Чăваш ялĕсем!
Чăваш ялĕсем! Эсир аталаннă
Европăпа Азире мĕн ĕлĕкрен.
Атăлçи çĕрĕнчен тухса сапаланнă
Инçетри-инçетри Çĕпĕре çитиччен.
Çĕн вырăнсенче эсир пурнăç пуçланă,
Хăтăлсассăн тарса патша пусмăрĕнчен.
Çурт лартнă чăваш, анине сухаланă
Çитес çĕрне вăл çул-çул хыççăн çитсен.
Чăваш ялĕсем! Эсир ăçта çук-ши
Раççейĕн нумай кĕтесĕсенче?
Пĕрерĕн, икшерĕн е ушкăнăн-ушкăн
Вырнаçнă ытти халăхсем хушшинче.
Тăван чĕлхене эсир ĕмĕр упратăр
Вăрмансем, çырмасем, ту-сăртсем хушшинче.
Чăваш юррине чĕкеçле янрататăр
Европăпа Азин уй-хирĕсенче.
Ăш вырăн эсир кашни çыншăн — чăвашшăн:
Тăван патĕнче тапать лăпкăн чĕре.
Чăваш ялĕсем! Эп сире пуç таясшăн
Пулнăшăн пирĕншĕн çак тĕнчере.
Шухăшсем
Круглозвенные цепи — это не просто элем...
Attract additional leads for your chuvas...
Need more clicks and conversions for Chu...
Повысьте эффективность своего производс...
Круглозвенные цепи — это не просто элем...
Is your Chuvash website missing out on l...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...