Хĕрес хывнă хĕвел :: Виççĕмĕш сыпăк
— Ним те ан иккĕлен, — хушнă пекех каларĕ Лариса.
— Турă панă телейӳ терĕм-çке, — хĕрĕ майлă пулчĕ Кира та.
Унтан виççĕшĕ виçĕ кĕтесе вырнаçса ларчĕç. Кира пӳлĕм алăкне кайса хупрĕ. Хваттерте урăх никам та çуккине пĕлчĕ пулин те таçта ют хăлха пулассăнах туйăнчĕ ăна.
Хальхинче вĕсен калаçăвĕ çыпçăнмарĕ. Пĕри тем калама тăрать те ăна тĕхвĕртсе каякан çуккипе шăпланать.
— Выçах çӳреместне-ха эс? — ялт сиксе тăчĕ Кира. — Апатлан малтан...
— Чăнах та, — терĕ Лариса та.
Сĕтел хушшинче те калаçăва сыпăнтараймарĕç.
Мĕн пĕлмеллине пĕлтĕмĕр, мĕн каламаллине каларăмăр терĕç пулĕ çамрăксем, пӳлĕме кайса хупăнчĕç. Амăшĕ алăк уçса пăхрĕ, кĕме те хатĕрехчĕ. Лариса сивлеккĕн мăкăртатса илчĕ:
— Анне, ан чăрмантар-ха эс пире...
Кирăн юнашар пӳлĕме куçма тиврĕ. Чӳрече умне пырса тăчĕ, балкона тухрĕ. Ниçта та хăйĕн вырăнне тупаймарĕ те пырса перĕннĕ-перĕнмен çатăртатма тытăнакан креслăна вырнаçса ларчĕ. Аврука кĕтме пикенчĕ. Лешĕ тата çав тери нумай кĕттерчĕ. Çывăрма выртас умĕн кăна таврăнчĕ. Ăна, ывăннăскерне, Кира хыпарĕ ни савăнтармарĕ, ни тĕлĕнтермерĕ. Чунсăр çын пек тыткаларĕ хайне. Çăвăнса тасалнă хыççăн, каçхи апата лар-сан, темиçемĕш хут ĕнтĕ çав сăмахах каларĕ:
— Сан хуçу Вероникăна качча илесшĕн.
— Илтĕр — чармастăп, — терĕ те Аврук апат пĕтĕрме пикенчĕ.
Кира шучĕпе ĕнтĕ Вероника хыпарĕ паянтан пуçласа ку хваттерте кĕрлесе те шавласа кăна тăмалла. Чан сасси пек пурне те хускатмалла. Курăсăн, çамрăкĕсем хăйсем пăшăлтатса калаçма пӳлĕм алăкне хупрĕç. Аврук илтнине илтмĕш пулать. Кирăн пусăрăнма та хăй тĕллĕн шухăша путма тиврĕ.
Вероникăна вăл тахçанах хăйĕн иккĕмĕш хĕрĕ вырăнне хурать те, ун шăпишĕн, ун пуласлăхĕшĕн пуринчен те хытăрах пăшăрханать.
Ку каç çĕрĕпе те куç хупаймарĕ. Çур çĕр çитсен çамрăксем выртнă-и-ха тесе сассăр тăрса пăхрĕ. Алăк хушăкĕнчен çутă курчĕ те каллех выртрĕ. Кăтăш пулма пуçланăччĕ, Аврук кĕрлеттерсе калаçма пуçларĕ. Тĕлĕри-тĕлĕрми выртаканскер Аврук мĕн калаçнине ăнланса юлаймарĕ, хальччен илтмен икĕ сăмах, ланжерон тата бампер тени пусахлама тесех килнĕ ыйха вĕçтерсе ячĕ. Пуçне калт çĕклерĕ те тăрса ларчĕ. Çара хулĕсене утиялпа витрĕ, хăраса шухăшларĕ: «Мĕн пулнă вара кăна? Килте те, çын çинче те ют сăмахсемпе калаçманскер... Чим, урмăшма тытăнман-и?»
Вăрансан вăрантăр тесе лăскасах илчĕ. Упăшки тепĕр еннелле çаврăнса выртрĕ те харлаттарма пуçларĕ.
Ку сăмахсене астуса юлам-ха, ирхине хăйĕнчен мĕне пĕлтернине ыйтăп тесе шухăшларĕ те çамрăксен пӳлĕмне уçса пăхма шутларĕ. Вĕсем те çывăрмаççĕ иккен.
Вара балкона тухса ларчĕ. Кĕве çулăхасран кунта кăлара-кăлара çакнă кивĕ тумтирсенчен алă айне лекнине хăй çине уртса ячĕ.
Ирчченех ларчĕ шухăшĕсемпе айкашса. Кирек камăнни пекех, шухăшĕсем унăн та хĕрарăмпа хĕрарăм телейĕ, çамрăклăхпа çамрăк ăраскал пирки пулчĕç. Ăна хăйне туй пĕркенчĕкĕ айĕнче ларма тӳр килмен те, Вероникăна пĕр ăмсанчĕ, уншăн пĕр савăнчĕ. Хăйĕн хĕрĕ тĕллĕн те çав тивлет çаврăнса тухтăрах тесе Турра тархасларĕ.
Аврук тăрса çӳренине сисрĕ пулин те, вырăнтан хускалмарĕ.
Лешĕ ма çывăрмастăн тесе пырса ыйтсан тин анасласа илчĕ, ыйхă лĕпсĕрлентерме тытăннине сисрĕ. Аврук хыççăн сивĕнме те ĕлкĕреймен вырăн çине тĕшĕрĕлмерĕ, хĕр упраç мĕн тăвать-ха тесе пӳлĕм алăкне уçрĕ. Лариса вырăнĕ çине салтăнмасăрах кĕрсе выртнă та Ларисăпа Вероника ним туйми çывăраççĕ.
Аврук васкаса тумланнине курсан ыйтмасăр тӳсеймерĕ:
— Мĕн, паян та васкавлă ĕç пур-им?
— Пур-ха çав, пур. Илсе кайма ĕçме-çиме хатĕрле-ха.
— Ирхи апатсăрах тухса ан кай ĕнтĕ.
— Чышсан та, тĕртсен те анмасть. Чей ăшăт та... Аврук тумланса пĕтерсен, чей ĕçме тĕпеле кĕрсен балконра ларнă чухне канăç паман ыйтăвĕ чĕлхе çине килсе тухрĕ.
— Эс вара, Аврук, ют чĕлхесем те вĕреннĕ-им?
Леш ним те ăнланмарĕ-ха. Сыпкăм тунă хыççăн чей куркине лартрĕ те пуçне çĕклерĕ.
— Кам вĕрентнĕ мана? Эп мĕнпурĕ те ПТУ кăна пĕтернĕ.
— Çĕрĕпе ют сăмахсемпе калаçса выртрăн. Ланжерон та бампер тенине лайăх илтсе юлтăм. Ытти сăмахĕсене чăмла-чăмла каланипе астуса юлаймарăм.
— А-а-а, — кулсах ячĕ Аврук. — Эпир, Ильменевпа иксĕмĕр, хĕрсе ĕçленĕ чухне хамăр ятсене те манса каятпăр та пĕр-пĕрне Ротор е Статор тесе чĕнме тытăнатпăр. Машина пайĕсем вĕсем...
— Капла тесен, — Кира та куланçи турĕ. — Паян та каçа юлса таврăнатна? — терĕ Аврук хыççăн алăка хупса юлнă чухне.
— Пĕлместĕп-ха, пĕлместĕп, — мăкăртатрĕ Аврук.
Кира хупă пӳлĕмрен сас-чӳ илтĕнмĕ-и тесе хваттерте шавсăр çӳрерĕ. Урари тапочки утнă майăн кăштăртатать те, ăна хывса пĕр кĕтесе лартрĕ. Темле тимлĕ пулсан та, хĕр упраç хускалнине сиссе юлаймарĕ. Тахăш вăхăтра тăрса çăвăнма ĕлкĕрнĕ. Иккĕшĕ юнашар тĕкĕр умĕнче писевленеççĕ.
— Каймалли пур-и паян та? — ыт ахальтен тенĕ пек ыйтрĕ Кира. Хĕрсен хурав пама та вăхăт тупăнмарĕ. Харăс хускалчĕç те каллех пӳлĕме кĕрсе çухалчĕç. Ку хутĕнче алăка хупмарĕç.
Вĕсен, çамрăксен, иккĕшĕ пĕрле чухне калаçса вĕçне тухайми сăмах тупăннине Кира тахçанах асăрханă. Халĕ ĕнтĕ пушшех те купаланса кайрĕ пулĕ. Калаçчăрах, çавна валли çынна чĕлхе панă терĕ те тĕпелте ăшталанма пуçларĕ.
Ку таранччен Лариса мĕн тесен те Вероникăн хирĕçле персе хурас йăла пурччĕ. Паян вăл ун кĕввинех ĕнĕрлет.
— Оппонент пулса йăлăхрăнам? — ыйтас килчĕ Ларисăн.
— Санпа иксĕмĕр тĕнче тĕрĕслĕхне шыраса тупаймăпăр. Тавлашнин усси пĕрех çук иккен.
Пурнăç чăнлăхĕ пĕрре кăна, Верона. Хăйĕн историйĕнче этемлĕх ăна тăрăлтарса çитернĕ. Эпир хамăра такам вырăнне хуратпăр та çынсенчен уйрăм чăнлăх шырама хăтланатпăр. Анне мана ачалла чиркĕве илсе çӳремен. Халь пулсан унтан тухмалла мар. Пастырьсем вĕрентнине хамăр профессорсем вĕрентнинчен маларах хуратăп. Вĕсем вĕрентниех чуна çывăх. Эп сана панăччĕ вĕт пĕр кĕнеке. Ăçта вăл? Общежитире-и? Тытса ларма вăхăт туп-ха. Унта аскăнлăхпа аскăн ĕçсем пирки Турă вĕрентсе каланисене иле-иле кăтартнă. Турă çырни тесе ахаль каламаççĕ çынсем. Венчете тăнă çынсене чиркӳ уйăрмасть. Пысăк çылăх шутланать вăл.
Ку калаçу нихăçан та вĕçленмессе иккĕшĕ те сиссе илчĕç те шăпланчĕç. Çакăнтан пуçласа Лариса Вероникăн кăмăлне вак-тĕвек таранах пĕлсе тăма тăрăшрĕ. Тантăшĕ ăна тĕлĕнтерсех тĕлĕнтерме пуçларĕ. Пĕринче чикĕ леш енчи эстрада çăлтăрĕсен туйĕсене телевиденипе курнине аса илсе тухать. Акăлчансем чунтан юратакан Диана принцесса патне çитет те шăпланать.
— Мĕне кирлĕ вĕсем сана? — чунтан ыйтать Лариса.
— Манăн та пурин асĕнче те юлмалла туй тăвас килет...
— Тӳшекне кура ура тăсма вĕрентеççĕ ваттисем.
— Ваттисем хыççăн ан çӳре! — кăшкăрса тăкас патнех çитет Вероника. — Хальхи çамрăксем вĕсенчен ăслăрах. — Çавăнтах пусăрăнать те тута тăсса пăрахать. — Мĕн хака каять-ши ман анне çурчĕ? — тăнлавне кăтăртаттарма тытăнать.
— Туй тума сутасшăн-и?
— Сутасшăн çав, сутасшăн.
Тепринче пач урăх калаçу пуçлать.
— Нимле туй та кирлĕ мар. Туйсăрах пĕрлешсе пурăнакансем те пур. Эпĕ хам та темиçе çынна пĕлетĕп. Килĕштерсех пурăнаççĕ. Теприсем тата çырăнмасăрах...
— Ăсу выляма тытăнмарĕ пулĕ те, — тантăшне пӳлме васкать Лариса.
— Çамрăк чухне ăсăн вылямалла, — сăмахĕ тупăнсах тăрать Вероникăн та.
Çамрăксем çамрăкла сӳте-сӳте явакан ыйтăва аслисем аслăлла татса пама шутларĕç. Кирăпа Аврук пĕр шăмат кун тирпейлĕн тумланчĕç те пасара каятпăр тесе килтен тухрĕç. Малтанхи кунах хатĕрлесе хунă кучченеçĕсене илме манмарĕç.
Фрося та вĕсене кĕтсе тăнă иккен. Те ывăлĕ систерсе хунă, те амăшĕн чунĕ хăй сисĕмлĕрех пулнă. Ăна Кирăпа Аврук пĕлмерĕç, ыйтса-тĕпчесе тăмарĕç. Тӳрех сĕтел хушшине ларма сĕнчĕ Фрося. Урисем урайне перĕни-перĕнми вĕçсе çӳрерĕ хăй. Хальччен курман-туман çынсем мĕн çăмăлпа çӳренине пĕлнипе калаçрĕ те калаçрĕ.
— Ман ачи çавнашкал çав. Ăшĕ çуннине сиссех тăратăп. Çулăмне тула кăлармасть те питĕ асапланать вара. Шеллес те шеллес килет. Аннӳпе те пулин чунна уçса калаç-ха тетĕп те, пушшех пусăрăнать. Кăшкăрашас йăли çук хăйĕн. Анне тет те шăппăн пăрăнса утать. Эпĕ те урăхран чĕнместĕп.
— Кăшкăрашма пĕлмест-ха, — пĕр сăмахлăн пулчĕ Аврук та.
Кира шăпăртах ларчĕ-ха. Черечĕ çитессе кĕтрĕ.
Фрося сĕтел тирпейлесе çитерсен, пуçламан кĕленче те кăларса лартсан Кира та кучченеçпе килнине аса илчĕ. Сăмахсăр-мĕнсĕр ăна сĕтел варрине кăлара-кăлара хучĕ. Унăн та пуçламан кĕленче пулчĕ. Унсăр пуçне «Акконд» кăларакан канфетсемпе печени, çаврака шăрттанпа кăлпасси татăкĕ кăларса хучĕ. Фрося вĕсем валли таса турилккесем илме çийĕнчех тавçăрчĕ.
Хăй умне тулли черкке лартса парсан Аврук хускалса илчĕ те пурте илтчĕр тесе хыттăн каласа хучĕ:
— Эпĕ хам пая ĕçсе татнă...
— Ятне тумастна? — ыйтрĕ Фрося.
— Тумлампа та çăвара вараламастăп...
Хĕрарăмсем иккĕшĕ паллашнă ятпа тесе пĕрер черкке ĕçрĕç те, чĕлхисем уçăлсах кайрĕç.
— Ларисăна качча панă чухне чăвашла туй тăватăп тесе тахçанах шухăшласа хунă.
— Такама качча тухас тейĕ-ха вăл? — хирĕçлерĕ Аврук.
— Китай çыннине тухсан та туйне чăвашла тăватпăр. Лариса ман сăмахран иртеймест.
Ман ачи тем шутлать ĕнтĕ. Калаçмалла-ха унпа.Чăваш туйĕн йĕркисене эп маннă ĕнтĕ.
Пуçне чиксех шухăша путрĕ Фрося.
Çур кун калаçса та сăмахĕ татăлмарĕ вĕсен. Уçăмлă сăмахĕ пĕрре кăна пулчĕ: çамрăксем хăйсем шутланă пек тăвăпăр терĕç.
— Çулне пĕлетĕр, манса ан пурăнăр, — тесе ăсатса ячĕ Фрося.
— Кăмăллă çын амăшĕ те. Ывăлĕ пекех, — пĕтĕмлетрĕ Аврук картишне тухсан.
14
Кĕтмен-туман çĕртен милици уйрăмне чĕне-чĕне илекен пулчĕç. Пĕринче икĕ çамрăк пирки ыйтса тĕпчерĕç. «Маскăпаччĕ вĕсем», — тени тĕпчекене тивĕçтермерĕ.
Аптăранă енне Ларисăран ыйтса пĕлнĕ тăрăх икĕ çамрăк автоюсавра та темиçе те пулнине каласа пачĕ. Кун хыççăн хăпрĕç тенĕччĕ. Апла пулмарĕ. Кашни сăмаха темиçешер калаттаракан, пĕр ыйтăвах çине-çинех паракан милиционер Арефий Якимовича чĕнтерсе тăман, хăй автоюсава кайнă. Саккунран иртсе курман çын мĕн калайтăр ĕнтĕ. Мĕн пулнă, мĕн курнă, мĕн илтнĕ — çавна. Гаража тул енчен хура сăрăпа сапса тухнине те, Жора çак усал ĕçе тăвакансене курнине те, çавна пула лешсем хăйсемех килсе гаража çĕнĕрен сăрланине те пытарса тăман. Çав икĕ çамрăках пулĕ темле машинăсене сӳттерме ыйтнине те сиктерсе хăварман. Гараж айккинче хирте вĕсене машина кĕтсе ларнине те, унта мини-трактор сутатăп тесе улталакан çын пулнине те пĕлсен милиционер Аврука темиçе-темиçе хут тав тунă.
Кун хыççăн каллех Вероникăна чĕнтерчĕç. Ун умне икĕ çамрăк сăнне кăларса хучĕç.
— Çаксем-и? — ыйтрĕç çине-çинех.
— Маскăпаччĕ çав, маскăпаччĕ. Палласа юлайман.
Саккун хушнинчен иртсе курман çыннăн пакунлă çынсемпе калаçнă хыççăн чĕре вырăнтан хускалать. Вĕсем хăвна пулăшасшăн пулнине те, хăвăн хутна кĕнине те ăша хывмастăн. Милици уйрăмĕнчен тухсан Вероника ниçталла кайма пĕлмерĕ. Куç курнă еннелле васкаса утрĕ. Такамран тарнă пек васкарĕ.
Çурçĕр пасарĕ тĕлне çитсен палланă пек сасă илтĕнчĕ.
— Таçта васкать ĕнтĕ Верона...
Йăлт-ялт пăхкаласа илчĕ Вероника. Унран темиçе утăмра çамрăк хĕрарăм тăрать. Унпа вăл «Ностальжи» клубра паллашнă. Паллашнă тени çавă кăна-ха. Çывăхланман, ятне-шывне те ыррăн пĕлмест. Ыттисем хыççăн вăл та ăна Дина тесе чĕнет. Çавă кăна.
— Тем туянасшăн ĕнтĕ пасарта? — сассине çемçетсе калаçрĕ Дина.
Вероника хăй тин кăна милици уйрăмĕнче пулнине, унтан кăмăл пăсса тухнине калама хатĕрехчĕ, сӳрĕккĕн аллине сулса яман пулсан чĕлхерен çав сăмах вĕçерĕнмеллеччĕ.
— Пасара çӳреместĕп эп, — терĕ ним чĕнмесен аван мар тесе.
— Эпĕ вара мĕн кирлине çак пасарта туянатăп. Сутуçăсене те палласа çитрĕм. Хăйсем те паллаççĕ те ларта-ларта ямаççĕ.
— Уттарам-ха, — терĕ кăна Вероника, Дина ăна алăран ярса та тытрĕ.
— Ак ман шофер килет. Леçсе яратпăр машинăпа.
— Кунта утмалли нумай мар, — турткаланчĕ Вероника.
Дина ăна хулран çавăтрĕ те çул хĕрринчи бордюр çумĕнчех тăракан машина патне илсе кайрĕ. Шофера та кĕтсе тăмарĕ, хыçалти алăкне уçрĕ, Вероникăна тĕртсех тенĕ пек кĕртсе лартрĕ. Хăй васкаса ун çумне тĕршĕнчĕ те тытăнчĕ пули-пулми калаçма. Пуçа мĕн килсе кĕнине, Вероника çулĕнчи хĕр упраç мĕн çинчен каçса кайса итлеме пултарнине вăл лайăх пĕлет, çавăнпа ĕнтĕ шухăшласа кăларнине те хăй курнăн туса калаçма тытăнчĕ. Мускава Майкл Джексон гастроле килет тенине илтнĕ-илтмен вокзала билет туянма тухса чупнă иккен. Унăн епле пулсан та çак «çăлтăр» автографне илсе юлас килнĕ. Палланă-тунă тантăшĕсенчен темиçе çынна та чĕннĕ. Пĕри укçа шелленĕ, теприн пулман. Пĕчченех тухса кайма тивнĕ.
