Каламаллине каламаллах


Эпĕ хам çырнă япаласене тепĕр хут пăхса тухрăм: çурса çеç пăрахмаллисене çурса, çунтармаллисене çунтарса ятăм. Вара çапла шухăш патне пырса çитрĕм: «Кирек епле ĕçе те вăхăтĕнче тумалла иккен», — терĕм «Чи пĕчĕк патшалăх» повеçĕме епле тертленсе çырнине аса илсе. Вăл повеçе эпĕ паянхи кун, унчченхи пек, хапăл тусах çырайман пулăттăм: туйăмсем мăкалнă, пулни-иртнинчен чылайăшне манса кайма та пуçланă. «Чи пĕчĕк патшалăх» уйрăммăн, малтан пуçласа вĕçне çитиех, Саратоври «Волга» журналта тухнă хыççăн унăн хăш-хăш сыпăкĕсем «Литературная Россия» хаçатра, белоруссен «Братэрство», ту-тарсен «Казан утлары», пушкăртсен «Агидель», çармăссен «Ончыко» журналĕсенче тата ытти кăларăмсенче пичетленчĕç. Пушкăртстанра тухнă «Усак яктысы» кĕнекемĕн ячĕ чăвашла куçарсан «Вучах çути» тенине пĕлтерет. Ку вăл «Чи пĕчĕк патшалăх» повеçĕн урăхла ячĕ çеç. Çак кĕнекери ытти хайлавсем пирки те çавнах калатăп: вĕсене те хăй вăхăтĕнче çырса хăварма ĕлкĕрнĕ. Мана чылай тĕпчевçĕ е сатирик, е ача-пăча çыравçи тесе шутлаççĕ. Вĕсем çапла пĕтĕмлетӳ тунипе эпĕ хам килĕшсех каймастăп. Ача-пăча валли çырман мар, апла пулин те эпĕ ытларах чух ача-пăча çинчен пысăккисем валли çырма тăрăшнă. Çакна чи малтан «Чи пĕчĕк патшалăха» вуланă чăваш халăх çыравçи Василий Алендей асăрханăччĕ хăйĕн тишкерӳ статйинче.

Каламаллине каламаллах: çак кĕнекери пек персонажсене ĕнтĕ шырасан та тупаймăпăр. «Чи пĕчĕк патшалăх» повеçри Вихтĕр çулĕнчи ачасем халь математика урокĕсенче хăва хунавĕсенчен касса хатĕрленĕ шут патакĕсемпе аппаланмаççĕ, паянхи Вихтĕрсен сĕтелĕсем çинче — компьютерсем. Апла пулин те вăрçă хыççăнхи Вихтĕрсен те, паянхи Вихтĕрсен те шухăшĕ-ĕмĕчĕ, ĕçĕ-хĕлĕ пĕрешкел. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен вĕсем — Ачалăх этемĕсем. Вĕсен те часрах ӳсес те пысăк Çын пулас килет. Тĕлĕнмелле: ӳссе çитнĕ этем вара ачалăхĕпе яшлăхĕ хăвăрт иртсе кайнăшăн ассăн сывлать, вĕсемшĕн тĕмсĕлет, тунсăхлать. Апла пулин те вăхăта: «Эй, ытла ан васкасамччĕ эс! Ачалăхпа яшлăхăма тавăрса парсамччĕ, тăхтасамччĕ», — тесе йăлăннипех унăн юрттине чараймăн.

Халăхшăн тата çĕршывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçпе пурăнакансемшĕн те, усалланса вăрă-хурахланса пурăнакансемшĕн те вăхăт хăвăртлăхне чакармасть. Çав чунсăр, юнсăр, куç-пуçсăр вăхăтах уйрăм-уйрăм çынсен пархатарлă та чаплă ĕçĕсене ĕмĕрсем хушши сыхласа усрать, аслă çынсен ячĕсене тĕрĕс-тĕкел упрать.

Кирек епле çын та (ача-и вăл е çитĕнсе çитнĕскер) ĕмĕрне ыррипе усалли хушшинче пурăнса ирттерет. Ырри юнашарах пултăрччĕ тесен уншăн хытă тăрăшмалла, ăна юратмалла, уншăн кулленех тар юхтармалла. Вăй хумасăр хулă та авăнмасть. Усалли вара, тырă хушшине лекнĕ çум курăкĕ пек,— яланах юнашар. Ирсĕррипе таса марри пирки те çавнах каламалла: вĕсемшĕн вăй хума та кирлĕ мар — пылчăк кирек епле пушмака та, тумтире те хăех варалать. Унран, таса марринчен, çăвăнса тасалас тесессĕн те пикенсех куллен вăй хума тивет. Атă-пушмака, тумтире çуса тасатма ансат. Анчах та пурăнан пурнăçра куçа курăнакан пылчăксăр нуçне куçа курăнман лапра-çĕпре те пур. Çав ирсĕрлĕхсем этемĕн чун-чĕрине, унăн ăшĕ-чиккине вараласа вĕсене çĕртме тытăнаççĕ. Тасамарланса кивелнĕ атă-пушмака, тумтире кăларса пăрахма, çеннине туянма пулать. Ирсĕрлĕхпе çĕрсе пĕтекен чун-чĕрене кăларса переймĕн, урăххипе улăштараймăн. Апла пулсан та, çамрăк тусăмсем, вĕсене те çуса тасатма май пур. Мĕнле майпа тетĕр-и? Ăш-чикпе чун-чĕрене шывпа та супăньпех çуса тасатаймăн тетĕр-и?

Çапла. Ирсĕрленнĕ чун-чĕрене супăнь çăваймасть. Майĕ-шывĕ, тусăмсем, пур çапах та.

Вараланнă чун-чĕреллĕ этем тертленме, асапланма тытăнать: хăвăрт тарăхса каять вăл, кирлĕ-кирлĕ маршăн шуйханать; ĕçĕсем ăнманшăн вĕчĕрхенет, лайăх пурăнакансене ăмсанать, вĕсене такăнтарма (сиен тума) тăрăшать; сăлтавсăрах мăн кăмăлланса çӳрет; хăй пурăнăçра нимех те туман, анчах та ыттисене пурăнма, ĕçлеме вĕрентет тата ытти те. Çавнашкал çынна пĕр чир хыççăн тепри çулăхма тытăнать. Епле тасалмалли çинчен сăмах тапратиччен малтан çын чун-чĕрине мĕн вараласа тăни çинчен пуплесе илни кирлĕ. Этемĕн шалти вăй-халне, чун хавалне кĕшĕклекен «хуртсем» çаксем: урăх çынсене юратманни, вĕсене сума суманни, харпăр хăйне пит асла та ăсла хуни; сăра-эрехпе алхасни, вĕсенче «телей» шырани; табак туртни; усал сăмахсемпе калаçни; ашшĕ-амăшне хисеплеменни, вĕсен сăмахĕсене вырăна хуманни; суйни, улталаса çӳрени, сăлтавсăрах мухтанни; инкек-синкекшĕн, хуйхă-суйхăшăн пĕтĕмпе ытти çынсене айăпласа пурăнни; çын япалисене вăрлани, çынна вăрçни, хĕнени... Çакнашкал усаллăхшăн çын канăçлăха, лăпкăлăха пĕлми пулать, ыйхине çухатать (ӳсĕрпе ним пĕлми выртни çынна сывлăх паракан ыйхă шутне кĕмест). Пĕр этем теприне çапса пăрахни кăна çын вĕлерни шутланмасть, ăна кулленех эрех е спирт ĕçтерни те, наркотиксем тупса пани те, çамрăк хĕр хырăм пăрахни те, пĕрне пĕри ылханса пурăнни те — çынна пысăк сăтăр туса тăниех, ăна майĕпен вĕлерниех. Тĕслĕхрен, çынна эрехпе спирт пĕрмай ĕçтерни ăна хавшатсах тăрать, вăрахран вĕлерет; ку усал ĕçе наркотиксем тата хăвăртрах вĕçлеççĕ. Апат-çимĕçе вăхăтсăр, виçесĕр тутлăран та тутлă çини те çынна сиплĕх кӳмест; унăн хул-çурăмне йывăрлатать, кăмăлне ӳрĕк-сӳрĕклентерсе ыйха ертет, кахаллантарать. Вăй-хал ĕçĕ — сывлăхăн тĕп эмелĕ; апла пулин те ураран ӳкиччен, кампа та пулин ăмăртмалла ĕçлени сиенлĕ. Кирек епле ĕçе те васкамасăр, тĕплĕ туни кăмăл-туйăмшăн сиплĕхлĕ: кайран этем хăйĕн ĕçĕпе хăех савăнса пурăнать; йĕркесĕр, васкаса тунă ĕç — кăмăла кулленех пăсса тăракан пулăм кăна.

Мĕн тумалла, епле çăвăнса тасалмалла усаллăхран? Унран сывалмалли эмел пур-и?

Пур. Вăл эмеле çапла хатĕрлемелле. Чи малтан чун тасалăхĕн чечекĕсене пухмалла; чăтăмлăхпа тӳсĕмлĕх çулçисене татмалла; тĕрĕслĕх çимĕçĕсене пуçтармалла; ырра вĕрентсе каланисене ăша хывтаракан курăк тымарĕсене чавса кăлармалла — вара çаксене пурне те, апата виçеллĕ çисе, чаруллă пулса типĕтмелле. Асту, аскăнлăх эрехне ан ĕç. Вара çавă пуçтарнă япаласене вĕретсе ырă ĕçсен хуранне яр, вăл хурана хăв тунă усал ĕçсемшĕн хурланса ӳкĕнӳ куççулĕн тăварлă тумламне тумлат. Тăварсăр апат апат мар. Çывăх çыннусемпе тăвану-хурăнташусене юратма пулăшакан, чухăнсемпе мĕскĕнсене хĕрхентерекен çу яр, чуну йăвашланнă хыççăн пулакан çăнăха хуш. Çынна хисеплеме вĕрентекен кашăкпа куллен виçĕ хутчен сыпса тăр. Тĕрĕслĕх тумтирне тăхăнса çӳре; пушă та вылянчăк сăмах ан кала. Унсăрăн шăнса пăсăлма, каллех усаллăхпа чирлесе ӳкме пултаратăн.

Çак йĕркесене эпĕ мĕн тума çыртăм-ха? Манăн кĕнекемри пĕтĕм ĕç-пуç çак сăмахсен шухăшĕ еннелле туртăнать. Кирек епле этемĕн те ырă кăмăлĕ çакă шухăшсемпех «апатланса» пурăнать. Унашкал кăмăл-туйăм чи малтан ниçта та мар, атте-анне кил-çуртĕнче ырă ĕçе епле хăнăхнинчен пуçланать. «Чи пĕчĕк патшалăх» повеçри Вихтĕрĕн ашшĕ ăна çапла калать: «Аçу-аннӳн килĕнче, тĕнчери чи пĕчĕк патшалăхра, йĕркеллĕ çын пулса ӳсеймесен, — тет, — эсĕ пысăк патшалăхшăн та, Тăван çĕршывăмăршăн, юрăхлă пулаймастăн...»

Эй, çамрăк тусăмсем, чăваш ывăлĕ-хĕрĕсем, сире те аçăр-аннĕрсем çакнашкал сăмахсенех каласа ӳстерччĕр. Тăван халăхăмăр, çĕр ĕçĕн ĕçченĕ, ячĕшĕн çеç хĕрӳллĕ калаçакансен сăмахĕсемпе сыхланса юлмасть. Чăваш тымарĕ хулари асфальтсемпе бетонсене шăтарса тухса хăрасшăн çӳлелле кармашмасть, вăл тарăна кайма тăрăшать. Тымара тарăна кайма çĕр, чăваш ачине тĕнчене тухма кашнинех чи пĕчĕк патшалăх кирлĕ.

Каламаллине тинех каларăм. Сире пурне те юратса, пуçăма тайса чунтанах каларăм калас сăмахăма.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Галина Зотова (2014-05-11 10:38:01):

Ку кĕнеке мана питĕ килĕшрĕ. Умсăмахĕ хăйех чуна пырса тивет. Сире пурне те кĕнекене вуласа тухма сĕнетĕп!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: