Хура пиҫиххиллӗ кӑвак пӗсехе


Пĕчĕк Мерчи пахчара пĕчченех çӳрет. Питĕ килĕшет ăна унта. Тĕрлĕ йывăç ешерет: йăмра, вĕрене, хурама, çăка, пилеш, çĕмĕрт... Шурă кĕпеллĕ кăтра хурăн аякранах илемлĕн курăнать вĕсен хушшинче. Кайăксем каçăхса кайсах çепĕç юрă шăрантараççĕ. Янăраса кăна тăрать вăрман кашлавĕллĕ анкарти.

Хĕвел хĕртсе пăхать. Йăлтăркка пайăркисем çăра туратсем витĕр сăрхăнса кĕрсе Мерчипе вылянăн чăл та чăл çиçеççĕ. Яштака çăка сап-сарă çеçкере. Çулçи палăрми чечек. Пурçăн тутăрлă чиперкке таврана пыл шăрши сарать. Ешĕл курăк хушшинчи кăвак, сарă, шурă, кĕрен чечексем ачаш çилпе лăпкăн хумханаççĕ...

Çӳллĕ йывăçсен сулхăнĕнчен тухса Мерчи вĕсем патне васкарĕ. Ай-уй! Хурăн çырли мĕн чухлĕ! Хĕп-хĕрлĕскерсем хĕр ачана куçран тинкереççĕ. Мерчи пĕрин хыççăн теприне тата-тата çирĕ! Эх, тутлă-çке! Çăвартах ирĕлеççĕ витĕр пиçнĕскерсем. Унтан пĕр ывăç çырла татрĕ те пӳрте кĕчĕ.

— Анне, ку сан валли, — аллине амăшĕ умне тăсрĕ çĕмĕрт пек хура куçлăскер.

— Тавтапуç, маттурскерĕм. Эпĕ те апат пĕçертĕм. Кил, ларса çи.

— Кайран пахчана татах тухатăп, анне. Унта канфет шăрши кĕрет...

— Ас ту, асăрхан. Пылак шăршă сарăлнă çĕрте пыл хурчĕсем ан сăхчăр.

...Пилĕк çулти Мерчи чĕрчунсене, кайăксене питĕ юратать. Пахчара пĕчĕк туссем те пур унăн. Илемлĕ мăшăрсем. Тĕсĕпе, пысăкăшĕпе çерçи майлах. Пĕри, хитре кĕпелли, пушшех ытармалла мар. Вăрăм сăмси шĕп-шĕвĕр. Кăвак пĕсехи варринче хĕрлĕрех сарă вĕтĕ «тӳме». Сарă хăмăрпа кăвак тĕссен чиккине хура ансăр йĕр уйăрать. Хырăм айĕ шурă. Хӳри çинче хĕрлĕ сарă пăнчă. Куç илми сăнарĕ ăна Мерчи. Вăл палан туратти çине ларнă та ытармалла мар илемлĕ юрă янăратать. Шăхăрать, чавлатать, тăрăлтатать. Хутран-ситрен тĕмĕ ĕшне кĕрсе çухалать те татах пăрлатса вĕçсе тухать. Хĕпĕртенĕ хĕрача тек чăтса тăраймарĕ — картише чупса кĕрсе ашшĕне пахчана çавăтса тухрĕ.

— ...Кăвак пĕсехе ятлă вăл. Ку — аçи. Ами йăвара, чĕпĕ кăларма ларнă, — ăнлантарчĕ ашшĕ.

— Хĕрлĕ галстуклă, хăмăр шăлаварла, хура пиçиххиллĕ кăвак пĕсехе... — хавассăн хушса хучĕ Мерчи.

— Лайăх сыхла вĕсене. Никам та ан тивтĕр.

— Юрĕ, атте, кӳрентерме памăп.

Мерчи карта хĕрринчи палан патне час-часах хутлать, анчах шавламасть унта, кайăксене пăлхатмасть. Çунатлă тусĕсем çине нумайччен пăхса савăнать. Лешсем те хăнăхрĕç ăна. Вăл çывăха пырсан та унран шикленсе çуйăхмаççĕ. Тирпейлĕ ăсталанă вăрттăн йăвана пăхса илме те ирĕк параççĕ ăна. Йывăç решетке çине хăш чухне ула курак е чана вĕçсе ансан вара хытах хумханаççĕ, чарăнми чăрлатаççĕ. Пĕррехинче шăпах çавнашкал сасă илтĕнчĕ пахчара. Инкек пулман-ши тесе Мерчи тӳрех унта чупрĕ. Палан еннелле карта тăрăх хура кушак йăпшăнать иккен. Кăвак пĕсехесем тăшмана çывăха ярасшăн мар хыпкаланаççĕ: аçи ун умнех вĕçе-вĕçе пырса айккинелле илĕртсе кайма хăтланать. Тепри палан тавралла чĕвиклетсе явăнать.

— Прис! — патакпа хăмсарчĕ хĕрача. Ялт! сикрĕ çăмламас. Курăк хушшине вăшт кĕрсе çухалчĕ. Тинех лăпланчĕç чĕри тухса тарма пуçланă мăшăрсем. Турат çине юнашар ларса тăрăлтатрĕç те пĕри çырма еннелле вĕçрĕ. Тĕпренчĕкĕсем валли апат шырама кайрĕ ĕнтĕ.

...Вăхăт шăвать. Пĕр кунхине Мерчи урамран выляса кĕнĕ чухне сап-сарă пĕсехеллĕ черченкĕ кайăксене асăрхарĕ. Унтах аслисем — кăвак пĕсехесем. Пĕчĕккисем пăрлата-пăрлата çирĕп туналлă курăксем çине пыра-пыра лараççĕ, лĕпĕш евĕр вĕлтĕртетсе вĕçеççĕ, пĕр-пĕринпе выляççĕ.

— Вĕçме вĕренеççĕ, — Мерчипе юнашар пырса тăчĕ çава тытнă ашшĕ. — Кĕр çитиччен ăшă енне кайма хатĕрленеççĕ. Куратăн-и, мĕн пысăкăш çемье! Халĕ вĕсем пĕчĕк йăвара мар, паланпа юнашар эпир тирпейлĕн майласа хунă хăма-сен хушшине куçнă, — çепĕççĕн калаçрĕ арçын. Çав самантра хура пиçиххиллĕ кăвак пĕсехе сухăр шăршиллĕ чăрăш хăма çине вĕçсе пырса ларчĕ. Йăкăлт-якăлт сиккелет те чав-чав! чавлатать.

— Атте, епле хăтлă çĕнĕ пӳрт лартнă эсĕ вĕсем валли, — кайăк евĕр чĕвĕлтетрĕ Мерчи.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: