Чăваш


Ăçтан тухнă эс, чăваш,

Кам пулнă сан аслаçу?

Кирек ăçтах эс «не наш»,

Кирек ăçтах ятлаçу.

 

Усал сăмах илтсен эс,

Тата, хăш чух, лаша пек,

Чылай патак çиен эс.

Пăхсан, эс те этем пек:

 

Этем пекех тăхнатăн,

Этем пекех çиетĕн;

Çын пек суха тăватăн,

Çын пек вăрçа çӳретĕн.

 

Çапах сана хисеп çук,

Пĕрмай эсĕ ларчăкра,

Кирек ăçтах эс «Ванчук»,

Кирек ăçтах тарçăра.

 

Мĕншĕн эсĕ кăшт пĕртак

Шухăшласа пăхмастăн?

Мĕншĕн эсĕ тăм ашак,

Мĕншĕн куçа уçмастăн?

 

Кала-халĕ, мĕн пур сан?

Аслă школсем пур-и сан?

Театрсем пур-и сан?

Праход-лодка пур-и сан?

 

Кĕнекӳ те тахçанах

Тирĕс çинче çĕрнĕ сан.

Тăм ухмах эс, тăм ухмах,

Этем пулаймĕ санран.

 

Пăртак ăслă пуçлисем

Çĕн кĕнеке кăларчĕç,

Ун çинелле, путсĕрсем,

Çаврăнса та пăхмарĕç.

 

Каллах санăн кĕнекӳ

Тирĕс айне варăнчĕ.

Вăл пулнăччĕ сан ӳпкӳ,

Вăл сан чуну пулнăччĕ.

 

Унпа сывлăш çавраттăн,

Пуçна чылай уçаттăн.

Ĕнтĕ каллах пăчăхрăн,

Хура куçлăх тăхăнтăн.

 

Пĕрмай кун пек пурăнсан,

Чисти пĕтĕн эс, чăваш.

Ĕçпех тинкӳ тухĕ сан,

Пушшех пулăн эс «не наш».

 

Мĕскĕн чăваш этемми,

Мĕншĕн санăн пуç мими

Çын мими пек вылянмасть,

Мĕншĕн хăйшĕн тăрăшмасть?

 

Кала, кама шанан эс?

Е турăран кĕтетне?

Ăнлан, турă пит йĕмест;

Пĕлет хăйĕн пĕлĕтне.

 

Малтан пултăр сан кăмăл, —

Вара килсе парĕ вăл.

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: