Манпалан сана аванччĕ
Мана лайăхчĕ санпа.
Сана та манпа аванччĕ.
Тĕл пулсассăн, çавăнпа
Йăл! та йăл! эс кулаканччĕ.
Сана эпĕ аллунтан
Шăппăн çепĕççĕн тытсассăн,
Чуп тăваттăм тутунтан,
Эсĕ ман çине пăхсассăн.
Çавăн чух сан куçусем
Çăлтăр пек йăлкăшаканччĕ,
Вылянатчĕç хулусем:
Манпалан сана аванччĕ.
Иртрĕ-кайрĕ çак самант,
Сиссе те ĕлкĕреймерĕм.
Те сана эп, те хама
Ăнланма пит пĕлеймерĕм.
Каламасăр çур сăмах,
Пĕр кунра темме сасартăк
Эсĕ улшăнтăн пачах,
Чунупа манран эс тартăн.
Апла çак юратура
Пăнчă пирĕн лартмалла-тăр?
Вĕт, аманнă туйăмра
Ăшă кам тупма пултартăр?
Лартмалла-тăк — лартмалла
Пăнчине. Ку тĕрĕс пулĕ.
Чим! Анчах-ха малалла
Чунсенче тăрса мĕн юлĕ?
Çаврăнать ман пуçăмра
Тĕрлĕ шухăш сапаланчăк.
Пăлхануллă чунăмра
Ниепле сӳнмест çут шанчăк.
Шухăшсем
Get esports predictions backed by data, ...
Get esports predictions, CS2 predictions...
Get esports predictions, CS2 predictions...
Get esports predictions backed by data, ...
1...
6...
6...
1...
Think of Vantovo as a scout working your...
Why keep throwing money at paid ads that...