Тавах сире!


Тавах сире, пире кураймансем!

Тавах сире, пире юратмансем!

Тавах — хыçра йĕпленĕшĕн кулса,

Тавах — ал сулнăшăн усал сунса.

 

Тавах сире, ура хуракансем!

Тавах сире, усал сутакансем,

Пире пĕлмесĕрех сăмах сарса

Çӳрекенсем. Пурнăр... павраса.

 

Тавах, тасалăха хуплакансем!

Тавах, тĕпсĕрлĕхе тĕкекенсем!

Сире пула çапла... хăватланса

Пыратпăр. Тăрăр пăнтăхса.

 

Тавах, кĕвĕçекен элекçĕсем,

Шухăшпала çĕртен хăпаймансем.

Эпир вара, аваллăха асра тытса,

Утатпăр... тĕнчене ырă туса.

 

Тавах сире, пире аваймансем!

Тавах, ылханупа хуçаймансем!

Мĕнпур нишлĕ чуна ырă сунса,

Пурнар ыр кăмăлпа пуянланса.

 

Эпир — чун-чĕрепе çунатлисем,

Сирĕн «ырăлăхпа» хăватлисем. —

Вĕри куççуль витĕр ялтрав курса,

Утатпăр такăнсан та — çуталса!

 

* * *

Тайма пуç сире, пĕр шухăшлисем!..

Тавах сире, чăваш чунĕллисем!..

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Влад Маскай (2019-04-10 02:33:13):

Лидия Ивановна, аван-и, сывă-и? Çак пур чăвашсемшĕн те, ман шухăшпа, асамлă çал куç пек сайтра сирĕнпе(-санпа тес,- те килет те - хăйса пулмасть) тĕл пулни маншăн тĕлĕнмелли савăнăç пулчĕ. Мĕншĕн тесен, эсир Белебейĕнче пурăннă чухнех пĕр-пĕринпе эпир сахал мар тĕл пулнă, калаçнă, хăвăр хваттерĕр те те пĕрре çĕç мар хăна пулнă. Тараватлăн, пĕр сăмахсăр "невремĕ" вăхăтра та ăшă кăмăлпа кĕтсе илеттĕрччĕ пире Пушкăртстан чăвашĕсене тутлă апат-çăкăрпа. Пуринчен ытла киленӳ пирĕншĕн ялан пыл пек тутлă чăвашла калаçни те тыткăна илни - асăмра юлнисем хаклă.

Лидия Ивановна, халь кăна вуласа тухрăм сăввăра - хитре те, тарăн та сăвă "пиçсе" тухнă! Ăсталăх енчен те капăр! Шухăшĕ -Валентин Гафтран пек туйăнчĕ те - куçару мар-ши тесе ыйтса пĕлесшĕнччĕ. Хуравне çырăр. Ытти сăввăрсене те пурне те вуласа пăхма тăрăшп. Сывлăх! Çитĕнӳсем! Телей! Гордеев.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Лидия (2019-04-11 14:40:33):

Ыра кун сунатап. Тав ыра самахсемшен. Валентин Гафта, шел пулин те, вулайман. Кусару мар ку. Эсир калана хыссан пахса илмех тивет. Ку йеркесем - ман чунран чутланса-шаранса тухнаскерсем. Чипер пуранар.

 

Derekdoume (2019-04-11 16:52:38):

Самый простой способ начать зарабатывать биткойны? Просто поменяй свой браузер на CryptoTab и получай доход в биткойнах каждые 10 минут себе на счет за то, что пользуешься им для серфинга в интернете либо просто держишь окно браузера открытым. Чтобы установить, скачать и начать зарабатывать потребуется меньше минуты - http://bit.ly/2uZLOgc

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

Влад Маскай (2019-04-18 00:43:56):

Хисеплĕ Лидия Ивановна, питĕ чĕрккĕм тăванăмăр, мĕнле ĕлкĕреттĕр-ши пурнăçăрта творчествопа та, тĕрлĕрен должностьсене те пурнăçласа пыма?

Турă малалла та пур енчен те пулăшса пытăрччĕ сире, çалтăрăмăра.

Çав Валентин Гавтăн сăвви пирки калаçăва малалла тăсас шухăшпа тата сăмах каласшăн эпĕ. "Спасибо всем, кто нам мешает" - ятлăскер вăл, унăн сăвви. Тĕп шухăшĕ мана килĕшрĕ питĕ. Унăн "платформи-урапи" çине ларса кайма çăмăл мар. Тарăн шухăшсем шухăшлаттарать философи енчен. Хирĕç пыран, урахурана(мана та "тăллакан" çынсем пур) Гафт шухăшĕпе каçармалла. Турă хăйех унашкллисен урине хуçасса кĕтме хушать пек. Унтан та вăйлăраххи, шухăшĕ - хирĕç пырансем суймасăр куçран калама пултарни: пирĕн ĕçри çитменлĕхсем çинчен, ĕçĕмĕре "шăйăрлăксенчен" тасатма пулăшнине ăнланма чĕнни. Ку вара питĕ кирле пулăм пек туйăнать мана. Хăвăр шухăшăра çырăр. Лидия Ивановна, именсе ыйтатăп та, мана Чăваш Ен журналĕсен электронла почтисем кирлĕччĕ тĕрлĕ сăвасем ярса пама - тĕнче çутине кăларма, эпĕ хамах çырнисене. Юрăсем те чылай нотăсемпе. Тархасшăн пулăшăр. Сывă пулăр. Сывă юлатăп.

 

Влад Маскай (2019-04-20 01:20:40):

Салам, Лидия Ивановна, хуравăра илеймерĕм-ха, анчах çилленӳ ман çук - илессе шанчăк пур...

Сăввăра,"Тавах сире",- текеннине, çине-çине темиçе хут вуласа тухсан, хамăн "туссем" çине воображение те куçарсан, вăхăта - ялана хĕн чăтма, сирĕн сăввăрта пыракан образ (ку эсир хăвăр пек ăнланма пулать) тин хăйĕн мĕнпур "потенциалне" уçрĕ. Уçрĕ кăна та мар-ха, театрти пек тарлатса хумхантарчĕ мана, хăйĕн шалтан тапса тăракан вăйĕпе - пирте этемлĕх пĕтсе пынишĕн пĕтĕм чунпа кулянни-пăшăрханнипе! Эх, мĕнле майпа ытларах çынна уçса памалли-ши унăн содержаннине?! Пур! Пур унашкал мел -вăл -телевидени! Сирĕнпе, Борис Корчевниковран кая мар ведущийпе, калаçу илсе пырсан, эсир хăвăр шухăш-сăввăрсене каласа-вуласан пулать çитсе пысăк аудтиторийе, чăвашсем патне! Вырăссен Валентин Гавтчĕ пур, пирĕн Лидия Филипповапа Валерий Туркай пур - Çеçпĕлĕмĕрĕн мăнукĕсем, "асвальт витĕр те ӳсме хатĕррисем". Тав сире!!! Сывă пулăр. Шăнкăрав кĕтетĕп. 89174430688

 

Галина (2019-05-01 08:36:32):

Интернетра тăрăшса шырасан пур хаçат-журналăн элетронлă адресне те тупма пулать.Лидия Ивановнăн вăхăчĕсем çукрах пуль, таçта та ĕлкĕрмелле унăн, çав тери пултаруллă та ĕçчен хĕрарăм.

 

Влад Маскай (2019-05-01 22:59:15):

Тввтапуç, Галина. Пĕр вăхăт "аташса" çӳресе пăхрăм та - алă султăм! Пĕр хаçатчĕ те, пĕр журналĕ те хурав памарĕç... Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Ара , мĕн амакĕ ĕнтĕ ку,-тесе. Пĕр телефонĕ те ĕçлеменрен...Ау-у-у! тесе кăшкăрмалли çеç юлнăччĕ ман ун чухне... Лидия Ивановна та тĕлĕнтерчĕ, хурав паманнипе. Унашкал "хурав памансене" хăйĕн сăввинче вĕлтĕрен милĕкĕпе "мунча кĕртнине" кура эп унран ыйтнăччĕ пулăшу..., анчах..., темелли кăна юлчĕ.

 

Галина (2019-05-04 16:40:47):

Хаçатсем тахçанах хурав пама пăрахса. Ĕлĕк вăл, ятарласа конвертпа çыру та яратчĕç, çапла та çапла, сирĕн заметка пичете юрăхлă е юрăхсăр, тесе.

"Тăван Атăлăн " электронлă адресĕн пĕрремĕш саспаллийĕ l? I мар, пĕчĕк l (пĕчĕк л, акăлчанла) Хам та малтан яратăп, çыру каймасть, аран-аран тĕрĕс адрес тупса.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: