Çылăхлă хĕрарăм


(Иоанн. VII, 7)

 

Хĕвел аннă вăхăтра

Ирсĕр халăх хушшинче

Никам çине пăхмасăр

Христос Турă умĕнче

Ирсĕр арăм ĕсĕклет...

Еврей сучĕ пулнипе,

Моисей хунă йĕркепе

Ăна персе вĕлерме

Халăх хытă пăлханса

Унăн çине суд хурать:

«Ăна персе вĕлерсен

Хăй юнĕпе çăвăнса

Вăл çылăхне тасатĕ!»

Çапла халăх пăлханса

В(ĕ)лерсе тăнă вăхăтра

Христос Турă туйипе

Хăйăр çине йĕрленĕ,

Халăх ăна каланă:

«Турă, Эсĕ мĕн калăн?

Моисей йĕрки пултăр-и?

Ăна персе в(ĕ)лерер-и?»

Халăх чĕри усалтан

Христос Турă хуйхăрнă...

Арăм чунне хĕрхенсе

Вăл халăха каланă:

— Йĕрке пултăр тесессĕн,

Çылăхсăрри пулсассăн

Хăй чĕрине хытарса

Ар(ă)ма персе вĕлертĕр!..

Христос çапла каласан

Еврей халăх хăраса,

Хăй çылăхне ас туса

Пĕррĕн-пĕррĕн саланнă...

Унтан Христос арăма

Акă çапла каланă:

— Мĕскĕн арăм! Каласам —

Айăплакан тупрăн-им? —

Ăна арăм каланă:

— Айăплакан пулмарĕ,

Анчах Турă умĕнче

Ман пек ирсĕр пулмарĕ!..

Вара арăм чĕрине

Христос Турă пĕлнĕ те

Ăна çапла каланă:

— Эпĕ сана каçарап,

Сана пиллĕк паратăп:

Манран канлĕх тупса кай,

Анчах çылăх тăвасран,

Ӳлĕм аскăн пуласран

Манран хăват илсе кай.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: