Атăл шывĕ юха тăрать :: Ламтайсен çĕрĕнчен


Чăвашсем Хура тинĕс хĕрринчен, тусем урлă кунта куçса килнĕ, хăйсен ламтайĕ Чăваш ятлă пулнă теççĕ.

Вамбери çырса илнинчен.

 

Ку вăл чăнах та Кавказ пăлхарĕсем янă элчĕ пулчĕ.

— Тарпай ятлă эпĕ, — терĕ элчĕ, йăлтах тăна кĕрсе çитсессĕн. — Тавтапуç турра! Сывах юлма пулăшрĕ çапах та. Юрать-ха хĕçпе мар, чукмарпа çапнă. Акă, куç та уçăлма тытăнчĕ. О-о, аслă Танкăр1! Суккăр пултăм пуль тенĕччĕ.

Туркайпа ытти эккелсем, тăна кĕрсе пыракан аякран килнĕ элчĕ мĕн каланине итлес тесе, йĕри-тавра хур кайăк кĕтĕвĕ пек кĕпĕрленсе тăчĕç.

— Юрĕ, юрĕ, Тарпай, куç уçăлни питĕ аван-ха, — чăтăмсăррăн чарчĕ ăна Шукай. — Атя ха, тĕплĕнрех каласа пар, хăв çинчен те, кунта мĕншĕн килни çинчен те.

— Тĕрĕс-ха ку, — тӳрех килĕшрĕ Тарпай. Вăл халь ĕнтĕ чăнах та йăлтах тăна кĕрсе çитрĕ. — Тĕплĕнрех каласа парам-ха.

Йывăррăн сывласа, хăйне тупнă çынсем çине таянса, элчĕ тăрса ларчĕ, малтан Шукай çине питĕ тимлесе пăхса илчĕ, вара хăй тавра тăракан эккелсене куçласа çаврăнчĕ.

— Чăн-чăн паттăрсем эсир, — терĕ юлашкинчен, тимлĕн пăхса çаврăннă хыççăн. — Кăралăр та чаплă. Халь тесен халь çапăçăва кĕме пултаратăр... Эппин, тĕплĕнрех каласа парам-ха.

Пĕлетĕр пуль ĕнтĕ, Кавказ тăрăхĕнче те пăлхар йăхĕсем пурăнаççĕ. Анчах эпир çав усал хазарсен пусмăрне лекрĕмĕр. Темиçе хутчен те ĕнтĕ хазарсене хирĕç вăрçа тухрăмăр. Анчах çĕнтереймерĕмĕр. Хамăра пулăшма ьггти пăлхарсене те ыйтас терĕмĕр. Тăнай2 çинчи пăлхарсем патне икĕ хутчен те элчĕсем ятăмăр. Анчах усси пулмарĕ.

— Пулăшма килĕшмерĕç-и?

— Çук. Элчĕсем кирлĕ çĕре çитеймерĕç. Хазарсем вĕсем çинчен пĕлсех тăнă. Йĕрлесе кайса, Тăнай патне çитичченех каса-каса тухнă... Аптранипе вара Атăлçи пăлхарсем патне элчĕсем ярас терĕç. Эпĕ элчĕ пулса кайма килĕшрĕм. Пĕр çĕрни мана сыхлама тупрăмăр. Саркел патне чиперех çитрĕмĕр. Унта вара пире йĕрлеме тытăнчĕç.

— Ăçтан пĕлнĕ вара вĕсем эсир çула тухнине?

— Сутăнчăксем!.. Кашни утăмра сутăнчăксем. Çавсенчен пĕлнĕ. Теприн пусмăрне лекнĕ халăх çапла пуль çав ĕнтĕ.

— Мĕнле-ха вара пăлхарсем хушшинче те сутăнчăксем тупăнаççĕ? — тĕлĕнчĕ Туркай. — Пирĕн хушăра нихăçан та сутăнчăксем пулмаççĕ! — Вăл, мухтаннăн, хăйĕн эккелĕсене пăхса çаврăнчĕ.

— Хамăр уйрăм патшалăхпа пурăннă пулсассăн ун пекки пулмасчĕ пуль те çав. Ним тума та çук, — кулянчĕ Тарпай. — Эпир Атăлçи пăлхарсем патне тухса кайнине пĕлсессĕн хазарсем питĕ хăраса ӳкнĕ. Пĕтĕм çеçенхирсенче пире шырама тытăннă. Юрать-ха, пире ун çинчен Саркел çыннисем систерчĕç. Эпир вара пытана-пытана кайма тытăнтăмăр. Çĕрле çул çинче. Кăнтăрла — пĕр-пĕр варта е вăрманта пытанса тăраттăмăр.

— Хазарсем мĕнле шыраса тупрĕç вара сире? — пĕтĕмпех тĕпчес, пĕлес тесе ыйтрĕ Шукай.

— Хамăр айăплă, — кулянса каларĕ Тарпай. — Сĕве шывĕ пуçланнă çĕре çитсессĕн, эпир путсĕр хазарсенчен хăтăлтăмăр тесе шутларăмăр. Ара, Атăлçи пăлхарсем çĕре пуçланать, терĕмĕр. Шăп та лăп çакăнта, хамăр кирлĕ пек пытанма пĕлменнипе, шыраса тупрĕç те вĕсем пире. Вĕсен йышĕ пысăкчĕ. Пилĕк çĕрни. Пирĕн эккелсем хастаррăн çапăçрĕç. Анчах нимĕн тума та çук. Пурте пуçĕсене хучĕç. Эпĕ те, авă, чутах...

— Ăна пĕлетĕп-ха, — терĕ Шукай. — Юрать-ха, эсĕ чĕрĕ-сывă юлнă. Ут çинче ларма пултаратăн-и?

— Пултаратăп, — çирĕппĕн каларĕ Тариай. — Манăн патшана курмалла.

— Атя, кайрăмăр, — килĕшрĕ Шукай. — Тӳрех Атăл урлă каçатпăр та Пăлхара каятпăр. Санăн патшана курмаллах. Пĕтĕмпех каласа пар. Пирĕн сире, аякрн пăлхарсене, пулăшмаллах.

 
1 авалхи пăлхар-чăвашсен чи аслă Турри, тĕнче хуçи.
2 Дунай юханшывĕ