Эх, тĕнче-е-е!


Отчечĕсене лайăх йышăннипе савăннă Сергей Алексеевич лӳшкекен çумăра пăхмасăрах урам тăрăх шăхăрса юрласа пырать. Ĕнтĕ йĕпенмен вырăн та юлмарĕ пуль хăйĕн çинче, пурпĕрех ертӳçĕн кăмăлĕ уçă. Ара, кун пек лайăх пулса тухасса шутламанччĕ те вăл. Ĕнер кăнтăрла отчетсем хатĕр маррине пĕлсен çил-тăман кăларнăччĕ ертуçĕ кантурта.

— Укçа илекенĕ пĕр кĕтӳ, çапах ĕçне тĕплĕ тăвакана хунарпа шырасан та тупаймастăн! — хĕремесленсех кăшкăрашрĕ Сергей Алексеевич сĕтеле çапса.

— Çак сăмахсене пурте тивĕç мар-ха та, — лăпкăн кăна сăмах хушрĕ ăна хирĕç кадрсен пайне ертсе пыракан Алина Петровна. — Камăн туса лармалла тет Ингăшăн отчетсене.

Иккĕмĕш çул ĕçлет пирĕн патра. Экономист тивĕçĕсене халиччен те пĕр чĕптĕм те вĕренсе çитеймерĕ. Укçа тӳлесе виçĕ хут сессие кайса килнипе мĕн пĕлĕвĕ пултăр. Унăн бази те професси училищинчи курс анчах. Асăрхаттартăм-çке эп сире ăна ĕçе илнĕ чухне.

Çак калаçăва пĕр чĕнмесĕр итлесе ларчĕ Дмитрий Эдуардович, унтан лăпкăн кăна сăмах хушрĕ:

— Хам пулăшас пуль. Çĕрĕпех ларма тивет паллах. Чирлекелесе тăратăп та. Пулăшасах пулать.

Дмитрий Эдуардович ку кантурта вăхăтлăха анчах ĕçлет. Вăл пенсионер. Тавах турра! Хальхинче отчетсене çĕрĕпе ларса йĕркеллех хатĕрлесе панă.

«Да-а-а!.. Тĕрĕс калаççĕ иккен вăл арçын пирки тума пĕлмен ĕçĕ çук, çырма пĕлмен хучĕ çук тесе», — кăмăллăн аса илчĕ ертӳçĕ.

Машинăна унран маларах çитсе ларнă Ингăпа тĕп бухгалтера курсан ун ĕнерхи çилли эрне каялла хурса лартнă ханша пăтти пек йӳçме пуçларĕ. Малтанласа вăл хăйне алла илчĕ-ха. Çула май тĕп бухгалтера килне çитерсе хăварчĕç те машинăра шоферсăр пуçне Ингăпа иккĕшĕ çех юлчĕç.

— Инга Петровна, кăштах тимлĕрех пуласчĕ. Ĕçлеме вĕренмелĕх вăхăт пулнă сирĕн. Хăçанччен çын ĕнси çинче лармалла? Тĕп бухгалтер та сирĕншĕн ĕçлесе ывăнчĕ пуль. Дмитрий Эдуардович нихăш енчен те айăплă мар.

— Эсир! Эсир!.. — хĕремесленсе кăшкăрчĕ çамрăк хĕрарăм. — Мана вĕрентсе пынă ан пултăр! Ак ыранах прокуратурăна çăхав çырса паратăп.

— Мĕн çăхавĕ тата? Мĕн пирки? — тĕлĕннипе чĕлхине аран-аран çавăрса каларĕ ертӳçĕ.

— Эсир шоферпа иксĕр мана тапăнтăр тесе. Тата кассăран суя хутпа укçа илтĕр тесе.

Шофер тĕлĕннипе куçне чарса пăрахрĕ, машинине чарса лартрĕ.

— Çак сӳпĕлти тухмасăр эпĕ машинăна хускатмастăп, — терĕ вăл.

— Хуп çăварна, ăçтиçук! Çак лӳшкекен çумăр витĕр утассăм çук-ха! — ахăлтатса кулса ячĕ хĕрарăм.

— Тĕрĕс калать Миша. Тухăр машинăран.

— Хурах кăшкăратăп! Халех хускатăр машинăна. Мана киле леçсе хăварăр. Ыранах кирлĕ çĕре пĕлтеретĕп.

