Хĕрес хывнă хĕвел :: Тăваттăмĕш сыпăк
Çур кун тĕпелти сĕтел хушшинче пĕр калаçу пулчĕ. Ларисăпа Аврук тăрса тумланчĕç, апат сĕтелĕ хушшине лармасăрах апла-капла çырткаларĕç те ĕçе тухса кайрĕç. Марьепе Кира çаплах пĕр сăмаха чăмларĕç. Умĕнчи чейĕ иккĕшĕн те сивĕне-сивĕне пычĕ, ăшăтса ĕçер-и тесен Марье пуç сулларĕ.
— Халь консультаци паракан юристсем пур çĕрте те пур, çитсе килер мар-и? — терĕ Кира кăнтăрлахи апат тусан.
— Унта укçа тӳлемелле пулĕ-çке...
— Тем хаках ыйтмĕç. Ун валли кăна тупăпăр...
Тумланчĕç те тухса утрĕç. Урамра тин Кира ăçта курнăччĕ-ха «Юрист консультацийĕ» сăмаха тесе шухăшлама пикенчĕ. Тӳрех пуçа ним те пырса кĕмерĕ. Марье пулăшрĕ.
— Мускав проспектĕнче пур ун пек пункт. Юрисчĕ пит тараватскер. Афган вăрçинчен хăрах алăллă таврăннăскер. Сулахай аллипе те питĕ шăрçалантарса çыраять...
Унтах каяс терĕç. Халăх пулмарĕ. Юрисчĕ кускерсене вĕçне çити итлесе те тăмарĕ. Сывă аллине, сулахаййине, сулчĕ те хĕрарăмсене ăнлантарма пуçларĕ. Сывламасăр тенĕ пек итлесе ларчĕç иккĕшĕ те. Пӳлмерĕç, ыйтусем пара-пара чăрмантармарĕç. Ача çуралсан çурта ун çине çыртармалла та вăл çитĕнсе çын шутне кĕриччен ăна опекунсен тытса тăмалла. «Опекун» сăмах кăна чăваш хĕрарăмĕсене шухăша ячĕ. Юрист та ăнлантарса пĕтереймерĕ. Вара хĕрарăмсем хăйсене ăнланма усрава илни пулать ку терĕç.
Марье яла таврăнсанах тăванĕсене çапла-çапла каласа ăнлантарма пулчĕ. Вара усрава илекен çыннине пĕрле шырама калаçса татăлчĕç. Марье хăй те хирĕç пулмарĕ, анчах Вероника темшĕн ăна килĕштерми пулнă. Ача-пăча йăли çапла-ха тесе шутларĕ вара Марье, мĕн чухлĕ хытăрах юрататăн, çавăн чухлĕ ытларах юнтараççĕ. Вероникăпа та çаплах пулса тухрĕ пулас. Вара юрист патĕнче пĕрле пулнă Кирăна тăванĕсем умĕнче кирлĕ те кирлĕ мар çĕртенех мухтаса калаçма пуçларĕ.
Асапланса мар, çăмăллăн çуратрĕ Вероника. Пульницара нумай тытмарĕç. Çĕнĕ кайăка илме Кира та пычĕ. Вăл ачана пурпĕрех хăйĕн пăхса ӳстермелле тенипех ĕнтĕ хăйĕн укçипе ача-пăча япали туянчĕ, пиелĕхсенчен, кипкесенчен пуçласа утиял таранах. Ача кӳми валли кăна укçи çитмерĕ. Ăна Аврук ăсталаса пама пулчĕ. Роберт укçипе Лариса та çав япаласенех туянчĕ. Чăваш йăлине уякансем тупăнмарĕç те, ача яшки пирки сăмах та пулмарĕ. Çĕнĕ кайăк ял-йыш валли савăнăç илсе килмерĕ. Вероника тăванĕсем те, кӳршисем те Акаç пӳр-тĕнче çĕнĕ пурнăç пуçланнине курмăш пулчĕç. Çитменнине тата, Вероника патне таçтан палламан икĕ хĕрарăм килчĕç те, лешĕ хăй ача амăшĕ пулнине маннă пекех пулчĕ. Ачине кăкăр пама пăрахрĕ. Палламан хĕрарăмсем кайсан тепĕр эрнерен Вероника хăй те çухалчĕ. Никама та, вăл шутра Кирăпа хăйĕн хреснамăшне те, пĕр сăмах каламасăр-тумасăр ялтан тухса кайнă. Ăна та Кира ăнсăртран пĕлчĕ. Ял хĕрринчи пӳртре пурăнакан пĕр кинемейрен кивçен укçа илнĕ иккен. Çула кайма. Укçине Кира тавăрса парать тесе ĕнентернĕ.
— Юрать, ача ятне çыртарса ĕлкĕртĕмĕр, юрать, çурт хучĕсене тума ĕлкĕртĕмĕр, — пĕр сăмаха калаççĕ Кирăпа Марье иккĕшĕ пĕрле чухне.
Вара тытăнаççĕ ку чухнехи çамрăксене апла та капла хăртма. Сăмах шеллесе тăмаççĕ. Ним калама аптăра са çитсен Вероника хăй çуратнă ачана Антон ят хурасшăн пулнăшăн вăрçма тытăнаççĕ.
— Антун теме те чарать хăй, Антон кăна тетересшĕн, — мăкăртатать Марье.
— Ан та кала-ха, — сассине янратса хуравлать Кира, — тĕнчере урăх ят çук пек...
Хăйне вара Антон тени килĕшет. Вăрçмалла-ха та Вероникăна, вăрçаççĕ иккĕшĕ.
Çанталăк çур еннелле кайрĕ. Пӳрт-çурт тăррисенчен шапăртатса тумла юха пуçларĕ. Каç-каç хĕл сивви çы-вăрмасть те, юхса пĕтеймен тумламсем пăрлана-пăрлана лараççĕ, пӳрт аркисенчен шĕвĕр сăнăсем пек çакăнса тăраççĕ. Кĕтмен туман çĕртен татăла-татăла анаççĕ те папка сарма хăçан вăхăт çитĕ-ха тесе шухăша путнă йывăçсем çине сырăннă çерçисенне сехре сиктереççĕ. Пар! вĕçсе саланаççĕ çерçисем. Анчах шухăшне татма ĕлкĕрнĕ йывăçсем турачĕсене авăса-авăса илеççĕ те, çерçисем каялла таврăнаççĕ. Тумла пăрĕ тепре сасă туса хăратиччен чĕвĕл-чĕвĕл сассипе çуркуннене чĕнсе туратсем çинче лараççĕ.
Аврукăн хулари хваттертен яла пит куçса каясах та килместчĕ. Пусăрăнса путми пулнă юр тăрăх утса пахча тавра çаврăнчĕ те, чунĕ вырăнтан хускалчĕ. Ачашланса-йăвашланса кайрĕ. Çĕр-анне ăна, Аврука, çĕр ĕçлеме çуратнине аса илтерчĕ пулас. Халь тин хăйĕнчен вĕçертместĕпех тесе каларĕ те пулас. Ăна хăлхапа мар, чунпа илтрĕ Аврук. Акаçăн хирте те пай пуррине пĕлсен шухăша путрĕ. Ачаллах хăнăхнă ĕçе ватăлмалăх кунра аса илни лайăх та пек туйăнчĕ ăна. Вара Акаç хăварнă хуçалăха, унти пурлăха тĕрĕслеме пуçларĕ.
Алă тĕкĕнмесен алă çул та выртать тенипе мар, мĕн пуррипе мĕн çуккине пĕлес тенипе ухтарман вырăн хăвар-марĕ. Хĕрарăм тытса тăнă хуçалăхра, паллă ĕнтĕ, арçын алли çитменни пур çĕрте те курăнать. Хуçăк авăрсем, тутăхнă кĕреçесем, мăка пуртăсем унта та кунта йăва-ланса выртаççĕ. Аслăк çине сухапуç хăпартса хунă. Кунта çумăр-мĕн лекмен те, ун тимĕрĕсем, лапатки тутăхман, чăпарланнă кăна. Те хăех тавçăрнă, те Акаçа пулăшакан тупăннă, сухапуçĕн тимĕр пайĕсене çу сĕрнĕ пулнă. Çавасене пурне те лаç пуçĕнчи пăрăсран урта-урта янă. Пурне те çĕнĕ авăр лартмалла, çависене туптамалла.
Мăклă витене уçса пăхрĕ. Çĕрнĕ навус шăрши сăмсана кăтăкласа илчĕ те, алăка хупма васкарĕ.
Акаç хăй мĕн выльăх тытнине пĕлмерĕ Аврук, анчах кунта ĕне-сурăх та, чăх-чĕп те тытма пулать тесе шухăшларĕ. Çăва тухсан выльăх-чĕрлĕх туянса ямалла тесе шутларĕ те Антон çывăрнă чухне те ун патĕнчен хăпма хăракан Кирăна хăйĕн шухăшне пĕлтерме васкарĕ. Кира-и? Хавасланса ӳкрĕ тени кăна çителĕксĕрех ĕнтĕ. Çунатлансах кайрĕ вăл. Халь-халь вĕçсе кайма хатĕр-леннĕ кайăках тейĕн, аллисене лăпăс-лăпăс хускатка-ласа илчĕ.
— Халех туянар апла! — ачана вăратасран асăрханмаллине те манса кайрĕ Кира. — Ăçта çитĕннĕ чăхсем сутаççĕ?
— Лапсарта ĕнтĕ. Ăçта пултăр?
— Хакне пĕлместĕн-ха ĕнтĕ. Пуçтарăн та тухса вĕçтер.
— Вырăн хатĕрлем-ха малтан.
— Темиçе автан туян. Тĕсли-тĕслисем. Юрататăп çавсен сассисене итлеме. Нимле музыка та кирлĕ мар.
— Пĕр кĕтӳре темиçе автан пурăнаймасть. Пĕр-пĕринпе çапăçаççĕ вĕсем.
Кира ним те чĕнмерĕ. Хăйĕн сăмахĕ витмессине пĕлчĕ те шăпланчĕ.
Картиш тавра утса çаврăнсан Аврукăн лупас айĕнчи кивĕ валашка пуçне ларас йăла çирĕпленчĕ. Шăп çакăнта пуçа чи кирлĕ шухăш пырса кĕнĕн туйăнма пуçларĕ. Халь ялсенче те машинăллă çынсем йышланса пыраççĕ. Ял çыннин те машини пăсăлать, ванать, аварие лекет. Кашнинех тытса юсама алă пымасть. Роберт гаражрах юсав мастерскойĕ пекки тытса тăрать пулсан, Аврукăн кунта вырăн та пур, май та çук мар. Хăйĕн ĕç хатĕрĕсене кайса тиесе килĕ те... ĕçлĕ çын пăсăлмасть, ĕçлĕ çын ватăлмасть.
— Çапла-и, Аврук тусăм? — хăйне хăй ыйту пачĕ те ура çине тăчĕ. Аврук тусе çапла тесе хуравласса кĕтмерĕ, каллех Акаçран юлнă хуçалăха тĕрĕслеме тытăнчĕ.
Пуçларĕ хайхи ялтан хулана, хуларан яла хутлама. Кайма-килме сăлтавĕ тупăнсах тăрать. Хальлĕхе хăйсем кăна куçса килнĕ-çке, пурнăçĕ вара унтах, хулара юлнă. Пĕринче ĕç хатĕрĕсене кӳрсе килчĕ. Вĕсене валли Роберт машини те çитрĕ-ха. Тепринче кил-çурт таврашне, сĕтел-пукана, тĕрлĕрен ăпăр-тапăра тиесе таврăнчĕ. Кусем валли груз турттаракан машина тытма тиврĕ. Мĕн кирлине кӳрсе килтĕмĕр тесе пурăнма пуçланăччĕ кăна, Арлаççине тулли машина персе çитрĕ. Аврукпа Кира пурăнма тытăннă çурт умнех çитсе чарăнчĕ. Ку вара тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ, аптăратмаллипех аптăратса ӳкерчĕ. Роберт гаражĕнчи верстаксем, унти ĕç хатĕрĕсемпе пĕрле Лариса пӳлĕмĕнчи сĕтел-пукана, вырăн хатĕрĕсене, кавирсене, палассене пурне те тиесе янă. Хăй пĕрле ларса килмен те, машина шоферĕ ку мĕне пĕлтернине каласа ăнлантараймарĕ. Вара Аврукăн пушаннă машина шоферĕпе пĕрле хулана ларса килмелле пулчĕ. Тӳрех хăйсем пурăннă хваттере çул тытрĕ.
Алăкĕ уçă пулнипе ăна туртса уçрĕ те чыхăнса кайрĕ. Хваттере шап-шурă тусан тулса ларнă. Стенасене çыпăçтарнă шпалерсене сĕвекен икĕ хĕрарăм çăварĕсене шурă çĕтĕкпе çыхса лартнă. Пĕр-пĕринпе калаçмалла чухне ĕç пăрахсах теприн патне пыраççĕ те хăлхаран мăкăртатаççĕ. Кирăпа иккĕшĕ выртса тăнă пӳлĕмре урая сӳтсе пăрахнă. Çĕнĕ уратасем хунă. Икĕ арçыгн евроурай сарма тытăннă. Кусен те унпа калаçса тăрас кăмăлĕсем çук пулĕ тесе шухăшларĕ те Ларисăна пăхкалама пуçларĕ. Тăмасть-и пĕр-пĕр кĕтесре? Курăнмарĕ. Вара ыйтмасăр килсе кĕнĕ пекех ыйтмасăр тухса кайрĕ. Пĕрле пурăннă кӳршĕсенчен кама та пулин курăп-и тесе енчен еннелле пăхкаларĕ. Усал суннă пекех ун тĕллĕн никам та пулмарĕ. Кĕтнĕ чухне вăхăт шума пăрахнине пĕлет пулин те, тулашма пуçларĕ.
Хваттере тепре кĕрем-ха тесе шухăшласа илнĕ хыççăн ун умнех Роберт машини çитсе чарăнчĕ. Машина чарăннă-чарăнман унран Лариса тухрĕ те Аврук патне пычĕ.
— Кĕрсе куртăн-и хваттере? Тĕпренех юсас терĕмĕр. Стенисене кăна улăштарма май çук. Ыттисене йăлтах...
«Терĕмĕр» тенине Аврук питĕ лайăх илтсе юлчĕ, анчах вăл мĕне пĕлтернине чухлаймарĕ. Роберт пырса алă парсан, лешĕ темле вăрттăнлăх пĕлтернĕн хăлхаран «Ларисăпа пĕрле пурăнма тытăнтăмăр» тесе пăшăлтатсан Аврук шăнтнă пекех хытса тăчĕ. Хускалайми кăна мар, калаçайми те пулчĕ. Арçыннăн çаплах чун хевтисĕр пулмалла маррине те пĕлет хăй, кĕтмен хыпар арçынна мар, хĕрарăма ытларах анратнине те чухлать, анчах хăйне хăй итлеттереймест, çаплах хытса тăрать.
Роберт алăран çавăтсан та вырăнтан хускаласшăн пулмарĕ Аврук.
— Арефий Якимович, санпа канашламалли пур-ха ман, — терĕ Роберт ăна хăй еннелле туртса. — Силантьевпа иксĕр йăнăшма памастăр мана. Ыйтрăм та Силантьевран, Арефипе канашла-ха терĕ. Котельнăй тесе тунă пушă çурта мастерской валли туянасшăн.
— Çуртне çын çӳрекен вырăна лартман-çке. Сан мастерскою куç умĕнче пулмалла...
— Тĕрĕсех-ха ку сăмах. Пăрăнса кĕме çул пур. Пăхкаларăм та... Килĕшес пуль тетĕп.
— Силантьева кăтартрăн-и?
— Май пулмарĕ-ха çав.
Калаçса татăлма ĕлкĕреймерĕç. Лариса пырса чăрмантарчĕ.
Вĕсем подъезда кĕрсе çухалсан Аврук хăйне кунта ытлашши çын пулнине туйса илчĕ те автовокзала васкарĕ.
Тĕлĕнтерем-ха перре Кирăна тесе шухăшлани кăлăхах пулчĕ. Те хĕрĕ амăшне систерсе калама ĕлкĕрнĕ, те Кира хăй чухласа илнĕ, Аврук Ларисăпа Роберт пĕрле пурăнма тытăннине пĕлтерсен пăлханмарĕ те, хыпăнмарĕ те.
— Туйне хăçан тăвассине каларĕç-и? — ыйтрĕ вăл Аврук хыпарне итлесе пĕтерсен.
— Çук, каламарĕç, — терĕ Аврук.
20
Ял çыннисем çĕнĕрен куçса килекенсене тӳрех хăйсен йышне илесшĕн мар çав. Малтан тĕрĕслесе пăхаççĕ. Аврукпа апла пулмарĕ.
Хуларан таврăнатчĕ вăл. Лавкка умĕнче арçынсем хĕвĕшеççĕ. Ку мĕне пĕлтернине Аврук çийĕнчех чухларăм тесе шутларĕ. Васкаса иртсе кайма тăчĕ. Анчах матти капотне уçнă «Жигули» патĕнче ăна пĕр яш тытса чарчĕ.
— Тем чăхăмлать машина. Чухлатăр пулсан пăхса илĕр-ха.
Машина тавра темиçен хĕвĕшеççĕ. Тавлашаççĕ хăйсем, пĕр-пĕрне тем каласа ăнлантараççĕ.
— Чĕрт-ха апла машинуна...
— Чĕрĕлет те çавăнтах сӳнет, — терĕ яш çын.
— Чĕрт-ха, чĕрт! — хушрĕ Аврук.
Тулхăрса кĕрлесе кайрĕ те мотор лăк-лăк-лăклатма пикенчĕ.
— Паллă, — терĕ татăклăн Аврук, пуçне капот айне чикрĕ, унтан-кунтан пăркаларĕ, пушатрĕ, хытарчĕ.
Вăл мĕн тунине ыттисем пăхса тăраймарĕç. Тавлашаканни тавлашса пушанаймарĕ. Руль умĕнчи яш кăна Аврук мĕн хушасса кĕтсе ларчĕ.
— Чĕрт машинуна! — кăшкăрса каларĕ хальхинче.
Мотор тулхăрмарĕ, лăк-лăклатмарĕ, тикĕссĕн кăна кĕрлесе ĕçлеме пуçларĕ. Çак самантран пуçласа Аврук хăйне Арлаççинче ĕмĕрне ĕмĕрлекен пекех туйрĕ. Ял çыннисем ăна хăйсен çынни тесе йышăнчĕç.
Хирте те, пахчасенче те çурхи ĕçсем пуçлансан Аврука ял механикĕ вырăнне хураççĕ. Ельцин колхозсене пĕтерме хушса хут кăларсан мар çав, унччен маларахах çынсем техникăна пайласа пĕтернĕ. Арлаççисене те кӳрентермен. Тен, ку ял çыннисем хăйсем сĕмсĕртерех пулнă. Темиçе килĕн «Беларуçсем» пур, темиçе кил умĕнче грузовиксем лараççĕ. Шап-шап трактор текеннисем çукпа пĕрех. Харпăр хăй хуçалăхне çавсем кирлĕрех те çав.
Пенсири учителĕн, Иван Семеновичăн, килĕнче пĕри ларать тенине Марьерен илтсе пĕлчĕ-ха. Лешĕн ывăлĕ мехпаркран сĕтĕрсе килнĕ пулнă иккен ăна. Лере ĕçлеме юрăхсăррипе ахалех ларнă пулнă.
— Сухаласа паракансем пур, — терĕ Марье. — Сотăйшăн алă тенкĕ кăна илеççĕ.
Пурпĕрех Иван Семенович килĕнче тутăхса ларакан шап-шапа та пăхса илес килчĕ. Хăйĕнчен хăй тĕлĕнсе кайрĕ кайран. Шăп пĕр кунта сӳтсе пуçтарса ĕçлемелле турĕ çав трактора. Унран икĕ касăллă акапуçĕ кăкарса ячĕç те Аврука сĕтел хушшине чĕнчĕç.
— Хам пая ĕçсе татнă, тăванăмсем, — терĕ те лăнк-лăнк пуç ухса илчĕ.
Акаç пахчине, халь ĕнтĕ Аврук пахчи тесен те юрамалла, чи малтан сухаларĕç. Тракторне çӳретекенĕ лавкка умĕнче «Жигули» машинине чĕртеймесĕр асапланнă яш çын пулчĕ. Ку чухне чăваш ачисене пурне те Сергей те Андрей тесе кăна чĕнеççĕ пекех туйăнать. Аврукпа Иван Семенович ана вĕçĕнче пăхса тăчĕç, Сергей шăйрăк ан хăвартăр тесе суха касси мĕнле выртса пынине сăнарĕç. Аврук Шупашкар урамĕсенче темиçе çул каялла ялав вĕлкĕштерсе çӳренĕ тăватă кустăрмаллă пĕчĕк трактора аса илчĕ. Тимоха мар, тракторĕ асра юлнă-çке ун. Ун чухнех хам тытса тăватăп-ха кун пеккине тесех шухăшланăччĕ. Ун чухне май килмерĕ. Акă халь умах килсе выртрĕ. Акса-лартса пĕтерем-ха пахчана тесе шухăшларĕ Иван Семеновичпа юнашар тăнă чухне, тытăнатăп, тытăнатăп...
Çулсем хушăнса та хушăнса пынăçемĕн хастарлăх чакма тытăнать. Чир-чĕр пусахлама пуçлать. Кăмăл лӳппер-ленет. Аврукăн пачах урăхла пулса пычĕ. Яла пурăнма куçнă хыççăн хастарлăхĕ çĕнĕрен вĕресе кайрĕ. Çамрăкрах чухне ӳркенерех тунă ĕçе те тиркесе тăми пулчĕ. Малтанхи çулхине пахча çимĕçе те хăех акса-лартса хăварчĕ. Кира хам акатăп, хам акатăп тесе тăнă çĕртех вăхăт тупаймарĕ. Ача кравачĕ патĕнчен хăпаймарĕ. Вăхăчĕ çитсен вăрлăха йăран çине акмаллине такам вĕрентмесĕрех пĕлет Аврук.
Антоша ураланиччен Аврука ун кравачĕ патне пыртармарĕç те. Темиçе çынна пĕр ача пулнă чухне вăл арçынна тивĕçмест. Утса-чупса çӳрекен Антоша хăй Аврук еннелле туртăнма тытăнсан Кира та ăна чарса тăраймарĕ. Ăмсанкалама хăтланкаларĕ. Анчах çитерекенни, тумне-юмне пăхса тăраканни хăй пулнипе Аврук çумĕнче айкашакан ачана çавăта-çавăта каймарĕ.
Акаç пӳртне пурăнас тесех лартнă иккен. Чăваш пӳрчĕсен тĕпсакайĕсене пӳртрен кĕрсе тухмалла тăваканччĕ. Кун тĕпсакайне путвал тесе чавнă. Кĕрсе тухса çӳреме картиш еннелле алăк кăларнă. Анса хăпарма алăк умне кирпĕчренех картлашка купаланă. Путвала вĕртерсе тăма тĕнĕ кăларнă. Кунта сывлăш нихçан та нӳрленмест. Типĕ сывлăшра япала пăнтăхмасть, кăмпаланмасть.
Малтанхи çулах çĕр улми калама çук ăнса пулчĕ. Çĕр улми туянас текенсем Якут Республикинченех килнĕ терĕç. Çавсем ана çинченех машинăсем çине тиеттерчĕç. Аврук та ял вĕçĕнче ларакан КамАЗсемпе МАЗсем патне темиçе те кая-кая килчĕ. Çĕр улми тултарма сеткăсем кирлĕ пулнипе. Çур пахча улмине сутса ячĕç, ыттине путвала кĕртрĕç. Унти йывăç ещĕксем пурте тула-тула ларчĕç. Сентресем çине ытама кĕми ӳснĕ кавăнсене хурса тухрĕ Аврук. Çанталăк типĕ килчĕ те, Ларисăпа Роберт темиçе хутчен те канмалли кунсенче килсе ĕçлерĕç.
Çав çул хĕл каçарма сысна çурисем туянчĕç. Хĕл каçарсан амине çăвăрлаттарăпăр, аçине пусăпăр терĕç. Кĕркунне выльăх йӳнĕ чухне тесе тына пăру туянчĕç. Виçĕ çултан хăй пăрулакан пулĕ терĕç.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...