Хĕрес хывнă хĕвел :: Виççĕмĕш сыпăк
Машинăра сĕнксе ларакан Динăна та часах чун кĕмерĕ. Ларсан-ларсан аран хускалчĕ те машина алăкне уçрĕ. Тапкаланса выртакан шофер патне пычĕ, алли-урине салтрĕ.
— Хускат машинуна, милицие каятпăр, — терĕ никам та ан илттĕр тенĕн пăшăлтатса.
Вĕсене тем вăхăт каялла кăна Вероника пулнă пӳлĕме илсе кĕчĕç. Нумай тĕпчесе тăмарĕç, Динăна кунтах хăварчĕç, шофера инкек пулнă вырăна кăтартма хăйсемпе пĕрле лартса кайрĕç. Час таврăнмарĕç. Кĕтекен Динăна кăна çапла туйăнчĕ-ши? Пĕр хушă ăна пӳлĕмрех, алăк патĕнчи пукан çинче ларма каларĕç, унтан кори-дора тухса тăма хушрĕç. Унăн хăй канăçсăрланнине, пăлханнине кама та пулин кăтартасах килчĕ. Астуса юлнă милиционерсенчен алăк уçса та, лешсем тем ĕçпе коридора тухсан та ыйтсах тăчĕ:
— Час таврăнаççĕ-и? Хăçанччен кĕтмелле?
Ку ячĕшĕн кăна ыйтни пулнине милиционерсем ăнланаççĕ те пулмалла, ним те хуравламаççĕ. Аллисене кăкăр айне тытса тăрать вара пĕр вырăнта. Такампа калаçас та килет хăйĕн, анчах коридор пушах.
Çапла сĕнксе тăнă чухне хăйне такам ятран чĕннĕ пек илтĕнсе кайрĕ те шартах сиктерчĕ. Йăн-ян пăхкаласа илчĕ Дина. Ниçта та никам та курăнмарĕ. Алăк сасси пулсан хăйне чĕннине тепре илтрĕ.
Вырăнтан хускалчĕ. Хальхинче ларма вырăн сĕнмерĕç.
— Çак кунсенче хуларах пулăр, ниçта та ан кайăр. Кирлĕ пулсан чĕнтеретпĕр, — терĕç те кайма ирĕк пачĕç.
Хăй коридорта сĕнксе тăнă вăхăтра милиционерсем телефонпа калаçсах тăнине вăл пĕлмерĕ. Çавăнпа та хурахсене тытма кайнă ушкăн никама та тупайман пулĕ тесе шухăшларĕ. Хăйне лартса çӳрекен шофера та пулин илсе килмерĕç.
Оперативниксем пырса çитнĕ çĕре маскăллă çынсем тарса çухалма ĕлкĕрнĕ. Вĕсем икĕ юппинчен пĕри хăрнă юман çумĕнче хĕр тăнине курнă та ун патне васканă. Лешĕ кĕç-вĕç çĕре ӳкесрен аран-аран тытăнкаласа тăрать. Урисем чĕтреççĕ. Мĕн ыйтсан та шарламасть.
Оперативниксенчен пĕри Вероникăна юман çумĕнчен хускатсан ăна-кăна курнă арçынсем те сасартăк çемçелсе кайрĕç. Хĕрĕн сулахай куçĕ шăтса юхнă, ун вырăнĕнче хĕрлĕ путăк юлнă. Сулахай пичĕ сăмса хысакĕнчен пуçласа хăлха çунатти таранах тирне сӳсе илнĕ пек хĕп-хĕрлĕ. Вероника хăй юнланса пĕтмен. Кĕпе арки çурăлса кайнă та ура тупанне çитиех çакăнса тăрать.
— Халех пульницана леçĕр, — терĕ арçынсенчен пĕри.
Пĕр-пĕрне каласа ăнлантарма тивмерĕ арçынсен. Темиçен Вероникăна çĕклесе илчĕç те машина патне илсе пычĕç.
Тĕл кăтартма килнĕ шофера кăна мĕн-мĕн тумаллине каламалла пулчĕ. Оперативниксенчен пĕри Вероникăпа юнашар машинăн хыçалти ларкăчĕ çине вырнаçрĕ, ыттисем тавралăха тĕпчеме ушкăнпах кунта юлчĕç.
— Хăш пульницана? — ыйтрĕ тĕл кăтартма килнĕ шоферĕ.
Тăн çухатса выртакан Вероника куç уçасса врачсенчен ытларах милиционерсем кĕтрĕç. Кĕтсе илчĕç. Çыпçăнсах ларнă тутисем хускалчĕç Вероникăн. Хускалчĕç те чарăнми чĕтреме пикенчĕç. Чарăннă пек пулнă хушăра ăшри мĕнпур пек хавалне пуçтарса пĕр сăмах каларĕ: Шев-ни-цын...
Тепĕр кунах «Милици шырать» ятлă хулари мĕнпур стенд çинче Шевницын сăн ӳкерчĕкне çыпăçтарса тухрĕç, вырăнти телевиденипе кăна мар, Мускаври каналсемпе те ун сăнне кăтартрĕç. Пакунлă çынсем виççĕн тан ун хваттерне кайрĕç. Вĕсене тӳрех уçса кĕртрĕç. Кĕтмен хăнасене курсан хĕрĕхсенчи хĕрарăмпа арçын шанк хытса тăчĕç. Калаçайми пулчĕç. Пакунлисенчен пĕри ум кĕсйинчен удостоверени кăларчĕ, хăйĕн чинĕпе хушаматне каларĕ. Çакăн хыççăн хĕрарăм, такам чĕпĕтнĕ пек, вырăнтан хускалчĕ те малти пӳлĕме чупса кайрĕ, унтан хĕрлĕ папка çĕклесе тухрĕ.
— Саккунран вăрттăн туман, — терĕ те папкăна милиционер еннелле тăсрĕ.
Арçыннăн те чĕлхи уçăлчĕ.
— Ултавçăсемпе лартавçăсем кĕшĕлтетсе çӳреме тытăнчĕç те, такам серепине лекес мар тесе малтан мĕн-пур кантура çитрĕмĕр, темиçе юристпа канашларăмăр. Ку хутсене те малтан вĕсене кăтартнă. — Пуçне лăнк усрĕ арçын.
— Нивушлĕ эпир те улталантăмăр ĕнтĕ?
— Тем ан калаç-ха, — чĕрре кĕме тăчĕ хĕрарăм. — Пăхчăр-ха малтан документсене.
Милиционерсем те аптăраса ӳкрĕç.
— Хăçан туянтăр вара ку хваттере?
— Уйăх каялла, — татса каларĕ хĕрарăм. — Тӳрех алăк çăрине улăштартăмăр. Халĕ юсатпăр.
Унччен те пулмарĕ, малти пӳлĕмрен вараланчăк комбинезонлă икĕ хĕрарăм тухса тăчĕç. Пĕрин аллинче сăрă мелки, тепри шпаклевка тытнă.
— Çынсене тара тытса ĕçлеттеретпĕр, ЖЭУ çыннисене, — терĕ те кил хуçи хĕрарăмĕ милиционертан папкăна илме аллине тăсрĕ.
Лешĕ ĕнтĕ курас пеккине курнă, вулас пеккине ву-ланă терĕ.
— Малтанхи хуçи ăçта вара?
— Ăна ыйтман та, пĕлместпĕр, — харăс хуравларĕç çĕнĕ хуçасем.
Милиционерсем тем кӳлĕмех канашласа тăчĕç. Çĕнĕ хуçасем вĕсене мĕн кирлине пурпĕрех пĕлтерес çуккине кашниех лайăх ăнланчĕ. Чăрмантарса çӳренĕшĕн каçару ыйтмалли кăна юлчĕ вĕсен. Пĕри алăк уçма хăлăп та ярса тытнăччĕ. Малти пӳлĕме кĕрсе тухса çӳренĕ çĕрте кĕтесре тумбочка çинче телефон ларнине курчĕ те хуçасем еннелле çаврăнчĕ.
— Ĕçлет-и? — ыйтрĕ телефона пӳрнипе тĕллесе. — Калаçса илме ирĕк парăр-ха ĕçлет пулсан...
— Тархасшăн, тархасшăн, — терĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.
Пĕрле ĕçлекенрен Римма адресне ыйтса пĕлчĕ те унта кайма шутларĕç.
Кунта вара калаçу вăрăма пычĕ. Ура çинче тăрса мар, пĕрисем диван çине, теприсем пукансем çине ларсах чăн-чăн тĕпчев ирттерчĕç. Юлашки вăхăтра мăнукĕ ăшне пĕçертсех çитернĕ пулас та, милици çыннисене мар, кӳршĕ хĕрарăмĕсене каласа кăтартнă пекех ним те пы-тарса тăмарĕ, чун тăвăнса тăнине пĕтĕмпех çын çине кăларчĕ.
— Бардак намăсне те пĕтĕмпех ман çине тиерĕ. Штрафне те мана тӳлеттерчĕç. Уссине эп курса пурăннă пек. Мĕн усси пулчĕ мана? Намăсĕ пулчĕ. Çавă кăна.
Пĕри пӳлсе ыйту пама тăрсан милиционерсем пĕр-пĕрин еннелле пуçне çĕклеме манмарĕç: ан чăрмантар, екки янă чух калатăр.
Çăвар типнине те туймарĕ Римма, калаçрĕ те калаçрĕ.
— Хваттерне сутатăп тени хăлхана та кĕмен. Манран вăрттăн хăтланчĕ. Ман хваттере суттарасшăн çӳрерĕ малтан. Пĕринче питĕ ӳсĕр килчĕ те мана ӳкĕтлеме пуçларĕ. Атя, тет, сутар сан хваттере. Пĕр пӳлĕмлисем халĕ хакла каяççĕ. Сана валли коммуналкăра пĕр пӳлĕм туянса паратăп тет. Усĕрĕ калаçать-ха сан, ху мар, урăлса çит малтан тесе кăларса ятăм. Тытăнчĕ ку кашни кун килме, кашни кун йӳтетме. Алă çавăрсанах çĕнĕ хваттер туянса паратăп текелет. Мĕскĕнленет хăй, ашшĕпе амăшне ылханать, нăйкăша-нăйкăша илет. Шеллес килмесен те шеллемелле. Чутах тепре лекеттĕм ун капкăнне. Бардак уçнă чухне вăл çапла хăтланса кăтартрĕ те, кăмăл çемçелсех çитнĕччĕ. Çав намăса курман пулсан халĕ те парăннă пулăттăм. Иртсе те çитмен те намăсĕ, чуна хускатсах тăчĕ. Парăнмарăм. Кайран шахвăртма тытăнтăм. Амăшĕ хыççăн ют çĕршыва тарса каясшăн мар-и ку? Лешĕ илĕртмест-и?
Кунта милиционерсем те ыйту памасăр тӳсеймерĕç.
— Çыру çырать-и вара хĕрӳ? Телефонпа шăнкăравлать-и?
— Асту! — кăшкăрсах ячĕ Римма. — Маннă вăл мана. Ывăлне те маннă. Ун патне пĕр çыру та яман. Телефонпа калаçаççĕ пулинех. Ăна пĕлместĕп. Хăйне укçа кирлĕ чухне кăна аса илет мана.
Сăмахне вĕçлеймерĕ Римма. Чыхăнса кайрĕ. Усĕре-ӳсĕре пыр кăтăкланнине ирттерсе ярсан çăварĕ типнине туйса илчĕ. Ларнă вырăнтан тăрса кайма хăяймарĕ. Хысна çынни тессн, вĕсене хисепленинчен ытла вĕсенчен хăрама вĕрентнĕ-çке ăна та.
— Бардак тетĕн. Хĕрсене кам иле-иле килетчĕ? Шевницын хăех-и?
— Ун çумĕнче темиçе çамрăк ташласа çӳрет. Петро, Серго текелеççĕ хăйсене. Хăшĕ Петро? Хăшĕ Серго? Вĕсене уйăраймастăп.
— Курсан паллаятна вĕсене?
— Ан калаç-ха! Мĕнле — паллаятна? Уттинчен, сассинчен пĕлетĕп вĕсене. Каларăм-çке, хăшĕ Петро, хăшĕ Серго пулнине кăна чухлаймастăп. Пурте маншăн пĕр пекех.