— Пĕлтерĕр, кăшкăрăр, анчах та халех машинăран тухнă пултăр, — хăйне алла илсе лăпкăн каларĕ Сергей Алексеевич.

Хĕрарăм алăка шаплаттарса хупрĕ те намăс сăмахпа кăшкăрса çул урлă танккарĕ. Пăрăнса ĕлкĕреймерĕ — иртсе пыракан машина ăна пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанĕ таранах пылчăкпа «хăналаса» хăварчĕ. Инга çаврăнчĕ те тем кăшкăра-кăшкăра чăмăрĕпе юнарĕ. Миша çакна курсан пĕççине çапа-çапа ахăлтатма пуçларĕ.

Шофер умĕнче хăй мĕнле намăс курнипе минренĕ ертӳçĕ пуçне икĕ аллипе тытса темĕнччен хускалмасăр ларчĕ. Унтан алне сулчĕ.

— Атя хускат машинуна. Çав кирлĕ мана. Çӳлтен хушнипе илсе тултарнă çынпа тулчĕ кантур. Мĕнле ĕçлемелле кун пек? Кама кайса шалăп памалла?..

 

* * *

Тепĕр кунне Сергей Алексеевич кантура ирхине тăхăр сехет тĕлне çитрĕ. Район администрацине чĕнтернĕччĕ ăна. Кантурта шăп. Калăн, паян никам та ĕçе тухман. Çав вăхăтра экономист пӳлĕмĕнче лăх-лăх кулни, çăвар тулли намăс сăмах калани илтĕнчĕ. Сергей Алексеевич пӳлĕме уçса ячĕ те Ингăпа иккĕмĕш бухгалтер чей ĕçсе ларнине курчĕ.

— Вăй патăр. Ĕçле-ĕçле ывăнтăр пуль, выçрăр та пуль, — йĕкĕлтерех пуçларĕ сăмахне пуçлăх.

Елена Николаевна ăна курсан вĕри шывпа сапнă пек сиксе тăчĕ те пӳлĕмрен тапса сикрĕ.

— Эсир, Инга Петровна, паян хăвăр ирĕкпе ĕçрен тухма заявлени çырса парăр. Текех сирĕнпе пĕрле ĕçлесе пулмасть.

— Çы-рă-пă-ă-ăр, çы-рă-пă-ăр, — типпĕн, сăмахне тăсарах каларĕ çамрăк хĕрарăм. Хăй çавăнтах пысăк кăвак куçне вылятса илчĕ. Çӳллĕ кĕлеллĕ туфли тăхăннă илемлĕ вăрăм урисемпе вăр-вар çаврăнса илчĕ те кулса ячĕ: — Паян мĕнле çыратăр приказне, ыран çаплах хурататăр! — çапла каларĕ те заявлени çырса ертӳçĕ умне хучĕ, çиелтен аллипе шаплаттарса çапрĕ. Сĕтел çинчи чей чашăкĕсем такам тытса силленĕ евĕр чĕтренсе илчĕç.

Сергей Алексеевич çырнă заявление алă пусса çирĕплетрĕ те кадрсен пайне леçсе пачĕ.

— Паянах приказ çырса хатĕрлĕр. Мĕнле те пулсан опытлăрах, йĕркеллĕрех экономист тупасчĕ.

— Не-най, не-най, — кулянса калаçрĕ кадрсен пайĕн пуçлăхĕ. — Хăтăласси пулать-ши ку хĕрарăмран? Илемре вăй тесе ахальтен каламаççĕ пуль çав. Ку хĕрарăмăн вара намăссăрлăхĕ илемĕнчен те пысăкрах.

Тепĕр ирхине Сергей Алексеевич пӳлĕм алăкне уçнă кăначчĕ — телефон сас пачĕ.

— Палларăн пуль, — терĕ мăнаçлă, пурне те пăхăнтаракан, чĕтреве ертекен сас, — сирĕн кантурта малашне те йĕркеллĕ лару-тăру хуçаланасса шанас килет...

Çакăнпа çыхăну татăлчĕ. Икĕ кун иртсен тăхăр сехетре кантура куçне-пуçне вылятса Инга Петровна килсе кĕчĕ.

— Ай вăйлă çывăрнă та вара! Упăшка ачана садика леçме кайнине те сисмен, — тутлăн карăнса илчĕ вăл йăл-ял çиçкелесе.

— Эх, тĕнче-е-е! — ик пĕççине шарт çапрĕ кадрсен пайĕн пуçлăхĕ Алина Петровна.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: