕ. Çав вăхăтра вăл çумри мăшăрĕ çинчен те манчĕ, чĕри савнипе пуласшăн çунчĕ.

Çук, илтмерĕ пулас Турри Альăн сăмахне, Валерий ĕмĕрлăхех куçне хупнă. Нумайччен ĕненмесĕр пурăнчĕ Аля Валерий вилнине, пăрремĕш юратăвĕ яланах куç умĕнче тăчĕ. Çур çул иртсен Альăн мăшăрĕ те сарăмсăр вилсе кайрĕ. Пĕтĕм пурнăçне хура чаршав карса илнĕн туйăнчĕ çамрăк хĕрарăма. Хăйĕн шăпи телейсĕр пулнăшăн кама ӳкĕтлемеллине те пĕлмерĕ. Куç умĕнче Валерий сăнарĕ тата çурăлайман шурă çĕмĕрт çеçки ирхи тĕтре пек курăнса тăчĕ. Çурăлайман çĕмĕрт çеçки... Валерипе иккĕшин хушшинче юрату çеçки çурăлнăччĕ, анчах та вăл сарăлса чечеке лараймарĕ. Асаилӳ çеç юлчĕ чĕрере, асаилӳ çеç...

■ Страницăсем: 1 2

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: