Атăл шывĕ юха тăрать :: Кавар


Кавар тăвакана кăвар хыпса илтĕр.

Чăвашсем ылханса калани.

 

Ибн-Баштупа тахçан ку хулара Туркай ятпа çӳренĕ Ибн-Хасан патшана йăпăлтатса та илĕртсе кăна ĕç тухманнине ăнланчĕç. Эппин, урăх темескер шухăшласа кăлармалла. Мĕскер?.. Çак шухăш вĕсен пуçне тем тĕрлĕ те пăтраштара пуçларĕ. Вара, чылайччен Багдат элчисемпе канашланă хыççăн, вĕсем чи малтан патшан çывăх çыннисенчен хăшне-пĕрне хăйсем майлă çавăрас терĕç.

 

* * *

Багдат элчисем хăйне хăнана чĕнеççĕ тени Теккепее малтанласа шалтах тĕлĕнтерчĕ. Ара, вăл визирь та, мăчавар та мар. Мĕне кирлĕ пулчĕ-ха вара Теккепей Багдат элчисене?.. Шухăшласан-шухăшласан, Теккепей çапах та чĕннĕ çĕре каяс терĕ.

Багдат элчисем пурте Абдаллах ибн-Башту килĕнче вырнаçнă. Вĕсем пурте хăйсем хăнана чĕннĕ çамрăк çар-пуçне питĕ хапăлласа кĕтсе илчĕç. Кунтах тата тепĕр çамрăк çарпуçĕ — Туркай.

— Эс кунта мĕнле лекнĕ вара, Туркай? — тĕлĕнчĕ Теккепей. — Кунтах пурăнма куçман пуль те?

— Туркай мар, халĕ эпĕ Муххаммет ибн-Хасан, — кӳреннĕн каларĕ çамрăк çарпуçĕ. — Ара, пĕлетĕн вĕт-ха ĕнтĕ, эпĕ ислам тĕнне кĕтĕм. Юри мана çапла мăшкăллас тесе Туркай тетĕн-им-ха вара?

— Каçар, мансах кайнă, — тĕрĕссине каларĕ Текккепей. — Чăнах та, илтнĕччĕ-ха эпĕ. Анчах хăвна курман та, ĕненмерĕм. Каçар, Муххаммет пулсан, эппин, Муххаммет пул — маншăн пулсан, Туркай тени лайăхрахччĕ. Туркай — турă кайăкĕ. Çапла теттĕн вĕт-ха эсĕ хăвна.

— Çук, тĕрĕс мар каланă эпĕ! — каллех тарăхрĕ лешĕ. — Туркай тени вăл «турă кай!» тени пулнă. Çавăнпа эпĕ çутă тĕне кĕрсе çуталтăм та ĕнтĕ. Халĕ эпĕ пророкпа пĕр ятлă. Вилсессĕн те унпа юнашар пулатăп. Ислам çыннисем çавăн пек калаççĕ...

Калаçакан икĕ çарпуçĕ патне Абдаллах пырса тăчĕ.

— О-о, эсир пĕр-пĕринпе килĕштерме ĕлкĕрнĕ те иккен, — савăнса калаçма тытăнчĕ вăл. — Питĕ тĕрĕс. Эсир çамрăк, маттур, сирте — пуласлăх. Шăп та лăп çавăн пирки калаçасшăн та ĕнтĕ эпир паян. Атьăр, ларар-ха пурте пĕрле. Акă, Багдат элчисем те сирĕнпе калаçасшăн.

Пурте пĕрле ларса кăштах ĕçнĕ-çинĕ хыççăн Абдаллах ибн-Башту каллех хăй юррине юрлама тытăнчĕ.

— Акă, Муххаммет пирĕн Багдатра ислам тĕнне кĕрсе çуталчĕ те пĕтĕм тĕнчипе паллă çын пулса тăчĕ. Ăна халĕ тĕнче варри пулса тăракан Багдатра та питĕ лайăх пĕлеççĕ. Халиф та ăна тĕнчери чи паллă çарпуçĕсенчен пĕри тесе хисеплет. Тĕрĕс калатăп-и, тусăмсем?

Багдат элчисем, килхуçи тĕрĕс калать тесе, пуçĕсене ухса илчĕç те аллисемпе сухалĕсене сăтăрам пекки турĕç.

— Аллах аслă! — терĕ вара аслă элчĕ Ал-Расси. — Аллах пурне те курать, пурне те тивĕçлипе хаклать.

— Тĕрĕс калать пирĕн хисеплĕ хăна, — сăмахне малалла тăсрĕ Абдаллах. — Çавна шута хурса ĕнтĕ, пирĕн хисеплĕ Теккепей, эпир сана та çутă тĕне кĕме сĕнесшĕн. Çутă тĕнпе пурăнма тытăнсассăн, эсĕ те, Муххамет ибн-Хасан пекех, пĕтĕм тенчипе чапа тухатăн. Эпир сана пирĕн Пăлхарстан çĕршывен чи чаплă çарпуçĕ тесе пĕлтерĕпĕр. Пыра-киле эсĕ çĕршыв хуçи те пулма пултаратăн.

— Мĕнле ăнланмалла, хисеплĕ килхуçи, ку санăн юлашки сăмахусене? — асăрхануллă пулмаллине те манса кайса, тӳреммĕнех ыйтрĕ Теккепей. Хăйне хăна пулма чĕннĕ килте çакăн пек калаçу пуçланни ăна питĕ тĕлĕнтерчĕ.

— Мĕнле ăнланасси-мĕнĕ... — сăмахĕсене тăсса калаçма тытăнчĕ Абдаллах, унтан аякран килнĕ хăнасем çине ыйтуллăн пăхса илчĕ.

— Кала-кала, пĕтĕмпех кала, — ăс вĕрентрĕ ăна Ал-Расси. — Кунта эпир пурте пĕр шухăшлă çынсем. Пирĕн пĕр-пĕринчен нимĕн те пытармалла мар.

Çак сăмахсене илтнипе хавхаланса, Абдаллах малалла калама тытăнчĕ.

— Пĕлетĕн ĕнтĕ, пирĕн патша ниепле те çутă тĕне кĕрсе ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе ярасшăн мар. Хăй те çутă тĕнпе пурăнма килĕшмест. Кун пек эпир ниепле те аталанса каяймастпăр. Çавăнпа калатăп, пыра-киле пирĕн çĕршывра урăх çынсем хуçаланма тытăнасси пирки те шухăшламалла. Эсĕ вара çамрăк, маттур, паттăр çарпуçĕ. Тен, эсех, акă, пирĕн патша та пулăн.

Ку сăмахсене илтсессĕн, тĕлĕннипе Теккепей ури çине сиксе тăчĕ:

— Мĕн калаçатăн эсĕ, Абдаллах? — терĕ хыттăн. — Ку вăл... ку... кавар туни пулать... Патшана хирĕç... Аслă Танкар хушнипе астул тытса тăракан патшана хирĕç...

— Тăхта-ха, тăхта, эс мĕн ытла пăлханан? — калаçăва хутшăнчĕ Туркай-Муххаммет. — Эпир калани килĕшмест пулсан, сан вырăнна эпир урăххине те тупатпăр.

— Апла юрамасть, — çамрăк тусне тӳрлетме васкарĕ Абдаллах. — Теккепей вăл хамăр çын. Ун пек каласа ăна апла кӳрентермелле мар.

Анчах ытла пăлханса кайнипе ку сăмахсене Теккепей илтмерĕ те пулĕ.

— Эсир мана сутăнчăк тăвасшăн! — хыттăн каларĕ вăл, хĕрӳлленсе. — Сирĕн пек путсĕр çынсемпе пĕр пӳлĕмре ларни те çылăх!.. — Хайхискер пурин çине те çиллессĕн пăхса илчĕ те, хыттăн пуса-пуса, алăк патнелле утрĕ. — Эсир кунта кавар тума пуçтарăннă. Паянах кун çинчен патшана каласа паратăп...

Теккепей тухса кайсан, пӳлĕмрисем пĕр-пĕрин çине нимĕн тума аптранă пек пăхса илчĕç.

— Ăна кунтан чĕре-сыввăн яма юрамасть, — терĕ пуринчен те малтан тăна кĕрсе Ал-Расси.

— Чăнах та, патшана каласа парсан вара пĕтрĕç пирĕн пуçсем! — хăраса ӳксе калаçма тытăнчĕ Абдаллах та. — Чармалла ăна!

— Мĕнле чаран? — аптраса ыйтрĕ Туркай-Муххаммет.

— Мĕнле терĕн-и? — тăна кĕнĕ пек пулчĕ Абдаллах. — Туртса кăлар, атя, анкарна. Хуса çит. Картишĕнчен тухсанах унта çырма пуçланать. Чик те пăрах! — хушрĕ хайхискере. — Виллине вара шыва, шапасем патне пăрах!..

— Кам та пулин курсан! — хăраса ӳкрĕ Туркай-Муххаммет.

— Никам та курмасть! — çирĕплетсе каларĕ Абдаллах. — Çын çӳрекен вырăн мар унта.

— Хăратăп! — вырăнтан та хускалмарĕ Туркай-Муххаммет.

— Хăратăн пулсан, пуçхĕрлĕ çакăнса тăмалла пулать, — тискеррĕн пăшăлтатрĕ Абдаллах. — Атя, атя, атту кая юлма пултаратăн. — Вăл, тĕрте-тĕрте тенĕ пекех, Туркай-Муххаммета пӳлĕмрен кăларса ячĕ.

 

* * *

Теккепей çухални Пăлхар хулинче ытла никамах та кулянтармарĕ. Ара, кун пек пăлхаварлă саманара тем те пулать. Пурнăç такана çинчи шыв пек тăчĕ. Ислам тĕнĕшĕн çунакансем çаплах лăпланмарĕç-ха. Алмас патша хăйсен шухăшĕпе килĕшменни вĕсене питĕ тарăхтарчĕ.

Çапах та Теккепейпе пулса иртнĕ ĕç Багдатран килнĕ араб çыннисене те самаях шутлаттарчĕ пулмалла, вĕсем пĕр тапхăра шăпланчĕç. Çакна кура Абдаллах ибн-Башту та хăйне çумăр айне лекнĕ йĕпе чăх пек туйма тытăнчĕ.

— Итле-ха, — терĕ пĕррехинче Сусан ар-Расси Абдаллаха, — сирĕн кунта çак Теккепей пек çынсем те пурри мана питĕ тĕлĕнтерчĕ-ха. Багдатран тухса килнĕ чухне эпĕ кунта, сирĕн çĕршывра, пурте хамăр пĕлекен Муххаммет ибн-Хасан пеккисем çеç тесе.

— Мĕнле ăнланмалла куна? — тавçăрса илеймерĕ-ха Абдаллах.

— Ара, Муххаммет мĕнле çын иккенне пĕлейместĕн-им? Итле, ăнлантарса парам эппин. Муххаммета мĕн кирлине пĕлсе çитрĕн пуль. Багдатра чухнех эпĕ ăна питĕ лайăх пĕлтĕм. Муххаммета ăна иртĕхсе пурăнни те хăй пек иртăхме юратакан, укçалла сутăнакан хĕрарăмсем кăна кирлĕ. Хăй те вăл укçашăн е чапшăн такама та сутма хатĕр. Ашшĕне кăна мар, амăшне те. Эсĕ те ун пекрехех... Ан кӳрен, ан кӳрен! Эп чăннине калатăп. Çавăнпа ĕнтĕ кунти çынсем пурте Муххаммет пек пуль тенĕччĕ. Кунта килсе ырă ĕç тăватпăр, тискер кайăк пек пурăнакан çынсене чаплă культура илсе килсе паратпăр, этемле пурăнма вĕрентетпĕр, чыс, хисеп, этемлĕх текен туйăмсемпе паллашатпăр терĕм. Халĕ вара пăхатăп та... сирĕн культура, сирĕн пурнăç йĕрки пирĕннинчен те тасарах. Сирĕн кунта Муххаммет пеккисем кăна мар, Теккепей пеккисем те пур иккен. Кур-ха ăна, хайĕн патшине сутмасть, чапшăн-мухтавшăн урăх тĕне тухма килĕшмест. Хăйĕн чысĕшĕн, хăйĕн этемлĕхĕшĕн тем тума та хатĕр. Чăнласах та шутламанччĕ эпĕ сирĕн кунта Теккепей мăрса пек çынсем пуласса. Халь вара мĕн тумаллине те пĕлместĕп.

— Аплах ан кала-ха, — хăраса ӳкрĕ ку сăмахсене илтсессĕн Абдаллах ибн-Башту. — Пире кирлĕ çынсем те пур кунта!.. Тупатпăр! Курăн, акă, хамăр ĕçе вĕçне çитеретпĕр! — хавхалантарма тытăнчĕ вăл Сусан ар-Рассие. — Çавсем пулăшнипе вара патшана та хамăр майла çавăратпăр!..

— Пĕтĕмĕшле сăмахсемпе ан лăпăртат-ха! — тарăхрĕ куна илтсен ар-Расси. — Ун пек лапăртатасси вăл çăмăл. Кам пирки калатăн эсĕ? Пĕр çына та пулин пур-и сан ун пекки?

— Мăчаварсенчен шыраса пăхмалла мар-ши? — аптранă енне тенĕ пек каларĕ Абдаллах. — Ара, пĕлетĕн, сирĕн мулласен хушшинче те укçашăн такама та сутма хатĕррисем нумай.

— Атя, шутла-шутла! — хушрĕ евнух.

Абдаллах шухăша кайнă пек пулса тăчĕ те иккĕленсе:

— Кеччекейпе калаçса пăхмалла мар-ши? — терĕ.

— Кам вара вăл Кеччекей?

— Патшан чи шанчăклă мăчаварĕ. Пĕлетĕп, тахçантанпа вăл алмăчавар пулас тесе пурăнать.

— Вара, мĕн, вăл алмăчавар пуласси камран килет?

— Мăчаварсенчен. Анчах пирĕн алмăчавар пур. Çавăнпа Кеччекей ниепле те алмăчавар пулаймасть.

— Нимĕн те ăнланмарăм-ха, — тӳрреммĕнех каларĕ ар-Расси. — Мĕншĕн алмăчавар пулаймасть. Камран килет ку?.. Тепĕр тесен ку мана кирлĕ мар. Атя, калаçса пăх унпа. Патшан чи шанчăклă çыннисенчен пĕрне хамăр майлă çавăрни вăл питĕ кирлĕ ĕç пулĕччĕ. Мĕн ятлă терĕн-ха эсĕ çав мăчавара?

— Кеччекей.

— Атя, Кеччекейпе, эппин, эсĕ ху малтан калаçса пăх, кайран унпа мана паллаштар...

 

Кеччекей ырханкка та çӳллĕ, вăрăм сăмсаллă, хулăм туталлă, кăтра çӳçлĕ пăлхар. Вăл мĕнлерех шухăш-кăмăллă çын пулнине Багдатран килнĕ хăйĕн тусне Абдаллах питĕ тĕрĕс хакласа каласа кăтартрĕ.

Кеччекей тахçантанпа алмăчавар пулма ĕмĕтленет иккен. Анчах паянхи кун, ватă алмăчавар пур чухне, Кеччекей ун вырăнне ниепле те йышăнма пултараймасть. Каварçăсем вара çакăнпа усă курас терĕç.

Чи малтан Кеччекейпе Абдаллах хăй тĕл пулса калаçрĕ. Ăнланчĕ вăл, ку мăчавара хăйсен майлă çавăрма пулать. Анчах калаçма тата илĕртме кăна пĕлмелле. Вара вăл мăчавара хăй патне хăнана чĕнес терĕ:

— Багдат хăнисем санпа тĕл пулса калаçасшăн, — терĕ. — Вĕсем сана питĕ хисеплеççĕ. Багдат халифĕ хăй вĕсене санпа калаçма хушса янă.

■ Страницăсем: 1 2