А. С. Пушкин Чĕмпĕре килсе кайни


(1833, авăн)

 

Чĕлтĕртетет черченкĕ хытхура,

Вĕлтĕртетсе вĕçет сап-сарă çулçă.

Поэт юратнă кĕркунне хуçаланать, чĕр сывлăш уçă,

Чуна кантаракан тĕнче умра,

Гаврила камердинер шапăлти-çке пит...

Лашисене хистет сухаллă ямшăк.

Гаврила, итлесем, ларсамччĕ тĕк эс, ан шăн,

А леш çаплах çине-çинех шӳтлет,

Улпучĕ кăмăллă. Çакна вăл сиснĕ ахăр.

«Кам çак?» — тесе ыйтсассăн, «Генерал килет!» —

Тесе шарт! сиктерет ыйтакана, туятăр.

Тайкаланса юлать хыçа ула юпа.

Хăй станци пуçлăхĕ кăмăллама васкарĕ.

Кӳме чупать тусанлă мăн çулпа.

Умра шап-шур çуртсем...

Ку Чĕмпĕр мар-и?

 

«Загряжский кĕпĕрнаттăр тарават», —

Поэт валли кунта çыру çитернĕ.

Питĕрпуртанах мăшăре çырать.

Хăна хавасланать.

(Хуçа кĕç Пушкина Шуваловпа калаçтарать —

Ача чух çав мучи Пугачевпа форейторта1 ерсе çӳренĕ).

Çул килнĕ хыççăн, сывлăш çавăрсан,

Тус-йышĕпе паллаштарать хуса кйç хăнана.

Залра хĕрачасем кĕтсе лараççĕ-мĕн — курсам —

Кĕрет хуллен, кăтра пуçне таять кăна.

Хуп-хура фрак ун çийĕнче, шап-шур кĕпе...

Кур: хĕрупраç темерĕн — реверанс тăваççĕ.

Паллашрĕç. Сĕрме купăс кĕввипе

Ташша чĕнеççĕ. Ак вăл — ташă вальсĕ!..

Хĕр чĕпписем сăпайлă та хавас,

Вĕсем чĕнсен поэт епле кĕттертĕр?

Вăл ташăра та йăрă, аптрамасть,

Хăй яшлăхне каллех аса илет-тĕр.

Кăшт иртнĕ вуннăран пĕр чиперкке —

Хуçан Елизавета ятлă хĕрĕ.

Ун куçĕсем, чăнах та, — ик черкке,

Кăвар сапаççĕ çулăмлă та чĕрĕ.

(Çав чĕрĕ те кăвар куçсем кайран

Поэтăн шăллĕне çунтарасса кам суннă?

Мĕнех калайăн? Лев ухмах пулман,

Хĕре ытараймасăр мăшăр тунă).

Кĕçех тухать поэт Венец çине.

Кăвак инçет сасартăк тыткăнларĕ.

Хăй Пугачев граф Панина юптарнине

Тусĕсенчен каçса кайса тăнларĕ:

"Çук, Çăхан эп пулаймарăм,

Килĕ-ха вăл, çав Çăхан.

Халăх умĕнче пур парăм,

Сире çиттĕр ман ылхан.

Улпутсем, хыт пусмăрларăр

Эсĕр мĕскĕн чухăна.

Вăхăт çитĕ: юн юхтарăр,

Килĕ çĕнĕ самана».

Ак Карамзин савса мухтанă Атăл.

Раççей сенкер урамĕ анлă та таса.

Шалти вăйне-халне туйса та пытарса,

Хумсем çӳл çыранпа шăпăлтатаççĕ çăтăл-çатăл.

Мăнаçлă Атăл — читлĕхри арслан.

Ăна халь самани самантлăха çапса хĕстернĕ.

Анат енчен пăлхавçă Разин хăпарсан

Утамана вăл мар-и утьăкка сиктернĕ!..

Ку тăрăхра Языков пурăнать.

Талантлă тус-поэт, ун пеккине тупаймăн!

Ирпе çеçенхире çул пăрăнать,

Кунта çйтсе епле кĕрсе тухаймăн?

...Сăрт курăнса ларать шап-шур çамкаллă,

Яка та нӳрлĕ çул кукăрăлать те ак,

Ик хутлă çурт тухса тăрать. Шăп çич юпаллă.

Пăшăлтатса илет кĕрхи сап-сарă парк.

Хуçи тем курăнмасть.

Кĕç сисрĕç. Тухрĕç.

Çук, Николай хăй мар та... Сăнĕ ун.

— Аван-и, Пушкин! — лăпкă сасă юхрĕ.

Хăна килессине сиссе йăшкарĕ чун.

Шел, Николай килте пулмарĕ. Иртĕр.

Эп — пиччĕшĕ ун, Петĕр-ха пулап.

Эс килнипе кил-йыш хаваслă питĕ,

Мĕскер хăтланнă пулĕччĕ-ши Николай — туяп.

Чылай япалана ун чух пĕлмен.

Пулман такси те çул кайма е пуйăс...

Ялтах çĕр выртнă — пăсĕ çук кӳмен,

Пĕркенчĕк-пĕлĕтпе питне хупланă уйăх.

...Кĕрен ялав йăтса килет çĕн кун.

Каллех çухрăмсене картать кӳме, сиксе пыруçăн.

Вăрман кати карталанать. Çĕртме ани те уçăм...

Хăй канлĕхне тупать ыратнă чун.

Шур Чĕмпĕрте каллех кĕтеççĕ лашасем,

Çул тумхахне, çын пек, чухлаççĕ тейĕн.

Палланă ямшăк ăшшăн хистесессĕн

Такан чула хĕнет, сикет хĕлхем.

Хирте кĕтмен çĕртен сиксе тухать куян.

Эй, чĕвтерет... Пулать иккен хăравçă...

Çуйхатрĕ кăмăлтан, хăмсарчĕ лавçă.

Каларĕ Пушкин:

— Çул ăнмасть паян.

Çула татать куян — поэт курать.

— Фас! — астарать каçса кайсах вăл вирлĕн.

Паян тухмалла марччĕ, то-то, брат.

Черт побери! Сунар пăшалĕ кирлĕ!

Пурсуйччĕ халь сана, кĕске хуре,

Тӳленĕ пулăттăм эп уншăн лайăх.

Ан тив, ху телейне, халь ирĕкре çӳре, —

Тĕплет кăтра этем, куçпа ăсатнă майăн.

...Лармашкăн, чăн та, тиврĕ станцăра çĕрле.

— Шуйтган куянĕ, кунтан хурлăх çук-тăр! —

Пĕр ямшăк пулнă та — çухалнă, унăн — мухмăр,

Юри тарса пытаннă, теççĕ, ӳсĕрле.

Гаврила та пуçларĕ ятлаçма —

Вăл стакканра та кăларать çил-тăвăл.

— Çук, Чĕмпĕрех хăвалăр çĕр каçма! —

Каларĕ Пушкин. Çитнĕ йăлт ырса вăл.

Çил, ватă няня пек, ыр çемĕ ĕнерет,

Сăпки — кӳме. Сикет пĕр чарăнмасăр.

Наталья ачасемпе лара парать эре...

Ăçтан сиксе тухайрĕç — çукчĕ паçăр.

Алне тăсать вăл пепкисем енне...

Анчах та темшĕн тăваймасть хăй утăм.

Кӳме сикет те лакăмра çине-çине

Шарт! вăратать.

Ниçта та çуккă çутă

Туртаççĕ-чарăнаççĕ лашасем.

Пĕр чăнкă сăрт умра — кăшт çумăр çунă.

Ял çыннисем — мĕн пулăшмашкăн пынă,

Шавлаççĕ-янрашаççĕ çак хăйсем.

Кăшкăрашать ĕшеннĕ лавçă:

— Турт, чуман!

Тăхлан пек пĕлĕтсем капланнă ушкăн-ушкăн.

«Çук, пилĕк çухрăмран ытла туман», —

Пăхса илсессĕнех чухлать халь Пушкин.

— Кĕске хӳре! Пурсуй пулсассăн халь

Сана çавах та шыраса тупаттăм.

Кун чухлĕ тертленни кăна сахал —

Мĕн чухлĕ хаклă вăхăта çухатрăм!..

Ирпе ирех каллех хистерĕ çул,

Халь аслă Атăл тĕкĕрĕ ун умĕнче çуталчĕ!

Лава чарсах поэт тем ăшталанчĕ.

— Сана юратрăм, — терĕ, — Чĕмпĕр, сывă пул!

Хăй кĕç васкавлăн тытрĕ кăранташ,

Ун-кун турткаласа çыран сăнне ӳкерч.

«Смоленски çырĕ, Карамзинăн çурчĕ», —

Тесе çырса та хучĕ вăш та ваш!

Курни-илтни асрах ун — эй, тĕнче! —

Кунта Гринев çӳренĕ, теççĕ, вак помещик...

Çак персонаж та Пушкин асĕнче,

Ĕмĕтленет кĕнекене кĕресшĕн.

Малта кĕтет асамлă Ĕрĕмпур.

Куннехинче поэт паромпала ăсанĕ.

Провинци хулине аса илмелĕх пур...

Умра çаплах вĕлтĕртетет кӳме тусанĕ.

 

1973–1999 çç.

 
1 Форейтор — кучер, кӳлсе çӳремелли лашасен управляющийĕ, утсене умлăн-хыçлăн кӳлнĕ чух малти лаши çине утланса çӳрекенĕ.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: