Якку айăпĕ


Якку нимĕн тума аптраса ларчĕ: печĕк ача евĕр, тенкел айĕнче урисене сулласа илчĕ, юнашар ларакансем çине ун-кăн пăхкаларĕ, аллисене арпашăнса кайнă пуçĕ çинелле улăхтарчĕ, çӳçĕ ăшĕнче темскер хыпаланă пек пулчĕ.

Вăл, çапла çиелтен те, ăшран та арпашăнса кайнăскер, чылайччен ларчĕ, мĕншĕн тесен сценă çинчи хура этем колхоз председателĕ, çаплах калаçрĕ. Ун сăмахĕсем Якку çине çаплах, малтанхи пекех, чулсем евĕр ӳкрĕç.

Хура этем Якку айăпĕ çинчен уйрăмах пусăмласа каланă хушăра йĕри-тавра тенкелсем çинче ларакансем Якку çине пăха-пăха илеççĕ. Курать Якку: ун çине пăхакан куçсенчи курăмлăх çутти ик-виç тĕрлĕ: пĕр куçсем уççăнах ятлавлă ялкăшаççĕ, теприсем мăшкăлуллă йăмăхаççĕ, виççĕмĕшсем анчах Яккăва юратма пăрахман пек пăхаççĕ.

Каярахпа чăтса ларма вăйĕ çитмерĕ Яккун. Вăл, пуху варринчех лараканскер, пур çĕртен те салтăнса кайнă пек тăчĕ те тенкелсем хушшипе алăк патнелле шума пуçларĕ. Чĕтресе кайнă чĕркуççийĕсем унăн тенкелсем çинче ларакан çынсене тĕртĕне-тĕртĕне каяççĕ: хăшĕсем уçаççĕ çул, хăшĕсем уçмаççĕ. Пĕри вĕсенчен Яккăва чавсаран тытса:

— Таратăн-и? — терĕ. — Итле, итле! Айăпне тума пĕлнĕ пулсан, уншăн пиртен ятлав итлеме те пĕл!

Якку хирĕç чĕнмерĕ. Алăк хăлăпне шыраса тупрĕ те пухуран тухса кайрĕ. Пусма çинчен анса пынă тĕле ун чĕринче ыратуллă кăшкăру чăмăртанса çитрĕ, анчах хăйĕн мĕнпур вăйне пухса вăл кăшкăрăва тула кăлармарĕ, шалтах хăй ăшĕнче пăчăртаса çĕмĕрчĕ. Кăшкăру йĕпписем тула тухаймасăр чĕре-ӳпке, пуç таврашĕнче чике-чике кайса, хуçăлса, таткаланса пĕтрĕç.

— Йывăр, — терĕ пĕр сăмах Якку. Кĕпе çухине салтса ярса, сылтăм аллипе кĕпе ăшне кĕрсе кăкăрне хыпаласа илчĕ. Чĕре тени сулахайра кăна мар, сылтăмра та тапнă пек туйăннă.

Вăл куç умĕнче малта мĕн пуррине пĕлмесĕр, курмасăр, тĕлсĕр урари аттисен пуçĕ çине пăхса малалла утрĕ. Унпа юнашарах пек каç шуса пынăран пăртак тăрсан вăл хăй урисене те курми пулчĕ.

 

* * *

Инкек пĕр-пĕр эрне каярах пулнă. Якку — пушар каланчи пуçлăхĕ. Çĕрле икĕ хут тĕрĕслесси унăн ĕçĕ пулнă, колхоз çапла хушнă: хăш-пĕр чухне каланча çинче тăракансем çывăрса кайни е аяла анса ларни те пулать — кăна хытă асăрхани кирлĕ тенĕ колхоз.

Якку пӳртрен тухнă чухне çĕр çинче çуркунне пăрĕ çуталса выртнă, çĕр шăннă тислĕкпе сывланă. Ял çывăрнă, колхоз правлени умĕнче пĕр çĕр çулхи лапсăркка йăмра тураттисем хушшинче ыттисенчен маларах вĕçсе килнĕ тăлăх курак ухмахăн кăраклатнă, тăрсан-тăрсан туратсене вырăнсенчен сиктеркеленĕ.

Якку каланча патне кайса тĕрĕслессине вăраха хăварнă. Вăл малтан темскер шутпа аялти урамалла, ял варринелле утнă. Унтан каçхи çил каскăнтарах вĕрме пуçланăран хăвăртрах утма пуçласа, ура айĕнчи пăр хуппине хăвăртрах та хытăрах катăртаттарса çӳлти урамалла уй хапхи патнелле пăрăннă.

Çӳлти урама кĕрес тĕлте, кĕтесре, çуннă юпасем тăраççĕ, вĕсем умĕнче хуран купаланса пĕренесем выртаççĕ. Вĕсене курсан Якку сисмен хутранах хулпуççине хыпаласа пăхрĕ. Хулпуççи çине çав пушарта çынсем темĕн чул каялла чĕнсен те çаплах пӳрт çинченех насуспа сапса тăнă чухне çунакан пӳрт кашти ӳкнĕ пулнă.

Çакна аса илнĕ çĕрте кĕтесре вăл пĕр тăвăр тăкăрлăкран хăвăрт утăмсемпе тухакан ют çынна асăрханă. Çын хăй ăна курсанах каялла тăкăрлăка сикнĕ. Якку çӳçенчĕклĕн: «Кам эс, чарăн!» — тесе ун хыççăн сиксе ӳкнĕ.

Якку ют çынна сарлакарах урамсене хăваласа кăларасшăн пулнă, лешĕ тăкăрлăксемпе, хушăксемпе чупнă. Анчах çын вăйсăр пулман, унăн чĕрипе ӳпкисем Яккунни пекех сиенсĕр ĕçленĕ. Çулĕ çинче тăкăрлăксемпе хушăксем пĕтсен вăл хăех сарлака урама тухнă.

— Ну, халĕ хуса çитетĕп, — тенĕ Якку. — Пĕлтĕр акатуйсенче вăтăр çын хушшинче мала тухнăскер пĕр çынна çитетĕпех...

Анчах çапла шухăшлани Якку хăй вăйне пурринчен ытларах хак пани пулнă. Çын тӳррĕн те чупма пултарнă, мĕн уй хапхинчен тухса кайичченех вăл пĕр тикĕс такăнмасăр, айккинелле пăрăнмасăр чупса пынă.

Çавăн чухлĕ хăваласа та çитейменрен Якку хăй çине тарăха пуçланă, вăл чупу виçине кăшт çухатнă, такăнкаласа чупнă.

— Неушлĕ вĕçернет? — шикленсе ӳкнĕ Якку унран таракан çын хушши кăшт вăрăмланнине асăрхаса. Якку урăх никама та курман, никам çинчен, нимĕн çинчен те шухăшламан. Ун кăмăлĕсем хушшине аван та, аван та мар кăмăл хутшăннă: тĕттĕмре вĕсен чуппине такам курăнман чун сăнаса тăнă пек туйăннă, вăл чун Якку çынран юлса пынине курсан, унран кăшт кулнă пек, мăшкăлланă пек туйăннă, Якку чĕнмесĕр, сассăр чупма тăрăшнă. — Е чăнах эп юлнине кам та пулсан пăхса тăрсан... Çук, пăртак сывлăш çавăрса илес пулать, халь ĕнтĕ уя тухрăмăр, вăл куçран çухалас çук.

Якку уя тухсанах хăй чуппине кăшт çемçетнĕ, анчах çын та çавăн пекех çемçетнĕ, унпа пĕрлех Якку патне хирĕçле вĕрекен çил усал, шăл витĕр тухакан, йĕрĕнчĕклĕ кулă илсе çитернĕ.

Ялта темскерле кăшкăрашу тапранса кайсан, — ăна Якку тĕлĕкри пек çеç астăвать, — вĕсем ялтан икĕ çухрăма яхăн тăракан шĕшкĕ патне кĕрсе кайнă. Ун чухне вĕсем хушши пĕр чалăш пек анчах пулнă.

 

* * *

Якку çынна хăй умĕнче уттарса каялла яла пырса кĕнĕ çĕре инкек вĕçне çитнĕ те пулнă. Ăна Якку часах туйса илнĕ. Паçăрхи кăшкăрашу урăхла сыпăка кĕнĕ. Паçăрхи кăшкăрашу, çӳлелле вăйлăн тапса улăхнă кăшкăрашу, темскерле вăя хирĕç вăй тухнине пĕтерекен кăшкăрашу пулнă. Якку халь ăна ăнланнă.

Çынсем унта-кунта ерипен, анчах çав хушăрах темскерле пăтрашуллă утни, хăшĕсем вĕсенчен саспах ахлатни, вĕрекен йытăсен сасси тытăнни, таçта такăш кĕтесре хĕрарăм макăрни... Яккуна вăл çакăнта пулман вăхăтра ялта пысăк инкек пулса иртни çинчен систернĕ. Туйрĕ Якку: вăл инкек çиппи çак малта утакан тăшман урлă анчах пымасть, Якку патне таçтан урăх çĕртен те пырать...

Яккун çак сисĕмĕсемпе пĕрле ун умĕнчи çын — паçăртанпа темиçе хут ĕнтĕ — усаллăн кулса илнĕ.

— Çӳрерĕн хăваласа, — кулăпа пĕрле малтанхи хут сăмах уçрĕ çын. Мана тытрăн, а... ман ĕçе тытаймарăн. Ха-ха-ха...

Якку, кун хыççăн татах шиклĕ вăйпа тулса кайнăскер, хăй умĕнчи çын çине халех сиксе ӳксе ăна таптаса пăрахасран хăйне хăй аран чарчĕ.

— Айда. Ут часрах! — татса пăрахрĕ вăл аран-аран. — Куллу сан — усаллинчен питрех — хăравçă кулă!

Кĕтесрен пăрăнсанах курнă Якку: колхоз вити ӳмĕнче кĕлпе кăвар анчах юлнă...

 

* * *

Хура этем, председатель, пухуран та килмерĕ. Унăн арăмĕ вырăн çинче чылайччен çывăрса каяймасăр выртрĕ. Вăл малтан ывăлне — Яккăва кĕтрĕ, вăл маларах килĕ тесе шухăшларĕ. Иконă вырăнĕнче ларакан будильник çине вăл икĕ хутчен шăрпăк çутса пăхрĕ. Малтанхинче будильник йĕппи çур çĕре тĕллерĕ, кайранхинче вăл шурăмпуç килме вăхăт часах çывхарассине кăтартрĕ.

— Çухалчĕç, иккĕш те çухалчĕç, — терĕ вăл саспах. Хура çын, председатель, пухура юлашки сăмах каланă:

— Нумай калаçрăмăр. Ĕнтĕ çитет-тĕр. Хуть кирек мĕн пулсан та, ман паçăрхи сăмахах: Якку айăпĕ те пысăк. Якку хăй вырăнне пăрахса чупман пулсан эпир хамăр витене çăлнă пулăттăмăрччĕ. Çавăн пекех тĕрмерен тарса килнĕ кулак Куçма та пиртен пурпĕрех вĕçерĕнес çукчĕ. Мĕншĕн Яккун ун хыççăн чупмалла пулнă, мĕншĕн вăл çав тăкăрлăксем, урамсем тăрăх чупнă чухне никама та вăратман, сас паман, çухăрман? Вĕт вăл сас панă пулсан, чĕнӳллĕ çухăрнă пулсан Куçма хыççăн вăрмана çитиех чупма кирлĕ те пулман вĕт. Вăл кунтах, ял хушшинчех, пирĕн алăрах пулатчĕ. Пит пысăк сăвап Якку тунă йытта! Калас пулать: кун пек япаласем пирĕн хушăра час-часах пулаççĕ, вĕсем — пирĕн йĕркелĕх çитменрен, обчăллă дисциплина çитменрен, эпир ĕлĕкхи тымарсенчен уйрăлсах çитменрен килеççĕ. Паллах, эпир вĕсен сиенлĕхне паянхи чухлех, çак Якку тата Петюкпа конюхсем ĕçĕсенчи пек уççăнах кураймастпăр тен, анчах çавăнпа та ĕнтĕ пурне те пăлхатрĕ ку ĕç... Кунта ак калаçрĕç: Якку терĕç, паттăр терĕç. Якку çаплах Куçмана вĕçертмен терĕç, ăна вăрмана çитиччен хăваласа тытса унăн аллисене каялла çыхсах илсе килнĕ терĕç, ун вырăнне тепри пулсан никам та тăвас çукчĕ терĕç. Мĕн каламалла-ха капла калакансем çинчен? Капла калакансем Якку ĕçне пĕр енчен кăна кураççĕ, вĕсем Яккун алă-ури вăйне кураççĕ те татах пĕчченлĕх хастарлăхне кураççĕ, вăл обчăллă дисциплинăна пăснине, вăл пулма тивĕçлĕ вырăнтан кайса пире сиен тунине пĕри те курмаççĕ. Якку хăй вырăнĕнчех тăнă пулсан, тăшмана курсан çавăнтах тревога панă пулсан, вите çунма пуçланине çавăнтах, çийĕнчех курнă пулсан, пирĕн инкек çавăн пек пысăк пулас çукчĕ — акă мĕн, тăвансем, акă Якку айăпĕн тĕшши ăçта, ачсемĕрсем, çакна лайăх курас пулать колхоз йĕркипе пурăннă чухне.

Пĕчченлĕ хастарлăх вăл пĕр Яккура çеç мар, вăл хастарлăх пирĕн чылайăшĕн пур. Анчах вăл хастарлăха мĕнпур хăйĕн кĕрнеклĕхĕпе уçăлтарас тесен ăна пирĕн чылай чутлас пулать, савалас пулать. Совет влаçĕ, парти çавна тăвать те ĕнтĕ пирĕнпе: хресченĕн уйрăм пурăннă чухне хăй кӳршишĕн сиенлĕ пулнă хастарлăхне хăйĕн кил хушши тыткăнĕнче пулнă хастарлăхне усăллă хастарлăх, пуриншĕн те усăллă хастарлăх, социализмлă хастарлăх, ирĕклĕ хастарлăх туса ярать.

Якку хастарлăхĕ икĕ чĕлĕллĕ хастарлăх. Пĕр чĕлли пĕчченлĕхрен, уйрăм хуçалăхран, тепри, ан тив, çĕннинчен, социализмран, тейĕпĕр. Малтанхишĕн айăплатпăр Яккăва, каярахран тата тăшмана çаплах тытма пултарнăшăн — мухтатпăр. Анчах пирĕн умра конкретлă ĕç: эпир совет сучĕ валли материал хатĕрлетпĕр, вите çуннинче айăплисене палăртатпăр. Якку çав айăплисен хушшинче пулмалла! Тăшман çинчен, кулак Куçма çинчен калаçмастпăр та эпир. Вăл хăйне тивĕçлине илĕ. Унсăр пуçне айăплисем çаксем: конюхсем, каланча çинче тăмалла пулнă хуралçă Петюк тата каланчана тĕрĕслекен, ăна ертсе пыракан Якку. Вот çапла, юлташсем.

 

* * *

Кил хапхи патне вĕсем иккĕш пĕрле çитрĕç. Ашшĕ — пухуран, ывăлĕ — урамсем хушшинчен.

— Аван мар, аван мар, — терĕ ашшĕ, — пухуран тармаççĕ ăна, — пуху лайăх чухне. Пуху начар чухне — пухăва лайăхлатма тăрăшаççĕ... Ну, эпир сана айăплатпăр.

Ашшĕ Яккăва малтанхи хут çав тери пысăк пек туйăнчĕ.

Вăл нумай каласшăн пулчĕ. Хирĕçлесе мар, майлă каласшăн пулчĕ. Анчах нумай калама унăн вăйĕ çитмерĕ. Кĕске сăмах ăна усăсăр пек тата вăл пурпĕрех кăмăла уçса ярас çук пек туйăнчĕ. Çавăнпа вăл чĕнмерĕ.

— Ну, лăплан, ывăлăм. Ĕлĕкрех эп хам та сан пекехчĕ. Граждан вăрçинче çавăн пек... Ну, юрĕ, пӳрте кĕрсен калаçăпăр.

Сарай тăррине шурăмпуç шуса пычĕ. Ашшĕ ывăлне хул хушшинчен тытса пӳрт алăкĕ патнелле утрĕ.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: