Тутимĕр :: Виççĕмĕш акт


Чуну пăсланĕ пĕлĕте,

Юнпа пĕвеннĕ çĕр айне

Ӳтӳ кĕреймĕ. Юлĕ вăл

Хура çăхансене çиме.

Вĕсем нумай хресчен ӳтне

Чыхса тăраннă ĕлĕкрех.

Сăмси пурин те улпута

Сăхса пăхасшăн халĕ.

(Халăха)

Çакăр!

 

Пăлхавçăсем Галахова сĕтĕрсе каяççĕ. Асамат айккинелле шăвăнса-пăрăнса юлать.

 

Мĕншĕн тăрса юлатăн эсĕ,

Утмастăн халăхпа пĕрле?

 

Асамат

Халех.

 

Тутимĕр

Халех-и е... эрех-и?

Сана ялта хуçа пулма

Укçа-и кирлĕ?

 

Асамат

Çук, ачам.

 

Тутимĕр

Каппайчăк куккукла ирех

Ан авăт, Асамат пичче!

Хăвна ан тыт чуну таса пек,

Хăюллă пек, пăлхавçă пек.

Хайхи-майхи улпут вăкри

Харам какайĕ самăрлатĕ,

Улпут эрехĕ шăршлатнă

Ӳт витĕрех куратăп эпĕ

Юс пек чее те пĕчĕкçĕ,

Суя та йĕрĕнчĕк чунна.

Мĕскер пулин те йăкăртма

Пăхса анчах çӳретĕн эсĕ.

Вайтут тумне хывса илме,

Ун чĕлĕмне те çаклатма

Васканă эсĕ, ĕлкĕрнĕ.

Пурне те хапсăннă куçпа,

Пурне те илнĕ аллуна

Кассан мĕнле-ши?

Сан чĕнме

Чĕлхӳ те çук-и? Ха, тата

Хул айĕнче мĕнле арча?

 

Асамат

Ахаль арча.

 

Тутимĕр

Укçа арчи.

Ан тун. Ан суй. Вăл халăхăн.

 

Асамат

Арча вайпутăн.

 

Тутимĕр

Çук, вайпут

Çаратнă пирĕн халăха,

Юнне пуçтарнă. Каялла

Пурне те илĕ халăх.

Пытар çеç. Эпĕ сан пуçна

Хам касăп.

 

Асамат

Эпĕ хам валли

Пĕр пус та илмĕп, сыхлăп çеç.

 

Тяпук чупса кĕрет.

 

Тяпук

Çакма такан юпи те хатĕр,

Пăяв та пур.

(Асамат хулĕнчен тытса силлесе)

Хăмла чĕреллĕ тусăм эсĕ

Малтан автан аçи пекех

Пĕсехӳне епле хăпартрăн:

— Пусатăп вайпута! — тесе

Хăйранă пуртăпа мухтантăн.

Тараймăн! Вайпута çапма

Хушать сана пăлхавлă халăх.

 

Асамат

Хăюллă çын пĕри те çук-и?

 

Тяпук

(йекĕлтенĕ пек)

Сана, чи-чи хăюллине

Пиртен хисеп! Вайпут чунне

Пăвса кăлар хăв аллупа

 

Асамат

Ирех вăй пурччĕ.

 

Тутимĕр

Халь ăçта?

 

Тяпук

Э-э... Вăрлас та шăвăнас-и,

Выртас-и кĕрĕк пĕркенсе?

Эс иртнĕ пăлхавран та тартăн,

Тӳре-шара яла килсен,

Хăвна имин патша тарçи пек

Кăтартрăн, сутрăн халăха.

Вайпут тумне хывса илме,

Эрех те лăк-лăк лерккеме

Ăста пĕлсессĕн, çанă тавăр,

Пăяв тытма пĕл, Асамат,

Патша саккунĕ умĕнче

Пĕлетни, пысăк çылăха кĕр,

Çак вайпута! Тутимĕр, хуш!

 

Тутимĕр

Сана-и, Асамат пичче,

Кĕтет те, кăшкăрать те халăх.

 

Асамат

Мана.

 

Тутимĕр

Кай! Çук!

 

Асамат

Кăштах тăхта.

Пукан çинчи хура илем-ха.

Паян çименччĕ.

 

Тутимĕр

Чых, карланкă!

 

Асамат

Ăçта çухалчĕ, тетĕп эпĕ,

Уксах ураллă хамăр хур?

Çĕр çăттăр! Анкă-минкĕ арăм

Ăна тыттарнă вайпута.

 

Тяпук

Тарма анчах хайла шырать.

 

Тутимĕр

Ан йăралан.

 

Асамат

Сан хыççăн эпĕ.

 

Тутимĕр

Çаратнă чух малтаччĕ эсĕ,

Пуриншĕн хаклă хĕвеле

Татса илме, хĕвне чикме

Сикес пек паттăрччĕ.

 

Асамат

Ай-тур...

 

Тутимĕр

Çакма каланă.

(Хĕç йĕннине кăтартса)

Куртăн-и?

 

Тяпук

Вăл çакмасан?

 

Тутимĕр

Ăна хăйне

Вайптут çумне юнашарах

Çакса карт туртăр, ан хĕрхенĕр!

 

Тяпукпа Асамат тухса каяççĕ. Тутимĕр пĕччен юлать.

 

Юн юхнă чух мĕскершĕн эсĕ,

Ытарайми хĕр, Эрпике,

Хăмла аври хурамана

Çат хытă явăннă пекек,

Тытса тăратăн чĕреме?

Асамата, сан аçуна,

Тивме хĕрхентĕм хальхинче,

Пĕлсе тăрсан та сутасса.

Пăлханнă халăх ĕмĕтне

Вăçме çунат картарнă чух

Юлташсене ачашлăх кирлĕ,

Сутакана — хаярлăх, вилĕм.

Э-эх!

(Алă сулать, тухса каять.)

 

Полина аран ура çине тăрать, тайкаланса утать.

 

Полина

Ĕнерсĕр упăшка

Хăйне пĕтерчĕ чĕлĕмшĕн,

Пĕр сыпкăм тĕтĕм сăвăрасшăн.

(Чӳрече умне пырать.)

Хăрушă... Вăл юпа çинче

Çил вĕрнĕ майăн силленет.

Кăвар та çулăм. Çунăп эпĕ.

(Сĕтеле пырса перĕнет, хуллен йăванать.)

 

Чӳречесенчен палкаса тĕтĕм кĕрет.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6