Чăваш поэтне Ахаха асăнса


Тăван çĕршыв чĕлхин малашнехи çинчен

Шухăшласа пуçа тĕрлĕ шухăш килсен, —

Сан иртнĕ ĕмĕрӳ, çĕре кĕнĕ поэт,

Чуна пăчăртаса ялан аса килет.

 

Чăваш Чĕлхи çеçке ярса чечекленсен,

Сан кĕвĕллĕ чĕлхӳ кăварланса çитсен,

Чăваш çынни хă[в]на юратакан пулсан, —

Ĕмĕтсене татса куçу хупăнчĕ сан.

 

Тăван чăваш çĕрне юратакан чĕрӳ

Сикми пулса, хуллен татăлчĕ ĕмĕрӳ...

Пытарчĕç çĕр айне чăвашăн ĕмĕтне,

Сăвву кĕвви анчах юлайчĕ çĕр çине.

 

..............................................

 

Çурхи кунсем каллех çутатрĕç тĕнчене,

Тĕнче симĕсленет... Хĕвел йăлтăр... Уяр.

Анчах сана пĕрех: сана вилнĕскерне —

Çуркуннехи тĕнчен илемĕ кирлĕ мар...

 

Калас килет сана: «Чăваш Чĕлхи илемĕ

Ӳссех пырать. Тăрсам! Каллех сăвă çырар».

Анчах мана чĕнсе, мана «илтетĕп» темĕн...

Вилнисене тĕнче илемĕ кирлĕ мар...

 

Çыврах, тăван поэт!.. Сăвву кĕввисене,

Сан сăмах[х]усене никам та манас çук.

Чăваш Чĕлхи пур чух тăван поэт ятне

Вĕри, кăвар чунсем савма пăрахас çук.

 

..............................................

 

Чăваш поэчĕсен сăвви-юррисене

Вула-вула чунтан хавасланнă чухне

Сан мĕскĕн ĕмĕрӳ, çĕре кĕнĕ поэт,

Чуна пăчăртаса ялан аса килет.

 

1921 ç. пуш

Шупашкар

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Влад Маскай (2019-04-25 01:47:27):

Кам çинчен çырнă-ши Поэтăмăр çак йĕркесене? Тен хăйĕн çинчен? Кам ăнланнă - чатăра сирсе парсамăр мана.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: