Атăл шывĕ юха тăрать :: Чăнлав е Гимади «Эврики»


...Следующим слабым моментом однобоких этногенетических увлечении, порожденных постановлением 1944 г., является то, что часто искажается или же недостаточно освещается ряд аспектов гражданской, военно-политической истории татар периода становления Казанского ханства...

М .Усманов,

истори наукисен докторĕ, профессор.

1990 çул.

 

1944 çул. Кĕркунне.

Хусан. Тутарсен Автономилле Советлă Социализмла Республикин шĕкĕр хули.

Хула варринчи тăватă хутлă хитре çурт. Ку вăл СССР Наукăсен Академийĕн Хусанти филиалĕн Чĕлхепе литература тата истори институчĕ... Пысăк та çутă пӳлĕмре сарлака сĕтел хушшинче пĕр-пĕччен пысăк çамкаллă, çутă куçлă, хытанкка çын ларать. Ахăртнех, чирлĕрех пулас вăл, час-часах ӳсĕркелесе илет.

Сĕтелĕ çинче тем тĕрлĕ хутсем. Сылтăмра, сĕтел вĕçĕнче — кĕнекесем. Пурте вĕсем тутар халăх историне çутатса параççĕ. Ку кĕнекесене çак сĕтел хушшинче ларакан çын çырнă.

Ку çынни — тутарсен паллă историкĕ Хайрутдин Гимадеевич Гимадутдинов. Вăл ытти кунсенче çапла çакăнта ирех килетчĕ те тӳрех ручка илсе çырма ларатчĕ. Анчах паян аллине ручка тытаймасть. Алчăраса кайнă куçĕпе вĕçĕмсĕр хутсем çине сарса хунă хаçат çине пăхать. «Постановление Татарского обкома ВКП(6) «Об ошибках и недостатках в работе Татарского научно-исследовательского института» тесе шултра та хуп-хура саспаллисемпе çырнă унта. Вĕçĕ-хĕррисĕр çавна вулать çак çын.

Пӳлĕме хĕвел кĕрет. Хитре те илемлĕ кун. Анчах çак çын çавна та асăрхамасть пулас. Чăнах та, чунĕнче-чĕринче питĕ йывăр пулас ку çыннăн.

Асаллă самана. Юнлă та тискер самана.

Пĕтĕм совет халăхĕ, мĕнпур вăйне пухса, тискер нимĕç фашисчĕсене хăйĕн йăвинче ним юлми çапса çĕмĕрессишĕн кĕрешет. Пĕтĕм тĕнче пĕлет: çĕнтерӳ кунĕ çитесси нумай юлман ĕнтĕ. Эппин, çĕршыври пĕтĕм халăха пĕрлештермелле, пĕтĕм вăя, кашни çынна çĕнтерӳ валли ĕçлеттермелле. Анчах... тăшмансем шыракансем аслă çĕнтерӳшĕн кĕрешекенсен хушшинче тăшмансем тупма та тытăнчĕç ĕнтĕ. Уйрăм çынсене кăна мар, пĕрпĕтĕм халахсене тăшман туса хучĕç... Калмăксем, балкарсем, карачайсем, крым тутарĕсем, месхет турăкĕсем — тăшмансем пулса тăчĕç, вĕсене ним шеллемесĕр выльăх турттаракан вакунсем çине тиесе, хăйсен тăван çĕрĕ-шывĕcенчен ют çĕре турттара-турттара кайса, çап-çара çеçенхире кăлара-кăлара хăвара пуçларĕç.

Çĕршыври вырăс мар халăхсем ыттисем те темĕскерле усал пуласлăха кĕтнĕн хытса ним тума пĕлмен пек пулма тытăнчĕç. Çак йывăр та кăткăс саманана уйрăмах наукăпа культура тата литература ĕçченĕсем чунĕ-чĕрисене ыраттармалла туйрĕç.

Крым тутарĕсене пĕр çын юлми хăйсен çĕрĕ-шывĕнчен ним шеллемесĕр турттарса тухни, вĕсен ĕмĕрхи культурине асар та писер çĕмĕрсе ишни Хусан тутарĕсене уйрăмах питĕ тарăн шухăша ячĕ. Мĕн тесессĕн те Крым тутарĕсем те, Хусан тутарĕсем те пĕр юнлă халăх. Авалхи тата вăтам ĕмĕрсенчи историйĕ вĕсен пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Кун пирки историксем нумай çырнă. Кун пирки темле тĕпчевçĕ те иккĕленмест.

Кам-кам та, ку пӳлĕм хуçи çакăн çинчен питĕ лайăх пĕлет.

Хайрутдин Гимадеевич Гимадутдинов — тутарсен питĕ паллă историкĕ. Вăл революцичченех, 1912 çулта çуралнă. 1933 çултанпа Хусан хулинче аслă шкулсенче лекцисем вуланă. 1943 çултанпа вара СССР Наукăсен Академийĕн Хусанти филиалĕн Чĕлхепе литература тата истори институтĕнче ĕçлет. Унăн тĕп тĕпчевĕсем пурте Тутар Республикин историйĕпе тата тутар халăхĕ пулса кайни пирки çырнипе çыхăннă. Пĕр сăмахпа каласан, вăл тутар халăх историйĕ çинчен çыракан хальхи вăхăтри чи паллă тĕпчевçĕ.

Хăйĕн тĕпчевĕсенче вăл хăйĕн хушаматне-ятне Хайри Гимади тесе палăртать.

Гимади — чăнласах та паллă тĕпчевçĕ. Хусан тутарĕсен историйĕ питĕ пăтрашăнчăклă. Гимади вара çав пăтрашăнчăка йĕркелесе, апла-капла лăпăртатакансен çыравĕсене çӳп-çапран тасатса, тăван халăх историйĕн тĕп çул-йĕрне тĕрĕс те ĕненмелле кăтартма пултарчĕ. Тутарсем — ĕлĕк-авал Алтай таврашĕпе хальхи Монголи çĕрĕсенче тымарланса хунаса кайнă халăх. Тĕрĕссипе каласан, 1236 çулччен Атăлпа Урал таврашĕнче пĕр тутар та пулман. Кайран вĕсен мăн аслашшĕсем Çĕпĕре тата Атăл тăрăхне Батый ертсе пыракан вĕçĕ-хĕррисĕр ордасемпе килнĕ, çав таврарах вара пурăнма юлнă. Ылттăн Орда — тутарсен аслă та чаплă патшалăхĕ. Ылттăн Ордан патшалăх чĕлхи — хальхи тутарсен тăван чĕлхи. Ылттăн Ордан ытарайми чаплă культури — хальхи тутар халăхĕн эткерĕ. Ылттăн Ордан мухтава тивĕçлĕ паттăрĕсем — хальхи тутарсем те мухтанмалли паттăрсем. Ылттăн Ордан патшисем — хальхи тутарсен патшисемех... Çакна Гимади питĕ лайăх пĕлет, çакна вăл хăйĕн тĕпчевĕсенче питĕ тĕрĕс, питĕ ĕненмелле çырса кăтартнă.

Анчах паллă историке ĕçлеме питĕ йывăр. Пысăк чăрмав пур кунта. Ылттăн Орда историйĕ вырăс халăх историйĕпе тачă çыхăннă. Вырăс пиклĕхĕсем, урăхла каласан, княжествисем, вăл шутра Мускав патшалăхĕ те, чылай хушă Ылттăн Ордана пăхăнса пурăннă, хырçă-марçă тӳленĕ. Раççей империйĕ Ылттăн Ордана хирĕç кĕрешнĕ май ӳссе-çирĕпленсе пынă... Çавна пула, хальхи лару-тăру хушнипе, Ылттăн Орда çитĕнĕвĕсене, унăн паттăрĕсене, чаплă культурине уçăмлăн та ирĕккĕн çырса кăтартма питĕ йывăр. Ним çук çĕртенех темтепĕр каласа айăплама пултараççĕ, халăх тăшманĕ тесе тытса хупма е тата персе вĕлерме те пултараççĕ. Çапах, турра шĕкĕр, паян куна çитиччен, ятлаçкаларĕç пулсассăн та, Хайри Гимадие тивмерĕç-ха, халăх тăшманĕ те тумарĕç-ха...

Анчах тутар патриочĕсем çав «Идегей» эпоса çĕклесе, ăна тĕпчесе, тĕрлĕ çĕрте пичетлесе йăнăш турĕç пулмалла. Ăна пула вĕсем хăйсен историйĕ пирки те тĕрĕссине, тутарсем Ылттăн Ордан тӳрĕрен те тӳре тăсăмĕ пулнине асăрханмасăрах çырма тытăнчĕç. Ку та çакăн пек саманара кирлĕ марччĕ пуль çав... Анчах та чуна сутма çук-çке-ха! Ара, Хусан тутарĕсем чăнласах та Ылттăн Ордаран тухнă. Идегей чăнласах та тутар халăх эпосĕн геройĕ. Вăл чăн пулнă çынах.

Идегей, хăшпĕр чухне ăна Едигей те теççĕ, 1352-1419 çулсенче пурăннă, 1399 çулта Ылттăн Орда эмирĕ пулнă. Ăна тата Ногай Ордине никĕсленĕ çын тесе те калаççĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл Тохтамыша та хан пулма пулăшнă. Кайран тата ăна хирĕç те кĕрешнĕ Уксах-Тимĕрпе (Тамерланпа) килĕшӳ тунă. 1399 çулта Ворскла юханшывĕ çинче Литва княçĕн Витовтăн тата Тохтамышăн пĕрлешнĕ çарĕсене çĕмĕрсе такнă. Ылтăн Ордана çĕнĕрен чĕртсе тăратма хăтланнă. Çак Ылтăн Ордана çĕнĕрен çĕклесе вăйлатса ярас тенĕ шухăша тĕпе хурать те ĕнтĕ çак «Идегей» эпос.

Тĕрĕссипе каласан, Хусан патшалăхĕ пулса каясси те пĕтĕмпех Ылттăн Ордапа çыхăннă. 1395 çулта Уксах-Тимĕр (Тамерлан) Ылттăн Орда ханне Тохтамыша питĕ тискеррĕн, ним юлми пекех çĕмĕрсе тăкать. Ылттăн Орда патшалăхĕ пĕтес патнех çитет. Мĕншĕн тесен Уксах-Тимĕр çарĕ пĕтĕм хуласене-ялсене çĕмĕрсе пĕтернĕ. Ун чухне пăлхар-чăвашсен çĕрĕ те Ылттăн Ордана кĕнĕ. Тохтамыш çарĕсене йĕрлесе, Ухсах-Тимĕр çарĕсем пăлхар-чăвашсен çĕрĕ çине те кĕрсе кайнă, тутар-монголсем килсе çĕмĕрнĕ хыççăн çĕнĕрен çĕкленсе кайма тытăннă Пăлхар хулине ним юлми ишсе тăкнă. Юрать-ха, унран маларах Пăлхар патшн Асан-Хусан хăйĕн ывăлне, Хусана, çурçĕр еннерех, Чулман-Атăл леш енне, тăшмансем тӳрех çитеймен çĕре кайса хула никĕслеме хушнă.

Кăнар-тикки1 Хусан вара чăнах та хăйĕн кĕçĕн дружинипе, çурçĕрелле кайса, Чулман Атăл урлă, кайран Мешше шывĕ урлă каçса, Тупăршан ятлă сĕм вăрман витĕр юхакан шыв хĕрринче çĕнĕ хула никĕслет. Ăна хăй ячĕпе Хусан тесе ят парать. Пăлхар-чăвашсен йăли çапла, чылай хуласемпе ялсене вĕсене никĕсленĕ паттăрсен е пиксемпе мăрсасен ячĕпе панă. Хусана никĕслесси 1370 çулта пулма пултарнă. Чылай чăнлавсем çакна çирĕплетеççĕ. Хусан хулине мĕнле никĕслени çинчен авалхи пăлхар-чăвашсен тӳрĕрен-тӳрĕ тăсăмĕ пулакан хальхи чăвашсен темиçе историлле юрă та пур. Вĕсене те пĕлет Гимади. Уйрăмах ăна «Хусан хули ту çинче» ятлă авалхи чăваш халăх юрри килĕшет:

 

Хусан хули ту çинче,

Ĕмĕлкийĕ — шур çинче.

Эпир унта ĕлĕк пурăнни

Халĕ килсе тухать куç умне.

 

Хусан хули ту çинче,

Ĕмĕлкийĕ — куç çинче.

Хусан хулине хамăр лартни

Паян кун та хамăр куçăмрах.

 

Хусан хули ту çинче,

Ĕмĕлкийĕ — шыв çинче.

Хусанта чăваш патши пулни

Манăнас çук эпир виличчен.

Хусан хули ту çинче,

Ĕмелкийĕ — чат çинче.

Хамăр ĕлĕк чух паттăр пулни

Асра тăрать кашни кун çинче.

 

Уксах-Тимĕр Атăлçи Пăлхарстан çĕрĕ çинче те, Ылттăн Ордан ытти çĕрĕсем çинче те нумай тытăнса тăман, часах хăй юратакан Самарканд хулине кайса, ытти çĕрсене çĕнсе илесси пирки шухăшлама тытăннă.

Паллă ĕнтĕ, нимле çĕр те ĕмĕр-ĕмĕр пушă тăма пултараймасть. Уйрăмах Атăлçи пек тулăх çĕр.

Уксах-Тимĕр çарĕсем кайнă хыççăн Ылттăн Орда çĕрĕ çинче те пурнăç çĕнĕрен чĕрелсе тăрать. Ылттăн Ордан тĕп хулине Сарая Тохтамыш мăнукĕ Улуг-Мухаммед пырса ларать, аслашшĕн аслă та чапла патшалăхне çĕнĕрен чĕртсе тăратма тăрăшать. Анчах ку ĕç ăнмасть. Вара унăн хăй дружинипе Сарайран тухса тарма лекет. Вăл, Крыма кайса, унта çирĕпленсе ларма тăрăшать. Анчах Крым çыннисене те килĕшмест вăл. Улуг-Мухаммед вара çурçĕрелле каять те Мускав патшалăхне кĕрекен Белев хулине туртса илет, ăна хăйĕн шĕкĕр хули туса хума хăтланать. Анчах мускавсене ку килĕшмест. Мускав çарĕ ăна Белев хулинчен хăваласа кăларать.

Улуг-Мухаммед вара хăйĕн дружинипе çурçĕр-хĕвелтухăçнелле каять. Хальхи Чулхула выранĕнчи пысăк мар карман-крепоçе тытса илме хăтланать. Анчах кунта та темĕскер ĕç тухмасть унăн. Вара 1437 çулта Улуг-Мухаммед хăй çарĕпе, кĕтмен çĕртен тапăнса, Хусан хулине туртса илет. Ун чухне Хусан хулине Пăлхар патши ывăлĕсем Ылттăнпикпе Алимпик тытса тăнă. Ылттăнпик çавăн чухне тискер çапăçура пуçне хурать. Алимпик вара хăйĕн тăван хулине туртса илекенсемпе чылай хушă паттăррăн кĕрешет, каярахпа Улуг-Мухаммед ывăлĕпе Махмутекпа çапăçса 1445 çулта пуçне хурать.

Улуг-Мухаммед, туртса илнĕ хулана хăйĕн пуçхули туса, ун тавра çĕнĕ патшалăх чăмăртама тытăнать. Ку хушăра Ылттăн Ордара вĕçĕ-хĕррисĕр граждан вăрçи пырать. Тем тĕрлĕ инкек курса пĕтнĕ Ылтăн Орда çыннисем йăхĕ-йăхĕпе, ăрăвĕ-ăрăвĕпе çĕнĕ патшалăха пыма тытăнаççĕ.

Хусан хулинче вырнаçса, вĕсем хула ятне те хăйсемле улăштарса калама пуçлаççĕ. Пăлхар-чăваш чĕлхинчи «х» сасă тутар чĕлхинче «к» пулса тăрать. Тутарсен Хусан ят çук, вĕсем ку ята Казан тесе калаççĕ. Çапла вара Хусан хули вĕсемшĕн Казан пулса тăрать.

Инкек курса тертленсе пĕтнĕ пăлхар-чăвашсем те, артак пурнăçа кĕтсе, çирĕпленсе пыракан патшалăха пулăшаççĕ, Хусан тавра чăмăртанма тăрăшаççĕ. Ара, çирĕп патшалăх пулмасан вĕсем çине пĕр енчен тутар-монголсем, тепĕр енчен вырăссем киле-киле тапăнаççĕ. Капла, Ылттăн Орда çынни ханра ларать пулсассăн та, тăнăç пурнăç кĕтме пулать.

Çак историлле пулăмсене Гимади лайăх пĕлет. Тĕпрен илсен, Хусан патшалăхĕ Ылттăн Орда тăсăмĕ. Хусан патшалăхĕн официаллă чĕлхи те Ылттăн Орда чĕлхиех. Патшалăх тытăмĕ те, хырăç-марăç илес йĕрке те, дипломати те — Ылттăн Орданах. Культури те — Ылттăн Орданах. Улуг-Мухаммед — Ылттăн Орда ханĕн Тохтамышăн мăнукĕ. Вăл хăй те Ылттăн Орда столицинче ханра ларнă. Халĕ, акă, Ылттăн Ордан столицине çеç улăштарнă, ишĕлсе пĕтнĕ Сарай хули вырăнне Хусана пуçхула тунă.

Гимадин пĕтĕм тĕпчевĕсем çак чăнлăхсем çинче никĕсленсе тăраççĕ. Ку вăл тăван тутар халăхĕн историне тĕрĕс, чуна сутмасăр çырса кăтартни.

Халь вара мĕн тумалла ĕнтĕ?.. Ак çакăнта, сĕтел çинче выртакан хаçатра пичетленнĕ ВКП (6) Тутар обкомĕн «Об ошибках и недостатаках в работе Татарского научно-исследовательского института» ятлă постановленийĕнче кун пирки питĕ уçăмлăн, татса каланă: тутарсем нимĕнле тутарсем те мар, Ылттăн Орда эткерĕпе вĕсем нихăш енчен те çыхăнман.

Чылай хушă хăй сĕтелĕ хушшинче ним хускалмасăр ларнă Гимади ура çине тăчĕ те, питĕ йывăр чирлĕ çын пек аран-аран утса, чӳрече патне пычĕ.

Тĕлĕнтермĕш çанталăк!.. Паçăр кăна урамра хĕвеллĕ те хитре çанталăкчĕ. Халĕ, акă, хĕвел те çук, çитменнине тата лӳшкентерсе çумăр янă иккен. Гимади çавна та асăрхаман. Çутçанталăк ăна, телейсĕр ученăя, шеллесе йĕме тытăннă тейĕн çав. Тăкать те тăкать çумăр. Урам сарлакăшĕпех шыв юхать, Атăл шывĕ тейĕн çав... Темле çын урам урлă каçасшăн, ниепле те каçма вырăн тупаймасть. Юлашкинчен хайхискер ботинкине, унтан чăлхине хыврĕ те аллине илчĕ, вара çара уранах шыв çине кĕрсе кайрĕ. Шывĕ тата шывĕ!.. Чĕркуççи таранах...

«Турăçăм! Хăш вăхăтра çапла шыв тулнă-ха вара? — шухăшласа илчĕ Гимади. — Витререн тăкнă пекех тăкнă пулас...»

Гимади чӳрече патĕнчен пăрăнчĕ те урай тăрăх унталла-кунталла утса кайрĕ, унтан вара ним тума аптранипе тенĕ пек каллех хăй вырăнне кайса ларчĕ.

Чăнах та, халь вара мĕн тумалла-ха? Тăван халăх историне çапла, ним юлми пĕтернĕ чухне ним чĕнмесĕр, çăварне чул хыпнă пек тăмалла-и? Е пурте илтмелле «Ку вăл путсĕрле хăтланни» — темелле-и? Паллах, пурте илтмелле кăшкăрма пулать. Анчах çав кунах вара пурнăçпа та сывпулашмалла пулать. Çав кунах ăна халăх тăшманĕ тесе пĕлтереççĕ, ятне-шывне пĕтĕм кĕнекесенчен турта-турта хума тытăнаççĕ, сăнне вара ушкăнпа ӳкернĕ сăнӳкерчĕксенчен те каса-каса кăлара пуçлаççĕ. Мĕн тумалла? Чăнах та, мĕн тумалла? Чăтаймарĕ тĕпчевçĕ, каллех ури çине тăчĕ те урай тăрăх ним тĕлли-паллисĕр утса çӳреме тытăнче.

«Мĕн тумалла? — сасăпах хăйĕнчен хăй ыйтрĕ те ним тума пĕлеймен пек каллех чӳречерен пăхрĕ. Çумăр урса кайсах лӳшкентерет. — Тăхта-ха, ахăрсамана пуçланман пуль те? — тĕлĕнтермĕш шухăш пырса кĕчĕ ученăй пуçне. — Çумăрах-ши вара ку?.. Тутар халăхĕн пин-пин çулхи куççулĕ çĕр çине тăкăнать мар-ши паян?»

Урамра вара çумăр çаплах çурĕ те çурĕ.

«Ухмаха тухмастăп пуль те, — пуçне енчен еннелле сулласа илчĕ Гимади. — Пуçа тем тĕрлĕ ухмахла шухăшсем кĕреççĕ...»

Тепĕр тесен, чăнах та ăнланмалла мар кун паян.

— Мĕншĕн никам та килмест-ха? — сасăпах калаçса илчĕ Гимади. — Пурте вилсе пĕтмен пуль те?.. Е çак çумăртан хăрарĕç-и? Иртерех тухмалла пулнă! Çумăрччен!.. Мĕнле лайăх çанталăкчĕ ирхине.

Гимади каялла сĕтел хушшине кайса ларчĕ те иртнине аса иле пуçларĕ.

 

Кăçалхи çурла уйăхĕн 10-мĕш кунне нихăçан та манас çук. Радио ВКП(6) Центральнăй Комитечĕ «Тутар парти организацийĕн политикăлла тата идеологилле ĕçĕсене пăхса тухни тата вĕсене мĕнле лайăхлатмалли» ятлă пысăк йышăну тунă иккен. Унта тутар парти организацийĕ «хальхи лару-тăрăва кирлĕ пек ăнланман, идеологи енчен юлса пыракан, тăшманла шухăшлакансен тыткăнне кĕрсе ӳкнĕ» тĕрлĕ тĕпчевçĕсен çулĕпе кайса тутар халăх историне те, культурине те тĕрĕс кăтартманни çинчен питĕ хытă каланă. Постановленин кашни сăмахĕ хыçĕнче тата хăратса тăракан сĕм пур: халех, паянах турленмесен, Тутар парти обкомĕнчисем те, тутар ученăйĕсем те, писателĕсем те халăх тăшманĕ пулма пултараççĕ.

 
1 Канар-тикки — патша ывăлĕ, патша вилнĕ хыççăн астул тытма тивĕçлĕ ывăлĕ, вырăсла — наследный принц.
■ Страницăсем: 1 2 3