Вăрланă юрату


Пысăк хулари нумай хутлă çурт. Кĕрхи тĕксĕм каç. Канăçсăр çилпе шавлакан йывăçсем. Тăлăххăн курăнакан урам. Тутлăн тĕлĕрекен тĕнче.

Пурнăç таппине нимĕнпе палăртман тăхăр хутлă çурт. Çакăн йышши çуртсем хулара нумай. Тулашран пĕр евĕр курăнакан, анчах ăш-чикĕпе урăхла çуртсем. Вĕсенче кашнинчех уйрăм пурнăç, уйрăм савăнăçпа хуйхă.

Сăнлакан çуртра та пурнăç хăйне майлă кустăрмапа чупать. Çак çуртăн кашни хваттерĕ хăйне уйрăм пурăнать. Хăшĕнче савăнăç, тепринче — пĕчченлĕхпе тунсăх.

Тунсăха пĕчченлĕх çӳратать, пĕчченлĕхе — шăплăх. Кантăк витĕр кĕрхи каç тĕттĕмлĕхне сăнаса тăракан Алена хваттерĕнче шăплăх тени çук. Хаваслă кĕвĕ, савăнăçлă кулă, шăкăл-шăкăл калаçу янăрать. Тунсăхлама вăхăт та, вырăн та çук. Хĕре пурпĕрех пĕчченлĕхпе тунсăх кăшлать. Мĕн çитмест ăна? Мĕн?! Чи çывăх тусĕсем те, хăйне пирĕшти пек хисеплесе юратакан Владик та çумрах. Авă пурте ун патĕнче хăнара. Аленăна вара çаплах темĕн çитмест. Темĕн... темĕн çитмест.

Çак темĕн мĕн иккенне хĕр аван пĕлет. Ах, мĕнле аван пĕлет! Анчах хăйне хăй нимĕнпе те пулăшаймасть. Никам та пулăшаймасть.

Юрату телейлĕ тата телейсĕр пулать теççĕ. Алена юратăвĕ вара? Телейлĕ-и вăл? Е? Телейлĕ! Телейлĕ хĕр савнă çын ытамĕнче. Телейлĕ Кольăпа юнашар. Çĕр хут, пин хут телейлĕ юратнă çынпа тĕл пулсан. Телейлĕ! Анчах... Мĕншĕн пур-ши çĕр çинче çак «анчах». Анчах Аленăн çак юратăва пуринчен те пытарма тивет. Пытарма, вăрлама тивет.

Таня тусĕн çуралнă кунне уявлама кайсан паллашрĕ хĕр Кольăпа. Арăмĕпе юнашарччĕ вăл. Шухăшламан та, тĕлленмен те çемьеллĕ арçынна юратса пăрахма пултарасса. Çуралнă куна Алена та хăйĕн каччипе Владикпа пынăччĕ-çке. Çак самантчен хĕр ăна савни тесе чĕнетчĕ. Кольăпа паллашсан вара туйăмсем улшăнчĕç. Паллах, пĕр самантра мар. Анчах Алена Владикран сивĕнсе-сивĕнсе пычĕ. Коля еннелле вăйлăрах та вăйлăрах туртăнчĕ.

Çак туртăну пĕр Алена енчен çеç пулсан юрату хĕлхемĕ хыпса илместчĕ те тен. Вăхăт иртнĕçемĕн манатчĕ вăл ăна. Анчах Коля та хĕр еннелле туртăнчĕ. Унпа тĕлпулу шырарĕ. Вăрттăн тĕлпулу...

Вăрттăн тĕлпулусем. Вăрланă юрату... Çапла. Ун юратăвĕ — вăрланă юрату. Шăпах çапла. Çапах Алена хăйĕн юратăвĕнчен вăтанмасть. Пултăрах вăл вăрă. Пултăрах. Анчах чĕрене мĕн тесе юратма чарăн? Ăна хушма çук-çке. Тата айăплă-ши хĕр Кольăран вунă çул каярах çурал-нишĕн? Айăплă-ши ăна кая юлса тĕл пулнишĕн?

...— Манăн кайма вăхăт.

Коля Алена çумĕнчен çĕкленсе кăшт лӳчĕркеннĕ тумтирне якаткаларĕ.

— Юл тепĕр самантлăха, — ӳкĕтлесе ыйтса ун еннелле аллисене тăсрĕ хĕр.

Арçын пĕрре сехечĕ çине, тепре Алена енне пăхса илчĕ. Уйрăлас та килмерĕ, анчах каймалла.

— Юл самантлăха.

Коля каллех хăй халь çеç тăнă диван çине вырнаçрĕ. Хăй еннелле туртăнакави хĕре ыталарĕ, сĕткен тутине чуп-турĕ.

Ытла та йӳçĕ вăл вăрланă юрату. Çапах Алена сайра хутра савнă çынпа юнашар пулассишĕн темĕнле ыратăва та, асапа та чăтма хатĕр. Тӳсĕмлĕ пулма ăна юрату вăй парать. Шăнах уйрăлусен ыратăвĕ вĕсен тĕлпулăвĕсене çапла пылаклатать те. Пĕрле пулнă кашни саманта асра хăварать.

— Манăн каймаллах...

Алена чĕнмерĕ. Коля текех ытлашши пĕр самант та тăма пултарайманнине вăл ăнланать. Ахаль те ытти кунхисенчен ытларах тытăнса тăчĕ. Ăнланать, анчах çăмăллăн çеç «кай» тееймест...

Шăплăх пĕчченлĕхе, пĕчченлĕх тунсăха çуратать. Хаваслă туй кĕрлевĕпе тулса ларнă хваттерте вара шăплăхĕ те, тунсăхĕ те çук. Çавăнпа та шап-шурă туй пĕркенчĕкĕ айĕнче тăракан Алена тунсăхне хăнасем хăйне майлă ăнланчĕç. Хĕр ĕмĕрĕ иртсе кайнишĕн хурланать ĕнтĕ вăл. Тата мĕншĕн тунсăхлама пултарать пĕркенчĕк айĕнчи хĕр? Хĕр ĕмĕрĕ иртнишĕн...

— Алена, чунăм. Ывăнтăн-и? — ачашшăн пăшăлтатса ыйтрĕ Владик арăмĕнчен. Вăл ăна питĕ-питĕ çепĕççĕн, арканса кайма пултарасран хăранăн, пилĕкĕнчен ыталарĕ.

— Пур кăштах.

Аленăн упăшки çумĕнчен пăрăнса утас килчĕ. Юрамасть. Текех ĕнтĕ вăл пăрăнса утма та, тĕртсе яма та пултараймасть.

— Савнă арăмăм. Пĕлетĕн-ши эпĕ сана мĕн тери вăйлă юратнине?

Алена пĕлет. Шел, анчах ăна хăйне çавăн пекех вăйлă юратмасть. Владик сăн-пичĕпе те, кăмăлĕпе те илемлĕ каччă. Вăл пысăк та таса юратăва тивĕçлĕ. Анчах пĕр чĕрере икĕ сăнар пурăнаймасть. Алена чĕрине урăххи йышăннă.

— Илтетĕн-и? Эпĕ сана юрататăп. Кунран-кун вăйлăрах юрататăп.

— Эпĕ те... Эпĕ та сана юрататăп, — питĕ шăппăн хуравларĕ Алена. Вăл пуçне çĕклесе йăл кулма пăхрĕ. Кулли тухмарĕ. Тути çеç илемсĕррĕн пăрăнчĕ. — Эпĕ те сана юрататăп, — тепĕр хут кăшт хытăрах каларĕ Алена. Каларĕ, анчах сăмахĕсен пĕлтерĕшне чĕрипе туймарĕ.

— Паян эпĕ тĕнчери чи телейлĕ арçын, — арăмне тата вăйлăрах та ачашрах çупăрласа калаçрĕ Владик.

— Маншăн та паян телейлĕ кун.

Алена хăйĕн суййи тухасран хăранăн пуçне Владик хулпуççийĕ çине хучĕ. Вăл упăшкин, хăйĕн чĕри мĕнле хăвăрт та пăлханчăклăн тапнине туйрĕ. Тук! тук! шаккаççĕ вĕсем. Çак самантрах тата хĕрарăм варĕнче тепĕр чун хăй çинчен систерсе йăшăлтатрĕ. Ун хусканăвне пĕр Алена çеç туйса юлчĕ.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: