Таната :: Çĕвĕç


Кĕрхи кунăн турти кĕске. Çĕрле анчах çил кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕретчĕ, тул çутăласпа вăл сасартак çурçĕр енчен вĕрме тапратрĕ. Çанталăк уçăлса кайрĕ, шăтăр сивĕтсе пăрахрĕ. Хĕвел тухсан ăшăтма мар, тата çивĕчрех чĕпĕте пуçларĕ. Шыв кӳлленчĕкĕсем кăчăр шăнса ларчĕç, çара йывăç вуллисем пăрпа витĕнчĕç. Çурт хĕррисенчен те хура пăр чĕлхисем çакăнса тăраççĕ. Пур çĕрте те тĕтре йăсăрланать.

Шуркасси çыннисем паян çуллахи пек ир тăнă. Уй хапхи çумĕнче, Някуç старикĕн лупас айĕнче, паçăртанпах улттăн авăн çапнă пек тĕпĕртеттерни илтĕнет. Çурма теттĕмре икĕ килĕпе пĕр харăс тӳп-тӳп-тӳп! лап-лап-лап! туп-тӳп-туп! лап-лап-лап! тутараççĕ. Ку вăл — сӳс ними. Пӳрт чӳречинче сарă çутă мĕкĕлтетет, çывăрма юратакан Някуç мучие Ухиме кинемей хуран айне пăхма вăратнă пулмалла.

Шахрунпа Якур анкартинчен улăм кӳреççĕ. Яка Илле аслакĕ çине вĕсем пĕр урапа килсе пăрахма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.

Ĕнерхи йĕпе-сапана пула Шупашкара тухса каяйман Яка Илле, ĕçсĕр аптранă енне, çăпата хуçса ларать. Пӳрчĕ умĕнче — сăран витсе çыхнă тулли лав.

Уй хапхинче Мулкач Терушĕ шăпăрпа шăлса улăм пуçтарса çӳрет. Хĕл хырăмĕ пысăк, тепрер уйăхран — иккĕренех ак Мулкач Терушĕ çеç мар, ыттисем те нумайăшĕ хуралтă тăррисене сӳсе антарма тытăнаççĕ.

Каççан пичче карта-хура юсама тухна-мĕн те пӳрт çывăхĕнче сас-чĕв туса хĕрне вăратасран шикленнипе пахчара тĕккелешсе çӳрет-ха, улмуççи тунисене хуппа чĕрке-чĕрке çыхать.

Мултиер арăмĕн ӳкĕтне кĕнĕ пулас, «кирлĕ ĕçе» пикеннĕ: чăпта çапма тытанас тесе хĕрсех урай варрине юпа лартать. Ачисем тăваттăшĕ те вăраннă. Кĕлпикке тĕпел кукринче амăшне пулăшать. Ыттисем сарлака путмар çине урлă май выртнă та ашшĕ ĕçленине пăхса выртаççĕ.

«Çук çыннăн ачисем те чăхсемпе пĕрлех тăраççĕ, иçмасса. Çывăрасчĕ кăнтăрлаччен», — текелесе Чĕкеç кăмака умĕнче çиллессĕн каптăртаттарать.

Чăлах Эрнюкăн хăй килĕнчех «ниме». Виçĕ хĕрпе икĕ кинĕ, пĕринчен пĕри ĕçчен, сурăх çăмĕсене арласа тăла тĕртме те ĕлкĕрнĕ, паян тăла пусма тесе така хураиĕпе мар, сăра хуранĕпех шыв вĕретеççĕ.

 

* * *

Кăнтăрлапа шуркассисем ял хушшинче темле çӳллĕ калпак тăхăннă пĕр ют ял çынни çӳренине асархарĕç. Тумланасса хăй вăл вырăсла тумланнă — атăпа, шинельтен пăсса çĕлетне кĕске сăхманпа, анчах сăнĕнчен чăвашах: хура, пит шăммисем сарлака. Сухалне кастарнă. Мăйăхĕн вĕçĕсем йĕке пекех шӳреке те кăштах çӳлелле кăнтарса тăраççĕ. Ку çын лайăх сывлăхлă та уçă кăмăллă пулас, куçĕсем ăшшăн кулса пăхаççĕ. Кĕлетки-çурăмĕ çамрăк çыннăнни пек тӳре, вăрт-варт, çирĕп.

Тепте çынни Василий Григорьев, хăйсен ялĕнчи пек каласан — Салтак Ваççи, Шуркассинче унччен те пулкаланă иккен, хапха умне тухса тăнă Мултиер ăна çийĕнчех палласа илчĕ.

«Эй, ку эсĕ мар-и, çĕвĕç?»

«Эпĕ-ха, Мултиер».

«Ăçта кайма тухрăн капла? Каллех пирĕн яла ĕçлеме килес теместĕн пулĕ те?»

«Эпĕ кунта ĕнерех килсе çитнĕ-ха. Эсир часрах ĕçне тупса хатĕрлĕр».

«Ĕçĕ тупăнĕ вăл, хĕл çывхарать вĕт. Тăла пусма тытăнчĕç ĕнтĕ. Илтетĕн пуль ав? — тесе Мултиер пуçне чалăштарса итлесе пахрĕ. —Хамăн та сăхман пекки çĕлетсе юлмалла-ха».

«Ăна та çĕлĕпĕр. Ну, мĕнле пурăнатăн, Мултиер? Мĕн ăсталатăн ку чухне?»

Хăйĕн юратнă ĕçĕ Мултиерĕн, хĕртнĕ тимĕр пек е çăпан пек, яланах чĕри варринче çунтарса тăрать пулас, Григорьев ун çинчен асăнсанах Мултиерĕн куçĕсем йăлкăшса илчĕç. Вăл карт! хускалчĕ те çĕлĕкне çамки çине пусса лартрĕ.

«Ăсталани-качки... — терĕ вăл тытăнчăклăрах. — Арăм пĕрмай йăнкăртатать». — Вара — шăп пулчĕ, пуçне усрĕ.

Григорьев кĕтсе-итлекелесе тăчĕ те Мултиер хăйĕн шухăшне каласа пĕтерменнине кура çапла çеç хушса хучĕ:

«Ара, хĕрарăма ăна ятлаçма тунă пуль...»

Ку сăмахсене Мултиер илтмерĕ те темелле. Вăл Григорьев çине те ним курмасăр тинкерчĕ.

«Эх, çунатăм пулас пулсан, çĕвĕç!... Илтмен-и, çук-ши пĕр-пĕр хуçа? Мана нумай та кирлĕ марччĕ ĕнтĕ. Апат çех çитертĕрччĕ вăл пире. Кĕлпикке хăйне хăй тăрантарать... Çĕр хурчĕ пек чакаланăттăмччĕ вара, çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлеттĕм. Ан тив, ячĕ те ăнах пултăр... Арăм чăпта çапма хушать. Пыр та калаç ĕнтĕ унпа. Паçăр юпа лартма тытăнтăм. Алă урай хăмине шăтарать, куç умĕнче — çĕнĕ эрешсем, çĕнĕ тĕрĕсем. Куçа тĕтре карса илчĕ! — терĕ те Мултиер, ăнланать-ши ку тенĕ пек, Григорьев куçĕнчен пăхрĕ, хăйĕн чăн шухăшнех шӳтле вĕçлесе хучĕ: — Эпĕ акă сан питĕнте те тĕрĕсем куратăп!» — Вăл хыттăн кулса ячĕ.

Тригорьев ăнланчĕ ăна. Анчах çийĕнчех нимĕн те тупса калаймарĕ. Йăпатни усăсăр, пурнăçĕ ăна тепĕр самантранах урăлтарать, пулăшма та майĕ çук. Эсĕ ача чунлĕ çын тес — çилленсе кайĕ, этемми ахаль те кĕске турталлă. Кăшт мĕн те пулин урлă пулсанах, мĕн те пулин килĕшмесенех вăл йăлтах ӳпне-питне çавăрма хатĕр. Çук, апла калани — вырăнсăр, чирлĕ çынна эсĕ чирлĕ тени сывалма пулăшмасть.

Ача чунлĕ тенĕрен, Мултиер чăнта ача чунлĕ ĕнтĕ, хӳтлевсĕр чунлă, сисет ăна ватă салтак. Ниме тăман япала асăрхамасăр персе янă пĕр-пĕр сăмах та ун чунне суранлатма пултарать.

«Хулана куçарасчĕ сана, Мултиер. Унта сан пек ăстасене ытларах хисеплеççĕ. Тен, ĕçе илекен хуçи те часрах тупăнĕччĕ. Ху пек çынсемпе туслашăттăн».

«Вырăсла пĕлместĕп-çке. Тата ачасене кунта кам тăрантарĕ?»

«Çавă çав вăт. Вырăсла калаçма вĕрĕнĕттĕн-ха ăна».

Вĕсен еннелле Хушаççĕ Петĕрĕ килни курăнчĕ. Унпа çыхланса ют ял çынни умĕнче намăс курасран шикленчĕ пулас Мултиер, сăмах-юмаха вĕçлеме васкарĕ:

«Эсĕ ăçта кĕнĕ?»

«Паян Якур патĕнче пулатăп, — терĕ Григорьев. — Пырса лар каçалапа».

«Пыратăп, Ваçлей. Эсĕ çапла ятлăччĕ вĕт-ха?»

«Çапла, Григорьев Василий теççĕ».

«Кĕркурух?» — тесе Мултиер сасартăк куçне-пуçне чаркаласа пăрахрĕ. — Эсĕ-и вăл Кĕркурух? Унпа темле калпак тăхăннă!..»

«Эпĕ салтак пулнă-çке-ха. Киле таврăннăранпа çак эрнере виçĕ çул тулчĕ».

Каççан пичче те палларĕ Григорьева. Каçхине пулса иртнисене вăл халĕ йăлтах ӳсĕр çине печĕ.

«Тем те сӳпĕлтетсе пĕтнĕ пулмалла эпĕ. Кайран киле мĕнле çитнине те астумастăп», — терĕ вăл Григорьевăн киверĕ çине шикленсе пăхса.

«Çук, ытлашши нимех те пулман, — терĕ Григорьев — Хĕрне валли кĕрĕк çĕлетес теттĕнччĕ, мĕнле, тупса çитертĕн-и тирсем?»

«Тума патăм-ха. Çĕлетсе юлсан та юрать пулĕ...»

«Вот, вот... Пырса лар Якур патне юмахлама. Кĕçĕр эпĕ унта ĕçлетĕп».

 

* * *

Кашни ялтах кĕркуннепе хĕллехи вăрăм каçсенче пуçтарăнса калаçса лармалли пӳртсем пур. Унта ват стариксем юмах яраççĕ, ялти хыпар-хăнарсене сӳтсе яваççĕ, çăпата тăваççĕ. Çавăн дек вырăнсенчен пĕри Шуркассинче — Якур пӳрчĕ. Вăл Мултиерпе Ухтивансене урам урлă, хушлăх хĕрринче, пахчасем хыçĕнчи вăрман катине кутăн ларать. Якур йытă усрамасть те, хĕллехи çил-тăмансем хыççăн тепĕр чухне мулкач йĕрĕсем вĕсен картишнех те пырса кĕреççĕ. Пӳрчĕ тахçанах пусăрăнса çитнĕ пулас, пысăк пулсан та ăшша лайăх тытать. Çитменннне, вĕсен кил-йышĕ те пĕчĕккĕ: пĕртен-пĕр ывăлĕ Кашмашра тарçăра пурăнать, Якур шăллĕ Хĕлип те каçсерен улахсем тарăх чупатчĕ. Кăçал ăк вăл та таçта тухса кайрĕ.

Паян Якур патне çынсем тĕттĕм пуличченех пуçтарăнма тытăнчĕç. Кая юласран хăранă пекех, пуринчен малтан Мулкач Терушĕ уй хапхинчен васкаса анчĕ, унтан — çулласенче Чăлах Эрнюк патĕнче ĕçлекен пĕччен Якравпа Мултиер килсе кĕчĕç...

Якур арăмĕ Тевеслу яшка çакса янă. Те вутти чĕрĕ вĕсен, пӳрт алăкне çурри таран уçнă пулсан та, тĕтĕм çĕртенех явăнать, Григорьевпа Мултиер пӳрт умĕнче пăхса тăраççĕ. Хăш-пĕри чĕлĕм туртма картишне тухнă. Килнисенчен пĕр Мулкач Терушĕпе Якрав çех пӳрт урайĕнче тем çинчен куçĕсене шăла-шăла тавлашаççĕ. Хутран-ситрен унта «кĕсре хӳри», «Ишек пупĕ» тенисем илтĕнкелеççĕ.

Тевеслу мĕнле хирĕлсен те Якур, тилĕ пек, çаплах вучах умĕнче пĕшкĕнкелесе çӳрет. Ку вăл унăн ĕмĕрхи йăли. Арăмĕ апат пĕçернĕ вăхăтра пăртак çеç ерçӳллĕ пулсанах Якур вут кутне чăмать. Айккинчен пăхсан Якур пек арăмне пулăшакан çын та çук темелле. Вутă йăтса кĕрет, кашăк илсе парать... кускалать кăна. Анчах сăлтавĕ кунта пулăшнинче-мĕнте мар, йăлтах урăх. Тевеслу — хытă çын. Вăл пур япалине те хĕссе тытать. Тăварне пӳрнескепе виçсе ярать, какайĕ пур чухне — пĕр кĕренккерен вунă апат пĕçерме хатĕр.

Якур япшар кăмăллă. Вăл ĕçлеме те, ĕçме-çиме те хавас.

Кăмака умĕнче ăшталаннă хушăра Якур Тевеслу ăçталла та пулин пăрăнасса çеç кĕтсе тăрать. Лешĕ картишнелле тухсан какайне йăшт касса илсе хурана чăмтарать, тăварне хушать. Апла май килмесен, арăмĕ çине тăрсах ниçта та пăрăнмасан, Якур малтан тăварĕпе какайне илсе хатĕрлет. Вара кăмака умĕнче палкама та сиккелеме, аллисемпе кăтарткалама тытăнать. Пĕр аллипе вăл темскер тĕллесе кăтартать, хăй те унталла пăхнă, урисем тапăртатаççе, тепĕр алли çав хушăра тăварпа какайне хурана ярать. Хăй мĕн тăвас тенине туса пĕтерсен тин Якур сасартăках лăпланса ыратакан шăлне çавăрса тытать.

Апат çинĕ чухне Тевеслу пĕрре сыпса пăхать, иккĕ сыпса пăхать те кашăкне сĕтел çине шак хурать.

«Каллех тăвар ятăн-и-мĕн?»

«Çук-çке».

«Мĕншĕн шарак тăвар эппин?»

«Чиперех-çке».

Какай кăлараççĕ.

«Ку татăкне кам ячĕ, Якур? Эсĕ-и?»

«Çук-çке. Хăвах ятăн пуль ара».

«Амма ытла тутлă тетĕп. Эсĕ пуль-çке вăл какая сĕтĕрекенни».

«Çук, çук, кушак кайăксемех ашкăнаççĕ ăна. Яшки тутлă пулнăшăн эсĕ ху айăплă, матка. Эсĕ пĕçернĕ апат кирек хăçăн та тутлă».

Ырă сăмаха хирĕç вара арăмĕ те нумаях вăрçаймастъ.

Пӳртре çаплах Мулкач Терушĕпе Якрав тавлашни илтĕнет-ха. Якравĕ кулкаланипе Терушĕ вăхăтăн-вăхăтăн хĕрсе кайсах кăшкăрашать. Темле пуп кушаккине, кĕсре хӳрине асăнаççĕ.

Те тĕтĕм хăвалаиипе, те Якрава тарăхса, юлашкинчен Мулкач Терушĕ те пӳртрен пак çеç сиксе тухрĕ. Алчăраса ун-кун пăхкаларĕ те вăл, пăр çинче утакан ăйăр пек, урисене çӳле иле-иле пусса картишĕнчи Григорьев патне таплаттарса утса пычĕ.

«Ун пек ухмахсемпе калаçиччен... — терĕ вăл. — Нимĕн те пĕлмест. Мĕн курнă вăл? Эпĕ тĕнче тавра виççĕ çаврăннă, ялтан вăтăр çухрăма ытла кайса курнă».

Çынсем кулса ячĕç.

«Теруш пичче кашни пуп кушаккиех пулă тытать тесе тавлашать», — кулкаласа сас пачĕ Якрав çенĕк патĕнчен.

«Ну, тăта эсĕ... — именсе Григорьев çине чăл пăхрĕ Мулкач Терушĕ. — Вăл пустуй япала. Сăмах çукран сăмах. Ним çукран нимĕр тенĕ пекки, Якрав пек айвансене каласа тĕлĕнтермелли».

«Вăл тата хăйĕн кĕсрин хӳрипе мухтанать!» — кăшкăрчĕ Якрав.

«Мĕнле хӳре вара вăл? Пире те каласа памăн-ши эс ăна, Теруш пичче?»

Çакăнта Григорьев пĕччен пулнă пулсан Мулкач Терушĕ ăна, ют ял çыннине, савăнсах темĕн те сӳпĕлтетсе паратчĕ ĕнтĕ, ыйтма та кирлĕ пулмастчĕ. Кунта ак калавне темиçе хут илтнĕ çынсем тăраççĕ... Çапах та каласа парасах пулчĕ.

«Ман пĕр ват кĕсре пур, — тесе именерех пуçласа ячĕ вăл, — унăн хӳри пур...»

Итлесе тăракансем кĕр-р! кулса ячĕç.

«Хӳри те пур-и? Ха-ха-ха!»

Çынсем кулни Мулкач Терушне сасартăк хавхалантарса ячĕ.

«Вăл ахалли мар, темле асамлă хӳре, — терĕ вăл. — Чăнах. Пустуй хӳре вăл такамăн та пур...»

Каллех кулса ячĕç.

Мулкач Терушĕ юнтарма хăтланса пăхрĕ.

«Апла пулсан — каламастăп. Çăвар уçма памастăр».

«Атя, кала ĕнте пĕр пуçланăскере».

«Эппин, ан чăрмантарăр. Унта каламалли те ним те çук. Пĕррехинче, хĕлле, Ишекелле каятăп. Килтен тухнă чухне çанталăк чип-чиперехчĕ. Кăшт-кашт юр вĕçкелет, пăртак çил пур. Унсăр мĕнле пултăр-ха вăл хĕл кунĕнче! Çанталăк мар, услам çу. Ытарма çук! Пӳртре карчăк вăрçса ывăннă хыççăнхи пек. Пырăтăп çапла... Эп ун чухне Ишек пупĕ патне кайма тухнăччĕ. Ун темĕнле хаклă йышши кушакĕ вилсе кайнă тетчĕç. Сăмаха пӳлсех каласан, кушакки нимле хаклă йышши те пулмарĕ. Шакла пуçлă, çара хӳреллĕ... Йĕке хӳре ăратти! Вилессе те пĕр-пĕр чаплăрах чир çакланнипе мар, кĕрчесе вилнĕ пулнă. Ултава лекрĕм! Чике тăршшех лартрĕç мана вăл кушакпа. Пуп майрине кӳрентерес мар тесе çеç эп ăна çуна çине хутăм. Ара, матăшки чуп тусах уйрăлчĕ те».

«Сана-и?» — ыйтать çынсен хыçне килсе тăнă Якрав.

«Мар, кушаккине — тет Мулкач Терушĕ. — Карчăк пур çинче çав усал майрана чуп тăваппи. Ăна мар, эпĕ хам карчăка та нихçан чуп туса курман. «Эс ун тирне ан сӳ вара, Терушух» тет матăшки. Çук, апла мар-ха: «Теруш Сайпух» тет. Юрĕ тегĕп хам ăшра, эп ăна шăрттан вырăнне типĕтсе çакăп, кĕтсех тăр тетĕп. Анкарти хыçне тухрăм та исе çапрăм юр çине усала.

Ку вăл кайран пулчĕ-ха.

Пыратăп хайхискер Ишекелле. Ман кĕсре çул çинчех çывăрма хăтланса пырать. Пуçне уснă, тутине уснă, хырăмне уснă. Капла кайсан эпĕ каçчен те çаврăнса çитес çук терĕм, пушă аврине тытрăм та пĕрех тĕкрĕм кĕсрене хыçалтан. Хӳрине пăлтăр-палтăр çавăркаларĕ те виç-тăват утăм юртрĕ. Тăта тĕртрĕм — кĕсрем ман хӳрине элес-мелес çавăра пуçларĕ. И-и-и, хайхискер, тапранса карĕ кутсăр-пуçсăр çил-тăман! Куç уçма та çук. Юлашкинчен кĕсре хӳри те курăнми пулчĕ, çултан та çĕтсе карăм. Тепĕр кун ирхине тин çитсе ӳкнĕ вара Ишеке... Çапла, хăватлă вăй ман кĕсре хӳринче, кăшт çиллентерсенех тăман кăларать», — тесе вĕçлерĕ Мулкач Терушĕ хăйĕн калавне.

«Темле-çке», — иккĕленчĕ Якрав.

«Кĕсре хӳринченех тăман тухать-ши вара?» — ыйтрĕ Якур.

«Амма ан тухтăр? — терĕ Мулкач Терушĕ. — Çулла çил-тăвăллă çăмăр капланса килсен мĕн тетпĕр? Яманак кӳллинчен тухрĕ тетпĕр. Яманак кӳллинчен хаяр çумăр тухма пултарсан ман кĕсре хӳринчен мĕншĕн тăман ан тухтăр?»

Картишĕнчи халăха Тевеслу каçхи апата чĕнчĕ. Калаçса ларма килнисем «ан чăрман, эпир çинĕ, тавтапуç» текелесе çăварĕсене чĕлĕм хыпрĕç, пĕр Мулкач Терушĕ çеç сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ, яшкине мухта-мухта кил хуçисенчен малтан çиме тытăнчĕ.

Апат хыççăн Чăлах Эрнюкпа Каççан пичче килсе кĕчеç. (Каççан пичче çын патне нихçан та апат çинĕ вăхăтра пырса лармасть.)

Çапла пӳрт тулли халăх пуçтарăнчĕ.

Унчченех куркаланă çĕвĕç чаплă Григорьев иккенне нумайăшĕ паян тин пĕлнĕ, çавăнпа пурте темĕн кĕтсе ун çинелле шăппăн пăхаççĕ. Апат çисе йывăрланнă Мулкач Терушĕ те шăпăртах сĕнксе ларать. Кĕçех вăл кутник çинчи вырăн çумне таянчĕ те лăпсăр çывăрса кайрĕ.

«Хăйне пуш арман авăртса ларма май килес çуккине сисрĕ», —терĕ Мултиер.

Сăмах-юмаха хускатса яма та Мултиерех пулăшрĕ. Унăн кăмăлĕ кашни самантрах улшăнса тăнине пурте пĕлеççĕ. Паçăр анчах вăл хурланса калаçатчĕ, халĕ — шӳт тăвать, тăрăхлать. Пĕринчен вăл чĕлĕм ыйтса илчĕ («хамăнне табак çук чухне тураса туртрăм»), теприне табак пачĕ. Пӳрте йӳçĕ тĕтĕм палкаса тухрĕ.

«Ху, табакки те сан ху пекех хаяр», — терĕ кăмака çинчи Тевеслу.

Мултиер Мулкач Терушĕ патĕнчен чĕрне вĕççĕн утса иртрĕ те кăштах алăка уçрĕ:

«Атту ăна çывăрма пăчă пулĕ. Вăл уççа вĕреннĕ».

Çынсем Мулкач Терушĕ кахалне пула хĕлле те сив пӳртре ларкаланине аса илсе кулса ячĕç.

«Яка Иллепе Мулкач Терушĕ пирĕн — пĕртăвансем, — тесе Мултиер Григорьев çумне сĕтел патне пырса ларчĕ. — Иккĕшĕ те услампа аппаланаççĕ, иккĕшĕ те çĕтĕк...»

«Кĕсйи тĕпĕсем те пĕр пек-и?»

«Эпĕ ăна тĕрĕслемен те... Яка Илле манне час-часах тĕрĕслет. Парăм памалла — ун патне тухса чупатпăр. Теруш пичче те пирĕн хыçран утать».

«Апла уйрăмĕ те пур иккен».

«Пур ара, пулмасăр... Пĕри хĕллесенче шăннă путек тирĕсене пуçтарать, тепри çулла та, хĕлле те пирĕн тирсене сĕвет».

Каççан пичче сăмаха урăх еннелле пăрма шутларĕ:

«Эпĕ ĕнер илтрĕм. Çĕрпӳ енче темле патша хучĕ пирки калаçаççĕ тет. Илтмен-и эс ăна, çĕвĕç?»

Пӳртри çынсем шăп пулса ларчĕç. Григорьев çамкине тăлă таткипе шăлса илчĕ те хăй чикки патĕнчен аяккарах куçса ларчĕ.

«Илтнĕ», — терĕ кĕскен.

«Мĕнле хут вăл?»

«Унта мĕн çырнă тет?»

«Патша хутĕнче хальхи çĕнĕ йĕрке çинчен каланă, — терĕ Григорьев. — Кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпе çӳрекен тӳре-шарасене, ĕлĕкхи пек, каллех сахаллатса хăварма хушнă. Халь ытла нумаййăн вĕсем! Вунă-вуник ĕçлекен çын пуçне — пĕр харам пыр. Çĕр улми уя ирĕксĕр ларттармалла мар, пахчарипе те çитет. Халăх тыррине мукаçей кĕлетне пуçтарса хурас йăлана та пăрахăçламалла тенĕ. Халăх пурлăхĕ — халăх аллинче пулмалла».

«Ăçта вара вăл хут?» — ыйтрĕ тӳсĕмсĕр Мултиер.

«Чиновниксен аллинче, — терĕ Григорьев. — Çавсем пытарса хунă».

«Мĕншĕн пытараççĕ вĕсем ăна?»

«Тăхта, калама пар çынна», — пӳлчĕç Мултиере иккĕн-виççĕн пĕр харăс.

«Хăйсем çинчен усал каланă хута ăмма халăха кăтартчăр вĕсем? — терĕ Грнгорьев лăпкăн. — Капла мĕн тăвас килет — çавна тăваççĕ. Укçа пĕтсен — хырçă пуçтарма тухаççĕ е пĕр-пĕр урăх сăлтав тупса çаратаççĕ. Лайăх вĕсене пирĕн енче! Вулама-çырма та, вырăсла калаçма та пĕлместпĕр. Кирек мĕн ту...»

Мултиер сасартăк кӳ! хĕрелсе кайрĕ.

«Тарăхса çитсессĕн эпĕ хырăмĕсенчен сенĕк тăрăнтарма пĕлетĕп. Калаçма пĕлни манăн çавă пулĕ. Ан пытарччăр патша хутне».

«Ун пек мĕн усси? — тесе Григорьев Мултиер еннелле çаврăнчĕ. — Тытса каяççĕ те касамата хупса лартаççĕ, çавă çех. Ачусем выçă тăрса юлаççĕ. Пĕр чиновник вырăнне тата пиллĕкĕн-улттăн персе çитеççĕ».

«Мĕн тумалла эппин?»

«Пĕтĕм халăхпа пĕр чĕлхе пулмалла, Мултиер, ушкăнпа. Шăпăр хуллисене пĕрерĕн-пĕрерĕн хуçса пĕтересси ним те мар. Шăпăр туса çыхсан хуçса пăх-ха эс ăна, пултаратăн-и?»

«Вăл çапла та-ха...»

«Ейĕк таврашĕнчи вырăссем пĕлтĕрех хаяртарах тӳре-шарасемпе пупĕсене тĕп тунă, кантурсене аркатса патша хучĕсене туртса илнĕ. Уншăн нимĕн те пулмасть — патша халăх майлă. Çĕрпӳ енчи чăвашсем те çĕкленнĕ ав. Эпир — çаплах алăсене усса ларатпăр. Мукаçей кĕлечĕсенчи тырра та кĕçех турттарса каяççĕ ак».

«Ăна çитес çуркунне хамăрах валеçсе паратпăр терĕç».

«Параççĕ, кĕтсех тăр. Кашкăр çăварне кĕнĕ сурăха хăçан каялла туртса илни пур?»

Мултиер сăнĕ каллех улшăнса кайрĕ. Ыттисем те хускалса илчĕç.

«Вара çур ял ытла вăрлăхсăр тăрса юлать-и?»

«Анисене кам та пулин акатех, ан хăра».

«Йĕркерен хурал тăратпăр! Пĕр пĕрчине те юта ямастпăр!»

Çынсем хĕрнĕçем хĕрсе çурçĕр иртичченех калаçса ларчĕç.

Пуçсем чĕлĕм тĕтĕмĕпе анăранă пулеан та шухăшсем чылайăшĕн уçăлчĕç.

Григорьев Мултиере ăсатма тухрĕ. Хапха умĕнче каллех чĕлĕм тултарчĕç.

«Ăçта сан кӳршӳ? Ма килмерĕ вăл кунта?» — ыйтрĕ Григорьев.

«Ăна вĕлерчĕç, — терĕ Мултиер хуллен. — Пӳкле вилĕмпе вĕлерчĕç. Çăлса пăрахрĕç».

«Мар, эпĕ ачи пирки калатăп».

«Ухтиван тухса кайрĕ. Унăн пурнăçĕ ытла начарланса çитнĕччĕ».

«Эх, эсир те çав. Пĕрне-пĕри хӳтĕлейместĕр. — Григорьев сассинче хĕрхенни те, ӳпкелешни те илтĕнчĕ. — Çынсем çывăхнерех пул, Мултиер. Тĕнчере эсĕ те, эпĕ те, Якурпа Якрав та пур. Халĕ ав тимĕрçĕ те килчĕ ĕнте».

Сăмах çинех тĕттĕмре вĕсем патне... Кушил мучи тухса тăчĕ. Вăл хăйĕн хĕскĕч пек хытă аллипе Григорьевпа Мултиер аллисене тытса чăмăртарĕ те никамран ыйтмасăрах Якур чӳречинчен шак-шак-шак шаккарĕ.

«Эй, хуçи, итле-ха, эпĕ кĕçĕрлĕхе çĕвĕçĕре исе каятăп. Мĕн? Çук, нумай мар, çуха çеç лартмалла. Ирхи алатчен пĕтерет».

Вара тин, йăлашăн тенĕ пек, Григорьевран ыйтрĕ:

«Пымастăн-и пĕр саманта? Сăмах пур».

Вĕсем Григорьевпа анаталла утрĕç, Мултиер килне каçрĕ.