Милиционерсен тинех тĕпчевçĕ йăли хускалчĕ пулас. Пĕр-пĕр ыйтăва темиçе пама тытăнчĕç. Ниме тăман тенĕ пек вак-тĕвеке те сиктерсе хăвармаççĕ. Ку Риммăна килĕшми пулчĕ. Хăй сисмесĕрех тулхăрса илме те пăхрĕ.
— Пĕрре каланине темиçе ан ыйтăр-ха!
— Кирлĕ, çавăнпа ыйтатпăр, — терĕ тĕпчевçĕсенчен пĕри.
Çав çынах Риммăна тĕсесе ларчĕ-ларчĕ те сассине хиврелетрĕ, команда панă пек каласа хучĕ:
— Пурте паллă! Ăçта пытанса пурăннине калăр та, урăх чăрмантарса тăмастпăр.
— Шкапсене уçса кăтартам. Шырăр. Пытарма урăх вырăн çук ман. Путвал та, нӳхреп те çук.
— Чĕрре кĕмесĕр, чĕрре кĕмесĕр, — лăпкăн пӳлчĕ ăна Римма çине çаплах куç тартми пăхса ларакан тĕпчевçĕ.
— Мускавра шырăр. Халь пĕтĕм ăçтиçук унта пуçтарăнать.
— Юратнă мăнукăра та ăçтиçука кăларса ятăр-и? — йĕплесе илчĕ тĕпчевçĕ.
— Эсир кăлартăр! — тулхăрса кайрĕ Римма. — Эсир! Тĕнчере çук пăсăк çĕршыв туса патăр. Çамрăксене юри пăсатăр. Пĕр çамрăк та ни рабочи, ни инженер пуласшăн мар, вăрă та хурах, шульăк та бандит пулмалла вĕсен. Мăшкăлласа ман пек ахаль хĕрарăмсене айăплама хăтланатăр. Эпир хамăр ачасенчен хур тӳсетпĕр. Вăл çитмест тата. Пире айăпа кĕртесшĕн.
Куç умĕнчех йăлтăр-ялтăр пакунсем тăман пулсан лачлаттарса сурма та ӳркенсе тăман пулĕччĕ. Халĕ ăна, çăвара тулнă сурчăка, лăнкăрт çăтса яма тиврĕ.
Алă айне урăх ним те лекмен пирки шупка кăвак шпалер çыпăçтарнă стенана чăмăрĕпе кӳплеттерсе илчĕ.
— Воймать, — терĕ çăвар тулли.
— Римма Васильевна! — сассине хăпартрĕ пурне те пĕлесшĕн çунакан тĕпчевçĕ.
— Мĕн, мĕн Римма Васильевна?! — парăмра юлмарĕ хĕрарăм. — Мĕн? Кайăр, тĕпчĕр Ельцинпа Черномырдина. Виççĕмĕш уйăх пенси памаççĕ. Çамрăксене кăна мар, ваттисене те хурахланма кăларса ярас тетĕр-им?
Милиционерсем сĕнк пулчĕç. Халь вĕсен пĕр сăмахĕ те витмессе ăнланчĕç пулĕ.
— Шкапсене уçса кăтартăп терĕ. Пăхса илĕр апла, — вырăнтан хускалчĕ милиционерсенчен пĕри.
Римма сиксе тăчĕ те телевизор ларакан тумбочка алăкне уçса пăрахрĕ, кĕпе-тумтир шкапне те сиктерсе хăвармарĕ. Шкап ещĕкĕсенче çын пытанас çуккине пĕлсех малтан вĕсене турта-турта кăларчĕ. «Курăр! Курăр!» — кăшкăрашрĕ кашни ешĕке туртса кăлармассерен. Унтан алăкпа юнашар тунă тĕттĕм кĕтесе уçса кăтартрĕ.
— Путвал та, нӳхреп те çук терĕм, — тӳрленсе тăчĕ урай варрине.
Милиционерсем унта мĕн пурри-çуккине пĕлесшĕнех пулмарĕç. Пĕри те унталла пăхмарĕ.
— Юлашки хут хăçан курнă мăнукăра? — пырса тăчĕ ун патне леш сăпса пекех çыпçăнакан тĕпчевçĕ.
— Астумастăп. Хваттер суттарасшăн çӳренĕ хыççăн тек килмен вăл. Уйăх кăна мар иртрĕ унтанпа...
Хутсем çырмарĕç, алă пустарса тăмарĕç пакунлисем. Ку Римма чунне кăштах лăплантарчĕ. Тем усал ĕçех туман пулас-ха тесе шухăшларĕ милиционерсем хыççăн алăк хупса юлсан.
Ăçталла каяççĕ-ха тата тесе пăхса юлма чӳрече умне пырса тăчĕ.
15
Ыйхăран вăраннă-вăранман мĕн тумалла-ха паян тени пуçа пырса кĕрекенччĕ, паян апла пулмарĕ. Мĕн пулчĕ-ха тени хăратса тăчĕ. Усал тĕлĕк те курман пек. Чир çулăхнине те сисменччĕ. Шăм-шак йывăр. Вăл та сехрене хăпартмарĕ-ха. Нихçан пулманнине чĕре чиксе ыратать. Халат уртса та тăмарĕ, тĕпелте тăрмашакан амăшĕ патне чупса кайрĕ.
Хĕрĕ канăçсăрланнине амăшĕ тӳрех сисрĕ.
— Мĕн пулчĕ тата? — хăраса ӳкрĕ Кира.
— Пĕлместĕп, анне. Чĕре ыратнă пек туйăнать... Кира чĕре таппине тĕрĕслеме хĕрĕн аллине ярса тытрĕ.
— Йĕркеллех пек, — мăкăртатса илчĕ те Кира сылтăм ал лаппине Лариса çамки çине хучĕ. — Вĕри те çук... Çăвăнса тирпейлен-ха. Иртсе каймасан чĕре эмелне çур тӳме парăп...
Чĕре чикни иртсе кайнă пек пулчĕ. Анчах канăçсăрлăх иртмерĕ, çухалмарĕ.
— Ĕнер такамсем харкашнине итлесе тăман-и? — пач кĕтмен ыйту пачĕ амăшĕ Лариса тумланса тирпейленсен.
— Астумастăп-çке.
— Такам хаярĕ ӳкмен-и тетĕп-çке. Ман хамăн çавăн пекки пулкалать те, хĕрарăмсем урамра-мĕнре çатăртатма тытăнсан тӳрех пăраха-пăраха каятăп. Пирĕн ĕçре пурччĕ. Кутăн Кçени теттĕмĕр. Ним çукран шăв-шав çĕклеме юрататчĕ. Хирĕçмен-çапăçман çын юлман ун. Мана та вырăнпа выртмаллах чире янăччĕ пĕринче. Çавăн хаярĕ ӳкетчĕ те. Ах, пĕтертĕн чĕрене тесе аллине сылтăм кăкăрĕ çине хурсан пăрăнса тăраттăм. Сан чĕрӳ сылтăм енче-им тетчĕç те хĕрарăмсем, ку шăпланатчĕ.
Лариса эмел ĕçсе тăмарĕ. Çула май Вероника патне общежитие кĕмелле тесе иртерех пуçтарăнса тухса кайрĕ.
Тантăшĕ общежитире çĕр каçманнине пĕлсен тепĕр хут хыпăнса ӳкрĕ. Ĕнер милицие чĕнтернĕччĕ, унтах хăварман-ши тесе те шухăшларĕ.
Халь ĕнерхи йăнăша тӳрлетме çуккине ăнланчĕ пулин те, ĕнер пĕччен хăвармалла марччĕ тесе шухăшлама çаплах пăрахаймарĕ. Университета çитсен тӳрех декан ларакан пӳлĕмĕн алăкне туртса пăхрĕ. Уçах пулчĕ вăл.
— Кĕме юрать-и? — терĕ те пуç тайса сывлăх сунчĕ.
Декан, куçлăхне сăмса вĕçне антарса лартнăскер, кам пулчĕ-ха ку тенĕн куçлăх хывсах пăхса илчĕ те малтан вулама пуçланă хут таткине айккинелле хучĕ.
— Вероника çухалнă, — терĕ Лариса.
— Шыра, — хушнă пекех каларĕ те декан сĕтел çинчи телефон аппаратне тĕллесе кăтартрĕ.
Хăй васкасах пӳлĕмрен тухса кайрĕ.
— Ноль иккĕрен пуçлам-ши? Ноль виççĕрен-ши? — калаçса илчĕ те хĕр телефон трубкине ярса тытрĕ.
Пĕр хушă трубка сассине итлесе ларчĕ. Кам патне тата мĕнле номерпе шăнкăравламаллине пĕлеймерĕ те декан пӳлĕмĕнчен каялла тухрĕ. Пĕрле вĕренекенсенчен ыйтса-тĕпчесе пĕлме шутларĕ. Кам та пулсан пĕлмеллех ĕнтĕ. Калаçса татăлнă тейĕн çав, пурте хулпуççисене кăна сиктерсе илеççĕ.
Хăйне хăй лăплантарма хăтланчĕ. Ялне каймалли тупăннă пулĕ, килсе çитет ак тени те ăна канăç кӳмерĕ. Аптăранă енне коридор тăрăх каллĕ-маллĕ çӳрерĕ.
Çемьеленме ĕлкĕрнĕ студентсен пурин те пĕр йăла пур, вĕсем шăнкăрав умĕн пĕр-ик минут маларах е шăнкăрав пулсан тин килсе çитеççĕ. Лариса хăлхине шăнкăрав сасси кĕмерĕ. Çавсем, çемьеллисем, коридор тăрăх васка-васка иртни тăрăх вăхăт чухларĕ. Анчах аудиторие кĕрсе ларма пĕрре те кăмăл пулмарĕ. Çынсене чăрмантарам мар тесе улах вырăн пăхкалама пуçларĕ. Туртакансем пуçтарăнакан кĕтесе каяс килмерĕ. Унта яланах лĕклентерекен шăршă тăрать.
Вырăнтан хускалнăччĕ ĕнтĕ, такам çурăмран лаплаттарса илчĕ. Ку çемьеленнисен сехечĕпе пурăнакан Надя пулах кайрĕ.
— Эс пĕлетĕнех ĕнтĕ. Мĕн пулнă вара Вероникăна? Шанк хытса тăчĕ Лариса.
— Ăçта курнă эс ăна?
— Кăтартмарĕç çав. Çавăнпа санран ыйтатăп.
— Ăçта кăтартмарĕç? Кам кăтартмарĕ?
Васкакан Надя алă сулчĕ те, Лариса сехĕрленсе ӳкрĕ. Лешĕ тарса каясран ăна алăран çатăрласа тытрĕ.
— Ним те пĕлместне вара? — ыйтрĕ Надя вĕчĕхнĕ сасăпа.
— Пĕлместĕп çав, пĕлместĕп, — хыпăнса каларĕ Лариса.
— Ман тăхлач выртать унта. Ун патне кайнăччĕ упăшкапа иксĕмĕр. Çавăн чухне пĕлтĕм. Реанимацире тет Вероника, ун патне кĕртмеççĕ.
— Хăш пульницара?
— «Васкавлă пулăшу» пульницинче...
Каласа пĕтереймерĕ Надя, аудитори еннелле чупсах кайрĕ.
Лариса та вырăнтан хускалчĕ. Декан пӳлĕмĕн алăкне туртса пăхрĕ, вăл хупă пулчĕ те, каялла çаврăнчĕ. Ăçта çитсе çапăнасса та пĕлмесĕр вирхĕнсе чупса кайрĕ. Тĕп алăкран тухсан темле вăй тытса чарчĕ ăна. Асăрханса, ураран ура улăштарса майĕпен аялалла анчĕ.
Çак картлашка чăваш çамрăкĕсен кун-çулне татса паракан вырăн пекех туйăнса кайрĕ. Анаталла мар, çӳлелле туртакан картлашка тесе тунă ăна, анчах те анаталла анма çăмăллипе, те ырă вăйĕн хăвачĕ хухса та хухсах пынине пула сиккипех ана-ана каяççĕ. Пĕччен-иккĕн кăна мар-çке вĕсем, анаталла туртакан вăя парăнакансем...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...