— Эх, çав! Эх, çав! — шоферсăр пуçне салонра урăх никам та çук пулин те янратса калаçрĕ Дина. — «Россия» хăна çурчĕ умне кĕпĕрленнĕ хамăр. Теприсем тата аэропортах кайнă пулнă. Вĕсене унта патне те яман. Пире те милиционерсем хӳтерсе тăраççĕ. Эпир пĕрех сĕкĕнетпĕр. Пĕр арçын та çук хамăр хушăра. «Кадиллак» килсе чарăннине те, унран пирĕн кумир тухнине те курса кăна юлайрăмăр. Умĕнче те, хыçĕнче те хуралçăсем, утăм та çывăха ямаççĕ. Хуралçисем вăрăм пӳллĕ, Майкл алă çĕклени те курăнмасть. Иртсе кайрĕ пирĕн тĕлтен. Хутланса лартăмăр, тĕршĕнтĕмĕр те хӳхлесех макăратпăр...
Машина хуланалла мар, Етĕрне çулĕпе кайнине асăрхарĕ Вероника. Пăлханма тытăнчĕ.
— Дачăри мунчара ылтăн сулла манса хăварнă, — çийĕнчех çĕнĕ калав пуçларĕ Дина. — Кулянса çĕрĕпе çывăраймарăм. Вăрă аллине лексен тетĕп. Хаклă-çке-ха вăл. Май тупса кайса илес терĕм. Нумай тăмастпăр унта. Кĕрсе кăна тухатăп дачăна.
Чĕркуççи çинчи сумкине хускатса илчĕ, имĕш, уççисем унтах...
Вероника лăпланнă пек пулчĕ те, Дина пăшăлтатса калаçма пуçларĕ. Шоферăн ку сăмаха илтмелле мар тенĕ пек. Иккен, ăна Мускаври депутат пулăшаканĕ хăй ухмаха тухса юратни çинчен кала-кала йӳтетме тытăннă. Дина мĕн хуравламаллине те пĕлмест. Унăн урăххи пур. Арçынни ку питĕ йăрăскер, япшар чĕлхеллĕскер. Пĕр хĕрарăм чунне кăна хăй майлă çавăрман пек туйăннипе Дина иккĕленерех тăрать...
Машина шоссерен пăрăннине тӳрех сиссе илчĕ Вероника. Лăнк та ланк сиктерме тытăнчĕ. Малти кантăкран йывăçсем курăнчĕç. Чĕмсĕр шофер сасартăк кăшкăрса ячĕ:
— Мĕн ку? Мĕн ку?
Машинăна хăвăрт кăна тормозларĕ те каялла чакарма пуçларĕ. Машина умĕнче маскăллă икĕ çамрăк тăнине Вероника та асăрхарĕ, çухăрса ячĕ те Динăна пилĕкрен çатăрласа тытрĕ. Лешĕ те ун çумне тĕршĕнчĕ. Пĕри машина алăкне туртса уçрĕ те шофера сĕтĕрсе кăларчĕ, ăна çĕр çине пусса ӳкерчĕ. Алли-урине тăлласа çыхрĕ. Лешĕ тапкаланчĕ, кăшкăрашрĕ. Тепри Дина çумне çыпçăнса ларнă Вероникăна ярса тытрĕ. Çăварне скотч çыпăçтарчĕ те машинăран туртса кăларчĕ. Тулли михĕ пек, хулпуççи çине хурса ăна йывăçсем айне илсе кĕрсе кайрĕ. Динăна никам та тĕкĕнмерĕ. Сас кăларма та хăрарĕ вăл.
Маскăллă çын шофер вырăнне кĕрсе ларчĕ, бардачока уçса пăхрĕ. Тем шырарĕ. Кирлине тупаймарĕ пулас та мотора чĕртрĕ, машинăна хускатрĕ. Çулран пăрчĕ те ăна йывăçсем хушшине кĕртсе лартрĕ. Хăй çавăнтах куçран çухалчĕ. Машинăран тухнă чухне Динăна чăмăрпа юнаса хăварчĕ.
Вероника хăйне курăклă çĕр çине вырттарсан, арçын кӳлепи çĕр çумне пусса лартсан, палланă пек сасăпа: «Ху ирĕкӳпе памасан вăйпа илме те пĕлетпĕр», — тенине илтсен тăн çухатрĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...