Тинĕсре тупнă çĕрĕ


— Эй, капитан юлташ! — илтĕнчĕ кимĕ çинчен ватăрах çын сасси. Хирĕç никам та чĕнменнине кура кимĕ çинчи çын чăхлатса ларакан моторне пачах сӳнтерчĕ те, ятне тума тесе-и, çапла ыйтрĕ: — Эй, ма чĕнместĕр, катер çинчисем?

Рена Хорькова уçă кантăкран пуçне кăларчĕ.

— Мĕн кирлĕ сире, гражданин?

Кимĕ çинчи çын хĕрĕн çирĕп сассине илтсен хавасланчĕ пулас.

— Шăрпăк пур-ши тесеттĕм эпĕ. Пулла кайма тухрăм та сирĕн тĕлтен иртнĕ чух сасартăк кĕçĕр шăрпăк илменнине аса илтĕм. Унсăрăн мĕнле пулăç тинĕсе тухма хăйĕ... Çавăнпа ыйтса пăхам-ха катер матросĕсенчен терĕм.

— Матроссем çук, анчах сире пĕр коробка тупса парăпăр ĕнтĕ, — терĕ Хорькова куларах. — Малашне хĕртен шăрпăк ыйтмалла ан пултăр сирĕн.

Пулăçă хĕре тав турĕ те кимми çинчен пристане улăхса катер пусми патне пычĕ, вара тӳрех шалалла ярса пусма иккĕленсе самантлăха чарăнса тăчĕ.

— Иртĕр, иртĕр шалалла! — терĕ врач лаборантка çӳлте ура сассисем илтĕнми пулсан.

Каютăна кĕрсе тăнă арçын хавшакрах сывлăхлă пулас, янахĕ чылаях пĕркеленнĕ унăн, тăнлавĕ те самаях кăвакарнă. Хăрах куçĕ айĕнче тур палли пур, çамки çинче çамрăклах аманнă йĕр сыхланса юлнă. Ахăртнех, утмăл урлă каçнăскер ĕнтĕ вăл, куçĕсем вара çынна шăтараслах сăнаса пăхаççĕ.

— Хăш тĕлерех çул тытатăр пулла? — ыйтрĕ Синичкин кĕтмен хăна пĕртте каçхи пулăçăлла тумланманнинчен кăштах тĕлĕнсе. — Эсир кунти тинĕсе лайăх пĕлетĕр ĕнтĕ.

— Пĕлмесĕр! — терĕ каçхи çын Рена панă шăрпăк коробкине кăкăр умĕнчи кĕсйине чиксе. — Кашни кукăр-макăрах хыпашласа тухнă. Вăн çавăнтарах, кунтан ултă-çичĕ çухрăмра, питĕ лайăх кĕрет пулă.

Ют арçын пуçĕпе хĕвел тухăçнелле сĕлтсе кăтартрĕ. Унтан Хорьковăна сăнаса пăхрĕ те мăчлатакан куçĕсене сĕтел хушшинче çырса ларакан Синичкин çине куçарчĕ. Çав самантра Рена çыннăн куç харшисем темскертен тĕлĕннĕн хускалса çĕкленнине тата çӳллĕ çамки сасартăк пĕркеленсе илнине асăрхарĕ. Ют çын, каютăрисем хăй хумханнине ан асăрхаччăр тесе-и, юриех куланçи турĕ.

— Чимĕр-ха, эсир дельфинсене этем чĕлхине вĕрентекен мар-и çак? — ыйтрĕ вăл хăюллăнрах малалла иртсе. — Йăнăшмастăп вĕт эпĕ, юлташсем, э-э?

— Çапла, — терĕ Синичкин çак кĕтмен çĕртен килсе тухнă çын мĕншĕн хăйне интереслентерме пуçланине ăнланаймасăр, — чăн та йăнăшмастăр.

Пулăçă биофилолога наукăри чаплă çитĕнӳпе саламларĕ, малашне ку енĕпе тата çĕнĕ сăнавсем ирттерме хăрах аллине чĕри патне тытсах ăнăçлăх сунчĕ.

— Питĕ илĕртеççĕ сирĕн тĕпчевсем çынсене. Одесса таврашĕнче халĕ дельфинсем çинчен асăнман çын та çук пулĕ, — терĕ вăл. — Ну, тинех эпĕ те каласа парăп кӳршĕсене дельфинсен чăн-чăн хуçине курни çинчен...

— Эсир апла одессăсем пулатăр хăвăр, — терĕ Синичкин. — Çĕрле çӳреме хăрушă мар-и тинĕсре? Инçерех-çке хула. Тата кимми те сирĕн пысăках мар пулас-ха.

— Кимми ман çирĕп-ха. Вырăнĕсем те палланăскерсем. Ма хăрас? Ну, тав эппин сире шăрпăкшăн. Тепĕр тесен, турра шĕкĕр килтен унсăр тухнăшăн. Ара, урăх чух пулсан сирĕн пек ученăйпа ниепле курса калаçаяс та çук-çке...

Çын тухас тесе алăк патнелле пĕр утăм чакрĕ те, çак катер çинче хăйне темĕн илĕртсе тăнă пек, татах ыйтрĕ:

— Калăр-ха, хаçатсем те тĕрĕссинех çыраççĕ пуль апла тăк?

— Мĕн пирки?

— Ара, «Каçхи Одессăра» дельфинсем иртнĕ вăрçă вăхăтĕнче тинĕсе путнă карапа тупса кăларма пулăшаççĕ тенĕччĕ те...

— Тĕрĕсех-çке.

— «Фаттерляндах» тупасшăн-и?

— Ахă. Питĕ нумай вăрттăнлăх пытарса усрать теççĕ вăл карап.

— М-м...

Çыннăн çӳллĕ çамки пĕркеленсе илчĕ. Вăл аллисемпе хура пиншакĕн кĕсйисене хыпашласа пăхрĕ.

— Эсир, Синичкин юлташ, туртма памăр-ши мана? Вăн, куратăр-и, шыв сирпĕннипе пирус пачки те веç йĕпенсе пĕтнĕ, — терĕ те хайхискер пĕр пирусне кăларса пӳрнисемпе çавăркаларĕ те сĕтел çинче выртакан кĕмĕл портсигар çине тинкерсе пăхрĕ.

— Туртăр, — терĕ биофилолог çĕрлехи çын еннелле кĕмĕл портсигара тăсса. — Кăмăлăр пур тăк пулă тытнă чух туртмалăх та илĕр.

Пулăçă портсигара питĕ асăрханса тытрĕ, хупăлчине çавнашкалах асăрханса уçрĕ. Пĕр пирусне кăларса илсен вара, хупăлчин шал енне мĕн çырнине вулас тесе-и, портсигарне сĕтел çине каялла хуриччен кăштах ывăçĕ çинче тытса тăчĕ.

— Питĕ меллĕ япала — хитре те çирĕп, — терĕ вăл пирусне хĕр врач панă шăрпăкпа хыпаланса чĕртсе. Унтан, темскер шикленсе ӳкнĕ пек, каюта хуçисемпе хăвăрт сывпуллашрĕ те алăка уçса ячĕ. Ăна хупас умĕн тин, каялла çаврăнса, çапла хушса хучĕ: — Тавтапуç пирусшăн, Синичкин юлташ, пĕр-пĕр чух, тен, сире уншăн Хура тинĕсри чи тутлă пулла тытса çитерĕп.

Вăл катер тăрăх анса пристане тухрĕ. Тепĕр самантран тĕттĕмре мотор тулхăрма тытăнчĕ, унтан тинĕсри паçăрхи çутă урлă каллех пĕчĕкрех кимĕ мĕлтлетсе иртрĕ.

— Эх, кам иккенне те пĕлеймерĕмĕр, — терĕ хĕр врач çĕрлехи хăнаран ятне-шывне ыйтма ăс çитерейменшĕн чунтан кулянса. — Хăй те асăнмарĕ...

Виталий чĕнмерĕ, вăл çаплах дельфинсене паян мĕн-мĕн тутарни çинчен дневникĕ çине çырса ларать.

— Виталий Сергеевич, эсир нимĕн те асăрхамарăр-и? — хумханса ытрĕ Рена.

— Çук.

— Пулăçă кунтан тухсанах Одесса хули еннелле вĕçтерчĕ вĕт.

— Ара, кайтăр-иç — пире мĕн ĕç. Хăйĕнне хăй пĕлет пулĕ-çке.

— Апла тăк мĕншĕн-ха вăл пирĕнтен пулла кайма шăрпăк илчĕ?

Халĕ биофилолог та пуçне çĕклерĕ.

— Чăнах та-çке.

— «Фаттерлянд» çинчен чĕтрекен саспа ыйтса пĕлчĕ...

— Ну вара?

— Сире курсан тĕлĕннипе куç харшийĕсем те палăрмаллах çĕкленчĕç...

— Асăрхамарăм-çке эп.

— Эсир çырса лартăр çав, вăл каютăра хăйне хăй епле тытнине тимлĕрех сăнанă пулсан, тен, халĕ пачах урăхла шухăшлаттăрччĕ...

— Ну, Рена, хăш чух темĕн те пĕр аса килет сире. Унашкалах кирлĕ пулсан тепĕр хутĕнче ыйтса пĕлĕпĕр вăл кам иккенне. Пулăпа килетĕп терĕ вĕт.

— Çук, Виталий Сергеевич, урăх кунта килмĕ ĕнтĕ вăл, мĕншĕн тесен кĕмĕл портсигара ытла та тĕлĕнсе пăхрĕ.

— Чим-ха, Рена, мĕн тесшĕн вара эсир?

— Чĕлĕм туртма та юриех ыйтнă пек туйăнчĕ вăл мана... Тен, шăрпăкĕ те хăйĕннех пулнă унăн...

Синичкин пĕр хушă чĕнмерĕ.

— Куçĕсене тартса калаçнине хам та сисрĕм-ха эп. Тинĕсе пулла тухрăм тесен пулăçăлла тумланманнине те куртăм.

— Ах, веçех асăрхаймарăр çав эсир, — терĕ Рена уçă кантăка шутарса хупса. — Эпĕ вара пăхрăм, пăхрăм сирĕн çине, эсир çаплах пуç çĕклемесĕр çырса ларатăр...

— Ара, ĕнер çырайманччĕ те дневник...

— Портсигар хупăлчин шал енче нимĕçле çырса хунине курсан алли унăн самантлăха чĕтресе илчĕ, — малалла калаçрĕ хĕр. — Сăнĕ те шурса улшăннă пек туйăнчĕ. Куртăр вĕт, еплерех васкаса тухса кайрĕ çавăн хыççăн. Çак портсигара палласа илмерĕ-ши вăл? Тен, епле майпа портсигар тинĕсе лекнине те пĕлет вăл? Сăлтавсăрах сасартăк чĕтресе ӳкме кирлĕ мар-çке унăн алли. Мĕншĕн-ха вăл хăй кăтартнă çĕре, хĕвел тухăçнелле, каяс вырăнне часрах Одесса еннелле васкарĕ?..

— Портсигара палларĕ тĕк вăл ун çинчен каласа памалла-çке пире. Ахаль япала та мар, вăтăр çул иртнĕ хыççăн...

— Пĕрисем ăна курсан, паллах, чунтан савăнĕç. Çав хушăра хăраса ӳкекенсем те пулма пултараççĕ.

— Мĕнрен?

— Ах, Виталий Сергеевич, чăн-чăн ученăй çав эсир, çавăнпа пурнăçри хăш-пĕр япаласене тӳрех тĕшмĕртместĕр те ĕнтĕ. Ара, кĕмĕл портсигар тинĕс тĕпне лекнĕшĕн айăплă çын кăна хăрама пултарать-çке ăна çĕнĕрен курсан...

— Ну, ку ытлашши вара!..

— Çапах та ун çинче пулăç тумĕ маррине хăвăр та уртăр-иç!

Виталий Сергеевич хĕрпе килĕшсе пуçне сĕлтсе илчĕ.

— Питĕ интереслĕ çын пулчĕ апла ку каçхи хăна. Эсĕ калани пĕтĕмпех тĕрĕс пулас тăк...

— Виталий Сергеевич, итлĕр мана, кĕçĕр пристане мĕнле çын килсе кайнине сирĕн ыранах тивĕçлĕ органсене тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлтермелле.

— Анчах эпир унăн хушаматне те, вăл ăçта пурăннине те пĕлместпĕр-çке, — терĕ биофилолог каюта тăрăх каллĕ-маллĕ утма пуçласа.

— Виталий Сергеевич! — сасартăк ура çине ялт сиксе тăчĕ хĕр. — Гермес кимĕ хыççăн йĕрлесе каяймĕ-ши? Ученăй сехечĕ çине пăхса илчĕ.

— Кая юлтăмăр. Моторĕ хăватлăччĕ унăн. Хулана çитме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ вăл...

 

7

Тепĕр кун кăнтăрла çитеспе Виталий Синичкин катерĕ вуншар пăрахутпа тулнă хула причалĕсем тĕлĕнчен иртсе хăнăхнă маршрутпа Одессăран вăтăр çухрăмри района çул тытрĕ. Унта ăна якорь ярса чарăннă «Тинĕс сунарçи» хаваслăн кăшкăртса кĕтсе илчĕ. Лăпкă çанталăкра çӳллĕ хумсем курăнсах каймаççĕ, çавăнпа катер пысăк карап çумне çăмăллăнах пырса çыпçăнчĕ. «Тинĕс сунарçин» палуби çинчен самантрах хуçланакан пусма кăларса пачĕç, вара ун тăрăх катер çине тинĕсри шырав экспедицийĕн начальникĕ Сатломов капитанпа Макар Данилович Быков тата темиçе матрос анчĕç. Синичкин хăнасене катер вĕçĕнчи уçă площадкăна ертсе тухрĕ.

— Ăçта-ха пире пулăшакансем? — ыйтрĕ Сатломов кăкăр умне çакса янă бинокльпе хула еннелле тинкерсе. — Асăрхаса илеймерĕм-ха эпĕ вĕсене...

— Чăнах-и?

— Çук, курмарăмăр, — терĕ Быков та.

— Дельфинсем те пирĕнпе пĕрлех ишсе килчĕç, — терĕ ученăй кулкаласа. — Эпĕ вĕсене çыраналла çитсе килме хушрăм, ну-у, йывăр ĕçе пуçăниччен хăйсемшĕн усăллă хусканусем туччăр терĕм... Халех ак вĕсем кунталла килсе çитме тивĕç.

Чăнах та, çӳлте, палубăн леш енче, карап командин членĕсем такама саламласа пĕр харăс кăшкăрни илтĕнчĕ, тепĕр самантран дельфинсем пĕрин хыççăн тепри вирхĕнсе тухса катер тавра çаврăнма пуçларĕç. Чи пысăкки, Гермес, морякла тумланнă çынсен ушкăнĕнчен биофилолога палласа илчĕ те катер хӳри патне пырса шыв çине хăяккăн çаврăнса выртрĕ, шыври дельфин ученăй çине кăмăллăн, çав хушăрах шухăшлăнрах пăхнине халĕ хăнасем те сисрĕç.

— Кур-ха, епле ăслă унăн куçĕсем, — тесе пăшăлтатрĕ палуба хĕрринче тăракан çамрăк матрос юлташне хулĕнчен кăлт тĕксе.

— Ийя, чăн-чăн этемех хирĕç пăхнăн туйăнать, — терĕ лешĕ, тинĕсре мĕн курнине юлташĕнчен кая мар тĕлĕннĕскер.

Синичкин тимĕр карлăк çине ӳпĕнсе аллисемпе сулласа дельфина тем кăтартрĕ. Гермес хӳрине вылятса илчĕ, тепĕр аякĕ çинелле çаврăнса катер патне тата çывăхарах пычĕ.

— Тусусене пĕлтер, пурте кунталла пухăнччăр, — терĕ хыттăн Синичкин ывăç тупанне çăварĕ умĕнче тытса. — Часах ĕç çинчен тепĕр хут ăнлантарма пуçлатпăр.

Гермес сарлака çунаттисене хускатса илчĕ, пуçне шыва чиксе çăварлăхĕнчен шыв сирпĕтсе кăларчĕ, унтан пĕтĕм кĕлеткипе çурма ункă евĕр авăнса тинĕселле ним курăнми чăмрĕ.

— Ку этем чĕлхине те ăнланать мар-и? — тесе ыйтрĕç тинĕсре мĕн пулса иртнинчен тĕлĕннĕ моряксем.

— Гермес текеннине эпĕ хăш-пĕр сăмах çаврăнăшĕсене биоаппаратсăрах ăнкартма хăнăхтартăм, — терĕ ученăй. — Ыттисемпе биофот пулăшнипе çеç калаçатăп.

Синичкин хăнасене кăткăс чĕлхе аппарачĕ лартнă зала кĕрсе вырнаçма чĕнчĕ. Унта таса, çутă. Сĕтел хушшинче шурă халатлă хĕр тинĕсри шăв-шава радионаушниксемпе итлесе ларать. Умĕнчи экран çинче дельфинсем ише-ише иртни курăнать.

— Дельфинсем пухăнса çитрĕç, — терĕ хĕр радионаушникĕсене хывса.

Синичкин малалла иртрĕ те тепĕр экран умĕнчи сĕтел çине чавсаланса микрофона хăй патнерех тĕксе шутарчĕ. Унтан телефон аппарачĕн çаврашкине перĕнсе катер çине ятарласа илнĕ электровакуумран биофота ток пама хушрĕ. Кăткăс аппарата чун кĕнине пĕлтерсе ун варрине вырнаçтарса лартнă электромоторсем чăшăлтатса сĕрлеме тытăнчĕç.

— Туссем, — терĕ микрофон ăшнелле Синичкин, — паян Хура тинĕсре вуншар çул каялла путнă карапа шырама пуçласса пĕлетĕр эсир. Çакăн çинчен сире шырав экспедицине ертсе пыракан Сатломов капитан тĕплĕнрех ăнлантарĕ. Пурте итлĕр!..

Синичкин Сатломов еннелле çаврăнса хăйĕнпе юнашар пушă пукан çине тĕллесе кăтартрĕ. Тинĕсри ăслă чĕр чунсем умĕнче сăмах каламашкăн хатĕрленме капитана биофилолог ĕнерех хушнăччĕ. Сатломов тинĕсри шырав ĕçĕ çинчен дельфинсене мĕнлерех каласа памаллине малтанах шутласа хунă пулин те микрофон умĕнче калаçу пуçарма кирлĕ сăмах тупаймарĕ.

Кĕ-тет-пĕр Сат-ло-мов ка-пи-та-на!..

Репродуктортан сасă хулăн та лăпкă, анчах вăл кăштах шăнса пăсăлнă çын сасси евĕрлĕрех илтĕнет.

— Пуçлăр, капитан юлташ, куратăр — Гермес калаçать сирĕнпе, — терĕ Синичкин.

— Этем чĕлхине вăл питĕ лайăх пĕлет-çке! — тинĕсре ан илтчĕр тесе тĕлĕнсе пăшăлтатрĕ экспедици начальникĕ.

— Çук, дельфинсем хăйсен чĕлхипех калаçаççĕ, ăна пире биофот куçарса кăтартать. Пуçлăр эсир, ан шикленĕр — сире ăнланĕç вĕсем.

Сатломов ӳсĕрес килмен çĕртенех ĕххĕмлетсе илчĕ те Макар Данилович Быкова куç хĕссе Хура тинĕсри шырав тĕллевĕ çинчен калама пуçларĕ. Хумханни унăн майĕпенех иртсе пычĕ, залра капитан сасси çирĕппĕн те уççăн янраса тăчĕ.

Анчах дельфинсем «Тинĕс сунарçин» капитанĕ хăйсене мĕн калас тенине пĕтĕмпех ăнланчĕç-ши? Сатломов шăплансан залри кашни çынах çакăн çинчен шухăшларĕ. Синичкинпа врач лаборантка кăна хăйсене малтанхи пекех лăпкăн тытрĕ. Хумханни кăлăхах пулчĕ-мĕн, мĕншĕн тесен репродуктор тепĕр самантранах вуншар сасăпа кĕрлесе кайрĕ:

— Пулăшатпă-ăр!..

— Халех! Хале-ех!

— Шыратпă-ăр!..

— Тупатпă-ăр!

Унтан тахăшĕ тинĕсри дельфинсене шăпланма хушни илтĕнчĕ, юлашкинчен шывра пĕр сасă çеç илтĕне пуçларĕ. Çакна асăрхасан Синичкин микрофона хăй аллине тытрĕ.

— Гермес, — терĕ вăл, — эсĕ Сатломов капитанран мĕн те пулий ыйтасшăн-и?

— Унăнне икĕ сăмах ăнланаймарăм эпĕ...

— Хăшĕсене?

— Виç çĕр çиччĕмĕш квадрат тени мĕне пĕлтерет? Тата... водолазсем камсем пулаççĕ?

Биофилолог микрофона каллех Сатломов умне лартрĕ, вара капитан Гермес ыйтнă сăмахсен пĕлтерĕшне тĕплĕн, васкамасăр ăнлантарса пама тытăнчĕ.

— Тавтапуç, — терĕ дельфин «Тинĕс сунарçин» капитанне итлесе пĕтерсен. — Халĕ пĕтĕмпех паллă.

— Ух, ăслă та иккен ку чĕр чунсем, — терĕ Сатломов ученăй биофота ĕçлеме вăхăтлăха чарсан. — Дельфинсен пултарулăхĕ çинчен темĕн чухлĕ илтнĕ пулин те вĕсем кунашкалах пуласса кĕтменччĕ... Пуриншĕн те сире тав тăвас пулать, Виталий Сергеевич: дельфинсен вăрттăнлăхне тĕпчесе пĕлме пултарнишĕн те, çакнашкал ăслă аппарат туса хатĕрленĕшĕн те...

— Тавне «Фаттерлянда» тупсан калăр. Халĕ дельфинсене çав карапа шырама хушар-ха...

Аслă чĕр чунсене фашистсен карапĕ путнă тесе шутлакан района кăларса ярсан биофот залĕнчи çынсем каллех самантлăха шăпланчĕç. Тинĕсри шăв-шавра дельфинсен сасси илтĕнменнине кăтартса экран та пĕрешкел симĕсрех хăмăр тĕспе çеç çиçсе ялкăшрĕ. Рена Хорькова сĕтелĕнчен наука сăнавĕсен журналне туртса кăларчĕ. Сатломов капитан дельфинсем тинĕс тĕпĕнче мĕн-мĕн тупни çинчен пĕлтерме пуçличчен «Тинĕс сунарçи» çине хăпарса анас терĕ, Синичкин кантăк умне пырса тăрса хĕвел анăçĕнчен вĕрекен çил вăйланнипе пăрахут çумне çапăнса саланакан хумсене сăна пуçларĕ. Быков, яланхи пекех, хăйĕнчен ниçта хăварман кукăр чĕлĕмне кăларса тивертрĕ...

Çирĕм минут иртрĕ, çур сехет... Рена Хорькова çырма чарăнса темиçе хутчен те биофот экранĕ çине пăхса илчĕ, анчах Синичкин çаплах тинĕс çийĕн йăванса шăвакан хумсене тинкернине курсан нимĕн те чĕнмерĕ.

Быков чĕлĕмне паклаттарса тăранчĕ курăнать, ăна васкамасăр майласа чиксе биофилологпа юнашар пырса тăчĕ.

— Виталий Сергеевич, астăватăр-и, эпĕ сире хампа пĕрле партизанра çӳренĕ çынсем патне çыру ярса пăхатăп тенĕччĕ...

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: