Таркăн :: Кăван хуппи уçăлнă кун


Пулать вĕт пурнăçра çавăн пек ăнăçуллă кун. Савăнăç хыççăн савăнăç тăкăнать сан пуçу çине, хĕпĕртеме кăна ĕлкĕрсе пыр. Мĕн кĕтен — çитет сан ĕмĕтӳ, мĕн шыран — ăна та тупса параççĕ сана. Тархасшăн! Хитре мар çынах çав кун камшăн та пулин чи хитре этем пек курăнса каять, хăйĕн телейне тупать. Чирли сывалма тытăнать...

Çĕнĕ çын пек вăтанчăклăн кулкаласа Укка Микулайсен лаçĕпе кил картийĕ тăрăх çăмăллăн утса çӳрет — лаç урайне шыв сапса уçăлтарать, чашăк-тирĕк çуса тухать, яшка çакса ярать. Айккинчен пăхсан ăна ĕмĕр çакăнта пурăннă темелле. Чăмăр кĕлеткине çăт тытса тăракан улача кĕпепе вăл, тăхăр пушăт çăпатипе.

Уçă кăмăллă çыннăн пур ĕçĕ те ăнса пырать пулас. Кăвайтти хĕрсе çуннипе Уккан часах хуранĕ вĕресе çаврăнса каять.

...Ниме халăхĕ апата ларнă. Сĕтел çинче хулăн каснă çăкăр чĕллисем, хăвăл сухан, турăх чашăкĕсем. Васкамасăр çиеççĕ. Арçынсем шав Укка яшкине мухтаççĕ. Тутлă иккен вăл. Тăвар лайăх касса пиçнĕ ăна. Чĕре патне пымалли апат пĕçернĕ Михапар мăшăрĕ. Юлашки икĕ сăмахне вĕсем мĕншĕн пусăмласа каланине ăнланать Микулай: Укка чипер хĕрарăм, анчах вăл урăх çын мăшарĕ, хисеплĕ çын юлташĕ, çавăнпа ăна ан хапсăн эсĕ тесшĕн вĕсем. Çапла, чăнах та пăхмалăх пур Укка. Çамрăк вăл. Хапипе илемлĕ. Çутçанталăк арçынна савăнтармалăх панисем Уккан куçа астармалла палăрса тăраççĕ. Пурте тĕрĕс, анчах халĕ пурте Микулай валли вĕсем. Мĕн чул вăхăта пулĕ — курăпăр, ун валли! Ăна çĕнсе илес тесе арăмĕпе хунь старике ик эрнелĕхе урăх яла ăсатнă Микулай, хăй патĕнче хĕрсех ĕçлекен каскалакансене икĕ кун канма хушнă, ниме пуçтарнă. Мĕн чухлĕ тăкак курать вăл.

Ытти арçынсене ятлать Микулай. Сăмахпа мар, паллах, хăй ăшĕнче. Кур-ха эсĕ, арăмĕсенчен хăраса Уккана мухтама хăймаççĕ. Ăна ăшă сăмах калас вырăнне вăл пĕçернĕ яшкана ырласа лараççĕ.

Тĕрĕссипе каласан, арçынсем пурте хисеплеççĕ Уккана. Ĕçченни ун маттурлăхĕнчен тĕлĕнет. Пултарать ку тет. Ватти ăна кин туманнишĕн ӳкĕнет. Ма эпĕ кăшт çамрăкрах мар-ши текеннисем те пур ĕнтĕ. Кахалли раскалĕ хăех, вăй хумасăрах ун ытамне пырса ӳкессе кĕтет. Ясарри, Микулай пек, вăл ама кайăк иккенне çеç пĕлет. Çав енчен çеç кирлĕ вăл ăна.

Хĕрарăмсем шарламаççĕ-ха.

Уккапа Микулай лаçра ура тăрринче. Вĕсем ниме халăхне пăхаççĕ. Кама мĕн кирлĕ, Микулайран ыйтса сĕтел çине пырса хурать Укка. Е пушаннă савăт-сапана пуçтарса каять те, хăйне темĕн йыхăрнă пек, каллех Микулай çумне пырса тăрать. Вĕсем пĕр-пĕрин туртăмне туяççĕ пулмалла.

Шăплăхра сасартăк пĕр хĕрарăм сасси илтĕнсе каять.

— Пăхăр-ха, арăмпе упăшки пекех вĕсем! Каснă-лартнă арăмпе упăшки!

Çынсем те çапла шухăшланă пулас, Уккапа Микулай еннелле кĕпер! çаврăнса пăхаççĕ.

Çамрăк хĕрарăм кăшт çеç çĕре персе анмасть. Куçĕ хуралса килет ун. Вăл аллипе хыпашласа пырса алăк патне сак çине тĕршĕнет. Унтан картишнех тухать. Кăна вăл кайран пуç ыратрĕ тейĕ-ха. Укка çын упăшки çумне çыпăçма хăтланнине ниме халăхĕ те сиснĕ пулать-и? Пĕтрĕ пуçах вара. Тата кунти ĕç-пуç çинчен Михапар илтсен? Вăл вăрçнипе çеç те çырлахас çук-ха, пĕлет ăна Укка. Ку тĕлте хĕрарăм хăраса тăр-тăр чĕтресе илет. Вăл Михапар хăйне çиллентерни-кӳрентернисене, ĕнер каç Микулай ăна упăшки умĕнчех вăрмана чĕннине, Михапар ăна пат татсах нимене килме чарнине, итлеменшĕн хăйне киле таврăнсан патак лекессине тата ытти çĕр тĕрлĕ ĕçе, сăмаха пурнăç кукрине аса илнипе Укка шатăр çилленсе каять. Çавăн пекех пăтранчăк-и вăл пурнăç тени тет. Никампа та ан калаç. Ниçта та ан кай. Ачусене пăх та упăшкуна тăрантар. Ĕçле, ĕçле, ĕçле ним курмасăр. Çапла-и?

Унтан иккĕленме тытăнать Укка. Тен, эппин, мĕн те пулин сиксе тухасса кĕтсе лариччен, халех тухас та чупас киле тет вăл. Анчах хăй вырăнтан та хускалмасть-ха.

Ларсан-ларсан Укка йăлтах лăпланса çитет. Тепĕр тесен, ма ун пекех аптраса ӳкмелле? Уккапа Микулай хушшинче тĕнче йăтăнса анмалăхах нимĕн те пулман-çке. Шухăшласа çеç çылăха кĕнишĕн никама та касамата хупмаççĕ. Çитменне Микулай пирки кăштах пуçа ватма сăлтав пекки те пур — вăл пирĕн тус. Эпĕ вара уншăн тусран та тус: эпĕр пĕрле ӳснĕ. Пĕлессĕр килсен, эпĕ ун арăмĕ те пулма пултарнă, хам ухмаххипе çеç айккине тăрса юлтăм.

Укка хăюллăнах лаçа кĕрет. Çынсем апат çисе тухнă та, хăшĕ лаç умĕнче чĕлĕм туртса ларать, хĕрарăмсем сĕтел çине пуçтарма хăтланса тĕркĕшеççĕ. Никам та уйрăммăнах ун еннелле тинкерсе пăхса тăмасть. Чашăк-тирĕк шăкăртатни илтĕнет, темĕн çĕре ӳксе ванса каять, такам кулать.

Уккана хыçалтан Микулай ыталанă пек тăвать.

— Сана мĕн пулчĕ?

— Нимĕн те пулман-çке.

— Сасартăк тухса карăн та ара.

— Пуç ыратрĕ. Куç ӳкрĕ пулмалла.

— Каçхине ваттисене асăнса ĕçĕпĕр, иртет вăл.

— Ман унсăрах иртсе карĕ.

— Паçăр инкӳне куртăм. Сана кĕрсе тухма хушрĕ. Пире мансах карĕ тет.

— Вăхăт çук-çке.

Вăрттăн каласан, Укка кунĕпех хăйпе Микулай çинчен суйланса ирттерчĕ. Таçта та çитсе тухрĕ вăл, тем çинчен те шухăшларĕ. Ятарласа шухăшлас тенĕрен те мар-ха вăл, алли хуран айне вутă хунă е турпас пуçтарнă хушăрах çав япала ун пуçĕнчен туха пĕлмерĕ. Пĕрре Микулайсен амăшсем патĕнче пек вĕсем, тепре Микулай ăна ăсатма тухнă пек те, вĕсем вăрманта-мĕн. Кăмăл-туйăм йĕрĕпе Укка малалла кайма та хăрать, çӳçенсе илет те... çав йер çинех ӳкет. Эппин, кирек ăçта пулсан та, Уккапа Микулай «улахĕ» ку килте пулмалла мар. Кунта — юрамасть. Чи юраманни вара Микулайпа арăмĕн вырăнĕ. Мĕншĕн унта юраманнине Укка хăй те пĕлмест, анчах юрамасть.

Вăл «ĕç» мĕнле пулса иртессине те курать Укка. Микулай ыталать пек, ачашлать пек хăйĕн ĕмĕрхи тусне. Ăна качча илменшĕн ӳкĕнет вăл, уншăн хуçăлса Уккаран каçару ыйтать. Пĕр пулнă ĕçе каялла тума çуккишĕн вĕсем иккĕшĕ те хурланса йĕреççĕ.

Хĕрарăм чĕри çемçешке иккенне пурте пĕлетпĕр. Укка каçарать Микулая.

Шел, нумай чухне эпĕр кĕтне пек пулмасть-çке пурнăçра.

 

Ыран тырă вырма тухмалла тесе ниме халăхĕ вăл кун ĕçе иртерех пăрахрĕ. Микулай хушнипе кил хуçи хĕрарăмĕ вырăнне пулса Укка çынсене сăра ĕçтерсе çаврăнчĕ, апат çитерчĕ. Ĕçми хăшне-пĕрне ытлашширех те килĕшнĕччĕ пулмалла, кил хуçи еннелле куç хĕскелесе Уккаран тепрер-икшер курка тултарса пама ыйтакансем те тупăнчĕç. Шеллесе тăмарĕ ют сăрана ют хĕрарăм. Пит ĕçессĕр килет пулсан, тархасшăн, терĕ. Çынсем ун еннелле пăхса Микулая куç хĕснĕшĕн — унăн вăрттăн шухăшне малтанах сиссе тăнăшăн — хăй ăшĕнче çилленчĕ Укка. Анчах çынсене палăртмарĕ.

...Микулайсен тарçипе ăна пулăшма пынă кӳршĕ карчăкĕ, выльăх-чĕрлĕхне тирпейлесе хупса пĕри картишĕнчи урапа çине çывăрма выртсан, тепри килне ăсансан вĕсем тинех пӳрте иккĕшĕ тăрса юлчĕç. Микулай Укка арки çине ларма тăчĕ, пысăк арçын хĕрарăм арки çине вырнаçайманнипе, йывăр купарчаллă çамрăк хĕрарăма Микулай хăйĕн арки çине çĕклесе лартрĕ. Вара вĕри тутипе Укка тути çумне антăхса çыпăçрĕ те аллисемпе ăна васкаса хывăнтарма тапратрĕ. Темĕн татăлса тухрĕ, темĕн çурăлчĕ пулмалла. Микулай Уккана кравать çине йăтса кайса вырттарасшăнччĕ, лешĕ ун патне çитес чух «унта юрамасть!» тесе кăшкăрса сасартăк урайне шуса анчĕ. Вĕсем пĕр çăмха пулса ӳкрĕç.

Унтан урайне кĕççе сарса выртрĕç. Микулай пуçелĕк хурасса та кĕтмерĕ.

Пуçелĕкпе те выртса пăхрĕç вĕсем.

Иккĕшин те ăш хыпнипе юлашкинчен сак çине тăрса ларчĕç. Укка кăмака хыçне кайса çи-пуçне майлаштарчĕ.

— Эх, эс те çав, вăйна ниçта чикейместĕн пулмалла: çĕтсе, татса пĕтернĕ.

— Миçе çул кĕтнĕчче те эп çак саманта, ăçта унта асăрханса хăтланма.

— Пиçиччен кĕтнине антариччен вилеттĕн пуль ĕнтĕ, Ытла çăткăн эс. Тăранми карланкă.

— Вăл килĕшмерĕ-и сана?

— Эп апла каламарăм-çке. Çӳпçипе хупăлчи эпĕр санпа.

— Тавтапуç! — Микулай сĕтел çинчи лакăмран икĕ курка сăра ăсса илчĕ. — Тыт-ха çакна. Эпĕ сана тав туса ĕçетĕп.

— Эпĕ сана.

Вĕсем ĕçрĕç те пĕр-пĕрин çине тĕмсĕлсе пăхса илчĕç. Микулай çĕнĕрен «выляма» тапратасшăнччĕ — Укка чарчĕ.

— Çитĕ, ыран та тĕнче пĕтмест. Манăн часрах киле çитсе ӳкмелле, ĕне сумалла, ачасене çитермелле...

— Кĕт-ха ăна, ыранхи куна. Ун пек чухне пĕр кун пĕр çул пек тăсăлать, ăна кĕтсе илеймесĕр ватăлса ларăн. Унтан упăшку сисĕ, пирĕн çула пӳлсе хурĕ. Пĕтрĕ вара пирĕн савăшу.

— Эсĕ мĕн, никам та сисмерĕ-туймарĕ пуль тетни эпĕр пĕрне-пĕри савнине? Ăна ĕнерех çур ял пĕлнĕ. Каçхине эп тула тухса кĕнине тарçу курчĕ. Паян ун çинчен пĕтĕм ял пĕлет. Эпĕ хамăр яла таврăниччен вăл хыпар упăшка хăлхине те пырса кĕме пултарать.

— Эсĕ ăмма вара ун пирки лăпкăн калаçса ларан?

— Мĕн тăвас-ха ман лăпкăн калаçмасăр? Урама тухса кăшкăрас-и? Ял халăхĕ ăна унсăр та пĕлет терĕм ав. Халĕ пире сан арăмупа ман упăшка мар, пуп та пĕр-пĕринчен уйăраймасть.

— Савма пăрахтараймастъ тейĕпĕр. Пурăнасса эпĕр харпăр хăй килĕнчех пурнăпăр-ха. Пупĕ вăл уйăраканни мар-ха, пĕрлештерекенни кăна. Кирек мĕнле пулсан та шăв-шав ан хускалтăрччĕ çех.

— Кӳлле чул пăрахсан унти шыв хускалмасăр тăма пултарать-и?

— Вăл çапли çапла та-ха, Клавье хаяр-çке ман, çавăнтан хăратăп эпĕ. Вăл мана çех мар, сана та хур кăтартĕ.

— Маншан ан хăра эс, эпĕ хамшăн хам тăрăп. Ман упăшка тесен, халь кирек мĕн тутăр вăл мана. Ачисен амăшне шеллемесен хăть çапса пăрахтăр. Паянхи куна вăл пур пĕр манран туртса илеймест. Эпĕр санпа пĕр-пĕрин валли çуралнă, пирĕн иксĕмĕрĕн пĕр шутлă, пулмалла.

— Паллах ара, паллах, — çирĕплетрĕ Микулай. — Çул курки ăсса парам-и?

— Çук, кирлĕ мар, — терĕ Укка тăртаннă тутине çара аллипе сĕртĕнсе. — Эп сăрасăрах ӳсĕр.

— Упăшку ĕненет-и, çук-и, эсĕ нимĕн те ан йышăн. Атту манăн та, санăн та пурнăç саланĕ.