Знакомствӑ


Тинер Тимьянĕ ик уйăх ĕнтĕ ĕçсĕр çӳрет. Хулари учрежденисен алăкĕсене пурне те шутласа тухнă вăл, анчах ниçта та, нихăш кĕтесре те ун валли хатĕрленĕ вырăн пулман. Штатсем пур çĕрте те тулса çитнĕ, пушă пукансемпе сĕтелсем çук. Çавна кура ĕнерпе паян ĕçе кĕресси çинчен шухăшлама та пăрахнă вăл. Шанчăкне чистиех çухатнă.

Ак паян вăл мĕн иртенпех хула пахчинче утса çӳрет... Миçе сак çине пырса лармарĕ пуль ĕнтĕ Тимьян, анчах пĕрин çинче те виç минутран ытла лараймасть, кăшт ытларах ларсанах пуçне тĕрлĕ шухăшсем пăвса илеççĕ, — вĕсем ăна ерипенех туллаштарса пыраççĕ.

Тимьян ытла пĕчĕк çынах мар. Вăл пысăк вырăнсенче те ĕçлесе курнă. Вĕренмен çын та мар. Ку тарана çитсе темиçе техникума та кĕрсе тухнă. ВУЗ алăкне те курман мар, унта та пĕр-ик эрне вĕренкеленĕ. Тĕнче ăçталла сулăнса пынине, этемлĕх шыв çинчи турпас пек малаллах ярăнса пынине те пĕлмест мар вăл. Çавăнпа та бюрократсене, волокитчĕксене вараланчăк шывра тĕртсе ярас пекех тулашать... Пуринчен питрех юлашки кунсенче «знакомствă» текен япала пит йăлăхтарнă ăна. Унпа пĕрле ĕçсĕр пулнă çынсем пурте «знакомствă» пирки ĕçе вырнаçса пĕтнĕ... Пурте ĕçсĕр пулнă чухне лайăхах пураннă Тимьян, халь ун çине çаврăнса та пăхмаççĕ... Çимелĕх пулăшу ыйтсан çук тесе пăрăнса каяççĕ...

Вăт, 20-мĕш ĕмĕр тесе савăнса пурăн... Кокăль ĕмĕрĕнче тĕрлĕ Чиччĕркăвсем, Аккакки Агаговичсем... взяточниксем шăп пурăнса пуçлăх урине çуллакансем... знакомствă текен япаласем пурнăçăн чи çӳлти пĕлĕчĕ çинче йăванса тăнă пулсан, халь... Миçе çын ĕнтĕ çак ик уйăх хушшинче «знакомствă» пирки ĕçе кĕчĕç? Тăваттăнччĕ, халь пĕчченех юлтăм, виççĕш те «знакомствă» пур пирки кĕрсе кайрĕç. Пĕрин куккăш пуçлăх, теприн тещă, таçтан хăяматран килсе лекекен пуçани те пысăк çынах... Çук, манран пулмасть ун пек пурăнса, ытисем хуть те темĕнле пурăнччăр, эп килĕшместĕп. Пĕри знакомствă, тепри знакомствă, виççĕмĕш те знакомствă — мĕн пултăр вара вăл? Ăçтан пултăр вара çĕн самана тăвасси, кала-ха? Эпир социализм тăватпăр вĕт, ĕлĕкхи пурнăçăн киревсĕрлĕхне çĕмĕрсе пыратпăр — ăна пурин те пĕлес пулать, сисес пулать, куккасемпе ыр курса пурăнмалла мар!.. тенĕччĕ вăл ĕнер, хĕрелсе тулхăрсах пахчара хирĕç пулса паллашнă портфĕллĕ çынпа...

Портфĕллĕ çын Тимьян çĕршывĕнченех пулнă иккен. Тимьян — Суркар ялĕнчен тухнă çын, портфĕллĕ çын — Суркассинчен. Вĕсен хушши ик çухрăм çеç. Çавна кура вĕсем мĕн хĕвел ансан пуçласа хулари çынсем пахчаран саланса пĕтичченех калаçнă. Портфĕллĕ çын N хулине пĕр пысăк конференцине килнĕ пулнă. Конференцисене çӳрекен çын, паллах, пĕчĕк çын мар ĕнтĕ. Анчах апла пулсан та вăл ытти мăн çынсем пекех мар — простой çын пулнă:

— Конечно, вĕсем (мăн çынсем) хушшинче лайăх çынсем нумай, пурнăç тăваççĕ, пурнăçшăнах ĕçлесе пыраççĕ, çĕнĕ саманашăн ĕçленĕ самантра «знакомствă» тенĕ сăмах çине çаврăнса та пăхмаççĕ. Вот, çавнах (портфĕллĕ çынна) илер: настоящий советский работник, — вăл калаçнинченех паллă. Пурин çинчен те калаçать, тиркемест — лайăх пĕлет пурнăçа тесе Тимьян каллех тăрса утрĕ сак çинчен.

Çук, пĕр вырăнта ниепле те лараймасть Тимьян. Паçăртан пуçласа ку тарана çитиччен Тимьян пахчари саксене пурне те шутласа пĕтерчĕ пуль. Анчах нихăшин çинче те виç-тăват минутран ытла лараймасть...

Çапла çав, вăхăта ирттерес тенĕ чух нимĕнле те ирттерме май çук. Ав Тимьян вăхăта ирттересшĕн наянланса ерипен шăвакан хĕвел çине çилленсе те пăхать — çук, иртмест вăхăт.

Тимьяншăн пуринчен питрех тăват сехет хаклă... Кăнтăрла иртсен тăват сехетре пахчана каллех каçхи портфĕллĕ çын килмелле...

Кун час иртмест те, ĕмĕр час иртет — ăна пурте пĕлеççĕ. Çавăн пекех Тимьян кĕтнĕ тăват сехет те килсе çитрĕ. Каланчча тăватă хутчен шакканине тăрсах итлерĕ Тимьян. Тăваттă, халех килет тесе тинех лăпланчĕ...

 

* * *

Пахча çумĕнчи сарă, çӳллĕ сăрт хыçĕнчен пăрахутăн мăн сасси аялтан вĕрекен çилпе çӳлелле улăхрĕ. Вăл саспа пĕрле пахчари йывăçсем те йынăшнă пек сас пачĕç... Кĕтесри сак çинче ларакан Тимьянпа портфĕллĕ çын та ура çине тăчĕç.

— Ну, айта, ăсат эппин мана, — терĕ портфĕллĕ çын, портфĕльне пĕр хул хушшинчен тепĕр хул хушши айне хĕстерсе.

— Айта, уттарар, ман пур пĕрех нимĕнле ĕç те çук. Аптрарăм ĕнтĕ ĕçсĕр çӳресе — кун пекех пулсан вилес пулать.

— Ниччево, çитсенех майлаштаратăп. Хамăр çын вĕт...

— Пожалуйстă, Макар Яккăльч, йăлăхрăм кун пек çӳресе...

— Çитсенех тăватăп секретарь пирĕн начар çын-ха... Ăна кăларатпăр та, сан патна, кунта, телефонкрамми яратăп, — терĕ ĕнентермеллех портфĕллĕ çын — Макар Яккăльч.

Макар Яккăльчăн ĕнентермелле каланă сăмахĕсем чистиех шанчăклатрĕç Тимьяна. Пахчаран пристань çине аннă хушăра хăй виç кун çименнине манса урăх тутлă шухăшсем ăшне кĕрсе кайрĕ. Ку шухăшсем ачашлаççĕ ăна... Пынă çĕртех ик уйăх каялла ĕçрен кăларса ярсанах хăйĕнчен пăрăннă Таньăна аса илчĕ вăл. Хула хĕрĕ, çиçсе тăракан куçлă Таня каллех манпала пулать. Каллех пĕрле!.. Ну, халь манран вăл пăрнас çук, союз секретарĕ пуласси вăл — шуткă мар... Хваттер тавраш тупасси вăл хулара хĕнех мар терĕ-ха Маккар Якăльч. Хваттер — зал, спальня, шăтăкланă занавескă, Таньă... Ахальтен каламаççĕ çав: çĕр тенкĕ укçа вырăнне çĕр тус туп тесе. Питĕ тĕрĕс вăл. Ак халь хамăр енчи çынна хирĕç пулман пулсан, мĕн курас пулатчĕ-ха ман? Пур çав лайăх çынсем, чăнах та. Тĕнче чистиех пылчăк айне кĕреймен-мĕн-ха.

... Пăрахут пристань çумĕнчен тапранса кайрĕ, аялалла çаврăнса кайрĕ. Ăна Тимьян савсах ăсатрĕ, портфĕллĕ çын Макар Яккăльч курăнми пуличченех пристанĕн пĕр пуçĕнчен тутăрпа савсах ăсатрĕ...

... Тепĕр эрнерен, чăнахах та, Тимьян телефонограмма илчĕ. Тата тепĕр эрнерен союзра ĕçлеме те пуçларĕ. Юлашкинчен, тепрер уйăхран, çĕнĕ юлташсемпе çӳренĕ чухне яланах:

— Çук, хуть те кирек мĕн каласан та, пурнăç малаллах шăвать, иртнĕ ĕмĕрсем иртнех вĕсем, хальхи кунсем калама çук çутă кунсем... Ак эп хамах илем. Виç уйăх каялла ĕç тупаймасăр таçта çитсе çапăнтăм, уйăх çӳрерĕм — тупаймарăм пĕр ĕç те. Кайран вара, телейрен пулмалла, хамăр Макар Яккăльча хирĕç пултăм. Унччен эпĕр пĕр-пĕрне палламан, анчах апла пулсан та юратнă Макар Яккăльчă кăшт калаçсанах хăй патне илме сăмах пачĕ. Шутлăр-ха эсĕр, юлташсем, иртнĕ ĕмĕрсенче знакомствăсăр ĕçе кĕме пултарнă-и кам та пулсан?! Çук, конешнă. Ну вĕт çавăнтанах курăнать: пурнăç малаллах шăвать, этем тенĕ япала тасалса, çуталса пырать. Кун çинчен пире Макар Яккăльч тасалăхĕ питĕ çуттăн кăтартса пырать, настоящий современнăй советский работник. Пурте çавăн пек пулсан со-циализм пурнăçне эпир тахçанах кĕмелле тесе калатчĕ...

Хваттерте Тимьянăн пурте хăй вырăнĕнчех: спальнă та, Таньă та пур. Пĕрре вĕсем çемçе, ăшă вырăн çине выртиччен Таньă йăмăкĕ патне çакăн пек çыру çырчĕç.

— Вăл хуларах ĕç тупаймастăн пулсан кунта кил, саншăн пулсан союза тепрер машинистка та илĕпĕр...

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: